Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -8.7 °C
Кушака — кулӑ, шӑшие — вилӗм.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Пултаруллӑ таврапӗлӳҫӗ Владимир Бурмистров ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 13.01.2010 08:30 | 1510 хут пӑхнӑ

Кӑрлачӑн 2-мӗшӗнче Тӑван ҫӗршыв ирӗклӗхӗшӗн пынӑ Аслӑ вӑрҫӑн ветеранӗ, ӗҫпе вӑрҫӑ орден-медалӗн кавалерӗ, пултаруллӑ таврапӗлӳҫӗ, чӑваш халӑх ӑсчахӗ, Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ вӗрентекенӗ Владимир Михайлович Бурмистров ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайрӗ.

Владимир Михайлович 1924 ҫулхи юпан 25-мӗшӗнче Хӗрлӗ Ҫарӑн батальон комиссарӗн кил-йышӗнче ҫуралнӑ. Ҫар хӗсметӗнчи ашшӗпе пӗрле ачаллах тӗнче «касса» ҫаврӑннӑ. Ӑна «халӑх тӑшманӗ» туса аристленӗ хыҫҫӑн Ҫӗрпӳ районӗнчи Килейкассине таврӑннӑ, каярахпа Вӑрмар посёлокне куҫнӑ. Унта вӑтам шкул пӗтерсен хӑйне пӗр ҫул ӳстерсе фронта тухса кайнӑ. Аслӑ Ҫӗнтерӗве Берлинта кӗтсе илнӗ.

Вӑрҫӑ хыҫҫӑн Йошкар-Олара аслӑ пӗлӳ илнӗ, И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш педагогика институтӗнчен вӗренсе тухнӑ. Эҫпепе ялӗнче, Шупашкарти 2-мӗш шкул-интернатра, 29-мӗш, 36-мӗш вӑтам шкулсенче 8-мӗш профтехучилищӗре физикӑпа математика учителӗнче тӑрӑшнӑ. Пур ҫӗрте те Паттӑрлӑхпа Ҫӗнтерӳ кӗтесӗсемпе музейсене уҫнӑ.

Владимир Михайлович чылай кӗнеке авторӗ. Малтанхи кӗнеки 1967 ҫулта тухнӑ, вӑл Брест паттӑрӗсем ҫинчен каласа парать. Ытти паллӑрах кӗнекисем: «Наш земляки — герой Гражданской войны» (1972), «Так сражались земляки», «Наши земляки — партизаны и подпольщики Великой Отечественной войны» (2004), «Наш земляки в борьбе с фашизмом» (2005), «Живите и помните», «Живые, пойте о нас» (2007), «Солдаты Чувашии в войнах России с XVII века до 1918 года» (2010).

Пысӑк ҫухату пулин те эпир, Владимир Михайлович, сирӗн ҫутӑ сӑнарна ялан асра тытӑпӑр, сирӗн пек хастаррӑн ӗҫлеме тӑрӑшӑпӑр!

#Шупашкар, #Ҫухатусем

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем