Паян республикӑн Министрсен Кабинечӗн ларӑвӗнче студентсене пуйӑспа ҫур хакпа ҫӳреме ирӗк паракан йышӑнӑва ырланӑ.
Ҫӑмӑллӑх хулаҫум ҫыхӑнупа ҫӳрекенсене кӑрлачӑн 1-мӗшӗнчен тытӑнса ҫӗртмен 15-мӗшӗччен тата авӑнӑн 1-мӗшӗнчен пуҫласа раштавӑн 31-мӗшӗччен пуйӑс хакӗн ҫуррине кӑна тӳлеттерме йышӑннӑ. Йышӑну шкулта, вӑтам, аслӑ професси пӗлӗвӗ паракан вӗренӳ заведенийӗсенче ӑс пухакансене пырса тивет. Чукун ҫул предприятине тӑкака республика хысни шучӗпе саплаштарӗҫ.
Анчах ҫав тапхӑр хыҫҫӑн самолетсем вӗҫме чарӑнмӗҫ-ха. Кунта сӑмах Атӑлҫи федераци округӗнчи регионсем хушшинче йӗркеленӗ авиаҫыхӑну пирки пырать. Асӑннӑ округри регионсем хушшинче сывлӑш ҫулӗн ҫыхӑнӑвне йӗркелесси ҫинчен калакан программӑна тата тепӗр виҫӗ ҫуллӑха тӑснӑ.
Аса илтеретпӗр, асӑннӑ программӑпа йӗркеленӗ вӗҫев хакӗн ҫуррине кӑҫал хыснаран саплаштарнӑччӗ. Ҫав тӑкака федераци хыснипе регион бюджечӗ хӑйсем ҫине ҫурмалла илнӗччӗ. Килес ҫултан ку енӗпе йӗрке кӑшт улшӑнӗ. Пассажир ҫав-ҫавах ҫур хака ҫеҫ тӳлӗ-ха. Улӑшнӑвӗ регионсене пырса тивӗ, килес ҫул вӗсем ҫур хака саплаштарма тесе уйӑракан суммӑран 40 процентен кӑна саплаштарӗҫ, тепӗр 60 процентне федералсем хӑйсем ҫине илӗҫ.
Кунта сӑмах Олимп ҫулӑмӗ пирки пырать. Ӑна ҫӗршыв тӑрӑх илсе ҫӳренине тӗрлӗрен йышӑнакансем пур та. Ҫак темӑна кунта та хускатнӑшӑн вулакансем кӑмӑлсӑрланмасса шанатӑп. Олимп вӑййи, мӗн тесен те, тӑтӑш пирӗн ҫӗршывра иртекен мероприяти мар та, ҫапла чыса тивӗҫнин савӑнӑҫне ҫапла палӑртма шухӑшланине ӑнланма пулать те пулӗ. Юрӗ, ку вӑл ум сӑмах вырӑнне пултӑр тейӗпӗр.
Олимп ҫулӑмӗ Шупашкара ҫак уйӑхӑн 27-мӗшӗнче килсе ҫитмелле. Ӑна епле ирттерессине паян республикӑн Правительство ларӑвӗнче сӳтсе явнӑ. Ҫулӑма йӑтма 163 ҫынна явӑҫтармалла. Вӗсенчен кашнине 200-е яхӑн метр лекӗ. Трассӑн пӗтӗмӗшле вӑрӑмӑшӗ — 33 километр. Ҫулӑм Чӑваш Ене ҫитсен ӑна илсе каяс ҫул ҫинче транспорт чупассине вӑхӑтлӑха чарма тивӗ. Шупашкарта хӑш-пӗр вырӑнта ҫула ирхи вунӑ сехетрен пуҫласа каҫхи вуннӑччен пӳлӗҫ. Тӗплӗнрех пӗлес тесен ҫак каҫӑпа пӑхма пулать: gov.cap.ru/info.aspx?gov_id=49&type=news&id=2671565
Шупашкарти Ленин районӗн официаллӑ сайчӗ пӗлтернӗ тӑрӑх паян уйрӑм кил-ҫурт талкӑшӗнчи ҫулсене юртан епле тасатнине тӗрӗсленӗ иккен. Ҫурт-йӗрти комуналлӑ хуҫалӑхпа хӑтлӑх пайӗн специалисчӗсем Пушкин, Пасар тата Колхоз урамӗсене ҫитсе курнӑ. Ҫавӑн пекех вӗсем хӑйсен сӑмсисене Дача тӑкӑрлӑкне те чикнӗ тет. Тӗрӗслев ҫул-йӗре йӗркеллех тытнине кӑтартса панӑ имӗш.
Каласа хӑварас пулать, раштавӑн 31-мешӗччен уйрӑм кил-ҫурт таврашӗнчи ҫулсене УММ-1 организаци тасатать. Кайран кам тасатса тӑрасси пирки Ленин районӗн официаллӑ сайчӗ пӗлтермест.
Ялӗсенче хӑйсенче мар-ха. Вӗсен тӗлӗнче. Хусана Мускавпа пысӑк хӑвӑртлӑхлӑ пуйӑссем ҫӳремелли ҫул тӑвасси пирки маларах эпир темиҫе те хыпарланӑччӗ. Ку ыйтӑва проектӑн ӗҫ ушкӑнӗн ларӑвӗнче черетлӗ хут хускатнӑ. Ӑна Чӑваш Енӗн транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министрӗ Михаил Янковский ертсе пынӑ.
Аса илтеретпӗр, пысӑк хӑвӑртлӑхлӑ пуйӑс пирӗн республика территорийӗпе иртнӗ май Етӗрне, Муркаш, Шупашкар тата Сӗнтӗрвӑрри районӗсем урлӑ каҫса кайӗ. Чарӑнӑвне Етӗрне районӗнчи Полянки тата Шупашкар районӗнчи Мӑнал ялӗ тӗлӗнче палӑртнӑ.
«Сапсана» Раҫҫейре 2018 ҫулта футбол енӗпе иртекен тӗнче чемпионачӗ тӗлне чуптарма тытӑнасшӑн. Проекта пурнӑҫланӑ чух ҫӗр ыйтӑвӗ сиксе тухма пултарать. Ҫапах та ку вӑл пысӑк чӑрмав кӑларса тӑратмасса шанаҫҫӗ. Сочинче иртекен Олимпиадӑна хатӗрлесе строительство ӗҫӗсене пуҫарнӑ чух ҫӗр ыйтӑвне хӑвӑрт татса пама пултарнине аса илеҫҫӗ. Пысӑк хӑвӑртлӑхлӑ пуйӑс ҫулӗ тума, тен, ҫӗнӗ саккун та йышӑнма тивӗ. Ку вӑл, эпир ӑнланнӑ тӑрӑх, тӗпрен илсен ҫӗр ыйтӑвӗпе ҫыхӑннӑ. Саккун пирки «Скоростные магистрали» акционерсен обществин ҫӗрпе пурлӑх ыйтӑвӗсемпе ӗҫлекен департаменчӗн пуҫлӑхӗ Ольга Гладышева палӑртнӑ.
Шупашкарта автомашинӑсене эвакуацилеме пуҫлаҫҫӗ. Нумай хваттерлӗ ҫуртсен умне лартса тухнӑ машинӑсем лартса тухни коммуналлӑ хуҫалӑх машинисене те чӑрмантарни каламасӑрах паллӑ. Хӗлле лару-тӑру уйрӑмах ҫивӗчленет — урамра ларакан машинӑсене пула юр тасатма та йывӑр.
Шупашкарта йышӑннӑ хӑтлӑх кӳмелли правилӑсемпе килӗшӳллӗн унта-кунта лартса хӑварнӑ машинӑсене эвакуацилеме тытӑнӗҫ. Ятарлӑ рейдсене каҫсерен ирттерме палӑртаҫҫӗ. Ятарлӑ автопредприятин кун валли виҫӗ эвакуатор пур-мӗн.
Ҫапах та ҫапла кӑра мера йышӑниччен хула влаҫӗсем «Лартма юрмасть» текен асӑрхаттару паллисем вырнаҫтарма палӑртаҫҫӗ. Ятарлӑ асӑрхаттарусем 66 штук иккен. Вӗсене машинӑсем уйрӑмах хутлакан ҫул-йӗр хӗрне е машинӑсене кӗрсе тухма йывӑр вырӑнсене вырнаҫтарса тухӗҫ.
Ҫул-йӗр ҫинчи инкексене пула вӑрҫӑри пек халӑх тӑкӑнать теҫҫӗ хӑш-пӗр сӑнавҫӑсем. Чӑн та, аварисенче мӗн чухлӗ ҫын пурнӑҫӗ татӑлмасть-ши! Ҫил кастарса вӗҫтерекен машинӑсене светофорсем мӗн тесен те «ҫӑварлӑхлаҫҫӗ».
Ҫак уйӑхра пирӗн республика лаптӑкӗнче тӑватӑ светофор хута янӑ. Вӗсенчен иккӗшне М-7 текен автоҫул ҫинче — вӑл трасса Мускава Ӗпхӳпе ҫыхӑнтарать — вырнаҫтарнӑ. Ҫавсенчен пӗри Муркаш районӗнчи Калайкасси ялӗ патӗнче, тепри — Ҫӗрпӳре. Шупашкара хӗвелтухӑҫ енчен кӗнӗ ҫул ҫинче те халӗ светофор пур. Кунсӑр пуҫне «Ҫӗрпӳ–Чӗмпӗр» трасса ҫинче, Канаш хулинче, вырнаҫтарнӑ.
Анчах, Турра шӗкӗр, салонти ҫынсем аманман. Инкеке автобус паян, чӳк уйӑхӗн 18-мӗшӗнче, лекнӗ. Киров хулинчен Шупашкара килекенскер асӑннӑ облаҫри Советски районта ҫул айккине пӑрӑнса кӗрсе ҫаврӑнса ӳкнӗ.
Аварие лекнӗ автобусра 15 ҫын ларса пынӑ иккен. Телее, вӗсенчен нихӑшӗ те аманман. Автобуса хӑйне те темех пулман, кӑшт кӑна лапчӑннӑ. Ҫаврӑнса ӳкнӗ транспорта юсама янӑ, ҫынсем тепӗр автобуспа Шупашкара килсе ҫитнӗ.
Ку пӑтӑрмах кӑҫал ака уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Шупашкарта пулса иртнӗ. Тимлӗ пулманнипе мартшрутлӑ таксинче ларакан хӗр хӑйне кирлӗ чарӑнура анса юлайман пулнӑ. Вара ӑна водитель Ҫӳрҫӗр-Хӗвеланӑҫ районӗнче вырнаҫнӑ «Промнефть» станци лаптӑкӗнче антарса хӑварнӑ. Хайхи маршрутка тапранма пуҫлансан хӗр ӑна хӑваласа ҫитес тесе хыҫҫӑн чупма тытӑннӑ. Руль умӗнче ларакан 31 ҫулхи Мастеров Александр чупакана асӑрхамасӑр ҫапса кайнӑ пулнӑ. Хӗре тӳрех васкавлӑ пулӑшу пульницинчи реанимаци пайне леҫнӗ, анчах та шел пулин тухтӑрсем сусӑрланнӑ хӗре ҫӑлса хӑварайман.
Шупашкарти Мускав районӗн сучӗн пӗтӗмлетӗвӗпе Мастерова «ҫул-ҫӳрев йӗркине пӑсса асӑрхануллӑ пулманнипе ҫын пурнӑҫне татни» статьяпа айӑплӑ тесе йышӑннӑ. Ӑна 3 ҫуллӑх колони-поселение ӑсатма йышӑннӑ тата 3 ҫуллӑх руль умне ларма чарнӑ.
Прокуратура пӗлтернӗ тӑрӑх, Мастеров хӑйӗн айӑпне йышӑннӑ, анчах та йышӑннӑ приговора улӑштарма ыйтнӑ. Суд вӑл ыйтнине пурнӑҫламан.
Шупашкарти Ленин районӗнче пурӑнакан пӗр арҫынна руль умне правасӑр ларнӑшӑн урам шӑлма янӑ.
Ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн инспекторӗсен тӗлне вӑл маларах та ҫакланнӑ-ха. Ҫул-йӗр правилине пӑснине кура ӑна правасӑр хӑвармалла та тунӑ. Вӑл пур — ним пулман пекех руль умне ларса тухнӑ. «Renault» машина хуҫине суд нумаях пулмасть 150 сехет ӗҫлеттерме йышӑннӑ. Тӳре йышӑнӑвне пурнӑҫа кӗртсе арҫынна «Жилкомсервис-1» текен предприятие тӗрлӗ ӗҫе пурнӑҫлама вырнаҫтарнӑ. Федерацин суд приставӗсен службин республикӑри управленийӗн пресс-секретарӗ Антон Антонов пӗлтернӗ тӑрӑх, арҫыннӑн халӗ урам шӑлма тата территорие хӑтлӑх кӳрессипе ытти ӗҫе пурнӑҫлама тивет.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 762 - 764 мм, -5 - -7 градус сивӗ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Василий Давыдов-Анатри, чӑваш халӑх сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Мишутин Николай Степанович, ҫыравҫӑ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |