Кӑҫалхи авӑн уйӑхӗнче Етӗрнере хальхи вӑхӑтри Йывӑр атлетика центрӗ уҫӑлӗ. Ӑна тӗплӗ юсанӑ хыҫҫӑн ӗҫлеттерсе ярӗҫ.
Икӗ хутлӑ ҫурта 22 ҫул каялла хута янӑ. Унти юсав ӗҫӗсене иртнӗ ҫул вӗҫӗнче пуҫӑннӑ. Ҫав тӗллевпе республика хыснинчен муниципалитета 23 миллион тенкӗ ытла уйӑрса панӑ.
Ку укҫапа ҫурта тулаш енчен юсаса ҫӗнетнипех ҫырлахман, шалтан та хитрелетнӗ. Йывӑр атлетсем валли пӗрремӗш хутра ятарлӑ зал хатӗрленӗ. Иккӗмӗш хутра – нумай функциллӗ спорт залӗ. Ӑна йывӑр атлетсемпе пӗрлех ҫӑмӑл атлетсем валли те пӑхса хӑварнӑ. Шахмат вӑййине юратакансен кӑмӑлне те шута илнӗ. Вӗсем валли те пӳлӗм пӑхса хӑварнӑ.
Шупашкрати Иван Яковлев проспектне каярах хута ярса пӗтерӗҫ. Асӑннӑ проспекта лаптӑкӑн-лаптӑкӑн юсаса пычӗҫ. Кӑҫал ӗҫсене Кӑнтӑр поселокӗ тӗлӗнче пурнӑҫларӗҫ. Хула администрацийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, ӗҫе вӑхӑтра вӗҫлеме ҫумӑр час-час ҫуса тӑни кансӗрленӗ. Тӑпра типӗ мартан тротуар пахалӑхӗ начар пулать тесе васкаман. Ҫавна май «Никитин урамӗ» чарӑну тӗлӗнчи тротуара тата чарӑнӑва туса пӗтереймен.
Шупашкарти Сӑкӑт кӗперӗ ҫинче те юсав ӗҫе малалла пырать. Унти асфальта тӗрӗсленӗ те пахалӑхӗ тивӗҫтермен. Ҫавна май ҫул-йр организацийӗн хӑйӗн шучӗпе ӑна ҫӗнӗрен сарма тивӗ.
Канаш районӗнчи Мӑкӑр ялӗ патӗнчи чукун ҫул кӗперне юсаса ҫӗнетӗҫ. Район шайӗнче культурӑпа истори палӑкӗ шутланаканскере республикӑри туризм объекчӗсен йышне кӗртесшӗн.
Республика Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев ҫак эрнере Канаш районӗнче ӗҫлӗ ҫул ҫӳревпе пулнӑ май Мӑкӑр ялӗнчи кӗпер патне ҫитсе курнӑ. Вӑл пӗлтернӗ тӑрӑх, унта иккӗмӗш хутчен пулнӑ. Кӗпер кашнинчех хӑйӗн хӑвачӗпе тыткӑнланине палӑртнӑ. 16 бетон юпа ҫинче тытӑнса тӑракан арка евӗр сооружение 20-мӗш ӗмӗрӗн пуҫламӑшӗнче тунӑ. Халӗ пуйӑссем урӑх ҫулпа ҫӳреҫҫӗ, анчах хитре кӗпере курма ҫынсем йышлӑн пухӑнаҫҫӗ. Олег Николаев кӗпере юсаса ҫӗнетмелине, ун тавралли террриторие хӑтлӑлатмаллине, ун патне пыма ҫул тумаллине палӑртнӑ.
Шупашкарти аэровокзала юсаса ҫӗнетме хатӗрлесси вӗҫленсе пырать. Аэропорт Инстаграмра хыпарланӑ тӑрӑх, хатӗрленӳ ӗҫӗн чи вӑрӑм тапхӑрне пӗтернӗ. Проектпа смета документацине патшалӑх экспертизи витӗр тухма панӑ. Пулас терминалӑн проектне экспертсем виҫӗ уйӑх хушшинче хакласа пӗтермелле.
Аэропортра палӑртнӑ тӑрӑх,аэровокзал комплексне юсаса ҫӗнетес ыйтӑва 2016 ҫулта «Аэрофьюэлз» компани пуҫарнӑ. Ҫав тӗллевпе аэропорта «Международный аэропорт Чебоксары» (чӑв. Шупашкарти халӑхсем хушшинчи аэропорт) тулли мар яваплӑ обществӑна, уйрӑм ҫын аллине, панӑ. Хуҫа улшӑннӑ хыҫҫӑн пассажирсене турттарасси виҫӗ хут ӳснине ӗнентереҫҫӗ.
Аэровокзала «Аэрофьюэлз» компани хӑйӗн укҫипе юсаса ҫӗнетӗ. Ун валли федераци е республика хыснинчен кӗмӗл ыйтмӗҫ.
Ҫӗрпӳре вырнаҫнӑ юсанмалли 9-мӗш колонире хура аист скульптурине юсаса ҫӗнетнӗ. Кун пирки Айӑплава пурнӑҫа кӗртессипе ӗҫлекен федераци службин Чӑваш Енри управленийӗн пресс-служби ҫак йӗркесен авторне пӗлтерчӗ.
Хура аист учрежденин элемӗ тесе хыпарларӗҫ. Унтах фонтан ӗҫлеттерсе янӑ. «Вӑл хитре кӑна та мар, усӑллӑ та. Фонтантан сирпӗнекен шыв сасси чуна лӑплантарать», — тесе шухӑшлаҫҫӗ учрежденире тӑрӑшакансем.
Конструкцие юсаса ҫӗнетме колонире айӑплава ирттерекенсем хутшӑннӑ. Тӑрӑшса вӑй хунӑшӑн вӗсене колони ӗҫченӗсем тав тунӑ.
Сӑмах май, колонире декоративлӑ прикладной пултарулӑхӗн кружокӗ ӗҫлет. Айӑплава ирттерекенсем унта ҫӳреҫҫӗ, илемлӗ тӗрлӗ япала ӑсталаҫҫӗ.
Чӑваш Ен патшалӑх академи юрӑпа ташӑ ансамбльне ҫӗнӗ ҫӗрте вырӑн уйӑрса парӗҫ. Кун пирки ансамбль директорӗ Сергей Кузнецов республикӑн культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министрне Роза Лизаковӑна пӗлтернӗ. Министр Чӑваш патшалӑх филармонийӗн тата юрӑпа ташӑ ансамблӗн коллективӗсемпе тӗл пулнӑ.
Сергей Кузнецов каланӑ тӑрӑх, халӗ Чӑваш Республикин Халӑхсен туслӑхӗн ҫуртӗнче тӗплӗ юсав ӗҫӗсем пыраҫҫӗ. Кайран унти хӑш-пӗр пӳлӗме юрӑпа ташӑ ансамбльне парӗҫ.
Юсаса ҫӗнетнӗ ҫурта куҫма Чӑваш патшалӑх филармонийӗн коллективӗ те хатӗрленет. Учреждение «Культура» наци проекчӗпе килӗшӳллӗн ҫӗнетеҫҫӗ. Палӑртнисене кӑҫалхи юпа уйӑхӗ вӗҫӗ тӗлне туса пӗтермелле.
Васкакан вакка сикнӗ теҫҫӗ. Шупашкарти строительство организацийӗ Воробьев композиторсен урамӗнчи ҫурта те васкаса юсанӑ, те вӑхӑтлӑха каять тесе шухӑшланӑ. Халӗ ӑна ҫӗнӗрен йӗркене кӗртеҫҫӗ.
Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков Фейсбукра пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫул пахалӑхне лаборатори тӗпчевӗ ирттерсе тӗрӗсленӗ, япӑх юсани палӑрнӑ. Ҫула «Автодор» тулли мар яваплӑ общество юсанӑ. Халӗ вӑл ҫиелти сие илме тытӑннӑ ӗнтӗ. Ҫурла уйӑхӗн 10-мӗшӗччен унӑн мӗнпур кӑлтӑка пӗтермелле.
«Япӑх юсанин сӑлтавне тӗрлӗрен ӑнлантарма пулать. Анчах ҫула эпир унпа чылай вӑхӑт кӑлтӑксӑр усӑ курма май килтӗр юсатпӑр. Кӑлтӑка ҫывӑх вӑхӑтра пӗтермелле», — хушнӑ хулан сити-менеджерӗ.
Паян Канаш хула администрацийӗ ҫурт тӑрринчен рабочи ӳксе вилнине, унӑн ҫывӑх ҫыннисемпе хурланнине пӗлтернӗ.
Инкек утӑ уйӑхӗн 26-мӗшӗнчех пулнӑ. Ҫав кунхине строительство организацийӗсенчен пӗри нумай хваттерлӗ ҫурт ҫивиттине сарнӑ. 18 сехет те 40 минутра рабочи ҫурт тӑрринчен, пиллӗкмӗш хутран, персе аннӑ. Йывӑр суранланнӑскере Канашри пульницӑна илсе кайнӑ. Анчах арҫын унта ӗмӗрлӗхе куҫ хупнӑ.
Канаш хула администрацийӗ юсав ӗҫӗсене пурнӑҫланӑ чух йӗркене пӑхӑнмалли пирки аса илтернӗ. Пушар хыҫҫӑн шыв кирлӗ мар теҫҫӗ, апла пулин те асӑрхаттарни ытлашши пулас ҫук-тӑр. Хӑрушсӑрлӑх мерисене яваплисем туллин пӑхӑнманни пысӑк инкекпе вӗҫленет.
Ҫӗрпӳрен Чӗмпӗре каякан федераци пӗлтерӗшлӗ ҫулӑн пӗр пайне тӗпрен юсанӑ. Юсав ӗҫне А-151 ҫулӑн 5 ҫухрӑмӗ ҫинче пурнӑҫланӑ.
«Волго-Вятскуправтодор» федерацин хысна учрежденийӗн халӑхпа ҫыхану тытакан специалисчӗ Лира Нурсаитова ҫак йӗркесен авторне пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫул ҫине 4 сантиметр хулӑнӑш асфальтпа бетон хутӑшӗ сарнӑ, ҫул айккисене ҫирӗплетнӗ.
Асӑннӑ учреждени пирӗн республика территорийӗпе иртекен ҫулсем ҫинчи 65,5 километр тӑршшӗ трассӑна кӑсал юсама палӑртнӑ, ҫав шутран 53 километр тӑршшӗне тӗплӗн юсӗҫ.
Мускавран Хусана ҫитме «М-12» ҫул сарассине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: ҫула 2024 ҫулта туса пӗтересшӗн. Унпа кайнӑшӑн ҫӑмӑл машинӑсен 1600 тенкӗ тӳлеме тивӗ. Ҫул ҫинче вӗсен 6 сехет те 30 минут иртӗ.
Вӑрмар районӗнчи Ямпай ялӗнчи клуб пилӗк ҫул каяллах япӑхнӑ. Никӗс, стенасем ҫурӑлса пӗтнӗ, ҫивитти шӑтнӑ, чӳречесемпе алӑксем ҫӗрӗшнӗ.
Ялти хӑш-пӗр хастар пӗрех клуб пирки ӗмӗтленет, ӑна юсамалла, уҫмалла, ӗҫлеттермелле тесе шухӑшлать. Ялти пӗр хӗрарӑм Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаева ҫӑхавланӑ. Вӑл пӗлтернӗ тӑрӑх, район администрацийӗн пуҫлӑхӗнче ӗҫленӗ Андрей Васильев ҫӗнӗ клуб туса пама шантарнӑ. Вырӑнти ял тӑрӑхӗ культура учрежденине юсама тытӑннӑ. Ҫивиттине юсасшӑн, чӳречесемпе алӑксене ылмаштарасшӑн, ытти хӑш-пӗр ӗҫе пурнӑҫласшӑн. Анчах укҫа ҫукки пӗтерет. 2,45 миллион тенкӗ кирлӗ.
Паян ялта Олег Николаев пулнӑ. Вӑл Строительство министерствине ыйтӑва тишкерме хушнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |