Хальлӗхе ку уйӑхра юр-ҫумӑр нормӑран сахалрах ҫунӑ. Ҫитес вӑхӑтра пирӗн республикӑна циклон килӗ. Паян каҫхине юр ҫума тытӑнӗ, ыран та чарӑнмӗ. Шупашкарта 2 сантиметр таран хулӑнӑш юр ҫӑвӗ. Ҫил вӑйланнипе ҫил-тӑман вӗҫтерӗ.
Кӗҫӗр ҫанталӑк ӑшӑтӗ, ыран кӑнтӑрла 0-рен ытларах пулӗ. Эрне варринче антициклон килӗ, ытларикун ҫӗрле 10 градус таран сивӗтӗ. Кӑнтӑрла вара хӗвел ӑшши самаях туйӑнӗ.
Эрнекун чи ӑшӑ кун пулӗ. Ҫил вӑйлӑ пулнипе кӑна сивӗрех пек туйӑнӗ. Шӑматкун йӗпе юр ҫӑвӗ. Вырсарникун ҫил лӑпланӗ. Сывлӑш температури 0-рен ытларах пулӗ.
Ҫитес эрне пуҫламӑшӗнче кӑштах сиветӗ. Уйӑх вӗҫӗччен уяртарах ҫанталӑк тӑрӗ. Юр майӗпен ирӗлӗ.
Паян ӑшӑ-ха. Анчах, синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, ку эрнере кӑрлач уйӑхӗнчи сивве те туйса курӑпӑр.
Кӗҫӗр кӑштах юр ҫӑвӗ, хӑш-пӗр ҫӗрте тӗтре карса илӗ. Ытларикун 0 градус пулӗ. Унтан вара сивӗтӗ. Юнкун уяртӗ, ҫӗрле сивӗ пулӗ. Пушӑн 6-7-мӗшӗсенче ҫӗрле термометр 15-20 градус сивӗ кӑтартӗ, хӑш-пӗр ҫӗрте – 30 градус.
Эрнен иккӗмӗш ҫурринче ӑшӑтӗ, кӑнтӑрласерен 0-рен пуҫласа 5 градус таран сивӗ пулӗ. Анчах хӗвеланӑҫ енчен вӗрекен ҫиле пула 10-15 градус сивӗ пек туйӑнӗ. Пушӑн 8-10-мӗшӗсенче 5 сантиметр таран юр ҫума пултарӗ.
Паян – ҫуркунне. Ҫанталӑкӗ те ҫакнах кӑтартать. Кураксем вӗҫсе килнӗ, юр кӑштах ирӗлет.
Хальлӗхе нормӑран 2-4 градус ӑшӑрах пулсан та ҫуркунне часах килмӗ. Малта – сивӗ те юрлӑ кунсем. Кӗҫӗр республикӑна сивӗ фрончӗ килӗ, кӑштах юр ҫӑвӗ.
Шӑматкун ҫил лӑпланӗ, хӗвел тухӗ, ӑшӑтӗ – 2 градус таранах ӑшӑ пулӗ. Каҫ енне тӗтре карса илӗ, вырсарникун та ҫаплах пулӗ. Ҫӗрле 10-12 градус таранах сивӗтме пуҫлӗ.
Тунтикун ҫил вӑйланӗ. Пушӑн 5-6-мӗшӗсенче сивӗрех пулӗ, кӑштах юр ҫӑвӗ. Пушӑн 8-мӗшӗ тӗлне каҫсерен сывлӑш 13 градус таран сивӗнме пуҫлӗ, кӑнтӑрла 5-7 градус сивӗ пулӗ. Ҫил лӑпланӗ, хӗвел пӑхӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, пушӑн иккӗмӗш декадинче юр ҫӑвӗ.
Паянхи кун тӗлне юр хулӑнӑшӗ 68 сантиметра ҫитнӗ. Кун пекки 2001 ҫултанпа пулман. Ҫав вӑхӑтрах нарӑсӑн 20-мӗшӗнченпе юр ҫумасть.
Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, халӗ, нарӑс вӗҫӗнче, антициклон хуҫаланать. Пушӑн пӗрремӗш декадинче те ҫаплах пулӗ. Анчах пушӑн пӗрремӗш ҫурри нормӑран сивӗрех килӗ.
Пуш уйӑхӗн типӗ пулма пултарать. Анчах вӗҫӗнче уйӑхри нӳрӗк норми ӳкме пултарать. Пӗтӗмӗшле илсен, пуш уйӑхӗн нормӑран 1-2 градус сивӗрех килӗ.
Кӑҫал юр час каясса кӗтмелле мар. Пушӑн иккӗмӗш-виҫҫӗмӗш декадинче юр хулӑнӑшӗн 77 сантиметра ҫитме пултарать.
Республикӑра хӗвеллӗ ҫанталӑк тӑрать. Сивӗ те вӑйлӑрах ҫиле пула кӑна сивӗрех пек туйӑнать.
Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫитес 2-3 кунра ҫил лӑпланмӗ-ха. Пӗлӗтсем вара сахалланӗҫ. Чи хӗвеллӗ кун нарӑсӑн 28-мӗшӗ, юнкун, пулӗ.
Ҫанталӑк ӑшӑтсах пырӗ. Эрнен иккӗмӗш ҫурринче термометр 0 градус кӑтартӗ. Эрнекунпа шӑматкун кӑштах юр ҫӑвӗ. Вырсарникун сивӗрех уяр ҫанталӑк тӑрӗ, ҫил тӳлек вӗрӗ.
Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫитес вӑхӑтра пире хӗвеллӗ кунсем кӗтеҫҫӗ. Вӗсем ҫуркуннене виҫӗ пая уйӑраҫҫӗ: ҫутӑ, шыв тата симӗс курӑк ҫуркуннисем. Пушӑн 8-мӗшӗччен пирӗн пата шӑпах пӗрремӗшӗ килӗ.
Эппин, ҫӗрлесерен сивӗрех пулӗ, кӑнтӑрласерен хӗвел ӑшши туйӑнӗ. Ҫитес эрнере хӗвеллӗ кунсем тӑрӗҫ, ҫил лӑпкӑ вӗрӗ. Каҫсерен сывлӑш 15-20 градус таран сивӗнӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫакнашкал ҫанталӑк пуш уйӑхӗн 8-мӗшӗччен тӑрӗ.
Синоптиксем кӑҫалхи ҫулла питӗ шӑрӑх пулассине калаҫҫӗ. Ҫӗртме-ҫурла уйӑхӗсенче вӑтам температура 25-27 градус ӑшӑ пулмалла, ку ахаль чухнехинчен темиҫе градус пысӑкрах. Сывлӑш 35 градусран ытларах та ӑшӑнма пултарать. Ҫӗртме уйӑхӗнчех шӑрӑх килме пултарать.
Ӑшӑ циклонӗсем пулас хӑрушлӑх та пур. Нӳрӗк нумайланнипе ҫумӑр чашлаттарса ҫума, аслати авӑтма, ҫил-тӑвӑл тухма пултараҫҫӗ.
Ӑсчахсем палӑртнӑ тӑрӑх, 2024 ҫулхи ҫулла чи типӗ ҫулсенчен пӗри пулмалла. Уйрӑмах – Индишӗн, Индонезишӗн, Китайшӑн, Африкӑшӑн, АПШри хӑш-пӗр штатшӑн тата Раҫҫейшӗн.
Чӑваш Енре сивӗ фрончӗ хӗвелтухӑҫ еннелле кайнӑ. Халӗ Хольгер антициклон хуҫаланать. Паян ҫанталӑк кӑшт уяртнӑ. Каҫхине 7-12 градус таран сивӗтӗ. Вырӑнӑн-вырӑнӑн тӗтре карса илнӗ.
Юнкун ҫил вӑйланӗ, уяр пулӗ. Ҫӗрле 17 градус таран сиветӗ, кӑнтӑрла 7-9 градус сивӗ пулӗ. Кӗҫнерникунпа эрнекун кӑштах юр ҫӑвӗ, ҫил-тӑман вӗҫтерӗ. Икӗ кунра 2 см хулӑнӑш юр ҫӑвӗ. Эрне вӗҫнелле 1-6 градус сивӗ тӑрӗ, юр ҫумӗ.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, нарӑс вӗҫӗнче, пуш пуҫламӑшӗнче антициклон хуҫаланӗ – хӗвел савӑнтарӗ. Кӑнтӑрласерен 0 градус пулӗ, ҫӗрле – 15 градус сивӗ.
Сивӗ кунсем иртрӗҫ, паян ӑшӑрах. Анчах ҫиле пула ҫанталӑк ӗнерхинчен те сивӗрех пек туйӑнать.
Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх,паян каҫхине кӑштах юр ҫӑвӗ, ҫил-тӑман вӗҫтерӗ. Шӑматкун кӑштах уяртӗ, термометр 8-13 градус сивӗ кӑтартӗ.
Вырсарникун ҫил тата вӑйланӗ. Ун чухне атмосфера пусӑмӗ те чакӗ – хӑшӗ-пӗри хӑйне япӑх туйма пултарӗ. Вырсарникун каҫхине юр ҫӑвӗ, ҫил-тӑман вӗҫтерӗ.
Тунтикун ҫил лӑпланӗ, хӗвел тухӗ. Кӑнтӑрла 2-7 градус кӑна сивӗ пулӗ. Виҫҫӗмӗш декада пуҫламӑшӗнче ҫӗрлесерен 16 градус таран сивӗтӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, нарӑсӑн 23-мӗшӗ валли каллех юр ҫума пуҫлӗ.
Ку хӗлле сивӗ те юрлӑ килчӗ. Кӗҫех ҫуркунне ҫитӗ. Анчах синоптиксем пуш уйӑхӗнче те сивӗ пуласса, юр самай ҫӑвасса калаҫҫӗ.
Саккӑрмӗш кун ӗнтӗ сивӗ тӑрать. Кӗҫӗр чи сивви пулӗ – термометр 28 градус кӑтартӗ, хӑш-пӗр тӑрӑхра – 30 градус.
Эрнекун ӑшӑтма пуҫлӗ. Нарӑс вӗҫленичченех ҫапла пулӗ. Кӑҫал Ҫӑварни пушӑн 17-мӗшне лекет, Мӑнкун – ҫу уйӑхӗн 5-мӗшне. Ҫавӑнпа, синоптиксем каланӑ тӑрӑх, ҫуркунне час килессе кӗтмелле мар. Пуш нормӑран 3-4 градус сивӗрех пулӗ.
Ака уйӑхӗ типӗ килмелле, сывлӑш температури нормӑпа килӗшӳллӗн пулмалла.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (11.04.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 6 - 8 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Ефимов Никита Ефимович, фольклор пухаканӗ, этнограф, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Казаков Георгий Николаевич, паллӑ патшалӑх ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Колбасов Олег Степанович, правовед, юридици ӑслӑлӑхӗсен докторӗ ҫуралнӑ. | ||
| Михайлов Феликс Михайлович, спорт йӗркелӳҫи, ишес енӗпе тӗнче шайӗнчи тӳре ҫуралнӑ. | ||
| Козлова Зинаида Алексеевна, фольклор пухаканӗ, профессор, ЧР тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Николаев Юрий Михайлович, патшалӑх ӗҫченӗ, ЧР вӑй-хал культурипе спортӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Терентьев Николай Терентьевич, чӑваш драматургӗ, тӑлмачӗ, актёрӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |