Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Пӑтӑрмахсем: Чӑваш Енӗн ҫамрӑк монтажникӗ Тулӑра пуҫ хунӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 15.03.2018 18:09 | 1596 хут пӑхнӑ
Пӑтӑрмахсем

Чӑваш Енрен ҫичӗ юта ӗҫлеме кайнӑ ҫап-ҫамрӑк чӑваш каччи вилнӗ. 21 ҫулти йӗкӗт Тула хулинче нумай хутлӑ ҫурт хӑпартнӑ ҫӗрте ӗҫленӗ.

Аякри хулара тӑрӑшакан каччӑ пуш уйӑхӗн 13-мӗш каҫхине инкеке лекнӗ. Строительсене тӑма хунӑ ятарлӑ хатӗр ӳкнипе ун ҫинчен икӗ монтажник персе аннӑ. Вӗсенчен пӗри 21-ре, тепри 29-та пулнӑ.

Пӗр монтажникӗ вырӑнтах вилсе кайнӑ. Шар курнисенчен теприне пульницӑна илсе кайма тӑнӑ, анчах вӑл васкавлӑ пулӑшу машиннче куҫ хупнӑ.

Тӗнче тетелӗнчи хаҫатсенчен пӗринче ҫырнӑ тӑрӑх, Чӑваш Енри каччӑ Тулӑри стройкӑра вахта меслечӗпе ӗҫленӗ. Тӑван тӑрӑхӗнче ӑна хӗрӗ кӗтнӗ

Стройкӑри инкек сӑлтавне Тула тӑрӑхӗнчи тӗпчевҫӗсем тӗрӗслеҫҫӗ.

#Тула, #инкексем, #ҫурт-йӗр, #пӑтӑрмахсем, #строительство, #ҫамрӑксем

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Agabazar // 2576.72.0492
2018.03.20 23:02
Agabazar
Ячĕ-шывĕ мĕнле? Ма каламан?

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем