Ҫулла сивӗ ҫанталӑкран пуҫланчӗ. Ҫӗрле зӑщ-пӗр вырӑнта тӑм ӳкнӗ. Кун пек сивӗ каҫсем ҫу уйӑхӗн пуҫламӑшӗнченех пулман.
Ку эрнере ӑшӑтӗ. Сывлӑш температури 25 градус таран та ӑшӑнӗ. Кӑнтӑр районӗсенче кӗҫнерникунпа эрнекун вырӑнӑн-вырӑнӑн ҫумӑр ҫума пултарать.
Канмплли кунсенче каллех сивӗтет. Ҫил ҫурҫӗр енчен вӗрӗ, вӑйланӗ.
Шӑматкун кӑна ӑшӑччӗ, ӗнер вара тӑрук сивӗтрӗ. Паян ҫӗрле 4-7 градус кӑна пулнӑ.
Ку эрнере сивӗрех ҫанталӑк тӑрӗ. Кӑнтӑрла нумайран та 20 градус ӑшӑ пулӗ. Кӗҫнерникунпа эрнекун вырӑнӑн-вырӑнӑн ҫумӑр ҫӑвӗ, аслати авӑтма пултарӗ.
Ҫӗртмен 9-мӗшӗ тӗлне самай ӑшӑтӗ. Анчах уяври канмалли кунсенче самай уҫӑ ҫанталӑк тӑрӗ – термометр кӑнтӑрла 15-17 градус кӑна кӑтартӗ, ҫӗрле – 4-5 градус ӑшӑ.
Ыран – ҫулла. Вӑл пӗлтӗрхи пекех шӑрӑх тата типӗ пуласси пирки калаҫаҫҫӗ.
Анчах синоптиксен прогноз урӑхла: ҫав тери шӑрӑх тата типӗ пулмӗ. Ҫапах ку ҫӗртме уйӑхне пырса тивмест. Ун чухне сывлӑш температури вӑтамран 17,5 градус ытларах пулӗ. Ҫумӑр 64 миллиметртан сахалрах ҫӑвӗ.
Пӗрремӗш декадӑра сивӗрех ҫанталӑк тӑрӗ. Унтан ӑшӑтма пуҫлӗ. Иккӗмӗш декадӑра термометр 30 градус таран кӑтартӗ. Ҫумӑр ытларах иккӗмӗш тата виҫҫӗмӗш декадӑсенче ҫӑвӗ. Ахӑртнех, вырӑнӑн-вырӑнӑн ҫӑвакан аслатиллӗ ҫумӑр пулӗ.
Ку эрнере пирӗн республикӑра циклон хуҫланать. Пирӗн пата ҫурҫӗр енчен уҫӑрах сывлӑш килнӗ. Ҫак кунсенче кӑнтӑрласерен те уҫӑрах пулӗ: термометр 20-22 градус кӑна кӑтартӗ.
Юнкун ҫумӑр вӑйлах ҫума пултарать. Кӗҫнерникунран пуҫласа шӑматкунччен уяр тата ӑшӑ ҫанталӑк савӑнтарӗ.
Вырсарникун, Ҫимӗкре, ҫумӑр ҫӑвӗ, ҫил ҫурҫӗр-хӗвел анӑҫ енчен самай вӑйлӑ вӗрӗ.
Ҫанталӑк ҫуллахи пекех шӑрӑх тӑрать. Гидрометцентр пӗлтернӗ тӑрах, ҫитес 10 кунра ӑшӑ пулӗ.
Ку эрнере кӗҫнерникунпа эрнекун термометр 30 граду кӑтартӗ. Ҫӗрлесерен те 16-18 градус ӑшӑ пулӗ.
Юнкун хӗвеланӑҫ районӗсенче ҫумӑр ҫума пултарать. Канмалли кунсенче аслатиллӗ ҫумӑр ҫӑвас хӑрушлӑх пур. Ун чухне кӑштах сивӗтӗ те.
Синоптиксем унччен ку канмалли кунсенче ҫумӑр ҫӑвассине пӗлтернӗччӗ. Халӗ вара улшӑнусем пур. Вӗсем каланӑ тӑрӑх, ҫумӑр Мускав еннелле кайӗ, пирӗн патра вара шӑматкун кӑшт сивӗрех пулӗ кӑна: 18-23 градус ӑшӑ.
Ҫитес вӑхӑтра ҫумӑр ҫумӗ. Тунтикун 23-28 градус ӑшӑ пулӗ. Эрнен иккӗмӗш ҫурринче 30 градус таранах ҫитӗ. Ҫӗрлесерен те 14-16 градус ӑшӑ тӑрӗ. Ҫил кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрсе кӑшт уҫӑлтарӗ.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫу уйӑхӗ вӗҫлениччен республикӑра типӗ те шӑрӑх ҫанталӑк тӑрӗ. Ҫӗртме пуҫламӑшӗнче те ҫаплах пулӗ.
Паян ҫанталӑк пӗлӗтлӗ. Ӗнерхипе танлаштарсан, ӑшӑрах: 15-16 градус. Ыран тата ӑшӑ пулӗ, уяртӗ. Термометр 18-23 градус кӑтартӗ. Хушӑран ҫумӑр ҫума пултарӗ.
Эрне варринче ҫуллахи пекех пулӗ: кӑнтӑрла термометр 23-25 градус кӑтартӗ, каҫхине – 10-15 градус.
Канмалли кунсенче кӑштах сивӗтӗ. Шӑматкун хушӑран ҫумӑр ҫӑвӗ, вырсарникун типӗ ҫанталӑк тӑрӗ, анчах ҫиллӗ пулӗ. Термометр 13-18 градус кӑтартӗ.
Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, паян-ыран ӑшӑ тӑрӗ те вырсарникун кӑшт сивӗтӗ. Телее, нумайлӑха мар.
Вырсарникун ҫумӑр ҫукалӗ, 11-16 градус таран кӑна ӑшӑ пулӗ. Тунтикун ӑшӑтма пуҫлӗ, 18 градус пулӗ. Кашни кун ӑшӑтса пырӗ, эрне варринелле 25 градус тарана шӑрӑх пулӗ. Ҫӗрлесерен те ӑшӑрах туйӑнӗ.
Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, текех сивӗ пулмӗ. Ҫу уйӑхӗн вӗҫӗнче термометр 30 градус таранах кӑтартма пултарӗ.
Паян ҫӗрле Шупашкарта тӑм ӳкмен. Хӑш-пӗр районта вара 2,4 градус таран сивӗ пулнӑ, курӑк ҫине тӑм ӳкни палӑрнӑ.
Паян та ҫӗрле тӑм ӳкес хӑрушлӑх пулӗ. Пӗтӗмӗшле илсен, ҫанталӑк ӑшӑтма пуҫлать. Паян Шупашкарта 10 градус таран ӑшӑ. Ыран 9-14 градус ӑшӑ пулӗ.
Ҫил лӑпланӗ. Юнкун тата ӑшӑтӗ. Кӗҫнерникун вырӑнӑн-вырӑнӑн ҫумӑр ҫума пултарӗ. Эрне вӗҫнелле 15-20 градус таран ӑшӑтӗ. Ҫӗрлесерен 5-10 градус ӑшӑ пулӗ. Вырӑнӑн-вырӑнӑн ҫумӑр ҫума пултарать.
Урамра текех юр ҫумасть пек туйӑнать. Анчах ҫанталӑк пирӗн валли «парне» хатӗрленӗ иккен.
Ҫу уйӑхӗн 7-8-мӗшӗсенче чи сивӗ кунсем пулӗҫ: ун чухне пӗлӗтсен шайӗнче сывлӑш 7-8 градус таран сивӗнӗ. Кӑнтӑрла йӗпе юр ӳкме пултарӗ, ҫӗрле тӑм ӳкӗ. Ҫил вӑйланнӑран пушшех те сивӗ пек туйӑнӗ.
Ҫу уйӑхӗн 9-мӗшӗнчен уяртӗ. Майӗпен ӑшӑ таврӑнма пуҫлӗ. Ҫӗнтерӳ кунӗнче 8-13 градус ӑшӑ пулӗ. Ҫӗрле те ӑшӑрах тӑрӗ. Уяври канмалли кунсем хыҫҫӑн 12-17 градус ӑшӑтӗ.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, 20 градус ӑшӑ пирӗн пата ҫу уйӑхӗн 15-мӗшӗ хыҫҫӑн килӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (16.04.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 9 - 11 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ржанов Василий Тимофеевич, чӑваш драматургӗ ҫуралнӑ. | ||
| Шупашкарта Чӑваш тӗп музейӗ уҫӑлнӑ. | ||
| Одюков Иван Ильин, чӑваш фольклорне пухаканӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |