ҪУР | 21 |
Тин ҫеҫ хурлӑхлӑ хыпар ҫитрӗ — чӑвашла пӗрремӗш интернет-радиова, EthnickRadio проекта, пуҫарса яракансенчен пӗрин, Денис Халецкийӗн, чӗри тапма чарӑннӑ. 34 кӑначчӗ вӑл...
Этникрадио проекта аталантарма вӑл хӑйӗн вӑйне те, вӑхӑтне те нумай хунӑччӗ.
Дениспа тунтикун, ҫурлан 23-мӗшӗнче сывпуллашӗҫ.
Кӑрлачӑн 2-мӗшӗнче Тӑван ҫӗршыв ирӗклӗхӗшӗн пынӑ Аслӑ вӑрҫӑн ветеранӗ, ӗҫпе вӑрҫӑ орден-медалӗн кавалерӗ, пултаруллӑ таврапӗлӳҫӗ, чӑваш халӑх ӑсчахӗ, Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ вӗрентекенӗ Владимир Михайлович Бурмистров ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайрӗ.
Владимир Михайлович 1924 ҫулхи юпан 25-мӗшӗнче Хӗрлӗ Ҫарӑн батальон комиссарӗн кил-йышӗнче ҫуралнӑ. Ҫар хӗсметӗнчи ашшӗпе пӗрле ачаллах тӗнче «касса» ҫаврӑннӑ. Ӑна «халӑх тӑшманӗ» туса аристленӗ хыҫҫӑн Ҫӗрпӳ районӗнчи Килейкассине таврӑннӑ, каярахпа Вӑрмар посёлокне куҫнӑ. Унта вӑтам шкул пӗтерсен хӑйне пӗр ҫул ӳстерсе фронта тухса кайнӑ. Аслӑ Ҫӗнтерӗве Берлинта кӗтсе илнӗ.
Вӑрҫӑ хыҫҫӑн Йошкар-Олара аслӑ пӗлӳ илнӗ, И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш педагогика институтӗнчен вӗренсе тухнӑ. Эҫпепе ялӗнче, Шупашкарти 2-мӗш шкул-интернатра, 29-мӗш, 36-мӗш вӑтам шкулсенче 8-мӗш профтехучилищӗре физикӑпа математика учителӗнче тӑрӑшнӑ.
ПУШ | 25 |
2009 ҫулхи мартӑн 24-мӗшӗнче «Суварӑн» штатра тӑман корреспонденчӗ, Тутарстанри чӑвашсен «Ҫичӗ ҫӑл», каярах «Салам» радиокӑларӑмсене пуҫарса ертсе пынӑ Петр Михайлович Миров (Сандимиров) вӑхӑтсӑр вилсе кайнӑ.
П.М.Миров Нурлат районӗнчи Салтакьелӗнче ҫуралса ӳснӗ. Якаелӗнчи вӑтам шкултан вӗренсе тухсан Самар облаҫӗнчи ял хуҫалӑх техникумне кайса кӗнӗ. Диплом илнӗ хыҫҫӑн пӗр вӑхӑт Самар облаҫӗнчи Пестровка районӗнче колхоз председателӗн тивӗҫӗсене туса пынӑ. Салтака кайсан Львоври аслӑ политучилищӗре вӗреннӗ, ӑна пӗтерсен 25 ҫул ҫар журналисчӗ пулса тӗрлӗ хаҫатсенче ӗҫленӗ. Хӗвел Анӑҫ Украина, Кавказ, Германи, Венгри, Ҫӗпӗр, Байкал леш енӗ, Атӑл тӑрӑхӗ – таҫта та ҫитнӗ журналист, нумай чӗлхепе калаҫма вӗреннӗ, анчах ашшӗ-амӑшӗ панӑ тӑван чӗлхене темӗнле аякри ют ҫӗршыва ҫитсен те манман.
Отставкӑна тухсан Петр Михайлович чӑваш культурине «вӑратса» аталантарас ӗҫе кӳлӗннӗ. Вӑл тӑрӑшнипе Хусан радиохумӗнче 1992 ҫулта чӑвашла «Ҫичӗ ҫӑл» передача эфира тухма пуҫлать, каярах вӑл «Салам» ятпа тухма тытӑнчӗ.
Украина тӗп хулинчен, Кӗйӳрен, Хыпар хаҫат хурлӑхлӑ хыпар ҫитнине пӗлтерчӗ - Пётр Николаевич Чичканов чӗри тапма чарӑннӑ. Аслӑ чӑвашӑмӑр пӗтӗм пурнӑҫне чӑваш халӑхне, чӑваш литературипе культурине халалланӑ, чӑваш тата украин халӑхӗсен туслӑхне аталантарассишӗн ырми-канми ӗҫленипе паллӑ.
П.Н. Чичканов 1922 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 7-мӗшӗнче Канаш районӗнчи Яманкасси ялӗнче ҫуралнӑ. Ҫичӗ ҫул вӗренмелли шкултан тата Шупашкарти ӳнер училищинчен вӗренсе тухнӑ, Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ. Паттӑрлӑхшӑн икӗ хут Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр орденӗпе, I степеньлӗ Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин орденӗпе тата нумай-нумай медальпе чысланӑ. 1950 ҫултанпа вӑл Кейӳ хулинче пурӑннӑ, "Украина" журналӑн тӗп художникӗ пулса ӗҫленӗ. 1969 ҫултанпа вӑл - СССР Ҫыравҫисен пӗрлӗхӗн членӗ.
П.Н. Чичканов тӑлмач ӗҫӗпе те самай ӗҫленӗ. Т. Шевченко, П. Тычина, И. Котляревский хайлавӗсене чӑвашла куҫӑрнӑ. П. Хусанкай, Ҫеҫпӗл Мишши, К.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 760 - 762 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Василий Давыдов-Анатри, чӑваш халӑх сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Мишутин Николай Степанович, ҫыравҫӑ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |