Ҫамрӑксем ытларах хӑш аслӑ шкула суйлаҫҫӗ? Нумаях пулмасть «Социаллӑ навигатор» проект хатӗрленӗ. Чӑваш Енри виҫӗ аслӑ шкул ҫамрӑксем ытларах суйлакан учрежденисен наци танлаштарӑмне лекнӗ. Ӑна хатӗрленӗ чухне кӑҫалхи кӑтартусене шута илнӗ.
Танлаштарӑмра И.Я.Яковлев ячӗллӗ ЧППУ 37-мӗш йӗркене йышӑннӑ. Ӑна ҫамрӑксем ытларах гуманитари енӗпе суйлаҫҫӗ. Ял хуҫалӑх тӗлӗшпе вара Чӑваш патшалӑх ял хуҫалӑх академийӗ 32-мӗш йӗркене лекнӗ. Классика университечӗсен йышӗнче И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУ 67-мӗш вырӑнта.
Аслӑ шкулсене мӗнле майпа хакланӑ-ха? Чи малтанах аслӑ шкултан вӗренсе тухакан специалистсене ӗҫлемешкӗн направлени панине шута илнӗ. Ял хуҫалӑх академийӗнчен вӗренсе тухакансен 91,9 проценчӗ ӗҫе вырнаҫнӑ, ЧППУра – 73,1 процент, ЧПУра – 24,1 процент.
Сыктывкар хулинчи сройкӑра инкек пулнӑ. Унта Чӑваш Енри арҫын сарӑмсӑр вилнӗ. Кун пирки «Про Город Сыктывкар» хаҫат хыпарлать.
Арҫын питӗ ҫамрӑк пулнӑ: 27 ҫулта ҫеҫ. Вӑл строитель пулнӑ-и е ҫук-и — хальлӗхе палӑртман.
Ку инкек раштав уйӑхӗн 8-мӗшӗнче ирхи 3 сехет те 45 минутра пулнӑ. Сыктывкарти «Орбита» микрорайонти стройкӑра чӑваш арҫынни 12-мӗш хутран ӳкнӗ. Вӑл тӳрех пурнӑҫран уйрӑлнӑ.
Сыктывкарти васкавлӑ медпулӑшу станцийӗ ҫав арҫын Чӑваш Республикинчен пулнине пӗлтернӗ. Халӗ стройкӑра мӗн пулса иртнине тӗпӗ-йӗрӗпе уҫӑмлатаҫҫӗ.
Питӗр хулинчи чӑваш ҫамрӑкӗсен ансамблӗ ӗнер, раштав уйӑхӗн 6-мӗшӗнче, икӗ ҫул тултарнӑ.
«Кевер» (вырӑсла ҫак сӑмах бриллиант тесе куҫать) ятлӑ ташӑ ушкӑнне Ян Федоров ертсе пырать. Коллектив йышӗ пуҫтарӑнса ҫитнӗ темелле мар, мӗншӗн тесе йыша ҫӗнӗ ҫынсене илсе ташлама вӗрентме хирӗҫ мар. Ушкӑна пайташӗсем хӑйсене кеверҫӗсем теҫҫӗ иккен. Ансамбле йӗркеленине вӗсем «чӑваш юхӑмне аталантарассипе тунӑ пысӑк утӑм» тесе хаклаҫҫӗ.
Кӗске вӑхӑтрах ушкӑн хӑйӗн репертуарне хӑйне евӗр хореографи номерӗсене кӗртнӗ. Анчах унпах лӑпланасшӑн мар маттур ҫамрӑксем — репертуара малалла та пуянлатасшӑн.
Ҫамрӑк ушкӑн Питӗрти тӗрлӗ сцена ҫине тухса хӑйӗн пултарулӑхӗпе паллаштарма та ӗлкӗрнӗ. Кӑҫал вӑл Национальноҫсен ҫурчӗ йӗркеленӗ «Мы — вместе» (чӑв. Эпир пӗрле) пултарулӑх отчетне хутшӑннӑ. Эстоние те чӗннӗ ансамбле.
Раҫҫейӗн этнографи музейӗпе те туслӑ ҫыхӑну тытаҫҫӗ, «Акатуй», «Кӗр уявӗ» наци уявӗсене хутшӑнаҫҫӗ.
Чӑваш Енре юлашки вӑхӑтра ҫамрӑксем те ӑслӑлӑх ӗҫне хастар хутшӑнаҫҫӗ, пуҫаруллисем хӑйсен проекчӗсене пурнӑҫа кӗртме Раҫҫей шайӗнче грантсем ҫӗнсе илеҫҫӗ. Халӗ республикӑра «Ҫулталӑк аспиранчӗ — 2017» конкурс пырать. Ӑна Чӑваш Енӗн Вӗрентӳ министерстви тата республикӑри ҫамрӑк ӑсчахсемпе специалистсен канашӗ аспирантсене пулӑшас, вӗсен хавхаланӑвне ӳстерес тата ӑсталӑхне анлӑлатас тӗллевпе йӗркеленӗ.
Конкурса Чӑваш Енре пурӑнакан, аслӑ шкулсен аспирантуринче пӗлӗвне тарӑнлатакан е унтан кӑҫал вӗренсе тухнӑ ҫамрӑксем хутшӑнма пултараҫҫӗ. Вӗсен конкурса гумантари, техника тата ҫут ҫанталӑк ӑслӑлӑхӗсен енӗпе наука ӗҫӗсем ҫырса кӑҫал ҫитӗнӳсем тунине ӗнентермелле.
Палӑртса хӑварар, документсене аспирантсен Вӗрентӳ министерствине раштав уйӑхӗн 25-мӗшӗччен леҫсе памалла.
Паян, раштав уйӑхӗн 6-мӗшӗнче, Мускавра иртекен Пӗтӗм Раҫҫейри волонтерсен форумне Чӑваш Ен ҫамрӑкӗсем те хутшӑнаҫҫӗ. Унта Шупашкар хулинчи волонтер центрӗн хастарӗ, И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн студентки Екатерина Измайлова Владимир Путина Хӑйсен ирӗкӗпе ырӑ ӗҫ тӑвакан кунне официаллӑ майпа ҫирӗплетнӗшӗн ҫӗршыври мӗн пур волонтер ятӗнчен тав тӑвасшӑн. Тӳрех палӑртар, Волонтер кунне малашне ҫуллен раштав уйӑхӗн 5-мӗшӗнче паллӑ тӑвӗҫ.
Паян Мускавра ҫак уява халалласа концерт пулӗ, унта 15 пин ытла волонтер хутшӑнӗ. Ҫавӑнтах «Раҫҫей волонтерӗ — 2017» конкурс ҫӗнтерӳҫисене чыслӗҫ, паллӑ артистсем сцена ҫине тухса хӑйсен пурнӑҫӗнчи ыркӑмӑллӑхпа ҫыхӑннӑ самантсене аса илӗҫ. Унсӑр пуҫне форум вӑхӑтӗнче тавлашу секцийӗсем ӗҫлӗҫ, маҫтӑр-классем пулӗҫ, волонтер юхӑмӗн съезчӗ иртӗ.
Чӗмпӗр хулинче Шупашкара килекен суккӑрсемпе анланманлӑх сиксе тухнӑ. Поводырь йытӑсемлӗ хӗрпе каччӑна асӑннӑ хулари тӗп автовокзалта контролер тата хуралҫӑсем тытса чарнӑ. Вӗсем ҫамрӑксенчен йытӑсемшӗн билет ыйтнӑ. Лешсем Раҫҫей правительствин ятарлӑ йышӑнӑвӗпе пӗркенме пӑхнӑ, анчах май килмен.
Пӑтӑрмаха ӳкерсе илнӗ видеона Ютуб видеохостингра вырнаҫтарнине «ZNAK» интернет-хаҫат ҫырса кӑтартнӑ.
«Хӑлат пек сиксе ӳкрӗҫ. Полицейски саккуна хӑй те пӗлмест, ӑна суда памалла», — тенӗ видеора хӗр.
Пӑтӑрмах пирки Чӗмпӗр облаҫӗн прокуратуринче те пӗлеҫҫӗ иккен. Надзор органӗ ку фактпа тӗрӗслев пуҫарнине ӗнентернӗ. Сусӑрсене кӳрентернипе «Открытая Россия» (чӑв. Уҫӑ Раҫҫей) общество организацийӗ те кӑсӑкланнӑ.
Нумаях пулмасть сусӑрсен хушшинче йӗркелекен «Абилимпикс» олимпиадӑн Раҫҫей шайӗнчи тапхӑрӗ иртнӗ. Унта Шупашкарти экономикӑпа технологи колледжӗнче ӑс пухакан Илья Леонтьев иккӗмӗш вырӑн йышӑннӑ.
Ӑмӑрту Мускавра раштав уйӑхӗн 1-3-мӗшӗсенче иртнӗ. Унта регион шайӗнче ҫӗнтернӗ 900 ҫамрӑк тупӑшнӑ. Аса илтерер: Чӑваш Енре ӑмӑрту юпа уйӑхӗн 19-20-мӗшӗсенче иртнӗ, унта 20 студент, 13 шкул ачи тата ӗҫлекен 5 специалист хутшӑннӑ. Вӗсем йывӑҫран касса кӑларассипе, апат пӗҫерессипе, ҫӗлессипе, сӗтел-пукан пуҫтарассипе, массаж тӑвассипе тупӑшнӑ. Шкул ачисем тӗрлесе кӑтартнӑ, ӳнер дизайнӗпе тӗлӗнтернӗ.
Мускаври тупӑшӑва Чӑваш Енрен 7 ҫамрӑк кайнӑ. Илья Леонтьев «Йывӑҫран касса кӑларасси» номинацире иккӗмӗш вырӑн йышӑннӑ.
«Контактра» халӑх тетелӗнчи «Чӑвашсем — хитре халӑх» ушкӑнра чӑваш тӗрриллӗ хитре картиш сӑн ӳкерчӗкне вырнаҫтарнӑ. Сӑн ӳкерчӗке ӑнлантарнинче «Сделал сам» (чӑв. Хам турӑм) тесе ҫырса хунӑ.
Сӑн ӳкерчӗке вырнаҫтараканни — Валера Никитин. Каччӑпа ҫӗркаҫ эпир халӑх тетелӗ урлӑ ҫыхӑнтӑмӑр. Вӑл картиш хуҫи Самар облаҫӗнчи Кушкӑ районӗнчи Ермакьел ял тӑрӑхӗнчи Пысӑк Ярмакьел ялӗнче пурӑнать.
Хитре картише тӗнче тетелӗнче курнисем пӗринпе тепри тупӑшса тенӗ пек ырлаҫҫӗ. Пӗрисем шеп теҫҫӗ, теприсем хитре тесе хаклаҫҫӗ, виҫҫӗмӗшсем лайӑх тӗслӗх тесе палӑртаҫҫӗ. Хавхалантарса тӗрлӗ смайл лартакансем те тупӑннӑ.
Мухтамалӑх чӑн та пур. Тимӗртен тытнӑ картише чӑваш тӗррипе капӑрлатнӑ, тӗп тӗсӗ — сарӑ.
Чӑваш Енри 10 ҫамрӑк кӑҫалхи кӗрхи призыв вӑхӑтӗнче Президент полкне лекӗҫ. Вӗсене паян республикӑн Министрсен Кабинечӗн Ертӳҫи Иван Моторин лайӑх служба суннӑ.
Чӳк уйӑхӗн 15-мӗшӗнче Пӗтӗм Раҫҫейри призывник кунне паллӑ тунӑ май Канашри ҫар комиссариачӗн сбор пунктӗнче ҫара каякансен ячӗпе савӑнӑҫлӑ мероприяти ирттереҫҫӗ.
Иван Моторин Президент полкӗнчи службӑран кӑҫал таврӑннисене те тав тунӑ, асӑнмалӑх парне панӑ.
Чӑваш Енӗн ҫар комиссарӗ Александр Мокрушин Президент полкне ку тӑрӑхри каччӑсене кӑҫалхипе 15 хут ӑсатнине пӗлтернӗ.
Ӳссе ҫитсе каччӑ пӗвӗ кӗрсе салтака кайма вӑхӑт ҫитнӗ ывӑлӗсен ячӗпе ирттернӗ мероприятие ҫамрӑксен тӑванӗсем те йышлӑн пуҫтарӑннӑ, таса пуҫпа ҫаврӑнма килме ырӑ суннӑ.
Питӗр хулинче чӑваш художникне вӗлерекенсене паян суд тунӑ. Усал ӗҫ пӗлтӗрхи утӑ уйӑхӗнче пулса иртнӗ. Питӗрти хваттерте Евграф Пайманов художник виллине тупнӑ. Ырӑ мар хыпара художника пӑхса пурӑннӑ 19 ҫулти хӗр пӗлтернӗ.
Тӗпчевҫӗсем кӗҫех айӑплисене те тупса палӑртнӑ. Сусӑр художника вӗлерме хӗр ҫул ҫитмен паллаканне ыйтнӑ иккен. Ӑна вӑл хваттере мӗнле кӗмеллине ӑнлантарнӑ: хӑйӗнпе сантехник пулӑшуҫи тесе паллаштармалла, мӗншӗн тесен художник килне ҫак специалист килмелле.
Яш сусӑр художника вӗлернӗ хыҫҫӑн килти ҫур миллиона яхӑн укҫана илсе кайнӑ.
Ҫынна вӗлерттернӗ хӗре пӗтӗмӗшле режимлӑ колоние 11 ҫуллӑха, яша воспитани паракан колоние 8 ҫуллӑха хупма йышӑннӑ.
Евграф Пайманов 1947 ҫулта Етӗрне районӗнчи Мӑрсакасси ялӗнче 1949 ҫулта ҫуралнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |