Паян Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев паян Вӑрмар районӗнче пулнӑ. Вӑл район центрӗнчи «Колосок» (чӑв. Пӗчӗк пучах) 2-мӗш ача пахчинче юсав ӗҫӗ епле пынипе паллашнӑ. Паллашнӑ та тӗлӗннӗ.
Шкул ҫулне ҫитменнисен учрежденине юсассипе ҫыхӑннӑ документацие мӗнпур ӗҫе кӗртмен иккен.
Ача пахчин ертӳҫи Эльвира Васильева ӗнентернӗ тӑрӑх, планпа палӑртнӑ ӗҫсен 80 процентне вӗҫленӗ. Чӳречесене, ӑшӑ пӑрӑхӗсене ылмаштарнӑ, ҫивиттине юсанӑ. Шыв тата канализаци пӑрӑхне ҫӗнетмелле, сантехникӑна улӑштармалла. Ҫав вӑхӑтрах алӑксене ылмаштарассине, кӗрсе тухмалли ҫула юсассине тата ытти хӑш-пӗр ӗҫе шута илмен. Олег Николаев кӑлтӑка ҫывӑх вӑхӑтра пӗтерме хушнӑ.
Шупашкарти Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ умӗнчи территорие хӑтлӑлатасси малалла пырать. Культура учрежденийӗ Фейсбукра хыпарланӑ тӑрӑх, унта асфальт сараҫҫӗ, тротуарсем ҫине плитка хураҫҫӗ, театр патӗнчи территорире ҫутӑ хунарӗсем вырнаҫтараҫҫӗ.
2019 ҫулта театрта «Культура» наци проекчӗпе килӗшӳллӗн тӗплӗ юсав ирттернӗ. Пӗлтӗрхи чӳк уйӑхӗнче «Аридаль» тулли мар яваплӑ обществӑпа театр юсав ӗҫӗсем туса ирттересси ҫинчен калакан килӗшӗве алӑ пуснӑ. Ӗҫӗн тӗп пайӗ тротуарсене ҫӗнетессипе ҫыхӑннӑ. 1979 ҫулта хута янӑ фонтана сӳтме калаҫса татӑлнӑ. Вӑл чылай ҫул ӗҫлемен.
Театр умӗнче хитре саксемпе хунарсем вырнаҫтарӗҫ. Афишӑсене илемлӗн ҫакмалли вырӑн йӗркелӗҫ.
Чӑваш патшалӑх филармони ҫуртне юсаса ҫӗнетесси графикпа килӗшӳллӗн пулса пырать. Кун пирки Чӑваш Ен Культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министерстви пӗлтерет.
Хальхи вӑхӑтра унта территорие хӑтлӑлатас ӗҫсене пурнӑҫланӑ. Тротуарсене сарнӑ, монолит лапамсене бетонланӑ. Стенасене штукатуркӑлаҫҫӗ, ҫуртӑн стенисене урам енчен керамогранитпа витеҫҫӗ, ытти ӗҫе пурнӑҫлаҫҫӗ.
«Реконструкци графикпа килӗшӳллӗн пырать. Мӗнпур ӗҫе кӑҫалхи юпа уйӑхӗнче вӗҫлесшӗн», – тенӗ ЧР Культура министерствин культура еткерлӗхне хӳтӗлес енӗпе ӗҫлекен пайӗн пуҫлӑхӗ Евгений Гришин Чӑваш патшалӑх филармонийӗнче иртнӗ канашлура пӗлтернӗ. «Ҫӗнӗ концерт залӗнче хальхи вӑхӑтри ҫутӑ тата сасӑ оборудованийӗ вырнаҫтармалла», – тенӗ филармони пуҫлӑхӗ Николай Казаков.
Республика кунӗнче, ҫӗртме уйӑхӗн 24-мӗшӗнче, Чӑваш Енри тӳре-шара тата Мускавран килнӗ депутатсем Шупашкарти Хӗрлӗ лапама уҫрӗҫ.
Юсаса ҫӗнетме 1,2 миллиард тенкӗ тӑкакланӑ Хӗрлӗ лапам пурне те килӗшмен. Вадим Оньков таврапӗлӳҫӗ шухӑшланӑ тӑрӑх, Хӗрлӗ лапам япӑх енне улшӑннӑ.
«Нумайӑшӗ кӑмӑлсӑр. Сцена япӑх курӑнать, парковка валли вырӑн ҫук. Наци музейӗ патне тата Хӗрлӗ лапама машинӑпа кӗреймӗн. Кӗвӗллӗ фонтан ҫути кӳршӗ ҫуртсене лекет, сасси ҫывӑхри ҫуртсенче пурӑнакансене кансӗрлет», — хурланӑ вӑл.
Шупашкарти Хӗрлӗ лапамри ҫурстенчен пӗринче пурӑнакан Елена Петрова та Хӗрлӗ лапама япӑхлатнӑ тесе хакланӑ.
Шупашкара хӑтлӑлатма кӑҫал 502 миллион ытла тенкӗ уйӑрӗҫ. Вӑл укҫа халӑх ҫӳрекен вырӑнсене, картишсене тата территорисене илемлетме кайӗ.
Максим Горький проспектӗнчи сквера хӑтлӑлатма 41,87 млн тенкӗ уйӑрӗҫ. Ӗҫсене ҫурла уйӑхӗн 20-мӗшӗччен вӗҫлемелле. Ҫӗнтерӳ лапамӗнчи парка илемлетме 32,98 млн тенкӗ тухса кайӗ. Ӑна та ҫурла уйӑхӗн 20-мӗшӗ тӗлне хӑтлӑлатса пӗтермелле. Мускав ҫыранне 59,49 млн тенкӗ хывӗҫ. Ӗҫе юпа уйӑхӗн 30-мӗшӗ тӗлне вӗҫлемелле.
Тата тепӗр икӗ объекта – «Салют» культура керменӗ патӗнчи сквера тата «Юманлӑх рашчине» – ҫитес ҫул хӑтлӑлатса пӗтерме палӑртаҫҫӗ.
Кӑҫал пурнӑҫламалли ӗҫсен списокне 35 картиш кӗнӗ.
Спорт тата вӑйӑ лапамӗсене ҫӗнӗ йышши технологисене усӑ курса сарӗҫ.
Шупашкарти «Лапсар проездне юсаса ҫӗнетес ыйту тинех вырӑнтан хускалчӗ», – тесе ҫырнӑ Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев Инстаграмра.
Паянхи куна илсен, ҫулӑн ҫав пайне республика харпӑрлӑхне куҫарасси юлнӑ. Ҫитес эрнере вӑл ыйту татӑлмалла. Ун хыҫҫӑн реконструкци валли проект хатӗрлӗҫ.
Лапсарти промышленность зонинче вырнаҫнӑ 40-е яхӑн предприяти-организаци проектпа смета документацийӗ валли 5 миллион тенке яхӑн пухнӑ. Шупашкар хула администрацийӗ хыснаран та уйӑрма шантарнӑ. Проект экспертизине тӳлевсӗр ирттерме калаҫса татӑлнӑ.
Газ валеҫекен станцие е куҫарӗҫ, е сӳтӗҫ. Унтан газ илсе тӑракансене тепӗр магистральпе ҫыхӑнтарма пулать тесе шухӑшлаҫҫӗ.
Ҫула юсамалли проектпа смета документацине кӑҫал, ҫула 2024-2025 ҫулсенче туса пӗтермелле.
Улатӑр хулинче 1911 ҫулта туса лартнӑ ҫурта юсама пуҫланӑ. Унта хулари училище вырнаҫнӑ. Ӗҫсемпе Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев паллашнӑ.
Ҫурта юсама пӗлтӗр пуҫланӑ. Строительсеп сӳтмеллине сӳтнӗ, чулран тунӑ хушма ҫуртӑн хучӗсене ҫӗнетнӗ. Кайран ҫуртӑн никӗсне ҫирӗплетме палӑртнӑ.
Олег Николаев малашнехи ӗҫсен планне хатӗрлеме хушнӑ. Ҫав шутра ҫурта хӗлле ӑшӑтма хатӗрлесе ҫитересси те пулмалла. «Ӗҫсен уҫӑмлӑ графикне кӗтетӗп сирӗнтен. Унта шалти инженери инфраструктурине туса пӗтерессине, хӗллехи вӑхӑтра ӑшӑ пама хатӗрлессине кӗртмелле», – тенӗ Олег Николаев яваплисене.
2020 ҫулта Чӑваш Енри тӑватӑ ялта культура ҫурчӗ уҫӗҫ. Вӗсене Шупашкар районӗнчи Мӑналта, Канаш районӗнчи Хучелте, Вӑрнар районӗнчи Пӑртасра, Комсомольски районӗнчи Тукайра тума палӑртнӑ. Мӑнал ялӗнче ӗҫсене пуҫӑннӑ та ӗнтӗ. Унта строительсем клуб никӗсӗ валли вырӑн хатӗрлеҫҫӗ. Клуб 150 ҫынлӑх пулӗ.
Кунсӑр пуҫне кӑҫал Елчӗк районӗнчи культура ҫуртне юсаса ҫӗнетме йышӑннӑ. Унта та ӗҫе кӳлӗннӗ.
Маларах асӑннӑ тӗллевпе федераци, республика тата вырӑнти хыснасенчен 101,9 млн тенкӗ уйӑрӗҫ.
2019 ҫулта Канаш, Етӗрне, Комсомольски, Патӑрьел, Куславкка районӗсенче культура ҫурчӗсем уҫнӑ. Республикӑн Культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, ӗҫе пӗлтӗр те «Культура» наци программипе килӗшӳллӗн пурнӑҫланӑ.
Ҫакӑн пирки Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев паянхи канашлура каланӑ. Мероприятире кӳлмекпе Хӗрлӗ лапама юсаса ҫӗнетес ыйтӑва тишкернӗ. Хӗрлӗ лапама ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне юсаса пӗтересшӗн. Кайран кӳлмеке ҫӗнетме пуҫӑнмалла. Планпа килӗшӳллӗн — 2021 ҫулта ҫеҫ.
«ДОРИСС» предприятин пуҫлӑхӗ Всеволод Рощин ӗҫе унччентерех пуҫӑнма сӗннӗ. Компани кӑҫалах юсама тытӑнма хатӗр иккен.
Олег Николаев предприятие тата хула администрацийӗн пуҫлӑхне Олег Николаева хастар ӗҫшӗн тав тунӑ.
Элтепер тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлаканӗ республикӑн Стройминӗпе Экономика аталанӑвӗн тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министерствисене проекта аталантарма уйӑракан укҫан пӗр пайне 2021 ҫултан 2020 ҫула куҫарас ыйтӑва тишкерме сӗннӗ.
Шупашкарти Ехрем хуҫа бульварӗнчи Пионерсен ҫуртне ҫуталӑкра юсамалла. Ҫакӑн пирки Пӗтӗм Раҫҫейри халӑх фрончӗн регинти уйрӑмӗн пресс-служби пӗлтерет. Вӗсем хыпарланӑ тӑрӑх, культура эткерлӗхӗ шутланакан ҫурт япӑхнине МИХсенче пӗлтернӗ хыҫҫӑн прокуратура тӗрӗсленӗ. Ҫавӑн хыҫҫӑн надзор органӗ суда тавӑҫ тӑратнӑ. Судра культура эткерлӗхне юсамалли ҫинчен калакан йышӑну кӑларнӑ.
Ехрем хуҫа бульварӗнчи 6-мӗш ҫуртра 2014 ҫулта пушар тухнӑ. Ҫурт ҫивиттисӗр тенӗ пек тӑрса юлнӑ.
Малтан ҫуртпа Шупашкар хула администрацийӗ хуҫаланнӑ. Халӗ унта — ҫӗнӗ хуҫа.
1890 ҫулта хута янӑ икӗ хутлӑ ҫуртра унччен складсем пулнӑ, совет саманинче унпа ӗҫ клубӗ, инженерипе техника ӗҫченӗсен ҫурчӗ, Пионерсен ҫурчӗ евӗр усӑ курнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |