ПҪҪХИ ӗҫченне взятка пама тӑнӑшӑн Канашри 46 ҫулхи маршрутлӑ такси водителӗ тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Следстви пӗлтернӗ тӑрӑх нумаях пулмасть Канашри 8-мӗш маршрутпа ҫӳрекен микроавтобуса ПҪҪХИ сотрудникӗсӗм чарнӑ. Такси водителӗ ӳсӗр пулнине тимлӗ йӗрке хуралҫисем тӳрех сиснӗ. Ӑна ӗҫ машини ҫине иртсе «алкотестерпа» тӗрӗсленме ыйтнӑ. Ҫав хушӑра водитель протокол ҫырасран хӑраса ПАИ сотрудникӗсене 500 тенкӗ пама пӑхнӑ. Сӗтев пама хӑтланнӑскере тытса чарнӑ.
Халӗ ЧР ШӖМӗн коррупципе кӗрешекен тата экономика хӑрушсӑрлӑхӗн управленийӗн ӗҫченӗсем тӗрӗслев ӗҫӗсем ирттереҫҫӗ, ӗҫ-пуҫа тишкереҫҫӗ.
Палӑртса хӑварар, сӗтев пама тӑна водителе 7,5–15 пин тенкӗ штраф, е 3 ҫул таран юсав ӗҫӗсем, е тата штрафпа пӗрлех 2 ҫуллӑха ирӗкрен хӑтарма та пултараҫҫӗ. Ӳсӗрле ҫула тухнишӗн вара 1,5–2 ҫуллӑха автотранспортпа ҫӳреме ирӗк паракан документа туртса илме пултараҫҫӗ.
ЮПА | 20 |
Малашне водительсен организмӗнче алкоголь йӗрне тупса палӑртсан вӗсене хӗрхенмесӗр явап тыттарӗҫ.
«Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» президиумӗ водительсен юнри алкоголь тӳпи 0,0 промилле пулмалли йышӑнӑва упраса хӑварма килӗшнӗ. Патшалӑх Думин хӑрушсӑрлӑх комитечӗн ертӳҫи Ирина Яровая палӑртнӑ тӑрӑх, водительсен юнри алкоголӗн чи пӗчӗк виҫи те ҫул ҫинчи инкек патне илсе ҫитерме пултарать.
«Патшалӑхӑн тӗп тӗллевӗ — граждансен сывлӑхне, пурнӑҫне упраса хӑварасси. Ҫавӑнпа та ҫак саккуна пурнӑҫа кӗртни — тӗрӗс йышӑну», — тесе ҫирӗплетет вӑл.
Ӳсӗрле руль умне ларнӑшӑн е медицина тӗрӗслевӗ витӗр тухма килӗшмен водительсене 50 пин тенкӗлӗх штраф тӳлемелле тӑвӗҫ тата 3 ҫуллӑха техникӑпа ҫӳреме чарӗҫ. Удостоверенисӗр ҫӳрекенсене 3 ҫуллӑха хупса лартӗҫ.
Хальхи вӑхӑтра автомобиль ҫулӗсене йӗркеллӗ тытасси, вӗсене лайӑх сыхласа хӑварасси — ҫӗршывшӑн кӑна мар, республикӑшӑн та тӗп тӗллев пулса тӑрать. Ҫавӑнпах ӗнтӗ Элӗк районӗнче те ҫул-йӗре вӑхӑтра юсасси ҫине пысӑк тимлӗх уйӑраҫҫӗ.
Кӑҫал районти ялсем ҫывӑхӗпе пыракан вырӑнти ҫулсене юсама 4 455,6 пин тенкӗ уйӑрнӑ, кӑрлач-ҫурла уйӑхӗнче ҫав укҫаран автуҫулсене 2 388,2 пин тенкӗлӗх юсанӑ та ӗнтӗ. Хальхи вӑхӑтра, районӑн официаллӑ сайчӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫул-йӗр ӗҫӗсене Ехремкасси, Йӑлкӑш, Крымсарайкка, Питӗшкасси, Ураскилт, Чӑваш Сурӑм, Шӗмшеш, Юнтапа ял тӑрӑхӗсенче вӗҫленӗ. Элӗк, Мӑн Вылӑ, Тавӑт, Тени ял тӑрӑхӗсенче автомобиль ҫулӗсене юсасси малалла пырать.
Дрезден (Германи) хулинче чи вӑрӑм автобус ҫула тухнӑ. Хальлӗхе ун ӗҫне хула ҫумӗнчи маршрутсенче тӗрӗслеҫҫӗ кӑна пулин те, вӑл тӗнчере чи вӑрӑмми шутланать — 30 метр. Ҫӳллӗшпе сарлакӑшӗ ыттисенчен уйрӑлса тӑмасть — 2,55 тата 3,4 кӑна. Фраунгофер институчӗ хатӗрленӗ автобус пурӗ 256 ҫынна илсе ҫӳреме пултарать. Ахальтен мар ӗнтӗ ӑна автотрамвай ят панӑ вӗсем.
Автобуса шухӑшласа кӑларнӑ май ҫутҫанталӑка упрассине тӗпе хунӑ — ахаль двигательсӗр пуҫне ун ӑшӗнче электромотор пур. Электричество вӑйӗпе вара ҫак вӑрӑм автобус 8 ҫухрӑм таран кайма пултарать.
Институт директорӗ Маттиас Клинкӗр пӗлтернӗ тӑрӑх ку автобус хаклӑ трамвайсене ылмаштарма пултарӗ. Проектпа Германире ҫеҫ мар, Раҫҫейре те кӑсӑкланаҫҫӗ иккен. Пирӗн хуласенче пӑкӑланнӑ ҫулсемпе епле ҫӳрӗ-ши? — ҫак ыйту ҫеҫ пӑшӑрхантарма пултарать пуль.
Акан 25-мӗшӗнче ЧР Министрсен Кабинечӗн ларӑвӗ иртрӗ, республика Элтеперӗ Мускавра пулнӑ май ӑна Иван Моторин премьер-министр ертсе пычӗ. Унта пысӑк пӗлтерӗшлӗ ыйтусене тишкерчӗҫ.
Кун йӗркинчи малтанхи ыйту ҫул хакӗпе ҫыхӑнни пулчӗ. Ку тӗлӗшпе ЧР Конкурентлӑ политика тата тарифсем енӗпе ӗҫлекен патшалӑх службин ертӳҫи Альбина Егорова сӑмах илчӗ. 11-мӗш ҫулхи тарифсене малалла упраса хӑварсан транспорт предприятийӗсем тӑкак тӳсни пирки каларӗ. Чӑвашавтотрансшӑн ку виҫе 163 млн тенкӗпе танлашӗ, тӗп хулари троллейбус управленийӗшӗн — 31 млн тенкӗпе. Ҫавна май асӑннӑ компанисем тарифсене пысӑклатма ыйтнӑ. Хулари автобус маршручӗсем ҫинче билет хакне 16 тенкӗ тума сӗннӗ, троллейбуссем тытса тӑракансем 14 тенкӗ ыйтнӑ.
Тариф служби лару-тӑрӑва тӗплӗ тишкернӗ хыҫҫӑн ҫакӑн пек виҫесем патне ҫитнӗ:
• хулари автобуссемпе маршрутлӑ таксисенче — 14 тенкӗ;
• троллейбуспа — 12 тенкӗ.
Хула ҫумӗнчи маршрутсем ҫинче ҫулҫӳревӗн 1 ҫухрӑмӗшӗн 2,09 тенкӗ тӳлеттерӗҫ, хуласен хушшинчи ҫулҫӳревшӗн — 2,18 тенкӗ. Хулари транспортпа ҫӳремелли уйӑхлӑх билет хакӗ — 650 (пӗр йышши транспортпа) тата 865 тенкӗ (икӗ йышши транспортпа).
Ку хаксем ҫӑвӑн 15-мӗшӗнчен вӑя кӗрӗҫ.
Чӑваш Почти пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫал почтӑра ӗҫлекенсем валли 150 велосипед килме кирлӗ. Ҫак хут тӑрӑх кашни почтӑ ӗҫченне, енчен те унӑн хӑйӗн ӗҫӗпе 10 ҫухрӑм ытла утмалла пулсассӑн, велосипед парнелӗҫ.
Чӑваш ҫӗрӗнче ыттисенчен ытларах Ҫӗмӗрле тӑрӑхӗнчи почтальонсен утма тивет иккен. Ҫавӑнпа ку тӑрӑха кӑҫал икӗ урапаллӑ 32 хатӗр килме кирлӗ. Ку ӗҫре хӗрарӑмсем ытларах пулнӑран велосипедсем те вӗсене валли хатӗрленӗскерсем пулӗҫ. Тӳре-шара ял ҫулӗсене те шута илнӗ иккен: ураписем хӗртнӗ тимӗртен пулмалла, тыткӑчне те хытарнӑ пулать. Пыльчӑк ҫулпа пыма та ураписем меллӗ пулӗҫ.
Ку ҫӗнӗлӗхсем Раҫҫей Почти ӗҫне самай хӑвӑртлатма тивӗҫлӗ тет.
2011 ҫулхи раштавӑн 1-мӗшӗнче Куславкка районӗнче «Куславкка–Ҫатракасси–Тӗмшер–Аманик» участокӗнче «Варасӑр-Аманик» машин ҫулне савӑнӑҫлӑн уҫрӗҫ. Ҫак самант кунти халӑлӑх тахҫанхи ӗмӗтне пурнӑҫлама май пачӗ теме пулать. Халӗ ӗнте вӗсем аякран ҫаврӑнмасӑрах тӳрӗ ҫулпа Тӗмшертен Аманикпе Елчӗке ҫитме пултарӗҫ.
Ҫула 2008 ҫулта тума пуҫланӑ. Анчах та укҫа ҫитменрен 2009 ҫулта ӗҫ чарӑнса ларнӑ. Хальтерех вара, 2011 ҫулта, М. Игнатьев Элтепер ҫине тӑнипе ҫула туса пӗтер май пулчӗ.
Уяв савӑнӑҫлӑ иртрӗ: ҫул тӑвакансене Хисеп хучӗсем пачӗҫ, ялти халӑх ушкӑнӗ юрӑ-ташӑпа куракансене савӑнтарчӗ.
Питӗрте метро пурри пирки пӗтӗм халӑх пӗлет ӗнтӗ, хӑшӗ-пӗри унта ярӑнса та курнӑ. Ҫак хулари транспорт ҫыхӑнӑвӗ тарӑн вырнаҫни пирки те чылайӑшӗ илтнӗ-илтнех. Паян вара, раштавӑн 28-мӗшӗнче, 14 ҫул хушши тӑрмашса ӗҫленӗ хыҫҫӑн ҫӗнӗ станцие хута янӑ — «Адмиралтейски» ятлине.
Тӗнче шайӗнче вара чи тарӑн вырнаҫнӑ станци пирки ыйту тавлашуллӑ. Питӗрти станцие уҫиччен ку вырӑна Кейӳ хулинчи «Арсенальнӑй» станци йышӑнатчӗ (102 м.). Питӗрти ҫӗнӗ станцийӗн тарӑнӑшӗ пирки вара тӗрлӗрен пӗлтереҫҫӗ — 102, 105, 120 м. Хӑшӗ вӗсенчен тӗрӗс — пӗлсе ҫитерейрес ҫук. Ҫапах та пӗр иккеленмесӗр калама пулать — Раҫҫейре вӑл чи тарӑнни.
«Адмиралтейски» станцие 1997 ҫулта тума пуҫланӑ. 2005 ҫултанпа ӑна хатӗрлесе ҫитерсе хута ярас тӗлӗшпе ҫӗнӗрен ӗҫлеме тытӑннӑ. Ыйтусен ытларахӑш пайӗ ҫӗр ҫийӗнчи вестибюле ӑҫта вырнаҫтарассипе ҫыхӑннӑ пулнӑ. 2006 ҫулта ҫеҫ влаҫрисем татӑклӑн йышӑну тума вӑй ҫитернӗ. Ҫапла май вара 2007 ҫултанпа ӗҫ майӗпен малалла шума тытӑннӑ. Уҫасса та кӑҫал ӑна раштавӑн 25-мӗшӗнче уҫма палӑртнӑ пулнӑ, анчах та пур ӗҫсене те туса ҫитерейменнине пула малтан 27-мӗшне куҫарнӑ, каярах вара — паянхи куна.
Ленин районӗнче юр тасатма чӑрмантаракан машинсене эвакуацилес тӗлӗшпе рейд ирттернӗ.
Хӗл кӑҫал юрлӑ килчӗ — ҫӳлти тӳпе кашни кун тенӗ пекех юр тӑкса тӑрать (паян, ав, ҫумӑр та ҫукаларӗ). Машинсене ирӗклӗ ҫӳреме май пултӑр тесе коммуналлӑ хуҫалӑх ӗҫченӗсем ирӗн-каҫӑн тӑрӑшаҫҫӗ. Шел, хӑшӗ-пӗри вӗсен ӗҫне ӑнланмасть, тӑват урапаллӑ хатӗрӗсене ӑҫта кирлӗ унта лартса хӑварать. Унччен те ансӑр ҫул вара татах та хӗсӗнет.
Раштавӑн 14-мӗшӗнче ятарлӑ рейд ирттернӗ. Паллах, маларах машинсен хуҫисене пӗлтернӗ — ирхине 5 сехетрен пуҫласа ҫурт картисенче юр тасатас ӗҫ пырӗ — тесе систернӗ. Хӑшӗ-пӗри вара шарт та туман пулас. Шап та лӑп вӗсен машинисене Шупашкарти Ленин районӗн администраци сотрудникӗсен, ҪҪХПИ тата «Дорэкс» АУО ӗҫченӗсен пулӑшӑвӗпе штраф чарӑнӑвне ӑстатнӑ та ӗнтӗ. Вокзалҫум, 4а тата Энгельс, 3/1 ҫуртсем ҫывӑхӗнчи икӗ машина куҫарма тивнӗ.
Кунашкал ӗҫе тепер эрнере те ирттерӗҫ — ҫавӑнпа та тӑватӑ урапаллӑ хатӗрсен хуҫисен хӑйсен транспортчӗ пирки тимлӗрех пулмалла.
РАШ | 15 |
Хӗллехи каҫсем питӗ вӑрӑм, кунӗсем вара питех те кӗске. Кун ҫути вӑй илсе ҫеҫ ҫитерет, часах йӗри-тавра чатӑр карса илнӗ евӗр ҫанталӑк тӗксӗмленет, часах тепӗр каҫ та ҫитет. Иртнӗ ҫулсенче хӗле хирӗҫ сехетсене пӗр сехет каярах куҫарнине пула ирхине ӗҫе кайнӑ вӑхӑта кӑшт ҫуталма та тытӑнатчӗ ӗнтӗ. Кӑҫал вара пачах та урӑхла: сехет йӗпписем саккӑр тӗлне ҫитеҫҫӗ — урамра вара куҫран йӗп чышсан та нимӗн те курӑнмасть!
Хулара, пырать-ха, кашни юпа ҫинче тенӗ пекех хунарсем ҫутатаҫҫӗ. Хӑш-пӗр урамсенче кӑнтӑрлахирен те ҫутӑрах, тейӗн. Ялсенче вара урамра хирӗҫ пулакансем пӗр-пӗрин ҫине пырса тӑрӑнма та пултараҫҫӗ, мӗншӗн тесен хунарсем сайра-сайра ҫеҫ вырнаҫнӑ.
Час ҫутӑлманни, уйрӑмах, ачасене терт кӳрет. Мӑн ҫыннӑн та ирхине ӑшӑ вырӑн ҫинчен тӑруках сиксе тӑрас килмест, ача-пӑчан вара тутлӑ ыйхӑран татӑлса, ҫурӑм хыҫне сумкка уртса ярса шкулалла ҫул тытма тивет. Кӗҫӗн класри ачасене тата та йывӑртарах. Пыраҫҫӗ вара, куҫӗсене сӑтӑркаласа, ҫул хӗррипе (чылай ялсенче ятарласа тунӑ тротуарсем ҫук пирки ҫапла тума лекет) иртсе ҫӳрекен машинасене те курмаҫҫӗ. Руль умӗнче ларакансем те ҫын кӗлеткине аякран асӑрхаса ӗлкӗреймеҫҫӗ, ҫывӑха ҫитсен тӑруках тормозне пусса лартаҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 763 - 765 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Яков Ухсай, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |