Ҫӗнӗ Лапсар патӗнчи чукун ҫул урлӑ каҫмалли вырӑнта каллех пӑтӑрмах — тиевлӗ машин локомотива ҫул паман.
Никам та суранланман, тиев машина те вӑйлах ҫӗмӗрӗлмен — анчах та ҫак пӑтӑрмаха пула ҫул пӳлленсе ларнӑ-ларнах. Ҫӗнӗ Лапсартан Шупашкара ҫитес шухашлисен тавраран (е Кӳкеҫ еннелле каякан ҫулпа, е Мӑн Карачурана тухаканнипе) ҫаврӑнса кайма тивӗ.
ПАИ ӗҫчӗнӗсем пӑтӑрмах вырӑнне ҫитнӗ те ӗнтӗ — машинсен ҫӳревне йӗркелесе тӑраҫҫӗ.
Сӑнсем (2)
Паян 20 сехет те 20 минутра Москакасси (Муркаш районӗ) патӗнче М7 автоҫул урлӑ ҫуранҫӳрекенсем валли хывакан кӗпер йӑтӑнса аннӑ. Пӗр тиев машини сиенленнӗ. Ҫынсем аманман пулас — хальлӗхе кун пирки пӗлтермен.
Хальхи вӑхӑтра машинсем тавра ҫулпа Мӑн Сӗнтӗр урлӑ ҫаврӑнса каяҫҫӗ. Вырӑнта ИӖМ ӗҫченӗсем тӑрӑшаҫҫӗ, ҫулӑм тавраш тухасран ҫывӑхри пушар станцийӗнчен автоцистерна ҫитсе тӑнӑ.
Ҫуранҫынсене каҫма хатӗрленӗ кӗпере хайхи вӑхӑтра туса ҫитереймӗҫ ӗнтӗ — укҫи-тенки енчен те самай пысӑк тӑкак тӳсме тивӗ пулӗ-ха... Чӑваш Енри ҫул-йӗр ҫинче пӑтӑрмахсем темскер нумайланса кайрӗҫ... Инкек пӗччен килменни пирки калакан ваттисен сӑмахне аса илтерет...
Чукун ҫул ҫинчен ӳпӗннӗ вакунсенче кӑмрӑксӑр пуҫне мазут тата чул катӑкӗсем турттаракансем те пулнӑ. Мазут цистерни хӑяккӑн выртнӑран ун анинчен унти шӗвек юхса тухнӑ иккен. Пурӗ 50 тӑваткал метр ҫӗр сиенленнӗ, хӑй цистерни юсавлах.
Чӑваш Ен Элтепӗрӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх Михаил Игнатьева кунти лару-тӑрӑва сӑнасах тӑрать. Пӑтӑрмах вырӑнӗ тӗлне Чӑваш Республикинчи инкеклӗ ӗҫсен патшалӑх комитечӗн ертӳҫи Вениамин Петров ҫитнӗ. Ведомство пӗлтернӗ тӑрӑх пурӗ 100 метр чукун ҫул тата электропередача линийӗн юпи сиенленнӗ. Пӑтӑрмаха сирес тӗлӗшпе пурӗ ҫӗре яхӑн РЧҪ ӗҫченӗ вӑй хурать, 20 яхӑн урапаллӑ техника ӗҫлет. Канашпа Арсамасран 4 юсав пуйӑсӗ килмелле.
Ҫӗмӗрле районӗнчи пӑтӑрмах тунӑ сиене ирхи 4 сехет тӗлне юсаса ҫитересшӗн. Хальлӗхе пуйӑссем Канаш–Красный узел–Арсамас урлӑ пӑрӑнса иртеҫҫӗ. Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх пӑтӑрмах тавар пуйӑсӗ юр хыракан составпа сӗртӗнсе ҫапӑннине пула пулнӑ.
Паян, кӑрлачӑн 25-мӗшӗнче, Ҫӗмӗрле районӗнче 207-мӗш тавар пуйӑсӗн кӑмрӑкпа тиенӗ 13 вакунӗ ӳпӗннӗ. Пӑтармах Чулхула чукун ҫулӗн 609-мӗш ҫухрӑмӗнче пулса иртнӗ.
Чӑваш Енри ИӖМ ӗҫченӗсем пӗлтернӗ тӑрӑх пӗр ҫын та аманман, анчах пуйӑссем ҫӳремелли ҫул икӗ еннеле те юрӑхсӑра тухнӑ. Пӑтӑрмаха сирме Канашпа Арсамасран (Чулхула облаҫӗ) юсавпа тӳрлетекен пуйӑссем тухнӑ та ӗнтӗ.
Кӑмрӑкпа тиенӗ вакунсем мӗнле салтава пула ӳпенни хальлехе паллӑ мар-ха.
Тавралӑхра — шап-шурӑ юр. Уй-хирсенче вӑл, уйрӑмах хӗвеллӗ уяр кун, асамлӑ кӗмӗл ҫутӑпа аякранах йӑлтӑртатса выртать, хӑй патнелле йыхравлать. Ҫывӑхалла пырса тимлесе пӑхсан унта та кунта йӗрсем курӑнаҫҫӗ. Хӑшӗсем — ял урамӗсенче чупса ҫӳрекен хуҫасӑр йытӑ йӗрӗсем, хутран-ситрен вӑрӑм хӑлхаллӑ куян чалт! та чалт! сикни курӑнать. Тикӗсрех вырӑнсенче юр тӑрӑх ятарласа ансӑрах та мар ҫул туса пынӑ евӗр йӗрсем курӑнаҫҫӗ. Ҫак йӗре мӗн хӑварни хальхи ял ҫыннисемшӗн те тупмалли юмах мар: кунта юр ҫунисемпе ҫӳренӗ.
Комсомольски район тӑрӑхӗнче ҫывӑх вӑхӑтра, кӑрлачӑн 25-мӗшӗнчен пуҫласа нарӑсӑн 25-мӗшӗччен, «Снегоход» («Юр ҫуни») операци иртмелле. Ӑна районти шалти ӗҫсен пайӗн ҪХПИ (ГИБДД) уйрӑмӗн инспекторӗсемпе пӗрле Инкеклӗ ӗҫсен министерствин ӗҫченӗсем регистраци туман ҫилҫунасене тупса палӑртас тата ҫул ҫинчи хӑрушлӑхран асӑрханас тӗлӗшпе йӗркелеҫҫӗ. Мӗншӗн тесен юр ҫинче ҫӳрекен техника хатӗрӗсене, снегоходсене ӗнтӗ, саккунпа килӗшӳллӗн вӑхӑтра шута илмелле. Паянхи кун тӗлне районта виҫӗ ҫилҫуна шута тӑратнӑ.
Ҫапла вара, юр ҫунисемпе пӗр хӑрамасӑрах хӑлхасенче ҫил шӑхӑртса ярӑнас килсен, малтанах саккуна пӑсмасӑр «урхамахсене» шута тӑратмалла.
Паян Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн ларӗвӗ иртнӗ. Парковка хакӗсемпе, пурӑнма юрӑхлӑ чи пӗчӗк виҫене (5 510 тенкӗ) пӑхса тухнисӗр пуҫне ҫул хакне ӳстересси пирки те калаҫнӑ.
Чӑваш Енри тариф тӗлӗшӗпе конкуренци политикине пӑхса тӑракан патшалӑх службин ертӳҫи Альбина Егорова ӑнлантарса панӑ тӑрӑх ҫынсене турттаракан чи пысӑк предприятисене хыснаран укҫапа пулӑшу параҫҫӗ пулин те вӗсен ӗҫӗ ҫавах тупӑшлӑ мар иккен. Ҫул укҫи ӳстернине пӗлтӗр те ҫакӑнпах сӑлтавлатчӗҫ-ха та, хаксене пысӑклатни тӑкаксене чакарайман пулас. Тепре ӳстерсен тупӑшлӑ пулма шутлаҫҫӗ-ши?
Ҫапла май нарӑсӑн 10-мӗшӗнчен пуҫласа автобуссенче 16 тенкӗ, электротранспортра (троллейбуссенче ӗнтӗ) 14 тенкӗ тӳлеме тивӗ. Шупашкартан Ҫӗнӗ Шупашкара ҫитес тесен вара 19 тенкӗ кӑларса хумалла пулӗ. Уйӑхлӑх ҫул хучӗн хакӗ 650 тенке ҫитӗ, икӗ тӗслӗ транспортпа та ҫӳреме май параканнин вара — 1 пин тенке.
Альбина Егорова пӗлтернӗ тӑрӑх пирӗн тӑрӑхри хаксем юнашар регионсемпе пӗр шайрах (ӗҫ укҫи хӑш шайри пирки — шӑпӑрт).
Чӑваш Енре каллех Йошкар-Олапа Мускав хушшинче ҫӳрекен автобуспа пӑтӑрмах пулса иртнӗ — хальхинче 2 ҫын пурнӑҫӗ татӑлнӑ.
ШӖМ пӗлтернӗ тӑрӑх паян 4 сехет ҫурӑра Шупашкарти Мускав проспекчӗн 7-мӗш ҫурчӗ ҫывӑхӗнче Мускавран Йошкар-Олана ҫул тытакан Мерседес автобуспа Skoda Octavia ҫапӑннӑ. Ҫӑмӑл машинри икӗ пассажир вырӑнтах леш тӗнчене ӑсаннӑ, вӑйлӑ суранланнӑ водителе пульница леҫме тивнӗ. Автобусри 49 ҫынран пӗри те аманман. Мерседес водителӗ каласа панӑ тӑрӑх ҫӑмӑл машина ун ҫулӗ ҫине ӑнсӑртран вӗҫсе тухнӑ, вӑл нимӗн те тума ӗлкереймен. ШӖМ пӗлтернӗ тӑрӑх Skoda Octavia водителӗ руль умӗнче ҫулталӑк ытларах ҫеҫ ларнӑ иккен.
Автобус пассажирӗсем валли тепӗр транспорт хатӗрӗ тупса вӗсене Йошкар-Олана янӑ.
Асаилтеретпӗр, Йошкар-Оларан Мускава ҫӳрекен рейслӑ автобуспа нумай пулмасть тепӗр пӑтӑрмах пулсан иртнӗччӗ — Етӗрне районӗнчи Йӑмалӑх ялӗ ҫывӑхӗнче «Неоплан» автобус «Мерседес» тиев машинипе ҫапӑннӑччӗ.
Етӗрне районӗнчи Йӑмалӑх ялӗ ҫывӑхӗнче «Неоплан» автобуспа «Мерседес» тиев машини ҫапӑннӑ — телее автобус водителӗ ҫеҫ суранланнӑ.
«Неоплан» Йошкор-Оларан ҫула тухнӑ, унпа 37 пассажир Мускава ҫитесшӗн пулнӑ. Ҫул-йӗр йӗркине тытакансем пӗлтернӗ тӑрӑх автобус малта пыракан транспорта иртсе кайма тесе хирӗҫ ҫул ҫине тухнӑ пулнӑ, водитель йӑнӑшне пула хирӗҫ пыракан тиев машинипе айӑккинчен ҫапӑннӑ. Пӑтӑрмах вырӑнне полиципе инкеклӗ ӗҫсен министрествин (ИӖМ) ӗҫченӗсем, васкавлӑ пулӑшу машинисем ҫитнӗ — ӗҫ епле пулса иртнине тӗпчеме пуҫланӑ. Мускава ҫула тухнисем валли вара ҫӗнӗ автобус панӑ.
14 ҫулхи ҫамрӑк пуйӑс айне лексе урасӑр юлнӑ. ШӖМ-ӗн ҫул-йӗр уйрӑмӗнчен пӗлтернӗ тӑрӑх пӑтӑрмах Куславкка районӗнче юпан 30-мӗшӗнче 16:00 сехетре пулса тухнӑ.
Саккӑрмӗш класс шкул ачи пӗрле вӗренекен хӗрпеле вӗренӳ хыҫҫӑн киле таврӑннӑ. Чукун ҫул урлӑ каҫнӑ чух майӗпен пыракан пуйӑса асӑрханӑ. Ҫамрӑк хӗр умӗнче хӑйӗн «хӑюллӑхне» кӑтартма шут тытнӑ. Вӑл пуйӑс вакунӗнчен ҫакланса 20 метр яхӑн ярӑнса кайнӑ, анчах та ӳксе пуйӑс айне лекнӗ.
Пӑтӑрмаха пула ҫамрӑк чӗркуҫҫирен аялларах икӗ урасӑр юлнӑ. Халӗ вӑл сыватӑшра выртать.
Паянхи кун ЧР ШӖМ-ӗн транспорт ҫинче ӗҫлекен ҫул-йӗр уйрӑмӗн сотрудникӗсем тӗрӗслев ӗҫӗсем ирттереҫҫӗ, куҫӑн курнӑ ҫынсене ыйтса пӗлеҫҫӗ, пӑтӑрмах пулса иртнӗ вырӑна пӑхса тухнӑ. Тӗрӗслев ӗҫӗсене вӗҫлесен процессуаллӑ йышӑну ҫирӗплетӗҫ.
Юпан 19-мӗшӗнче виҫӗ ашкӑнчӑк «Перӗм-Новороссийск» пассажир пуйӑсне хӗҫ-пӑшалпа пӗрсе аташнӑ. ШӖМ-ӗн ҫул-йӗр уйрӑмӗнчен пӗлтернӗ тӑрӑх пӑтӑрмах пирки поезд машинисчӗ шӑнкӑравласа пӗлтернӗ.
Канашпа Йӗпреҫ станцисем хушшинче виҫӗ ҫамрӑк алхаснине пула пассажир пуйӑсӗн виҫӗ вагонӗнче тӑватӑ кантӑк чӳречи ваннӑ.
Ҫул-йӗр уйрӑмӗн ӗҫченӗсемпе пӗрле Канаш хулин ШӖМ уйрӑмӗн ӗҫченӗсем тӗрӗслев ӗҫӗсем ирттернӗ хыҫҫӑн «вӗри йӗрпеле» ашкӑнчӑксене палӑртма май килнӗ. Киревсӗр ӗҫе пурнӑҫланӑ вырӑнта йӗрке хуралҫисем пульӑсемпе шӑтарса пӗтернӗ пластмас стакансем тупнӑ. Айӑплисем пӗлтернӗ тӑрӑх вӗсем нумаях пулмасть туяннӑ ҫӗнӗ хӗҫ-пӑшала тӗрӗслесшӗн пулнӑ. «Анчах та ӳсӗртереххи иртсе каякан пуйӑса пӗме шут тытнӑ. Ҫамрӑк ашкӑнчӑксем хӗснӗ сывлӑшпа усӑ курса пӗрекен пистолетпа алхаснӑ», — тесе пӗлтерчӗҫ ЧР ШӖМ-ӗн транспорт ҫинче ӗҫлекен ҫул-йӗр уйрӑмӗн ӗҫченӗсем.
Айӑплӑ ҫамрӑк тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарса янӑ. Халӗ ӑна алхаснӑшӑнах тӑватӑ ҫуллӑха ирӗкрен хӑтарма пултараҫҫӗ е 300 пин тенкӗлӗх штраф парӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 763 - 765 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Яков Ухсай, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |