Ку эрнере Чӑваш Енре сивӗтме пуҫларӗ. Тин кӑна 30 градус шӑрӑхчӗ, халӗ вара каҫсерен ӑшӑрах тумланма тивет.
Канмалли кунсенче сывлӑш температури 17-22 градуспа танлашнӑ. Ҫӗрлесерен 4 градус таран ҫеҫ пулӗ.
Ҫурла уйӑхӗн 31-мӗшӗнче ҫӗрле пӗлӗтсен шайӗнче сывлӑш температури 0 градус патнелле пулӗ. Ҫавна май тӑм ӳкме кӑна мар, самай сивӗтме те пултарӗ.
Ҫапах ӑшӑ таврӑнӗ-ха. Авӑн уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче 21-26 градус таран ӑшӑтӗ. Авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗнче те ӑшӑ та типӗ ҫанталӑк пулӗ ахӑртнех.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫитес эрне вӗҫӗнче каллех сивӗтӗ, ҫил вӑйланӗ, 14-19 градус ҫеҫ ӑшӑ пулӗ.
Паян ҫӗрле Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкарта, асӑннӑ хуласемпе юнашар ытти вырӑнта та ирпе ирех сӗрӗм шӑрши сарӑлнӑ, тӗтӗм йӑсӑрланса тӑнӑ. Ҫакна Кӳкеҫре пурӑнакансем те сисрӗҫ.
Тӗтӗм-сӗрӗм шӑрши пирки хула ҫыннисем вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсенчи диспетчер службине пӗлтерме тытӑннӑ. Ҫав вӑхӑтрах яваплӑ органсенче ӗҫлекен специалистсем пӑлханса ӳкме сӗнмен. Тӗтӗм-сӗрӗм тӑнӑ вӑхӑтра чӳречесене хупса хума, урамра маска тӑхӑнма сӗннӗ. Урамри шӑршӑ ҫармӑс вӑрманӗсем ҫуннипе ҫыхӑннӑ. Ҫил пирӗн республика енне вӗрнӗрен унти тӗтӗм-сӗрӗм кунта килнӗ.
Синоптиксем ҫурла уйӑхӗн варринчен ҫанталӑк кашт сивӗтессине пӗлтернӗччӗ. Анчах сивӗ васкамасть, вӑл пирӗн пата ҫурлан 24-мӗшӗнче ҫеҫ ҫитӗ.
Кӗҫӗр ҫумӑр ҫӑвӗ, вырӑнӑн-вырӑнӑн – вӑйлах, аслати авӑтма, ҫил вӑйланма пултарӗ. Шӑматкун кӑнтӑрлаччен ҫамӑр ҫӑвӗ. Ҫанталӑк кӑшт уҫӑлӗ: 24 градус таран ҫеҫ ӑшӑ тӑрӗ. Вырсарникун та пӑчӑ пулмӗ. Тунтикун вара каллех шӑрӑх таврӑнӗ, 30-35 градус ӑшӑ пулӗ. Унашкал ҫанталӑк ҫурла уйӑхӗн 24-мӗшӗччен тӑрӗ.
Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрах, хальлӗхе сывлӑш температури нормӑран 6 градус ӑшӑрах.
Республикӑра каллех шӑрӑх ҫанталӑк тӑрать. Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, унашкал ҫанталӑк тепӗр темиҫе кун пулӗ.
Кӗҫнерникун Атӑлҫи тӑрӑхӗнче Вӑтам Азирен ӑшӑ сывлӑш килӗ. Ҫавна май республикӑра ҫав кун 38 градус таран шӑрӑх тӑма пултарӗ. Шупашкарта сулхӑнра 33-35 градус пуласса пӗлтереҫҫӗ.
Сывлӑш температури талӑкри рекордран пысӑкрах пулӗ ахӑртнех. 2011 ҫулта ку кӑтарту 33,2 градуспа танлашнӑ. Эрнекун ҫумӑр ҫӑвӗ, ҫил вӑйланӗ. Канмалли кунсенче сывлӑш температури 23-28 градуспа танлашӗ, уяр ҫанталӑк тӑрӗ.
Виҫӗмкун Чӑваш Енре ҫуллахи чи шӑрах кун пулнӑ. Сывлӑш температури 35,2 градуса ҫитнӗ. Унашкалли 2010 ҫултанпа пулман.
Ҫав кунах шӑрӑха пула тачка пӗлӗтсем капланнӑ, аслатиллӗ ҫумӑр ҫунӑ, ҫил вӑйланнӑ. Паян вара питӗ лайӑх ҫанталӑк: уҫӑ ҫил пур, 20-25 градус ӑшӑ. Ҫӗрле вара 10 градус ҫеҫ ӑшӑ пулӗ. Эрнекун каҫхине тата ҫӗрле каллех ҫумӑр ҫӑвӗ.
Канмалли кунсенче каллех шӑрӑх ҫитӗ: сулхӑнра та 28-33 градус пулӗ. Ытларикун каллех ҫумӑр вырӑнӑн-вырӑнӑн ҫӑвӗ. Кун хыҫҫӑн эрне тӑршшӗпех 25-30 градус шӑрӑх тӑрӗ. Ахӑртнех, ку ҫуллахи юлашки шӑрӑх пулӗ. Ҫурлан иккӗмӗш ҫурри ҫумӑрлӑ тата сивӗрех килмелле.
Чулхула облаҫӗнче пуҫ ҫапакан кӑпшанкӑ (выр. богомол) ӗрчеме пуҫланӑ. Кун пирки NN.ru портал пӗлтерет. Асхат Каюмов эколог пӗлтернӗ тӑрӑх ку ҫанталӑк ӑшӑнса пынипе ҫыхӑннӑ. Пуҫ ҫапакан кӑпшанкӑсем Раҫҫейре унччен кӑнтӑр тӑрӑхсенче ҫеҫ тӗл пулнӑ.
Асхат Каюмов каласа панӑ тӑрӑх пуҫ ҫапакан кӑпшанкӑсене Чулхула облаҫӗнче вунӑ ҫул каялла асӑрхама пуҫланӑ. Малтанах ку тӗлӗнмелле пулнӑ, халь вара вӗсене ҫак тӑрӑхра та тӗл пулнине хӑнӑхса ҫитнӗ ӗнтӗ. Ку кӑпшанкӑ ҫынсемшӗн сиенлӗ мар, чир-чӗр таврашне сармасть.
Кӳршӗ тӑрӑхри халӑх кӑпшанка ӳкерсе ыттисене кӑтартать. Вӗсене Чулхулари Сурӑмпа Щербинка микрорайонсенче, Ленин районӗнче асӑрханӑ. Ҫавӑн пекех кӑпшанка Дзержинскра, Городецра, Борта тата Чулхула облаҫӗн Вознесенски районӗнче курнӑ.
Чулхулари экзотариумра каласа панӑ тӑрӑх ку тӑрӑхри ҫанталӑк вӗсемшӗн ҫавах сивӗрех, ҫавна май хӗлле вӗсем ҫуртсен путвалне пытанаҫҫӗ, унта ҫӑмарта хураҫҫӗ. Вӑрмансенче вӗсем ҫук имӗш. Сӑмах май, пуҫ ҫапакан кӑпшанкӑ ҫӑткӑннисен йышне кӗрет, вӑл ытти кӑпшанкӑпа тӑранса пурӑнать.
Кузбасӑн тӗп хулине паян вӑйлӑ ҫумӑр хупӑрласа илнӗ. Кемӗр мэрийӗн пресс-служби хыпарланӑ тӑрӑх сехет хушшинче хулара ҫумӑрӑн уйӑхри норми ҫуса кайнӑ, ҫавна май ҫумӑр шывӗ юхмалли пӑрӑхсене йывӑр тивнӗ, пысӑк калӑпӑша пула вӗсем юхтарса кӑларайми ӗҫленӗ.
Вырӑнти влаҫсем хыпарланӑ тӑрӑх, вуншар нумай хваттерлӗ ҫурт, ҫавӑн пекех ҫӗралла яхӑн харпӑр ҫуртлӑ урам ҫутӑсӑр юлнӑ. Халӗ вырӑнта хулан электросечӗн бригадисем ӗҫлеҫҫӗ. Ҫутҫанталӑк алхасӑвне пула трамвай ҫулӗсене шыв юхӑмӗсем юхтарса кайнӑран электротранспорт ӗҫлеме чарӑннӑ.
«Кемдор» МБУ пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫулсем ҫинчи шыв шайӗ ҫывӑх вӑхӑтра чакмалла. Вӗсен ӗҫченӗсем ҫумӑр шывне ӗмекен шӑтӑксенче юхӑмпа илсе килнӗ ҫулҫӑсемпе вак-тӗвек ҫӳп-ҫапа тасатаҫҫӗ. Хулара вырӑнӗ-вырӑнӗпе электричество панӑ ӗнтӗ, 1,5 пине яхӑн объекта тивӗҫтернӗ.
Ӗнер, ҫурла уйӑхӗн 3-мӗшӗнче, вӑйлӑ ҫил Етӗрнери Красноармейски урамӗнчи 5-мӗш ҫурт адреспа вырнаҫнӑ коммерци банкӗн ҫивиттине сӳсе кайнӑ. Пӑтӑрмах 16 сехет тӗлӗнче пулнӑ. Ҫил ҫав вӑхӑтра ҫеккунтра 17 метр хӑвӑртлӑхпа вӗрнӗ.
Кредит учрежденийӗн ҫивиттийӗ Етӗрнери пуҫламӑш шкулӑн территорине пырса выртнӑ.
Етӗрне район администрацийӗнче ӗнентернӗ тӑрӑх, вӗренӳ учрежденийӗ хытах сиенленмен, мӗншӗн тесен ҫивитти тимӗр карта ҫине ӳкнӗ. Халӗ яваплисем пӑтӑрмаха сирессипе ӗҫлеҫҫӗ.
Юлашки вӑхӑтра ҫутҫанталӑк хӑйӗн вӑйне хытах кӑтартма пуҫларӗ. Ҫил-тӑвӑл, шыв-шур, вут-кӑвар этеме — пуян-и вӑл е чухӑн-и, ӑслӑ-и е айван-и, пысӑк вырӑн йышӑнать е хура ӗҫе пурнӑҫлать-и — никама та уяса-суйласа тӑмасть. Алхасса кайсан пурин пурлӑхне те пӗр пек ишет-ватать, ҫӗмӗрет-ҫӗрпе танлаштарать.
Ҫутҫанталӑк тата технологи лару-тӑрӑвӗ ҫурт-йӗре, хваттере, ытти пурлӑха сиен кӳнине саплаштарассипе пирӗн республикӑра ятарлӑ программа йышӑнма палӑртнӑ. Ҫурла уйӑхн 2-мӗшӗнче ку ыйтупа Чӑваш Ен Правительствин ҫуртӗнче тӳре-шара канашлӑва пухӑннӑ. Сергей Артамонов вице-премьер ертсе пыракан мероприятие страхлакан компанисенче ӗҫлекенсем те хутшӑннӑ.
Сӑмах май каласан, ӗнер те пирӗн тӑрӑхра вӑйлӑ ҫил алхасрӗ. Шупашкарта, ав, «Пичет ҫурчӗ» чарӑнӑва тӳнтерсе янӑ.
Паян пирӗн республикӑра вӑйлӑ ҫил алхасрӗ, юхтарса ҫумӑр ҫурӗ. Ҫакӑн пек ҫанталӑк вӑхӑтӗнче Шупашкар урамӗсенче шыв кӳлленсе тӑчӗ.
Шупашкар хула администрацийӗн пресс-служби Инстаграмра 2 сехете яхӑн маларах пӗлтернӗ тӑрӑх, Йӑлӑмра ҫил вӑйлах алхаснӑ. Асӑннӑ ҫӑлкуҫ сӑнӳкерчӗкӗсем тӑрӑх хакласан, яштака хырсем ҫул ҫине ҫеҫ мар, машинӑсем ҫине те ӳксе пӗтнӗ. Хула администрацийӗнче ятарлӑ службӑсем пӑтӑрмаха сирме вырӑна тухса кайнине пӗлтернӗ. Хула ҫыннисене урама тухма тытӑнса тӑма сӗннӗ.
Ҫак йӗркесен авторне шанчӑклӑ ҫӑлкуҫсем пӗлтернӗ тӑрӑх, «М-7» федераци ҫулӗпе Кӳкеҫе Лапсар енчен пырса кӗнӗ ҫӗрте пӗр вӑхӑтра (16 сехет тӗлӗнче) светофорсем ӗҫлемен.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Абзалов Ринат Абзалович, биологи ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Владимир Николаевич, Чӑваш Республикин Вӗренӳпе ҫамрӑксен политикин министрӗ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |