Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -5.7 °C
Васкакан вакка сикнӗ тет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Геннадий Волков (Кашкӑр Хуначи) вилнӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Данную новость вы также можете прочитать на Русском языке
Аçтахар Плотников 28.12.2010 10:16 | 3422 хут пӑхнӑ
Кашкӑр Хуначи
Кашкӑр Хуначи

Ӗнер, раштавӑн 27-мӗшӗнче, чӑваш халӑхӗн хастар ывӑлӗсенчен пӗри, Волков Геннадий Никандрович (Кашкӑр Хуначи), ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.

 

Геннадий Волковпа сывпуллашу ыран, раштавӑн 29-мӗшӗнче, Чӑваш патшалӑх филармонире (Шупашкар, Президент бульварӗ, 31) иртӗ. 10-12 сехет тӗлне ҫитме пултаратӑр.

 

Педагогика ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор (1968), ҫыравҫӑ, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ учителӗ, Чӑваш Республикин хисеплӗ гражданинӗ 1927 ҫулхи юпан 31-мӗшӗнче Елчӗк районӗнчи Аслӑ Елчӗкре ҫуралнӑ.

1949 ҫулта Чӑваш педагогика институчӗн физикӑпа математика факультетне, 1952 ҫулта Хусанти педагогика институчӗн аспирантурине вӗренсе пӗтернӗ.

1952-1972 ҫулсенче Чӑваш педагогика институчӗнче аслӑ преподаватель пулса, педагогика кафедрин доценчӗ, проректор вырӑнӗсенче ӗҫленӗ. 1972-1993 ҫулсенче Раҫҫей Федерациӗн ҫут-ӗҫ министерствин наци шкулӗсен НИИ секциӗн заведующиӗ пулнӑ. 1972-1982 ҫулсенче Эрфуртри аслӑ педагогика шкулӗнче ӗҫленӗ.

500 ытла ӑслӑлӑх ӗҫӗ ҫырнӑ, вӗсен шутӗнче 27 монографи. Халӑх педагогикине тӗпчесе аталантарнисӗр пуҫне вӑл хайлавсем ҫырассипе те, ытти авторсен ӗҫӗсене куҫарассипе те, халӑх пултарулӑхне пухассипе те паллӑ пулнӑ. Константин Иванов, Иван Яковлев, Ҫеҫпӗл Мишши, Петӗр Хусанкай, Александр Пушкин, Лев Толстой пултарулӑхне тӗпчесе статьясем ҫырнӑ. Хайлавӗсем «Асанне калавӗсем», «Шӑллӑмсемпе йӑмӑксене», «Юманпа хӗвел» тата ытти кӗнекесенче пичетленнӗ.

#ҫухатусем, #Аслӑ Елчӗк, #Елчӗк районӗ

 

Комментари:

Улатимĕр // 3047.85.2046
2010.12.28 23:34
Халăха панă пил!.. Ывăлĕсемпе хĕрĕсене, амăшĕпе ашшĕне, мăнукĕсене, чăн-чăн чăваша, чунтан чĕререн юратупа туслăх ĕмĕртен ĕмĕре чăвашлăхшăн çуннă хĕвелĕн, пĕртен пĕр çут-хĕвел пайăркки сÿннишĕн хурланатăп.
Зоя Васильевна // 1753.32.9842
2010.12.29 16:08
Чи пвллă,чи сумлă, чи пултаруллă ăсчах, чи чаплă чăваш...Мĕн чухлĕ çынна пурнăçра нихçан та хакне çухатман пуянлăх çинчен - ырă кăмăллăх,туслăх,юрату, çураçупа килĕшÿ çинчен вĕрентмерĕ-ши...Унăн ăслă канашĕсем,шухăшĕсем яланах пире тĕрĕс пурăнма,хавхаланса ĕçлеме пулăшĕç.
атила // 2888-9372
2010.12.29 19:00
Фипармонире сывпулашма халăх нумай пухăнчĕ.Регионсенчен никамта çукчĕ.Ку вăл ЧНКана шаннипе.Вĕсем те пĕлтермен те çыхăнусене çухатса пĕтернĕ.Тата пачăшкăсем çукки тĕлĕнтерчĕ.Хисеплĕ академик хăйех çапла пытарма ыйтнине пĕлтĕмĕр тăванĕсенчен
Атнер Юмансем // 3431.59.5269
2011.01.02 15:09
Сакан пек чаваш пулнашан пирен хушара,пирен ана хисеплеме,унпа мухтанма пелес пулать.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем