Марина Грудочкина, виҫӗ ача амӑшӗ, пӗр уйӑх каяллах ҫухалнӑ. Ҫӗмӗрлере пурӑнаканскер килтен ҫӗртме уйӑхӗн 17-мӗшӗнче тухса кайнӑ.
Упӑшки Михаил каланӑ тӑрӑх, арӑмӗ унччен те 10-шар кунлӑха ҫухалнӑ. Юлашки хутчен вӑл пӗлтӗрхи ҫурла уйӑхӗнче тухса кайнӑ. Анчах кайран таврӑннӑ вӑл. Хальхинче Михаил сисчӗвленнӗ. Ара, арӑмӗ пӗр уйӑх килсе курӑнмасть-ҫке-ха.
Маринӑна ҫӗртме уйӑхӗн 18-мӗшӗнче Чулхула облаҫӗнчи Ясное ялӗнче курнӑ. Унтанпа вӑл ӑҫта иккенне никам та пӗлмест. Телефонӗ сӳннӗ, ҫыхӑнӑва тухмасть.
Михаил каланӑ тӑрӑх, аслӑ хӗрӗ амӑшӗ юлташӗпе урапана ларнине курнӑ. Часах таврӑнассине пӗлтернӗ те ҫухалнӑ вӑл. «Пирӗн виҫӗ ача: икӗ хӗр тата пӗр ывӑл. Маринӑна пурте кӗтетпӗр, чӗрӗ пултӑр кӑна», - тенӗ Михаил.
Арӑмӗ ҫухални пирки Михаил йӗрке хуралне утӑ уйӑхӗн 18-мӗшӗнче пӗлтернӗ. Марина пирки мӗн те пулин пӗлекенсене 88319343608 номерпе шӑнкӑрлавлама ыйтаҫҫӗ.
Ҫурла уйӑхӗн 1-мӗшӗнче 17 сехет тӗлӗнче Чӑваш Енре нумай хваттерлӗ ҫурт ҫунма тытӑннӑ.
Ку Ҫӗмӗрле хулинчи Банк тӑкӑрлӑкӗнчи 4-мӗш ҫуртра пулнӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫулӑм электричество сетӗнче напряжени тӑрук улшӑннипе сиксе тухнӑ. Куншӑн вара ҫиҫӗм «айӑплӑ». Телее, пушара алхасма паман. МСЧ ӗҫченӗсем ҫулӑма 5 минутрах сӳнтернӗ.
Ҫав кунах ҫурҫӗр иртни 2 сехет те 11 минутра Куславкка районӗнчи Тӗрлемес ялӗнче урапа ҫуннӑ. Паллӑ мар ҫынсем ӑна юри чӗртсе янӑ. Халӗ лару-тӑрӑва уҫӑмлатаҫҫӗ.
Ҫӗмӗрле районӗнчи Тури Макарин ял тӑрӑхӗнче пурӑнакансем ял тӑрӑхӗсене пӗрлештересшӗн. Унта ӗнер ку ыйтупа вырӑнтисемпе пуху ирттернӗ. Халӑхпа тӗл пулма район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Лев Рафинов пырса ҫитнӗ.
Района ертсе пыракан ӑнлантарнӑ тӑрӑх, хӑш-пӗр ял тӑрӑхӗсенче укҫа енчен те питӗ хӗсӗк, ҫавна пулах вырӑнти ыйтусене (ҫул-йӗр тӑвассине, шыв пӑрӑхӗсемпе ҫыхӑннине, ку списока тем чухлӗ тӑсса кайма пулать) татса пама «кӗмӗл» хӗсӗк. Ҫав вӑхӑтрах ял тӑрӑхӗсенчи тӳре-шарана тытса тӑмалла, укҫи-тенкине вӗсем валли уйӑрмалла. Ҫапах та ҫынсене пӗрлештернӗ хыҫҫӑн кашни ял тӑрӑхӗнчех ҫынсене меллӗрех пултӑр тесе вырӑнти ыйтупа ӗҫлекен специалистсене хӑвармалла.
Тури Макарин ял тӑрӑхӗнче пурӑнакансем Анат Кӑмаша, Тури Макарин тата Ҫӗмӗрле ял тӑрӑхӗсене пӗрлештерме хирӗҫ маррине палӑртнӑ.
Чӑваш Республикинче автобуспа ҫӳрекен чи лайӑх водителе суйлӗҫ. Чи маттурри пирӗн республикӑна Пӗтӗм Раҫҫейри ӑмӑртура хӳтӗлӗ.
Конкурс ҫурла уйӑхӗн 5-мӗшӗнче Ҫӗмӗрле хулинче иртӗ. Унта республикӑра автобус водителӗсем пухӑнӗҫ.
Конкурс хула администрацийӗ умӗнче 10 сехетре старт илӗ. ЧР Транспорт министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, конкурсҫӑсем «ПАЗ-320402-03 автобусӑн чи лайӑх водителӗ» тата «Ҫул-йӗр правилисене чи лайӑх пӗлекен водитель» номинацисенче тупӑшӗҫ.
Утӑ уйӑхӗн 4-мӗшӗнче Ҫӗмӗрлери депутатсен пухӑвӗ Ҫӗмӗрле хулин пуҫлӑхӗ Асхат Махмутов отставкӑна кайнине йышӑннӑ. Вӑл хӑйӗн ирӗкӗпе кайнӑ.
Хулан ҫӗнӗ мэрне Сергей Яргунина суйланӑ. Палӑртмалла: вӑл ку должноҫе иккӗмӗш хут йышӑнать. Вӑл 2010-2015 ҫулсенче Ҫӗмӗрле хулин пуҫлӑхӗ тата депутатсен пухӑвӗн председателӗ пулнӑ.
Ҫавӑн пекех Сергей Яргунин Ҫӗмӗрлери 3-мӗш шкул директорӗ шутланать.
Транспорт полицийӗ чукун ҫул ҫинче пулнӑ пӑтӑрмаха тӗпчет. Нумаях пулмасть станцӑра ҫамрӑк арҫынна ток ҫапнӑ.
Телее, 26-ри арҫын чӗрех юлнӑ. Вӑл суранланнӑ. Арҫынна Ҫӗмӗрлери станцире пынӑ чухне ток ҫапнӑ. Ӑна тӳрех пульницӑна илсе ҫитернӗ.
Станцӑра ун чухне планпа килӗшӳллӗн ӗҫсем пынӑ. Пысӑк вольтлӑ линие, ҫӳлтен каяканскере, юсанӑ. Арҫынна лини шар кӑтартнӑ. Унӑн кӗлеткин сулахай пайӗ ҫуннӑ.
Полици асӑрхаттарать: чукун ҫул хӑрушлӑх кӑларса тӑратакан вырӑн. Ҫулсем ҫинче электричество пур. Вӑл 27 пин вольта ҫитет. Вакунсемпе цистернӑсене хӑпарма юрамасть, ку пурнӑҫшӑн хӑрушӑ.
Вырӑнти хай тытӑмлӑх органӗсем муниципалитет пурлӑхне тара парса та тупӑш курма ӑнтӑлаҫҫӗ. Анчах тара илекенӗсем пурлӑхпа усӑ курнишӗн пур чухне те татӑлса пыма васкамаҫҫӗ.
Ҫӗмӗрле хулинче кӑна аренда тӳлевӗпе парӑм 8 миллион тенкӗрен иртсе кайнӑ. Ҫӗре арендӑна илнисен парӑмӗ кӑна 7 миллион тенкӗ таран пуҫтарӑннӑ, ҫав шутран 3 миллионне пӗр ҫын пухса тултарнӑ.
«Вӑл укҫа социаллӑ сфера объекчӗсене — шкулсене, ача-пӑча пахчисене, спорт лапамӗсене — тума кайма пултаратчӗ», — парӑмлисене канашлура хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Александр Зиновьев ҫапларах ӳпкелесе каланӑ.
Парӑмлисене хула влаҫӗсем нумаях пулмасть ларӑва чӗнсех калаҫтарнӑ. Вӗсенчен хӑшӗсем парӑма татса пымалли графика алӑ пусма килӗшнӗ. Анчах вӑл та усӑ кӳмесен хула влаҫӗсем парӑма суд урлӑ шыраса илесси пирки асӑрхаттарнӑ.
Патшалӑхӑн тата муниципалитетӑн пулӑшӑвне кӳрекен нумай ӗҫ тӑвакан центрсем хушшинче республика шайӗнчи конкурс иртнӗ.
Ӑмӑртӑва темиҫе номинаципе йӗркеленӗ. «Нумай ӗҫ тӑвакан центрӑн чи лайӑх универсаллӑ специалисчӗ» ята Шупашкарти центрта ӗҫлекен Ольга Чернова тивӗҫнӗ. Етӗрнери центрта тӑрӑшакан Валентина Степанова иккӗмӗш вырӑн йышӑннӑ, Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Нина Рамеева — виҫҫӗмӗш.
Нумай ӗҫ пурнӑҫлакан центрсене хӑйсене те хакланӑ. Чи лайӑххи тесе Елчӗк районӗнчине палӑртнӑ. Иккӗмӗшпе виҫҫӗмӗш вырӑнсене Шупашкар тата Ҫӗмӗрле хулисенчи нумай ӗҫ пурнӑҫлакан центрсем тухнӑ.
Центрсенче персонала епле ертсе пынине те хакланӑ. Тӳресен шучӗпе Ҫӗрпӳ районӗнчине ҫитекен тупӑнман. Елчӗк районӗнчине тата Улатӑр хулинчине те пысӑка хурса хакланӑ май иккӗмӗшпе виҫҫӗмӗш вырӑнсемпе палӑртнӑ.
ЧР Ӗҫлев тата социаллӑ хӳтлӗх министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш Енре 5,5 пине яхӑн ҫын официаллӑ майпа ӗҫсӗр шутланать. Ваканси вара темиҫе хут нумайрах.
Халӑха ӗҫпе тивӗҫтерекен ценрсенче паянхи куна 14,5 пин ваканси шутланать. Ведомство ертӳҫи Сергей Дмитриев пӗлтернӗ тӑрӑх, ака-ҫу уйӑхӗсенче републикӑра ӗҫсӗррисен йышӗ тӑрук чакнӑ. Ҫак тапхӑрта тӳрех 700 ҫын ӗҫ вырӑнӗ тупнӑ.
Министерство панкрута тухма пултаракан предприятисене сӑнасах тӑрать. Тӗслӗхрен, Шупашкарта пулнӑ «Данон» савутра вӑй хунӑ ҫынсене пурне те ӗҫпе тивӗҫтернӗ. Ҫавах центр «пушӑ» юлмӗ, кунта кӗҫех «Чӑвашавтодор» ӗҫченӗсем килме тытӑнмалла.
Тулли мар ӗҫ кунӗпе ӗҫлекенсем тӗлӗшпе те питӗ тимлӗ. Халӗ 17 предприятире 7857 ҫын кунашкал мелпе тӑрӑшать. 7400 ҫын эрнере 4 кун тӑрӑшать. «Трактор савучӗсем» концернра тулли мар ӗҫ кунӗпе тӑрӑшакансем нумай.
Ӗҫсӗрлӗх ыйтӑвӗ Канашра, Шупашкарта, Ҫӗмӗрлере, Шупашкар районӗнче ҫивӗч.
Ҫӗмӗрлесем ыйтнипе «Чулхула – Хусан» маршрутпа ҫӳрекен пуйӑса «лармалли» вакун кӗртнӗ. Кун пирки «Раҫҫей чукун ҫулӗ» АУОн филиалӗ пӗлтерет.
Паянтан, ҫу уйӑхӗн 26-мӗшӗнчен, пуҫласа ҫынсем тата Ҫӗмӗрле хула администрацийӗ ыйтнипе ҫӳлерех асӑннӑ маршрутпа ҫӳрекен пуйӑса лармалли вырӑнсемлӗ вакун кӗртнӗ. Ку улшӑнӑва «студентсене илсе ҫӳремешкӗн» йышӑннӑ.
Хушма вакуна эрнекунсерен яраҫҫӗ. Хусантан вара вӑл вырсарникун кайӗ. Пуйӑс Чӑваш Енре тӑватӑ вырӑнта чарӑнӗ: Ҫӗмӗрлере, Вӑрнарта, Канашра, Вӑрмарта.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |