Ҫу уйӑхӗ ҫитрӗ те ҫул-йӗрҫӗсем ҫине тӑрса ҫул-йӗр юсама пикенчӗҫ. Ку ӗҫе хуласенче те пурнӑҫлаҫҫӗ. Республикӑмӑрӑн тӗп хулинче ҫак ӗҫе пуш уйӑхӗн вӗҫӗнчех пуҫланӑ. Хула мэрийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫапла тума ҫутҫанталӑк май панӑ.
Паянхи куна илсен асфальта 9 ҫӗрте ҫӗнӗрен сараҫҫӗ: М.Горький проспектӗнче; Диагностика центрӗ тӗлӗнчи Мускав проспектӗнче; Спиридон Михайлов, Талвир, Волков, Никитин, Коллективлӑ, Киров, Магницкий урамӗсенче.
Ашмарин урамне тӗплӗн юсама тытӑннӑ, Октябрь кӗперне юсасси малалла пырать, Граждан урамӗнче ӗҫсем вӗҫленсе пыраҫҫӗ.
Хула администрацийӗнче ӗнентернӗ тӑрӑх, ҫул-йӗрҫӗсем ӗҫе хӑвӑрт тата пысӑк пахалӑхпа пурнӑҫлама тӑрӑшаҫҫӗ.
Шупашкарти Ишлей проездне юсаса ҫӗнетме прокуратура хистенӗ.
Асӑннӑ проезд Лапсар проезчӗн малалли пайӗ шутланать. Ҫул ванса пӗтнӗ, шӑтӑк-путӑклӑ.
Ҫавна кура хулари Ленин районӗнчи прокуратура Ленин районӗнчи суда тавӑҫпа тухнӑ. Унта вӑл Ленин районӗн администрацине ҫула юсама хистеме ыйтса ҫырнӑ.
Надзор органӗн пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, суд прокуратура ыйтнине тивӗҫтернӗ. Халӗ хулари тӳре-шаран суд йышӑнӑвне пурнӑҫа кӗртесси юлать.
Муркаш районӗнчи Мӑн Сӗнтӗр ял тӑрӑхӗ вырӑнти Ҫӗнтерӳ паркне юсаса ҫӗнетес тенӗ. Асӑннӑ парка Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе 40 ҫул ҫитнине халалланӑ иккен.
Юсама килӗшекен организаци те тупӑннӑ. «Краснов» тулли мар яваплӑ обществӑпа килӗшӗве 2021 ҫулхи раштав уйӑхӗнче алӑ пуснӑ. Ӗҫӗн пӗтӗмӗшле хакне 16,8 миллион тенкӗ тесе кӑтартнӑ. Палӑртнине кӑҫалхи утӑ уйӑхӗн 31-мӗшӗ тӗлне вӗҫлеме ӗмӗтленнӗ.
Объекта кайса пӑхнӑ та — палӑртнине туса пӗтермен. Вак-тӗвек ӗҫсем ҫеҫ юлнӑ-ха, ҫапах та пуҫӑннине вӗҫлемеллех-ҫке. Туса пӗтерменнине укҫа ҫине куҫарсан 666 пин тенкӗ пухӑннӑ.
Строительство организацийӗн директорӗ тӗлӗшпе прокуратура административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ. Надзор органӗ яваплисем ӗҫе епле вӗҫленине те тӗрӗслесе тӑрӗ.
Республикӑра 5 ҫулта 247 яхӑн шкула тӗпрен юсама палӑртнӑ. Кун пирки Правительство ҫуртӗнче иртнӗ ларура ЧР вӗренӳ министрӗ Дмитрий Захаров пӗлтернӗ.
Пӗлтӗр 53 шкула ҫӗнетнӗ. Кӑҫал тата ҫитес ҫул 31 шкула юсама палӑртнӑ. Ҫитес ҫул хушма укҫа пулсан 22 шкула ҫӗнетӗҫ. 2024-2025 ҫулсенче 141 шкулта тӗплӗ юсав ирттермелле.
Ҫапла майпа 5 ҫулта республикӑра кивӗ шкулсем юлмалла мар. Хальлӗхе 119 шкул тӗлӗшпе экспертиза хатӗр. Елчӗк, Сӗнтӗрвӑрри, Комсомольски районӗсенчи 9 шкул документацине ҫеҫ экспертизӑна халӗ те яман.
Йӗпреҫ районӗнчи «Ҫӗнтерӳшӗн» район хаҫачӗн редакцийӗ вырнаҫнӑ ҫурта юсӗҫ. Ҫуртне пӗтӗмпех мар-ха. Ҫивиттине.
Ҫурла уйӑхӗн 15-мӗшӗнче республика ертӳҫи Олег Николаев Чӑваш Енӗн Министрсен Кабинечӗн резерв фондӗнчен асӑннӑ тӗллевпе регионӑн Цифра аталанӑвӗн, информаци политикин тата массӑлла коммуникацисен министерствине укҫа уйӑрма йышӑннӑ. Пурӗ —
1 миллион та 337,8 пин тенкӗ. Ведомство «кӗмӗле» редакцие куҫарса парӗ. Вӑл укҫапа хаҫатҫӑсем ҫурт ҫивиттине юсаттарӗҫ.
Муркаш районӗнчи Вӑрӑмой ялне ҫити асфальт ҫул сараҫҫӗ. Паян унта 10 ытла ҫын тӑрӑшать, техника ҫителӗклӗ.
«Атӑл–Вурмой» объекта пӗлтӗр юсама тытӑннӑ. Ун чухне ҫулӑн 3,3 километрне юсаса ҫӗнетнӗ, кӑҫал тата тепӗр 3,5 километр тӑршшӗ ҫӗнетӗҫ.
Подрядчик пулса «Проксис» тулли мар яваплӑ общество тӑрӑшать. Рабочисем ӗҫе ҫу уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче кӳлӗннӗ. Паян ҫула тӑвасси малалла пырать.
Ял ҫыннисем ҫул туса панишӗн савӑнаҫҫӗ. Пӗчӗк ҫав ялта пурӑнакансенчен чылайӑшӗ ӗҫе район центрне ҫӳрет. Хитре ҫулпа чарӑнӑва ҫити утса тухма та лайӑх, машинӑсемшӗн те меллӗ.
Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн депутачӗсем: Игорь Моляков, Николай Степанов тата Виктор Горбунов — Явӑш ҫӑви патне ҫитмелли ҫула пӑхса ҫаврӑннӑ. Тӗрӗслеве ӗнер, ҫӗртме уйӑхӗн 8-мӗшӗнче, тухнӑ.
Вӗсем халӑхра «Киров урамӗ» текен ҫула хакланӑ. Чапаев ячӗллӗ завод патӗнчен Явӑш ҫӑви патне илсе ҫитерекен ҫула ятарлса никам та сарман. Хуларан унпа масар ҫине ҫитме тата М-7 ҫул ҫине тухма ҫывӑхрах пулнӑран водительсем ҫавӑнтан ҫӳреме кӑмӑллаҫҫӗ.
Хальхи вӑхӑта илсен, Чапаев ячӗллӗ завод хыҫӗнчи ҫула «Дорэкс» предприяти кӑштах йӗркене кӗртнӗ. Шӑтӑк-путӑка пӗтерес тӗллевпе вӑл асфальт ваккине сапма пуҫланӑ. Подряд организацийӗн представителӗ депутатсене ӗнентернӗ тӑрӑх, ҫанталӑк хитреленсенех (ӗнер ҫумӑр ҫуса тӑчӗ) ӗҫе малалла тӑсма шантарнӑ.
Шупашкар районӗнчи Явӑшран Кӳкеҫе ҫити каякан ҫула юсама палӑртнӑ.
Асӑннӑ ялпа посёлока М-7 федераци пӗлтерӗшлӗ ҫул ҫыхӑнтарать. Ҫулӑн 13-мӗш километрӗнче асфальтӑн ҫиелти сийне ылмаштарӗҫ. Кивви вырӑнне ҫӗннине, 4 сантиметр сарлакӑшне, сарӗҫ.
Ҫул-йӗрҫӗсем юсав ӗҫне ҫу уйӑхӗн ҫурринче тытӑннӑ. Контракт хакӗ — 198 миллион тенкӗ. Юсав ӗҫне юпа уйӑхӗн 20-мӗшӗ тӗлне вӗҫлемелле.
Вӑрнар районӗнчи Мӑн Турхан ялӗнче фельдшерпа акушер пунктне тӗпрен ҫӗнетес ӗҫ пырать. Кун пирки Вӑрнарти тӗп район пульницин сайчӗ хыпарлать.
Ялти ФАП-а тахҫанах юсама вӑхӑт ҫитнӗ тесе пӗлтереҫҫӗ: ҫурт тӑррине те ҫӗнетмелле, пӑрӑхӗсене те улӑштармалла. Унсӑр пуҫне унӑн умӗ те кивелнӗ пулнӑ, шалта та — юсамалли пайтах. Ял ҫыннисем каласа панӑ тӑрӑх, хӗлле фельдшерпа акушер пунктне кайсан унта сивӗ те нӳрӗ пулнӑ. ФАПа тӗпрен юсанӑ май ун ҫумӗнче котельнӑй та туса лартӗҫ. Ӑна вырнаҫтарас тӗллевпе ҫурта анлӑлатнӑ та ӗнтӗ.
Юсав ӗҫӗсене хальхи вӑхӑтра медицина пулӑшӑвӗ кӳмелли стандартсемпе килӗшӳллӗн пурнӑҫлӗҫ. Ҫавна май ялти халӑх кӗҫех малтанхи медицина пулӑшӑвне хӑтлӑ ҫуртра илме пултарӗҫ. Вӑл унчченхинчен хӑтлӑрах та, ӑшӑрах та, тата ҫутӑрах пулӗ.
Ялти ФАПра заведующийӗнче 30 ҫул ытла тӑрӑшакан Родионова Валентина Леонидовна хӑйӗн савӑнӑҫне пытармасть. «Фельдшерӑн чи пысӑк ӗмӗчӗ — хальхи вӑхӑтри мӗн пур требованипе санитари нормисене тивӗҫтерекен, кирлӗ хатӗрсем тата оборудовани вырнаҫтарнӑ ҫӗнӗ ҫурт», — тет вӑл.
Мӑн Турханти фельдшерпа акушер пункчӗ пурӗ виҫӗ ял ҫыннисене пулӑшу кӳрет.
Шупашкарти нумай хваттерлӗ пӗр ҫуртра лифт ӗҫлеменнине тупса палӑртнӑ. Кун пирки телеканалсенчен пӗри хыпарланӑ. Ҫавӑн хыҫҫӑн прокуратура тӗрӗслев пуҫарнӑ.
Видеорепортажра сӑмах 9-мӗш пилӗкҫуллӑх урамӗнчи ҫуртсенчен пӗри пирки пынӑ. Унти 6-мӗш хутра 98 ҫулти ветеран пурӑннӑ.
Прокуратура тӗрӗслев ирттернӗ хыҫҫӑн управляющи компани лифта юсанӑ. Унтисем ӑнлантарнӑ тӑрӑх, электродвигатель юсавсӑр пулнӑ иккен. Надзор органӗ тӗрӗслевпе ҫитсен лифта темиҫе сехет хушшинче юсаса хута та яма май тупнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |