Нарӑс уйӑхӗн 18-мӗшӗнче ҫӗрле, 1 сехет тӗлӗнче, Шупашкарти Граждан урамӗнчи ҫул ҫаврӑнӑшӗнче хӑрушӑ авари пулни, ҫав аварире виҫӗ ҫамрӑкӑн пурнӑҫӗ татӑлни, тӑваттӑмӑшӗ пульницари реанимаци уйрӑмӗнче вилсе кайни пирки Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Пиллӗкмӗшӗ пульницара сипленет. Тухтӑрсем унӑн сывлӑхӗ вӑтам шайрине палӑртнӑ.
«Хула пирки» (выр. «Про Город») кӑларӑм журналисчӗсем хӑрушӑ аварире чӗрӗ юлнӑ йӗкӗтӗн амӑшӗпе калаҫнӑ. Вӑл ывӑлӗнчен уйрӑлмасӑр пульницара ларать. «Ильяна ҫитес вӑхӑтра тепӗр операци тӑвӗҫ. Ун патне тӑвансем, юлташӗсем кашни кунах килеҫҫӗ, калаҫса кӑмӑлне ҫӗклеҫҫӗ. Ӑна халь пӗрре те ҫӑмӑл мар, ҫав аварире вӑл чи ҫывӑх тусӗсене ҫухатрӗ», — тенӗ каччӑн амӑшӗ Елена.
Палӑртса хӑвармалла, авари пулнӑ вӑхӑтра Илья Афанасьев водитель хыҫӗнче ларнӑ. Ҫӑмӑл машина ҫутӑ юпи ҫине пырса тӑрӑннӑ саманта вӑл астумасть.
Шупашкарти 37-мӗш шкулта 11-мӗш класра ӑс пухакан Семен Семенов хисеплӗ наградӑна тивӗҫнӗ. Ӑна пурнӑҫри йывӑрлӑхсене парӑнтарнӑшӑн «Вӗри чӗри» премипе чысланӑ.
Маттур ҫамрӑксене Раҫҫей Ҫарӗн Тӗп академи театрӗнче нарӑсӑн 15-мӗшӗнче чысланӑ. Лауреатсен йышӗнче 150 ҫамрӑк пулнӑ. Анчах Мускава 31 ҫынна ҫеҫ чӗнсе илнӗ. Вӗсен йышӗнче пирӗн ентеш те пулнӑ.
4 ҫулта чухне Семенӑн ДЦП пулнине палӑртнӑ. Халӗ Семен Семенов – Чӑваш Енри шкул ачисен Раҫҫей юхӑмӗн пайташӗ. Хастар ҫамрӑк чир пурнӑҫра ура хуманнине хӑйӗн тӗслӗхӗпе ҫирӗплетнӗ. Семен КВНа хутшӑнать, сӑвӑсем ҫырать, йывӑр атлетикӑпа кӑсӑкланать. Пӗр сӑмахпа, пурнӑҫпа киленет. Пӗлтӗр вӑл «Ораторсен лиги» Пӗтӗм Раҫҫейри конкурс ҫӗнтерӳҫи пулса тӑнӑ.
Семен Семена йывӑрлӑхсем хуҫман. Пачах тепӗр май: ҫирӗпрех пулма хӑнӑхтарнӑ.
Нумай пулмасть федераци каналӗпе Леонид Якубович ертсе пыракан «Я могу!» (чӑв. «Эпӗ пултаратӑп!») кӑларӑм эфира тухнӑ. Унта пирӗн ентеш, Шупашкар каччи Станислав Матвеев мнемотехник, хӑйӗн пултарулӑхӗпе тӗлӗнтернӗ.
Станислав Матвеевӑн ӑс-тӑнӗ ҫивӗч. Вӑл астуса юлассипе палӑрса тӑрать. Вӑл ку енӗпе — рекордсмен. Станислав студент пулнӑ чухнех ӑс-тӑна аталантарас тесе тӑрӑшнӑ.
Кӑларӑмра пирӗн ентеш икӗ минутра светофорӑн 50 тӗсне астуса юлассипе тӗлӗнтерме шухӑшланӑ. Анчах Станислав пӑлханнипе пӗр тӗсе арпаштарнӑ. Ҫапла майпа вӑл «Раҫҫейри Гиннесс рекорчӗсен» кӗнекине кӗреймен, 50 пин тенкӗ илеймен. Анчах Леонид Якубович Шупашкар ҫамрӑкне мухтанӑ.
Ӗнер Шупашкарти Граждан ҫул ҫаврӑнӑшӗнче хӑрушӑ авари пулни пирки, унта виҫӗ ҫамрӑк вилни ҫинчен пӗлтернӗччӗ. Каллех хурлӑхлӑ хыпар: пульницӑра тепӗр ҫамрӑк пурнӑҫран уйрӑлнӑ.
Аса илтерер: «Лада Приора» машина юпа ҫине пырса кӗнӗ хыҫҫӑн ҫунма пуҫланӑ. Салонри 20-ри водитель тата 21 ҫулти икӗ пассажир вырӑнтах вилнӗ. 17-ри тата 18-ти ҫамрӑксене пульницӑна ӑсатнӑ. Шел те, вӗсенчен пӗри реанимацире вилсе кайнӑ.
Руль умӗнче ларнӑ ҫамрӑкӑн прави те пулман, ӑна туртса илнӗ. Машина вара — ашшӗн.
Куракансем каланӑ тӑрӑх, «Лада Приора» тата тепӗр машина «Богданка» енчен пысӑк хӑвӑртлӑхпа ӑмӑртмалла килнӗ. Пассажирсем вара хӑрушсӑрлӑх пиҫҫихипе ҫыхӑнман пулнӑ.
Паян ҫӗрле, 1 сехет иртсен, Шупашкарта хӑрушӑ авари пулнӑ. Граждан урамӗнчи ҫул ҫаврӑнӑшӗнче машина юпана пырса тӑрӑннӑ та ҫунма пуҫланӑ.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, «Лада Приора» водителӗ руле итлеттереймен те юпа ҫине пырса кӗнӗ. Кун хыҫҫӑн машина ҫунма пуҫланӑ.
Куракансем каланӑ тӑрӑх, машина ҫапӑнсан тӗтӗм йӑсӑрланма пуҫланӑ. Пушарнӑйсем вырӑна часах ҫитнӗ. Ҫул-йӗр инспекторӗсем ҫула пӳлнӗ. Машина сирпӗнес хӑрушлӑх пулнӑ.
Шел те, хӑрушӑ аварире виҫӗ ҫын вилнӗ: водитель тата 21 ҫулти икӗ пассажир. Тепӗр иккӗшӗ, 17-ри тата 18-ти ҫамрӑксем, суранланнӑ, вӗсене пульницӑна илсе кайнӑ.
Ӗнер Шупашкарта Раҫҫейӗн Общество палатин пайташӗ Вероника Крашенинникова пулнӑ. Асӑннӑ политолог Тулаш политика тата пуҫарусен институчӗн гендиректорӗ шутланать, «Звезда» (чӑв. Ҫӑлтӑр) телеканалпа «Прогнозы» кӑларӑма ертсе пырать.
Вероника Крашенинникова ӗнер, нарӑсӑн 13-мӗшӗнче, И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн культура керменӗнче ҫамрӑксемпе ҫӗршывӑмӑрӑн тулаш политикине сӳтсе явнӑ.
Политологпа ӗнерех Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев ЧР Правительство ҫуртӗнче тӗл пулнӑ. Хӑнана Михаил Васильевич ҫамрӑксемпе курнӑҫнӑшӑн тав тунӑ.
Вероника Крашенинникова Элтепере истори тата общество пӗлӗвӗн вӗрентекенӗсем валли уҫӑ лекци ирттернине, вӗсем ӑна кӑсӑкланса итленине пӗлтернӗ.
Пӗрремӗш каналпа кӑтартакан «Давай поженимся» (чӑв. Атя пӗрлешер) телешоуна юлашки вӑхӑтра Чӑваш Енри темиҫе ҫын та хутшӑнчӗҫ. Маларах Елчӗк районӗнчи йӗкӗрешсем тата Шупашкарти сауна хуҫи пулнӑччӗ. Ӗнерхи кӑларӑмра 35-ри инженер-баскетболиста кӑтартрӗҫ. Хальхи вӑхӑтра вӑл энергетика компанийӗнче ӗҫлет, хӑй вӑхӑтӗнче профессилле баскетболист пулнӑ.
Илья маларах пӗрре авланнӑ, ача та пур. Анчах ҫемье пурнӑҫӗ ӑнман. Кайран тепӗр хӗрарӑмпа пурӑннӑ, каллех уйрӑлса кайнӑ.
Телекӑларӑма арҫын амӑшӗпе, 58-ти Антонина Геннадьевнӑпа, хутшӑнчӗ. Халӗ, пӗлтерер, кӑларӑм формачӗ улшӑннӑ: унта ашшӗне е амӑшне йыхравлаҫҫӗ.
Пирӗн ентеше килӗшес тесе 33-ри пресс-секретарь, Мускав пульницинче ӗҫлекен врач-терапевт, 29-ти тӑлмачӑ-преподаватель тӑрӑшрӗҫ. Арҫын тухтӑра суйларӗ.
Елчӗк районӗнчи Лащ Таяпари Дмитрийпе Денис Борисовсем Пӗрремӗш каналпа кӑтартакан «Давай поженимся» телекӑларӑма хутшӑннине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Кӑрлач уйӑхӗн 9-мӗшӗнче эфира тухнӑччӗ вӑл. Анчах темшӗн вӗсене Патӑрьелтен евӗр паллаштарчӗҫ.
Пӗлменнисене пӗлтерер: 26-ри йӗкӗрешсем Мускав облаҫӗнчи Люблино хулинче хваттер тара илсе пурӑнаҫҫӗ. Унта вӗсем электрон техникӑн интернет-лавккисен сетьне йӗркелесе янӑ.
Ҫак кунсенче вӗсем — Хӗвел тухӑҫ Африкӑра. Йӗкӗрешсем — унти Танзани ҫӗршывӗнче ҫулҫӳревре. Унта вӗсем Килиманджаро тӑвӗ ҫине хӑйсен ял ялавӗпе улӑхас шутпа тухса кайнӑ. Ту ҫине хӑпариччен каччӑсем Моши хулипе паллашнӑ, вырӑнти шкула кӗрсе тухнӑ. Чӑваш каччисем Африкӑри вырӑнти ҫамрӑксемпе асӑнмалӑх сӑн ӳкерӗннӗ.
Ӗнер 5895 метр ҫуллӗшӗнчи тӑва каччӑсем хӑйcен ял ялавӗпе хӑпарса ҫитнӗ. Мускавра вӗсем кӑрлачӑн 29-мӗшӗнче пулӗҫ.
Паян Раҫҫейре Студентсен кунне анлӑ паллӑ тунине пурте пӗлетпӗр-ха. Чӑваш студенчӗсене ҫав ятпа ҫӗршыв Президенчӗ Владимир Путин саламланӑ.
Ӗнерпе паян Хусанта студентсен клубӗсен Пӗтӗм Раҫҫейри «Пӗрле малалла» вӗренӳ форумӗ иртнӗ. Унта Чӑваш Енри 40 хӗрпе каччӑ хутшӑннӑ. Йышра И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн, И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн, Чӑваш патшалӑх ял хуҫалӑх академийӗн тата Шупашкарти коопераци институчӗн студенчӗсем пулнӑ.
«Хыпар» издательство ҫурчӗн сайтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, мероприятие федерацин Ҫамрӑксен ӗҫӗсен агентстви тата Тутарстан Правительстви йӗркеленӗ. Унта 38 регионти ҫамрӑксем пухӑннӑ. Каччӑсемпе хӗрсем пӗр-пӗрин опычӗпе паллашнӑ, тӗрлӗ ӑсталӑх класне, тренд-сессисене хутшӑннӑ. Уяв ячӗпе вӗсене ҫӗршыв Президенчӗ саламланӑ.
И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн чӑваш тата вырӑс филологийӗн факультетӗнче 3-мӗш курсра вӗренекен Татьяна Чернова кӑрлач уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Шупашкарта иртекен «Атӑлҫи пики» илемпе пултарулӑх конкурсне хутшӑнӗ.
Пултаруллӑ студентка театр шкулне ултӑ ҫул ҫӳренӗ, «Илемлӗ сӑмах» номинацире республика тата ҫӗршыв шайӗнче иртекен конкурссене хутшӑнса малти вырӑнсене йышӑннӑ. Халӗ те хастар вӑл, ыркӑмӑллӑх акцийӗсене, ӑслӑлӑхпа практика конференцийӗсене хутшӑнать, донор пулнӑ май тӑтӑшах юн парать.
ЧПУн Культура керменӗнче иртекен конкурсра Татьяна Черновапа пӗрлех республика чысне тепӗр Татьяна хӳтӗлӗ. Вӑл — И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн строительство факультечӗн 5-мӗш курс студентки Татьяна Соколова. «Атӑлҫи Татьяни — 2018» ята кам ҫӗнсе илӗ — кӑрлачӑн 25-мӗшӗнче пӗлӗпӗр.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |