Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, ыран, паянхипе танлаштарсан, палӑрмаллах сивӗ пулӗ, ҫил ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ. Ҫапах термометр 15-20 градус ӑшӑ кӑтартӗ.
Юнкун тата кӑштах сивӗтӗ, ҫӗрлесерен _ пушшех те. Эрне варринче ҫӗр кӑштах шӑнма та пултарать.
Кӗҫнерникун 17-22 градус таран ӑшӑтӗ, пӗлӗтленӗ. Канмалли кунсенче те ҫавӑн пек ҫанталӑк пулӗ, вырӑнӑн-вырӑнӑн ҫумӑр ҫӑвӗ. Анчах каллех сивӗтӗ: 14-19 градус кӑна ӑшӑ пулӗ.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, сезона кура мар ӑшӑ ҫанталӑк юпа уйӑхӗн пӗрремӗш декади вӗҫлениччен тӑрӗ.