Паян Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев Раҫҫей флот флагманӗн — «Кузнецов адмирал» авианосец-крейсерӑн пайташӗсемпе тӗл пулнӑ. Курнӑҫӑва республикӑри ытти тӳре-шара та пырса ҫитнӗ.
Виҫҫӗмӗш рангри капитан, карапӑн апат-ҫимӗҫ службин пуҫлӑхӗ, Ҫӗмӗрлере ҫуралнӑ Иван Орешников пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫӗршывӑн чи пысӑк ҫар флочӗн экипажӗнче 100-е яхӑн чӑваш каччи хӗсметре, вӑл шутран ҫурри килӗшӳпе ҫар ретӗнче тӑрать. Ентешсене Орешников ырӑ енчен кӑна мухтанӑ. «Пирӗн каччӑсем ҫар пуҫлӑхӗсем хушшинче ырӑ ят ҫӗнсе илни, Чӑваш Ене ҫурҫӗр флотра тивӗҫлипе кӑтартнишӗн республикӑшӑн пысӑк чыс», — тенӗ вӑл.
Чӑн та, пирӗн тӑрӑхра яшсене кадет класӗсенченех хӗсмет влали хатӗрлеме тытӑннӑ. Килӗшӳпе хӗсметре тӑракан уйрӑм командирӗн, енчен унӑн 5 ҫулхи стаж пулсан 100 пине яхӑн тенкӗ шалу тухать, ахаль матросӑн — 50 пине яхӑн. Кӑҫал Ҫурҫӗр флота Чӑваш Енри 100-е яхӑн каччӑ каймалла.
Элтеперпе тӗлпулнисем «Р-2» ракета катера «Чӑваш Ен» ят парас шухӑшлине пӗлтернӗ. Элтепере хӑйсен карапӗн сӑнӳкерчӗкне парнеленӗ.
Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе ҫул хыҫҫӑн ҫул шунӑ май ҫамрӑк ӑру ҫӗршывӑн историйӗнче ҫырӑнса юлӑн ҫав кунсен пӗлтерӗшне, тен, ӑнлансах та каймасть-тӗр. 1812 ҫулхи вӑрҫӑ манӑҫнӑ евӗрех ҫав кунсен чапӗ те асран тухать тесе шухӑшлаҫҫӗ Ҫӗмӗрлери 3-мӗш вӑтам шкулта. Икӗ-виҫӗ ҫар ертӳҫине асӑннипех, пӗр-ик ҫапӑҫу пирки каланипех ан ҫырлахчӑр тесе вӗренӳ учрежденийӗ радиолинейкӑсен ярӑмне пуҫарнӑ.
Ярӑма паттӑр пионерсене халалланӑ. 1941–1945 ҫулсенчи аслӑ вӑрҫӑра ҫӗнтерӗве ҫывхартассишӗн вӗсем те тӳпе хывнӑ-ҫке. Шкул музейӗн ертӳҫи Л.И. Лермонтова паллӑ пионерсем пирки куллен каласа кӑтартӗ.
«Ҫӗнӗ ҫула — ҫӗнӗ ҫемьере» республикӑри акцие Хӗрлӗ Чутай районӗ те хутшӑннӑ. Вӑл иртнӗ ҫулхи раштавӑн 10-мӗшӗнчен тытӑнса кӑҫалхи кӑрлачӑн 15-мӗшӗччен пынӑ.
Ҫав тапхӑрта район администрацийӗн опекӑпа попечительство органӗ ача усрава илес шухӑшлӑ ҫынсемпе хастар ӗҫленӗ. Ҫак тӗллевпе вӑл канмалли е уяв кунӗсене те пӑхман – тӗлпулусем йӗркеленӗ. Ҫак тапхӑрта 6 ҫемье 12 ачана тӑван вырӑнне хурса йышӑннӑ.
Серенкассинчи Ярылкинсем унччен хӑйсен тӑван тӗпренчӗкӗсемсӗр пуҫне икӗ ачана усрава илме ӗлкӗрнӗ пулнӑ. Халӗ вӗсем тата тепӗр иккӗне кил ӑшши парас тенӗ. Уйпуҫри Тарасовсем те икӗ ача усрава илнӗ. Халӗ вӗсен хӑйсен тӗпренчӗкӗсене шута илсен тӑватӑ пӗр тӑвана ҫитнӗ. Икӗ ывӑл ӳстерекен Хӗрлӗ Чутайри Михайловсем те ача усрава илнӗ. Унччен ҫав ача Саланчӑкри коррекцилле шкул-интернатра вӗренсе пурӑннӑ. Акчиккассинчи Патяновсем Пӑрачкаври ача ҫуртӗнче тӗпленнӗ икӗ арҫын ачана кил ӑшши парас тенӗ. Унччен вӗсен хӑйсен пӗр ывӑл пулнӑ.
Чӑваш Енре коммуналлӑ тӑкаксен тӳлевӗ ҫитес ҫур ҫулта улшӑнмасса пӗлтереҫҫӗ. Анчах — ҫуллаччен ҫеҫ.
Улшӑнусем утӑ уйӑхӗнче пулмалла. Ытларах ҫакна Ҫӗнӗ Шупашкартапурӑнакансем туйса илӗҫ. Унта тарифсем 15% ӳсӗҫ.
Шупашкарта, Ҫӗнӗ Лапсарта, Ҫӗмӗрлере ку кӑтарту кӑшт сахалрах — 12% яхӑн. Ытти ҫӗрте 11,2 процент хӑпарӗ.
Ӑшӑ энергийӗ 100% шайра юлӗ. Утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен вара 8,8% хӑпарӗ. Сивӗ шывшӑн тата ӑна юхтарса кӑларнишӗн кӑрлачӑн 1-мӗшӗнчен раштав уйӑхӗнчи пекех тӳлемелле. Утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен 12,2% ытларах тӳлеме тивӗ.
Ҫулла электроэнерги те 7,5% хӑпарать. 1 киловатшӑн 2 тенкӗ те 80 пус кӑларса хумалла пулӗ. Ялта пурӑнакансем 1 тенкӗ те 96 пус тӳлӗҫ.
Ҫутҫанталӑк газӗ пирки хальлӗхе нимӗн те каламан. Анчах вӑл та 7,5% хӑпарма пултарать.
ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев ЖКХ хакӗсем ӳснӗ чухне сахал тупӑшлӑ ҫемьесене пулӑшмаллине пӗлтернӗ.
Чӑваш Енпе Чулхула облаҫӗпе пӑрлӑ ҫул ҫыхӑнтарать. Автоҫула иртнӗ ҫул вӗҫӗнчех уҫнӑ. Анчах вӑл яланлӑхаха пулмасси ятӗнченех паллӑ: вӑл — пӑр ҫул. Вӑл Сӑр юханшыв урлӑ выртать.
Пӑр ҫул Ҫӗмӗрлене Чулхула облаҫӗнчи Пильна районти Нават ялпа ҫыхӑнтарать. Вӑхӑтлӑх трассӑпа 3 тоннӑран ҫӑмӑлтарах машинӑсен каҫма ирӗк пур. Хӑвӑртлӑх пӗр сехетре 10 километртан пысӑк пулмалла мар. Пӑр ҫула ҫӑлмалли ятарлӑ хатӗрсемпе тивӗҫтернӗ.
Ҫӗмӗрлере чиновниксем тӳрех икӗ мулкача хӑваласа тытнӑ. Котельнӑй валли вырӑн пушатнӑ. Унта вара 100 ҫулти чӑрӑш ӳснӗ. Ӑна касса тӗп лапама кайса лартнӑ та илемлетнӗ — Ҫӗнӗ ҫул валли хатӗр!
100 ытла ҫулти чӑрӑш Карл Маркс урамӗнче ӳснӗ. Анчах ҫав вырӑнта тӳре-шара котельнӑй тума шухӑшланӑ. Документаци хатӗрленӗ те ӗмӗр ӳсекен йывӑҫа касма хушнӑ.
Ҫӗмӗрле хула администрацийӗн строительствӑпа архитектура пайӗн пуҫлӑхӗ Евгений Гришин ӑнлантарнӑ тӑрӑх, чӑрӑш ӳснӗ территори ҫурт ҫывӑхне кӗмен. Чӑрӑша ҫав-ҫавах касмалла пулнӑ-мӗн. Ку вырӑнта модульлӗ котельнӑй тума палӑртнӑ-ҫке-ха.
Анчах хула ҫыннисем документаци тӗрӗс марри пирки иккӗленнӗ те вырӑнти МИХсен редакцисенчен пулӑшу ыйтнӑ.
Тӳре-шара Ҫӗнӗ ҫул умӗн халӑха савӑнтарма туна ӗҫе пурте ырласа йышӑнман. Хӑшӗ-пӗри уяв каҫхине чӑрӑш тавра савӑннӑ вӑхӑтра теприсем ун ҫине пӑхса ассӑн сывлӗҫ.
Чӳкӗн 29-мӗшӗнче Культурӑпа халӑх пултарулӑх керменӗнче ачасемпе ҫамрӑксен театр пултарулӑхӗн «Юмах ҫӑлкуҫӗ» фестиваль ҫӗнтерӳҫисене чысланӑ.
Конкурса пӗтӗмпе 50 театр ушкӑнӗ хутшӑннӑ. Ӑна ача-пӑча пултарулӑхне аталантарас тӗллевпе ирттереҫҫӗ. Куракансем фестиваль финалисчӗсем сцена ҫинче кӑтартнӑ постановкӑсемпе киленнӗ.
Ҫӗмӗрлери «Коляда» халӑх театрӗ «Русалочка» спектакль кӑтартнӑ. Патӑрьел районӗнчи «Солнышко» театр ушкӑнӗ «Сказка о рыбаке и о рыбке» постановка лартнӑ. Элӗк районӗн ачисем «Пукане» постановкӑпа савӑнтарнӑ. Ҫӗмӗрлери 8-мӗш гимназири кружока ҫӳрекенсем «Диалог с поэтом» композици кӑтартнӑ. Канаш районӗнчи ачасем, «Хӗлхем» театр ушкӑнӗ, «Чечеклӗ кӑмпа» юмах лартнӑ. Ҫӗмӗрле район администрацийӗ ҫумӗнчи ачасемпе ҫамрӑксен пӗрлешӗвӗ «Кошкин дом» постановкӑпа савӑнтарнӑ.
Фестивале хутшӑнакансене тата унӑн ҫӗнтерӳҫисене дипломсемпе, хаклӑ парнесемпе чысланӑ.
Сӑнсем (21)
Халӑха ӗҫпе тивӗҫтерекен служба хулара яланах ӗҫ пуррине пӗлтерет. Ӗҫ вырӑнӗ хуласенчи — Шупашкарти, Ҫӗнӗ Шупашкарти, Канашри — предприятисенче ытларах. Вӗсенче яланхиллех рабочисем: ҫӗвӗҫсем, слесарьсем, водительсем — ҫитмеҫҫӗ. Рабочисем республикӑри районти предприятисенче те кирлӗ иккен. Стройкӑсенче вара арматурщиксем, каменщиксем, бетонщиксем, рабочисем ҫитмеҫҫӗ-мӗн. Кӗтӳҫӗпе кредит инспекторне те шыранӑ.
Ӗҫпе тивӗҫтерекен патшалӑх служби врачсем кирлине те пӗлтерет. Улатӑрти, Канашри, Ҫӗмӗрлери сиплев учрежденийӗсенче ҫитмӗле яхӑн вырӑн пушӑ иккен. Кирлисен йышӗнче — пӗтӗмӗшле практика тухтӑрӗ, гинеколог, стоматолог, хирург.... Канашпа Улатӑрта вӗсене пурӑнмаллипе те тивӗҫтерме хатӗр-мӗн.
Ҫӗмӗрлесем чӳкӗн 25-мӗшӗнче кранран юхакан шывран хими шӑрши кӗнине туйнӑ. Кунашкалли тепӗр кунхине те пулнӑ, ҫавӑнпа тӳре-шара ҫынсене ӗҫмешкӗн тата апат пӗҫермешкӗн лавккари шывпа усӑ курма сӗннӗ.
Шыва вара Шупашкара тӗрӗслемешкӗн янӑ. Халӗ шыври шӑршӑ пӗтнӗ, анчах вӑл мӗншӗн шӑршлӑ пулнине халӗ Прокуратура тата Роспотребнадзор тӗрӗслет.
Ҫӗмӗрлере пурӑнакан Микаэл Гурбанов каланӑ тӑрӑх, унӑн килӗнче икӗ кун шӑршлӑ шыв юхнӑ. Алла ҫунӑ хыҫҫӑн та шӑршӑ тахҫанччненех кайман. Ҫавӑнпа вӑл икӗ кун лавккана шыв патне утнӑ. Ача пахчинчен шӑнкӑравланӑ та шӑпӑрланпа пӗрле таса шыв илсе килме хушнӑ. Микаэл ачине унта яман.
Тӗрӗслев кӑтартӑвӗ кӗҫех паллӑ пулмалла. Ҫынсем вара сӑлтавне хӑйсем шыраҫҫӗ. Аса илтерер: чӳкӗн 20–21-мӗшӗсенче Сӑр шывӗ хӑвӑрт чакнӑ, ҫавна май Улатӑрта халӑха шывпа тивӗҫтерес ӗҫ йӗркерен тухнӑ.
Чӑваш Енӗн Наци телекуравӗ сарӑлса пырать тесе пӗлтерет Чӑваш Енӗн Информаци политикипе массӑллӑ коммуникаци хатӗрӗсен министерстви.
Нумаях пулмасть карас ҫыхӑнӑвӗн компанийӗсенчен пӗри асӑннӑ телеканала тӗнче телӗнчи хӑйӗн каналӗсене уйӑрса панӑ. Ҫапла вара программӑсене пӑхма май килӗ. Хальлӗхе сигнал республикӑри виҫӗ хулана — Ҫӗмӗрлене, Канаша тата Етӗрнене — ҫитет. Республкиӑри хыпарсене ҫывӑх вӑхӑтра Улатӑр хулинче пурӑанакансем те курайӗҫ. Ҫулталӑк вӗҫлениччен телеканала Вӑрнарпа Йӗпреҫ поселокӗсенче трансляцилеме тытӑнӗҫ.
Паянхи куна Чӑваш Енӗн Наци телекуравӗ Шупашкар, Ҫӗнӗ Шупашкар, Ҫӗрпӳ, Куславкка, Сӗнтӗрвӑрри хулисене, Кӳкеҫ, Опытнӑй, Тӗрлемес поселокӗсене ҫитет. НТРКн сайчӗ ҫинче онлайн-меслетпе пӑхма пулать.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |