Чӑваш Енри браконьер Тутарстанра ҫакланнӑ.
Тутар Республикинчи биоресурссен патшалӑх комитечӗн тата РФ Шалти ӗҫсен министерствин Тутарстанри лини управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, Сӗве юханшывӗ ҫинче Чӑваш Енри ҫынна тытса чарнӑ. Вӑл Бритвино ялӗнчен 3 километрта пулӑ тытнӑ. Арҫын усӑ курма юраман вӑлтасемпе, ытти хатӗрпе усӑ курнӑ.
Хальхи вӑхӑтра Тутарстанри йӗрке хуралҫисем Чӑваш Енри арҫын тӗлӗшпе РФ Пуҫиле кодексӗн 256-мӗш статйипе килӗшӳллӗн ӗҫ пуҫарас ыйтӑва тата параҫҫӗ.
Чӑваш Енри браконьер Тутарстанра ҫакланнӑ.
Тутар Республикинчи биоресурссен патшалӑх комитечӗн тата РФ Шалти ӗҫсен министерствин Тутарстанри лини управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, Сӗве юханшывӗ ҫинче Чӑваш Енри ҫынна тытса чарнӑ. Вӑл Бритвино ялӗнчен 3 километрта пулӑ тытнӑ. Арҫын усӑ курма юраман вӑлтасемпе, ытти хатӗрпе усӑ курнӑ.
Хальхи вӑхӑтра Тутарстанри йӗрке хуралҫисем Чӑваш Енри арҫын тӗлӗшпе РФ Пуҫиле кодексӗн 256-мӗш статйипе килӗшӳллӗн ӗҫ пуҫарас ыйтӑва тата параҫҫӗ.
Чӑваш Ене каллех хӗл ҫитрӗ. Паян ирхине 7 градус сивӗ пулнӑ. Ҫил те самай кастаратчӗ.
Паян ҫӗрле вара пушшех те юр ҫуса лартӗ. Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, Скандинави енчен килекен циклона пула 6-9 сантиметр хулӑнӑш юр ҫуса лартӗ. Ыран кӑнтӑрла кӑшт уяртӗ, ҫапах хушӑран йӗпе юр ҫӑвӗ. Ҫил ҫеккунтра 20 метр таран хӑвӑртлӑхпа вӗрме пултарӗ.
Акан 2-мӗшӗнче юр тата нумайрах ҫумалла. Анчах хальлӗхе паллӑ мар: тен, ҫумӑр ҫӑвӗ. Украина енчен килекен циклон ҫитсен 10 градус таранх ӑшӑтма пултарӗ. Анчах акан 4-мӗшӗнче каллех юр ҫӑвӗ.
Хӑҫан ӑшӑтӗ тата уяртӗ? Хальлехе синоптиксем калама тӑхтаҫҫӗ.
Юлашки вӑхӑтра питӗ хитре ҫанталӑк тӑчӗ. Пуш уйӑхӗн 20-мӗшӗнчен сывлӑш температури 0 градусран ӑшӑрах пулчӗ. Пӗр эрнере юр хулӑнӑшӗ самай чакрӗ.
Анчах синоптиксем республикӑна хӗллехи ҫанталӑк таврӑнассине систереҫҫӗ. Ыран ҫил вӑйлӑрах пулӗ, 6 градус таран ӑшӑ тӑрӗ. Каҫ енне ҫумӑр та ҫӑвӗ. Вырсарникун вара йӗпе юр ҫума тытӑнӗ.
Тунтикун термометр 0 градус кӑтартӗ, анчах 10-15 градус сивӗ пек туйӑнӗ. Апла каллех хӗллехи тума туртса кӑларма тивӗ. Ытларикун пире чӑн-чӑн хӗллехи ҫанталӑк кӗтет: юр ҫуса лартӗ, 3-8 градус сивӗ тӑрӗ. Пушӑн 30-31-мӗшӗнче те сивӗ ҫанталӑк тӑрӗ.
Ҫитес эрне вӗҫне вара термометр 5-7 градус ӑшӑ кӑтартӗ.
Чӑваш Енре 2023 ҫулта каяш уйӑракан 4 комплекса хута яма палӑртнӑ. Вӗсем Патӑрьелте, Вӑрнарта, Канашра, Муркашра пулӗҫ. Ҫулталӑкра кашнийӗ 30 пин тонна каяш уйӑрӗ.
Каяш уйӑракан комплекссем хута кайсан ҫӳп-ҫап полигонӗсен шучӗ чакӗ.
Ӳлӗмрен республикӑри муниципалитетсенче йӑлари каяша уйрӑммӑн пуҫтарма пуҫлаттарасшӑн. Йӑлари типӗ каяша хӑйне тата йӑлари нӳрӗ каяша. Ку ӗҫе тапхӑрӑн-тапхӑрӑн пурнӑҫа кӗртесшӗн. Кун пирки республикӑн ҫутҫанталӑк ресурсӗсен тата экологи министрӗ Эмир Бедертдинов пӗлтернӗ.
Ҫӗрпӳ районӗнчи Ҫырмапуҫ ял тӑрӑхӗнче ҫӳп-ҫап полигонӗ ҫуннине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ-ха. Ҫулӑма ҫийӗнчех сӳнтернӗ пулин те полигонта тӗтӗмпе йӑсӑрланма часах пӑрахман.
Вут-ҫулӑм тухнин сӑлтавне прокуратура ҫеҫ мар, Чӑваш Енӗн Ҫутҫанталӑк ресурсӗсен тата экологи министерстви, Роспотребнадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗ тӗрӗсленӗ.
Полигоншӗн яваплӑ «Мой Дом» общество кирлӗ пек ӗҫлесе ҫитерейменни ҫиеле тухнӑ. Ҫӗрпӳ районӗнчи прокуратура организаци тӗлӗшпе черетлӗ хутчен административлӑ ӗҫ пуҫарасшӑн.
Вӑрнар районӗнчи тӳре-шара унччен пионерлагерь пулнӑ вырӑнта санаторипе курорт комплексӗ уҫасшӑн.
Унччен «Ласточка» (чӑв. Пӗчӗк чӗкеҫ) пионерлагерь пулнӑ кану вырӑнӗ питех те илемлӗ вырӑнта тӗпленнӗ. Юнашарах Ҫавал юханшывӗ юхса иртет. Лӑсӑллӑ йывӑҫсен сулхӑнӗнче темччен уҫӑлса ҫӳреме, техӗмлӗ те сиплӗ сывлӑшпа кӑкӑр туллин сывлама кама килӗшмӗ?
Ҫутҫанталӑкӑн ырлӑхӗпе чунтан киленме май пур вырӑнта санаторипе курорт комплексӗ уҫасшӑн. Ҫитменнине халӗ хамӑр ҫӗршывра тата тӑван тӑрӑхра туризма аталантарас юхӑм вӑй илсе пырать.
Проекта хӳтӗлеме май килсен укҫана федераци хыснинчен илме май килессе шанаҫҫӗ вӑрнарсем.
ПУШ | 11 |
Юлашки 4 ҫулта пуш уйӑхӗн пуҫламӑшӗ кун пек сивӗ пулман. Термометр ҫӗрле 21 градус сивӗ таранах кӑтартнӑ.
Гидрометцентр пӗлтернӗ тӑрӑх, иккӗмӗш декадӑра кӑштах ӑшӑтма тытӑнӗ. Кӑнтӑрла палӑрмаллах ӑшӑ пулӗ. Вырсарникун юр ҫӑвӗ.
Ҫитес эрне пуҫламӑшӗнче те юр ҫукалӗ. Ҫанталӑк хӗле аса илтерӗ. Кӑнтӑрла 2-7 градус сивӗ тӑрӗ, ҫӗрле – 15 градус сивӗ. Кӗҫнерникунран ҫеҫ хӗвеллӗ ҫанталӑк хуҫаланма тытӑнӗ. Сывлӑш температури те ашӑрах пулӗ.
Виҫҫӗмӗш декада пуҫламӑшӗнче пирӗн пата ӑшӑ килӗ.
Календарьте - ҫуркунне. Анчах ҫанталӑк хальлӗхе хӗллехи пекех сивӗ тӑрать. Хӑҫанччен?
Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, кун пек сивӗ ҫанталӑк пуш уйӑхӗн 12-мӗшӗччен тӑрӗ. Ыран та кӑштах юр ҫӑвӗ. Пуш уйӑхӗн 9-мӗшӗнчен каллех уяртӗ. Сывлӑш температури 5-10 градус пулӗ, ҫӗрлесерен - 15-20 градус. Вырӑнӑн-вырӑнӑн 25 градус таранах сивӗтӗ.
Иккӗмӗш декада пуҫламӑшӗнче пирӗн пата ӑша килӗ. Антициклона пула уяр ҫанталӑк тӑрӗ.
Синоптиксем малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ӑшӑ ҫуркунне 10 кун маларах пуҫланма пултарӗ.
Ыран республикӑра ҫил самай вӑйланать, ҫил-таман тухать. Каҫхине ҫил ҫеккунтра 19-21 метр хӑвӑртлӑхпа вӗрӗ. Атмосфера пусӑмӗ 736 мм ҫитӗ. Ыран каҫ енне уяртӗ те сивӗтме тытӑнӗ.
Вырсарникун ирхине 14 градус сивӗ пулӗ. Ҫил вара лӑпланӗ. Пушӑн 7-8-мӗшӗсенче юр ҫӑвӗ. Анчах ҫапах сивӗ ҫанталӑк тӑрӗ. Каҫсерен 20-25 градус таранах сивӗтме пултарӗ.
Савӑнтараканни вара – хӗвел. Хӗвел пӑхни кама савӑнтармӗ. Иккӗмӗш декада пуҫламӑшӗнче 2-7 градус таран ӑшӑтӗ. Пушӑн 11-12-мӗшӗсенче кӑштах юр ҫӑвӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Абзалов Ринат Абзалович, биологи ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Владимир Николаевич, Чӑваш Республикин Вӗренӳпе ҫамрӑксен политикин министрӗ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |