Ҫул-йӗре юсамалли ятарлӑ планпа килешӳллӗн кӑҫал Пӑрачкав районӗнче вырӑнти хытӑ ҫула 0,7 ҫухрӑмра юсама палӑртнӑ. Унсӑр пуҫне ял-хула таврашӗнчи ҫулсене 5,4 ҫухрӑм тӑршшӗ ҫӗнетмелле. Ҫак ӗҫ валли пӗтӗмешле 8 032,9 пин тенкӗ тӑкакламалла.
«Спецтехстрой» ТМЯО организацийӗ паянхи куна 0,7 ҫухрӑм тӑршшӗ ҫула юсассине вӗҫлет. Вӗсемех Пӑрачкав ял тӑрӑхӗнче 2 470 пин тенкӗлӗх Ленин, Ульянов, Шкул урамӗсенче ҫула юсанӑ.
«Пӑрачкав» КМК (ПМК) вара Кудеиха ялӗнчи Октябрь урамӗнчи ҫул лаптӑкне юсанӑ. Ку ӗҫ вӗсен 273,73 пин тенкӗлӗх ларнӑ. Тепӗр предприяти — «Агрожимсервис» — Анастасово ял тӑрӑхӗнче вӑй хурать, кунта вӗсем вырӑнти ҫула чул тӗпренчӗкӗсемпе сарса тухнӑ.
Район сайчӗ пӗлтернӗ тӑрӑх ҫитес кунсенче ҫул юсавӗ районӑн ытти ял тӑрӑхӗсенче те ҫитмелле.
Вӑрмар поселокӗнче нумай хваттерлӗ ҫуртсен картишӗсене хӑтлӑх кӳрес ӗҫ малалла пырать. Ку тӗллевпе укҫа уйӑрассине пӗлтӗртен пуҫӑннӑ иккен. Ун чухне район центрӗнчи Ҫамрӑксен урамӗнчи 6, 14, 16, 44-мӗш ҫуртсен умӗнчи ҫулсене юсанӑ.
Ытти ҫӗрте те ҫӗнетмеллине кура ку енпе кӑҫал малалла тимлеҫҫӗ. Юсавҫӑ-организацие палӑртма конкурс ирттернӗ. Унта чи лайӑх услови сӗнсе ӗҫе тивӗҫнӗ строительсене Завод урамӗнчи 45-мӗш, К. Иванов урамӗнчи 9-мӗш, Энтузиастсен урамӗнчи 8-мӗш ҫуртсен умӗсене юсама шаннӑ. Халӗ юсавҫӑсем хӗрсех асфальт сараҫҫӗ.
Ҫӗнӗ Шупашкар патӗнче тӑвакан йӑлари хытӑ каяшсен полигонӗ патне ҫитмелли ҫула хула витӗр мар, айккипе ярасси пирки эпир хыпарланӑччӗ. Паян ку ыйтупа тӗрлӗ шайри пуҫлӑхсем ӗҫсем пыракан вырӑна тухса паллашнӑ. Йышра ЧР Министрсен Кабинечӗн Председателӗ Иван Моторин, транспорт тата ҫутҫанталӑк министрӗсем Михаил Янковскийпе Иван Исаев пулнӑ. Ҫул Шупашкар район территорийӗпе иртсе каять те, асӑннӑ район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Георгий Егоров та ыйтӑва сӳтсе явнӑ ҫӗре хутшӑннӑ. Объекта ҫулталӑк вӗҫленнӗ ҫӗре туса пӗтермелле иккен.
Нумаях пулмасть, ҫынсем хӗвелле шӑрӑх кунсене пула аптратчӗҫ, халӗ вара ҫумӑртан тарса пытанмалли вӑхӑт ҫитнӗ ав мӗн. Кӑҫал хӗллехи кунсем вӑрӑха пынипе ҫурхи вӑхӑтсене туйса та илеймерӗмер. Анчах ҫутҫанталӑк ку тӗрес маррине туйсах пулмалла ҫуркуннехи ӑмӑрлӑ кунсене тавӑрас тенӗ.
Паян, утӑн 9-мӗшӗнче, Шупашкар вӑйлӑ ҫумӑра пула шыв айне пута пуҫланӑ: хулари хӑш-пӗр ҫулсемпе урамсем шыв ытамне лекнӗ, транспорта та ҫӳрем самай чӑрмантарнӑ. Йывӑр лару-тӑрӑва Ҫӗнӗ кӑнтӑр районӗнче асӑрхама май лекнӗ. Унта 13:00 сехетсем иртсен вӑйлӑ ҫумӑра пула Трактор тӑвакансен проспектӗнчи сарлакка ҫул самантрах кӳлӗ пулса тӑнӑ.
Унсӑр пуҫне тата ҫумӑра пула хула кӳлмекӗ хӗррипе, агрегат савучӗ таврашӗнчи ҫулсемпе ҫӳресси йывӑрланнӑ.
Республикӑра ҫумӑрлӑ кунсем 11-мӗшччен тӑсӑлӗҫ. Ҫак виҫӗ кун хушшинче уйӑх хушшинче ҫумалли норми ҫӗре нӳрлетмелле иккен.
Мӗнле кӑна ӑмӑрту шухӑшласа кӑлармаҫҫӗ пулӗ! Халӗ, ав, инҫе ҫула ҫӳрекен машинӑсене старта тӑратасшӑн. Ҫапла вара вӗсен водителӗсен ӑсталӑхне пахалӗҫ. Ӑмӑрту вӑхӑтӗнче шоферсен ҫӗлен евӗр кайса, тоннель хапхи витӗр тухса, шӑтӑк-путӑк урлӑ каҫса, ҫавра ҫулпа кайса тата ытти хӑш-пӗр меслетпе хӑйсен пултарулӑхне кӑтартма тивӗ.
Конкурса ҫак уйӑхӑн 27-мӗшӗнче Шупашкарти юханшыв порчӗ патӗнчи лапамра ирттермелле. Унта ҫӗнтернӗ шофер Атӑлҫи федераци округӗнчи ҫавӑн пек ӑмӑртӑва хутшӑнса тӑван республика чысне хӳтӗлӗ.
Хусантан Чӑваш Ен урлӑ пысӑк хӑвӑртлӑхлӑ пуйӑссем ҫӳреме пуҫласси пирки эпир хыпарланӑччӗ. Пысӑк тӑкаклӑ (ӑна хута яма пӗр триллион тенкӗ таран тухса каять-мӗн) ҫак проекта 2018 ҫулта туса пӗтерме яма палӑртаҫҫӗ. Чӑвашра пуйӑссем ӑҫта чарӑнӗҫ? Ҫак ыйту тавра пуҫ ватать «Правда ПФО» сайт. Тупсӑмне шыранӑ май вӑл Чӑваш Енӗн транспорт министрӗн ҫумӗпе Владимир Степановпа ҫыхӑннӑ.
Вӑл каланӑ тӑрӑх, ҫу уйӑхӗн 21-мӗшӗнче ведомство «Скоростные магистрали» тата «Ленгипротранс» обществӑсемпе тӗлпулу ирттернине пӗлтернӗ иккен. Ҫав калаҫура пуйӑс ҫулӗн ҫурҫӗр вариантне малтанласа ырланӑ-мӗн. Ҫурҫӗр вариант тени Кӳкеҫ патӗнчен иртессе пӗлтерет. Тепӗр вариантне, кӑнтӑр текеннине ырласан, Апаш урлӑ каймалла пулатчӗ. Апла тӑк чарӑну ӑҫтарах вырнаҫма пултарасси пирки тавҫӑрма май пур. Анчах республикӑра пуйӑс икӗ ҫӗрте чарӑнас шанчӑк та пур имӗш. Теприн пирки хальлӗхе калама хӗн. Ҫапах та «Ленгипротранс» общество чарӑнусене кашни 70 ҫухрӑмра тума шухӑшланине тӗпе хурсан, тепри е Етӗрнере, е Куславккара пуласси пирки тӗшмӗртет маларах асӑннӑ Интернет-кӑларӑм.
Чӑваш Енӗн ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн патшалӑх инспекцийӗ чукун ҫул урлӑ каҫмалли ҫулсене тӗрӗсленӗ те вӗсенчен ҫурри таран вӑл е ку кӑлтӑклӑ иккен. Уҫмӑлӑрах пултӑр тесен цифрӑсенех илсе кӑтартар: чукун ҫул урлӑ каҫмалли 119 вырӑнтан 62-шӗ йӗрке ыйтнине пур енлӗн пӑхӑнса тӑмасть иккен. Палӑртнӑ ҫитменлӗхсене пӗтерме инспекторсем яваплисен ячӗпе ятарлӑ хут шӑрҫаланӑ. Чукун ҫул урлӑ каҫмалли вырӑнта хӑрушсӑрлӑх правилисене кирлӗ пек тивӗҫтерсе тӑманшӑн 24 должноҫри ҫынна явап тыттарнӑ.
Ҫул-йӗрти инкек пирки каласан, чукун ҫул урлӑ каҫнӑ чух кӑҫал суранланнӑ икӗ тӗслӗх, пурлӑх енчен тӑкак тӳсни (ҫапла пӗлтереҫҫӗ иккен автоиснпекцире. Кунта сӑмах машинӑпа ҫапӑнса сиенлени пирки пырать-тӗр) икӗ хутчен пулнӑ.
Инкеке сирес тӗллевпе йӗркеленӗ профилактика мероприятийӗ вӑхӑтӗнче инспекторсен куҫне 719 кӑлтӑк лекнӗ иккен.
Водительсем руль умне хӗренкеленсе ларасси Шупашкар ҫул-йӗресенче час-часах тӗл пулакан пулӑм. Кӑҫал 5 уйӑх хушшинче хула лаптӑкӗн ҫулӗсенче пӗтӗмпе 13 авари пулса иртнӗ, вӗсенче 3 ҫын пурнӑҫӗ татӑлнӑ, 21 ҫын аманнӑ. Ҫак пӑтӑрмахсем ӳсӗр водительсене пула сиксе тухнӑ.
Ҫӗртмен 28-30-мӗшӗнче Шупашкар ҫулӗ-йӗрӗсенче «Ӳсӗр водитель» ятпа профилактика рейдне ирттернӗ. Унта ПАИ инспекторӗсем руль умне ӳсӗр ларнӑ водительсене тытма тӑрӑшнӑ. Шел пулин те рейдсен кӑтартӑвӗсем тӑрӑх ӳсӗр водительсенчен шучӗ кашни тӗрӗслев хыҫҫӑн чакмасть, хӑш-пӗр чухне шучӗ ӳссе пыни те тӗл пулать. Ӗҫнӗ хыҫҫӑн руль умне ларнӑ водительсене саккун йӗркине пӑснишӗн водитель правине 1,5-2 ҫуллӑх туртса илни те хӑратмасть пулмалла.
Республикӑра ҫӗнӗ ҫул-йӗр палли кун ҫути курни ҫинчен эпир маларах пӗлтернӗччӗ ӗнтӗ. Фото-видео регистратор приборӗ вырнаҫнӑ таврашӗнче ҫӗнӗ паллӑсене утӑн 1-мӗшӗччен вырнаҫтарса тухмалла пулнӑ. Ҫапла вара хальхи вӑхӑтра Шупашкарӑн тӗп ҫулӗсем ҫинче вӗсене хӗрсе кайсах ҫакаҫҫӗ.
Чӑваш Енӗн ҪЙХПИ управленийӗ хушнипе ҫак палла «Дорэкс» АУО ӗҫченӗсем 5 адреспа вырнаҫтарнӑ — пурӗ 21 штук. Пӗтӗмӗшле ӗҫе вара ҫак кунсенче вӗҫлесшӗн.
Чӑваш Енӗн Транспортминӗ пӗлтернӗ тӑрӑх ҫӗртмен 28-мӗшӗ тӗлне ҫынсене турттарма республикӑра 1 289 таксине ирӗк панӑ. Тепӗр 953 ҫыннӑн заявленине вара хальлӗхе пӑхса тухайман-ха. Ҫак эрнене илес пулсан — 4 таксиста ӗҫлеме ирӗк паракан хутпа тивӗҫтернӗ, тепӗр 3 заявкӑна ырланӑ (хутне каярах парӗҫ ӗнтӗ).
Ирӗк парас умӗн транспорта тӗрӗслеҫҫӗ, урапана кирлӗ хатӗрсемпе тивӗҫтернине пӑхаҫҫӗ. Ӗҫлеме ирӗк илнӗ таксистсен йышӗпе транспорминӗн сайтӗнче паллашма май пур.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 14 - 16 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Золотов Василий Гордеевич, халӑха ҫутта кӑларас ӗҫе йӗркелекенӗсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Алексей Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, журналист редактор вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |