2019 ҫулта «Раҫҫейӗн чукун ҫулӗсем» акционерсен тулли мар обществин Горькинчи чукун ҫулӗн Хусанти регионӗнче 72 пассажир платформипе 3 вокзала юсанӑ. Ҫак йӗркесен авторне кун пирки Горькинчи чукун ҫулӑн корпоратив коммуникацийӗн службин ӗҫченӗ Алена Чернышева пӗлтерчӗ.
Вӑл хыпарланӑ тӑрӑх, Хусанти регионта виҫӗ станцире юсав ирттернӗ. Вӗсенче пассажир платформисене ҫӗнетнӗ. Вӑрмар районӗнчи Энӗшпуҫ станцийӗнче те пӗлтӗр юсав ӗҫӗсене пурнӑҫланӑ.
Хальхи вӑхӑтри юсав программипе 2019 ҫулта 72 объекта ҫӗнетнӗ, вӗсенчен 4-шӗ – Чӑваш Енре.
Сӑмах май ҫакна палӑртмалла: асӑннӑ станци Энӗшпуҫӗнчен кӑнтӑр еннелле 1 километрта вырнаҫнӑ. Вӑл «Мускав — Хусан — Екатеринбург» лини ҫинче шутланать.
Шупашкарти Иван Яковлев проспектне хупӗҫ. Кун пирки Шупашкар хула администрацийӗнче пӗлтернӗ. Асӑннӑ проспекта юсаса ҫӗнетекен подряд организацийӗ асӑннӑ ҫул ҫинчи участокпа машинӑсене ҫӳреме вӑхӑтлӑха чарасшӑн.
Аса илтерер: ҫула «Хӑрушсӑр тата паха автомобиль ҫулӗсем» наци проекчӗпе килӗшӳллӗн юсаҫҫӗ.
Подрядчик ҫула Ашмарин урамӗнчен пуҫласа «Хӗвел» пасар таран хупӗ. Анчах нумайлӑха мар. Нарӑс уйӑхӗн 15-мӗшӗнчен пуҫласа нарӑс уйӑхӗн 20-мӗшӗ таран. Ҫав вӑхӑтра машинӑсен Алькеш урлӑ ҫӳреме тивӗ. Тепӗр майлӑ каласан, Кӳкеҫ енчен килсе вӗсем Алькеша кӗрӗҫ, Кӑнтӑр поселокӗнчи пасар патӗнчен Иван Яковлев проспектне тухӗҫ. Шупашкарти Иван Яковлев проспекчӗпе Кӳкеҫ еннелле пыракан машинӑсем Кӑнтӑр поселокне кӗрсе кайса Алькешпа ҫаврӑнса тухӗҫ.
Кӳкеҫри Первомайски урамри 20-мӗш ҫурта асӑннӑ поселокра пурӑнакансем аван пӗлеҫҫӗ. Тулашӗ — тимӗр, шалашӗ — нимӗр темелле ун пирки.
Астӑвасса, пӗр 15 ҫул каяллах ҫав ҫурт (обжежити) хӑтлисен шутӗнче пулман. Маларах вӑл 27-мӗш професси училищин балансӗ ҫинчеччӗ. Каярах ӑна Кӳкеҫ ял тӑрӑхне куҫарнӑ хыҫҫӑн «Жилкомцентр» управляющи компани (вӑл ҫулсенче район центрӗнче ун пек компани пӗрре ҫеҫчӗ) тытса тӑратчӗ. Анчах ҫуртра пӗр пӑта ҫапманпа пӗрехчӗ. Вӑхӑт иртнӗҫем вӑл пушшех япӑхса пычӗ. Управляющи компани те унтан пӑрахса кайрӗ.
Асӑннӑ ҫуртра пурӑнакансен нуши-тертне Чӑваш Ен Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Александр Андреев ӑнланса пулӑшма тытӑннӑ хыҫҫӑн унта лару-тӑру аранах лайӑхланма тытӑннӑ. Ҫурта тытса тӑрассине кӑҫалхи нарӑс уйӑхӗн 1-мӗшӗ хыҫҫӑн «Аквастрой» тулли мар яваплӑ общество хӑй ҫине илнӗ. Вӑл пӗрлехи пурлӑха йӗркене кӗртме тытӑннӑ та ӗнтӗ.
Шупашкарти Иван Яковлев проспектне каллех хупӗҫ. Хула администрацийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, машинӑсене ҫав ҫулпа ҫӳреме вӑхӑтлӑх чарни ҫула юсанипе ҫыхӑннӑ.
Аса илтерер: асӑннӑ проспекта Шупашкарта темиҫе ӑстрӑмпа юсаҫҫӗ. Малтан кивӗ автовокзал енчен Трактор тӑвакансен проспекчӗпе ҫыхӑнтаракакан ҫул ҫаврине ҫитичченхи сыпӑка сарчӗҫ. Кайран — Трактор тӑвакансен проспекчӗпе ҫыхӑнтаракакан ҫул ҫавринчен тытӑнса Кӑнтӑр поселокне пӑрӑнмалли ҫул ҫаврине ҫитиччен. Юлашкинчен каланине Ҫӗнӗ ҫул умӗн вӑхӑтлӑха уҫрӗҫ. Ҫуркунне ҫав сыпӑка сарса пӗтермелле. Ҫул-йӗр юсакансем халӗ Кӑнтӑр поселокран Канаш шосси патне ҫитичченхи лаптӑка юсама тытӑннӑ. Калӑпӑшлӑ юсав ӗҫӗсене кӑҫалхи юпа уйӑхӗнче вӗҫлеме палӑртнӑ.
Асӑннӑ участокра транспорта ҫӳреме нарӑс уйӑхӗн 10-мӗшӗ хыҫҫӑн вӑхӑтлӑха чарӗҫ.
Чӑваш патшалӑх филармонине юсамалли конкурса пӗтӗмлетнӗ. Унта пурӗ 3 компани хутшӑннӑ. Вӗсенчен ҫӗнтерӳҫӗ тесе «Просперити» тулли мар обществӑна йышӑннӑ. Контракт хакӗ — 213 миллион тенкӗ. Ӗҫе конкурс ҫӗнтерӳҫин 2020 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗччен вӗҫлемелле.
Шупашкарти филармоние юсамалли аукционӑн пӗтӗмлетӳ протоколне патшалӑх закупкисен порталӗнче вырнаҫтарнӑ. Аукцион саккасҫи — Чӑваш Ен Культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министерстви. Филармоние юсаса ҫӗнетекен организацие палӑртмалли аукционта ҫӗнтернӗ «Просперити» тулли мар яваплӑ общество контракт хакне 215 миллион тенкӗрен 2 миллион тенкӗ чакарнӑ. Ҫӗнтерӳҫӗ организаци, уҫӑ ҫӑлкуҫсене ӗненсен, Чечен Республикинчи Аргун хулинче регистрациленнӗ.
Ҫӗмӗрле районӗнчи Хутарти вӑтам шкулта 640 ача вырӑнне 121-ӗн вӗренеҫҫӗ. Вӗренӳ заведенийӗ проект хӑвачӗпе усӑ курайманнине кура ӑна Михаил Игнатьев Элтепер оптимизацилеме сӗннӗ. Тӳрех палӑртар: хупса мар. Шкула тӗплӗ юсанӑ чух планировкӑна ҫӗнетсе шкулӑн пушӑ пӳлӗмӗсене урӑхла майпа усӑ курма.
Вӗренӳ заведенийӗнче Михаил Васильевич авӑн уйӑхӗн 14-мӗшӗнче пулнӑ. Шкула юсамалла. Ҫавӑн валли халӗ проектпа смета документацине хатӗрлеҫҫӗ. Чӳречесемпе алӑксене ылмаштарасшӑн, ҫутӑ пӑралукне, ӑшӑ тата шыв пӑрӑхӗсене улӑштарасшӑн. Шкул ҫурри ытла япӑхнине кура ӑна ҫӗнетме республика хыснинчен 20 миллион тенкӗ уйӑрмалла.
Михаил Игнатьев демографи лару-тӑрӑвне те шута илме сӗннӗ. Вӗренӳ заведенийӗн лаптӑкӗпе тухӑҫлӑ усӑ курас, коммуналлӑ тӑкаксене чакарас тӗллевпе вӑл пӳлӗмсене оптимизацилеме, тӗплӗ юсав вӑхӑтӗнче шкула ҫӗнӗрен планлама сӗннӗ.
Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Шӗнерпуҫ ялӗнчи клуба юсаса ҫӗнетнӗ. Унпа ӗнер, ҫурла уйӑхӗн 1-мӗшӗнче, республикӑн премьер-министрӗ Иван Моторин паллашнӑ. ЧР Министрсен Кабинечӗн Ертӳҫи Сӗнтӗрвӑрри районӗнче ӗҫлӗ ҫул ҫӳревпе пулнӑ май Шуршӑл ял тӑрӑхне ҫитсе курнӑ.
Асӑннӑ ял тӑрӑхне кӗрекен Шӗнерпуҫӗнчи клуба икӗ уйӑх юсанӑ. Ун валли «Культура малой Родины» (чӑв. Пӗчӗк тӑван ҫӗршывӑн культури) программӑпа килӗшӳллӗн укҫа уйӑрнӑ. Программи — «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» парти йышӑннӑскер.
Клубра ҫивиттине ҫӗнетнӗ, алӑксемпе чӳречесене тата ҫутӑ пӑралукӗсене ылмаштарнӑ. Мӗнпур ӗҫе пурнӑҫлама пӗр миллион тенкӗ ытларах тӑкакланӑ.
Иван Моторин клуба пӑхса ҫаврӑннӑ, вырӑнти «Илем» фольклор ансамбльне ҫӳрекенсемпе калаҫнӑ. Йыш Екатеринбурга, Ӗпхӗве, Самарӑна,
ҫӗршывӑн тӗрлӗ регионне концертпа тухса ҫӳрет.
Чӑваш патшалӑх ял хуҫалӑх академийӗн 1-мӗш вӗренӳ корпусне юсаса ҫӗнетме палӑртнӑ. Патшалӑх закупкисен сайтӗнче проектпа смета документцине хатӗрлеме аукцион ирттересси пирки пӗлтернӗ. Хакӗ – 4 748 423 тенкӗ.
Ку ҫурт – истори пӗлтерӗшлӗ, ӑна 1957 ҫулта хӑпартнӑ. Корпусӑн фасадне сӑрламалла, карнизсене, колоннӑсене, скульптурӑсене ҫӗнетмелле. Корпуса кӗмелли тӗп тата хушма алӑксене те ҫӗнетмелле, никӗсне ҫирӗплетмелле. Тӑррине йӑлтах улӑштарма палӑртнӑ. Кивӗ чӳречесене те ҫӗнетӗҫ, кӑритурта тата хӑш-пӗр аудиторире косметика юсавӗ тӑвӗҫ. Пурнӑҫламалли ытти ӗҫ тата пур.
Заявкӑсене ака уйӑхӗн 22-мӗшӗччен йышӑнаҫҫӗ, пӗтӗмлетӗве акан 25-мӗшӗнче тӑвӗҫ.
Канашри 6-мӗш шкула тӗпрен юсама палӑртнӑ. Патшалӑх закупкисен сайтӗнче аукцион ирттерессине пӗлтернӗ. Вӑл ака уйӑхӗн 22-мӗшӗнче пулӗ.
Килӗшӗвӗн малтанхи хакӗ – 31 114 540 тенкӗ. Тӗллевлӗ субсидисене республика тата муниципалитет хыснисенчен уйӑрӗҫ. Тӗпле юсава кӑҫал ҫу уйӑхӗн 25-мӗшӗнчен пуҫласа ҫурлан 18-мӗшӗччен тума палӑртнӑ: урая, стенасене, маччана, алӑксене, тӑррине, фасада, сантехникӑна, электроҫутӑсене улӑштармалла.
Палӑртмалла: шкула 1976 ҫулта хӑпартнӑ, унта 1280 ача вӗренме пултарать. Паянхи кун тӗлне пӗлӳ ҫуртне 1 пин ытла ача ҫӳрет.
Шупашкар хула администрацийӗн сайтне ку хыпара кӑрлачӑн 11-мӗшӗнчех лартнӑ-ха. Ӑна асӑрханисенчен пӗрисем ҫавна тӗнче тетелӗнче сӳтсе явнине ҫак йӗркесен авторӗ паян кӑна асӑрхарӗ.
Чи малтанах — хыпар пирки. Унта ҫырнӑ тӑрӑх, нумай хваттерлӗ ҫуртсенче пурӑнакансем пӗрлехи пурлӑха тӗплӗн юсанӑшӑн Чӑваш Республикин регион операторне тав туса ҫырсах тӑраҫҫӗ. Ун пеккине, тӗслӗхрен, Шупашкарти Ленин проспектӗнчи 46-мӗш ҫуртра пурӑнакансем шӑрҫаланӑ. Вӗсем «Калита» тулли мар яваплӑ общество ячӗпе ырӑ сӑмах калаҫҫӗ-мӗн.
Шыв пӑрӑхӗсене ҫав ҫуртра малтанласа 2037 ҫулта тин юсама палӑртнӑ. Тӗплӗ юсавшӑн укҫа аван пухнине кура 2018 ҫултах пӑрӑха ылмаштарма пултарнӑ иккен. Пӗлтӗрех ҫивитти те улӑштарнӑ.
Ку хыпара вуланисем тав тӑвакансене йӑпӑлтисем вырӑнне хаклани сисӗнет. Пӗри тата пирӗнте чура юнӗ чупнине, унтан эпир часах хӑтӑлаймассине палӑртнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |