Шупашкарта ҫамрӑк ҫынна шыраҫҫӗ. Вӑл урама уҫӑлма тухсан киле таврӑнман. Тӑванӗсем вӑл ҫухални пирки полицие пӗлтернӗ. Каччӑн сӑнне хулара та ҫакса тухнӑ.
Станислав Александрович Мезин, 1998 ҫулта ҫуралнӑскер, авӑн уйӑхӗн 13-мӗшӗнче Шупашкарта юлташӗсемпе уҫӑлса ҫӳренӗ. Ирхи 5 сехетре «Каскад» умӗнче вӗсем уйрӑлнӑ. Станислав киле каятӑп тенӗ. Вӑл ӑҫтине виҫҫӗмӗш кун ӗнтӗ пӗлмеҫҫӗ.
Станислав Александрович Мезина курнӑ тӑк ҫак номерсемпе шӑнкӑравлама ыйтаҫҫӗ: 89876781034 (аппӑшӗ Мария), 89373728745 (амӑшӗ Екатерина). Е 02 номере ҫавӑрттарса полицие пӗлтермелле. Каччӑ 178 сантиметр ҫӳллӗш, кӗлетки ҫинче сурансем пур.
И.Я.Яковлев ячӗллӗ ЧППУран вӗренсе тухнӑ Алла Меунаргия (хӗр чухнехи хушамачӗ Костина) «Голос» телепроект витӗр тухнӑ. Вӑл «Гости из будущего» ушкӑнӑн «Зима в сердце» юрра суйланӑ. Ун енне Леонид Агутин тата Пелагея ҫаврӑннӑ. Алла Пелагейӑна суйланӑ.
Алла Костина ЧППУн ют чӗлхесен факультетне 2008 ҫулта пӗтернӗ. Студент чухне вӑл пултарулӑх конкурсӗсене пӗрре мар хутшӑннӑ. 2006 ҫулта Волгоградра иртнӗ «Раҫҫей студенчӗсен ҫуркунни» фестивальте «Автор юрри» номинацире иккӗмӗш вырӑн йышӑннӑ, 2009 ҫулта «Алла Костина» ушкӑн йӗркеленӗ.
Алла 2009 ҫултанпа Самар хулинче пурӑнать, унти йӗкӗте качча тухнӑ. Пӗрремӗш тур витӗр тухнӑ ҫамрӑк хӗрарӑм «Голос» телепроектра малалла тупӑшӗ.
Чӑваш Енӗн вӑрман тата сунар хуҫалӑхӗнче ӗҫлекенсене вӑрман фондӗнче шутланакан ҫӗре парӗҫ. Унпа вӗҫем тӳлевсӗр усӑ курайӗҫ. Анчах ҫурт-йӗр хӑпартса лартма мар. Вӑрман фончӗн ҫӗрне ял хуҫалӑх тӗллевӗпе ҫеҫ усӑ курма юрӗ.
Чӑваш Енӗ Министрсен Кабинечӗн паянхи ларӑвӗнче ку ыйтупа тухса калаҫнӑ ЧР ҫут ҫанталӑк ресурсӗсен тата экологи министрӗн пӗрремӗш ҫумӗ Александр Ефремов ҫӗнӗлӗх РФ Ҫӗр кодексӗпе, тата тӗрӗсрех каласан, унӑн 24-мӗш статйипе, килӗшсе тӑрасса пӗлтерчӗ.
Вӑрманҫӑсемпе сунар хуҫалӑхӗнче ӗҫлекенсен шалӑвӗ те пысӑк мар. Унта ӗҫлекенсенчен 90 проценчӗ — 35 ҫултан пуҫласа 60 ҫулчченхисем, тата аслӑраххисем те пур. Курӑк ҫулма, вӗлле тытма тата ытти ҫавӑн йышши тӗллевпе усӑ курма ҫӗр уйӑрсан ку отрасле ҫамрӑксем туртӑнасса шанаҫҫӗ.
Шупашкар районӗнчи Чӑрашкассинче хӑйне евӗр конкурс иртнӗ. Ҫамрӑксем ҫӳп-ҫапран хӑйсем валли костюм ҫӗленӗ, унпа сцена ҫине тухнӑ.
«Ҫӳп-ҫапран – мода» ятлӑ конкурс авӑн уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Чӑрӑшкассинчи культура ҫуртӗнче иртнӗ. Унта сакӑр ҫамрӑк дизайнер хутшӑннӑ.
Конкурсҫӑсем хутран, пластикран, пленкӑран, хаҫатран тата ҫӳп-ҫапа ывӑтмалли ытти япаларан костюм ҫӗленӗ. Модельерсем пурте тӑрӑшса хатӗрленнӗ.
Жюри пайташӗсем чи илемлӗ тума ниепле те суйлайман. Ара, пурте илемлӗ пулнӑ-ха та. Ҫавна май кашни конкурсҫа диплом тата пылак парне парса савӑнтарнӑ.
Ҫурла уйӑхӗн 27-мӗшӗнче Шупашкар хула администрацийӗ Шупашкарти 29-мӗш шкулӑн директорӗ кам пулассине палӑртнӑ. Конкурсра 27 ҫулти Илья Тумаков ҫӗнтернӗ.
Илья И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУн строительство факультетӗнчен вӗренсе тухнӑ. Вӑл ЧПУн Студентсен канашӗн председателӗн тилхепине 5 ҫул тытса пынӑ, ҫамрӑксемпе нумай ӗҫленӗ.
Илья мӗншӗн ҫак ҫула суйланӑ-ха? Унӑн амӑшӗ ӗмӗрӗпех вӗрентекенре тӑрӑшать. Илья хӑй пурӑнакан микрорайон пурнӑҫне те хастар хутшӑнасшӑн. Вӑл – аспирант, ҫавна май кӗнеке нумай вулать.
Илья Тумаков шкул директорӗн тивӗҫне ҫитес эрнерен, документсем хатӗр пулсан, пурнӑҫлама тытӑнӗ.
Чӑваш Енри Транспорт полицийӗн ӗҫченӗсем 20 ҫулти икӗ каччӑна тытса чарнӑ. Хайхискерсене Шупашкарти чукун ҫул станцийӗ ҫывӑхӗнче вӑрттӑн вырӑна наркотик хунӑ чухне асӑрханӑ.
Ҫамрӑксем 20 тӗрке хума хӑтланнӑ. Пӗтӗмпе 11 грамм ытла наркотик хуташӗ пулнӑ. Оперативниксем каччӑсем унччен наркотике ӑҫта тӗркесем тунине те тупса палӑртнӑ. Унта вара 390 ытла грамм наркотик тупнӑ.
Ҫак икӗ каччӑ тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Пӗрре кӑна мар – иккӗ. Пӗрремӗшӗ – преступлени тума тӑнӑшӑн. Иккӗмӗшӗ – наркотике сарнӑшӑн.
Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ черетлӗ ҫӗнӗ сезона «Виҫ кӗтеслӗ юрату» премьерӑпа уҫассине эпир ӗнер пӗлтернӗччӗ. Халӗ театрӑн пресс-секретарӗ Надежда Андреева тата тепӗр хыпар пӗлтерчӗ.
Ҫамрӑксен театрӗ чӑвашла пӗлекен 15-20 ҫулсенчи пикесемпе яшсене студие йыхравлать. Унта лекес тесен ятарлӑ ала витӗр тухмалла. Тӗрӗслев валли юптару, вырӑс тата чӑваш авторӗсен сӑввисене, проза произведенийӗсене, ташӑ-юрӑ хатӗрлемелле.
Театртисем ӗнентернӗ тӑрӑх, студире вӗренекенсен Чӑваш патшалӑх культурӑпа ӳнер институтӗнче артист профессине алла илес шанчӑк пур.
Студие кӗрессипе ҫыхӑннӑ ыйтусене 45-00-34, 52-15-28 номерсемпе уҫӑмлатмалла.
Вера ТИТОВА. Н. АНДРЕЕВА архивӗнчи сӑн ӳкерчӗк.
Авӑн уйӑхӗн 8-мӗшӗнче ТВ-3 телеканалпа «Дневник экстрасенсов» кӑларӑмӑн Канаш хулинче ӳкернӗ серийӗ экран ҫине тухӗ. Нумаях пулмасть паллӑ экстрасенс Татьяна Ларина унта килсе кайнӑ.
Экстрасенс 16 ҫулти ача вилӗмне уҫӑмлатма ҫитнӗ. Ҫамрӑк нумаях пулмасть вилнӗ. Татьяна Ларина малтан ҫынсемпе вышка патӗнче тӗл пулнӑ, кайран масар ҫине кайнӑ.
Экстрасенса ачан тӑванӗсем чӗнсе илнӗ. Вӗсем ҫамрӑкскер мӗншӗн вилнине уҫӑмлатасшӑн пулнӑ. Официаллӑ верси тӑрӑх, ача хӑйӗн ҫине алӑ хунӑ. Анчах тӑванӗсем ҫакна ӗненмеҫҫӗ.
Ытларахӑшӗ Татьяна Ларина экстрасенса «Битва экстрасенсов» финалисчӗ пек пӗлеҫҫӗ. Вӑл ачан тӑванӗсене мӗнпе пулӑшайнӑ-ха? Ҫакна телевизор курсан пӗлеетӗр.
Паян Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев «ПромТехСтройСервис» предприяти ертӳҫине Юрий Михайлова халӑх валли ӗҫ вырӑнӗсем туса панӑшӑн ырланӑ.
Элтеперпе пуҫлӑх правительство ҫуртӗнче тӗл пулнӑ. Ертӳҫӗсем коммуникаци сечӗсене хунӑ чухне инновацилле технологисемпе усӑ курассине сӳтсе явнӑ.
Юрий Михайлов ҫӗр айӗнче коммуникаци сечӗсене сарнӑ чухне полиэтилен тата стальрен тунӑ пӑрӑхсене инновацилле меслетпе усӑ курса сарнине палӑртнӑ. Ҫавӑн пирки ӗҫӗн хакӗ йӳнелнине каланӑ. Ҫӗр айӗпе шыв, газ, тӗрлӗ ҫыхӑну линисене хута яма питӗ меллӗ тесе асӑннӑ. Кун пек меслетпе олимп объекчӗсене хута янӑ чухне те усӑ курнине пӗлтернӗ. Предприятире ҫамрӑксем йышлӑн ӗҫленине те пӗлтернӗ вӑл Элтепере. Чӑваш патшалӑх университетӗнчен вӗренсе тухакансем те унта хаваспах вырнаҫаҫҫӗ иккен.
Кӑҫал шкул пӗтернисенчен вырӑс чӗлхипе тата математикӑпа патшалӑхӑн пӗтӗмлетӳллӗ аттестацийӗ витӗр тухайманнисем е экзамена начар тытнисем пӗлӗве ҫак уйӑхра тепӗр хут тӗрӗслеме пултараҫҫӗ.
Вырӑс чӗлхипе экзамен тытайманнисем мӗнпур йышран 0,15 процент, математикӑпа — 0,92 процент.
Ытларикун, авӑн уйӑхӗн 5-мӗшӗнче, вырӑс чӗлхипе патшалӑхӑн пӗрлехи экзаменне тата вӗренсе тухакансен патшалӑхӑн экзаменне тытма пулать.
Эрнекун, авӑн уйӑхӗн 8-мӗшӗнче, математикӑн никӗс шайне патшалахӑн пӗрлӗхлӗ экзаменӗ тата ҫак предметпа вӗренсе тухакансен патшалӑхӑн экзаменӗ тыттарса пахалӗҫ. Чӑваш Енӗн Вӗренӳ тата ҫамрӑксен ӗҫӗн министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, тепӗр ушкӑн пӗлӗве авӑн уйӑхӑн 16-мӗшӗнче тӗрӗслейӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (11.04.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 6 - 8 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Ефимов Никита Ефимович, фольклор пухаканӗ, этнограф, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Казаков Георгий Николаевич, паллӑ патшалӑх ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Колбасов Олег Степанович, правовед, юридици ӑслӑлӑхӗсен докторӗ ҫуралнӑ. | ||
| Михайлов Феликс Михайлович, спорт йӗркелӳҫи, ишес енӗпе тӗнче шайӗнчи тӳре ҫуралнӑ. | ||
| Козлова Зинаида Алексеевна, фольклор пухаканӗ, профессор, ЧР тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Николаев Юрий Михайлович, патшалӑх ӗҫченӗ, ЧР вӑй-хал культурипе спортӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Терентьев Николай Терентьевич, чӑваш драматургӗ, тӑлмачӗ, актёрӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |