Вӑрмар районӗнчи Энӗшпуҫ станцийӗ патӗнчи чукун ҫула вӑхӑтлӑха хупса хурӗҫ.
«Раҫҫейӗн чукун ҫулӗсем» акционерсен обществ пӗлтернӗ тӑрах, «Энӗшпуҫ станцийӗ – Вӑрмар» ҫулӑн участокӗнчи рельссене ылмаштарма палӑртнӑ. Чукун ҫула ҫурла уйӑхӗн 8-9-мӗшӗсенче юсӗҫ. Ҫавна май ӗҫе ҫурла уйӑхӗн 8-мӗшӗнчи 12 сехетрен пуҫласа ҫурла уйӑхӗн 9-мӗшӗнчи 12 сехетчен пурнӑҫлӗҫ.
Юсав вӑхӑтӗнче чукун ҫул урлӑ транспорт та каҫса ҫӳреймӗ.
Шупашкарти аэропортра юсав ӗҫӗсем пуҫӑнӗҫ. Ку хыпара аэровокзалӑн пресс-служби ӗнер Фейсбукра пӗлтернӗ.
«Аэровокзалӑн ҫуртне юсаса ҫӗнетме хатӗрленес ӗҫӗн черетлӗ тапхӑрне вӗҫленине хавасланса пӗлтеретпӗр, — тесе ҫырнӑ хыпарта. — Строительсем тинех ӗҫе пуҫӑнӗҫ».
Подряд организацийӗ юсав ӗҫне эрнекун, ҫурла уйӑхӗн 6-мӗшӗнче, кӳлӗнӗ. Хальлӗхе ку вӑл хатӗрленӳ тапхӑрӗ пулӗ, пассажирсене ҫавӑ пырса тивмӗ.
Сӑмах май каласан, реконструкци вӑхӑтӗнче те аэропорт унчченхиллех ӗҫлӗ, самолётсем те яланхиллех вӗҫӗҫ.
Шупашкар хулинчи Граждан урамӗнче хальхи вӑхӑтра ҫул юсас ӗҫ малалла пырать. Унти ӗҫ-пуҫпа хулари тӳре-шара та паллашса тӗрӗслесех тӑрать. Паян вара асӑннӑ урамра газ пӑрӑхӗнчен газ тапса тухнӑ, вут-ҫулӑм алхасма тытӑннӑ.
«Ҫыхӑнура» порталта пӗлтернӗ тӑрӑх, вут-ҫулӑма шывпа сӳнтернӗ. Ун валли пӗр сехете яхӑн вӑхӑт кирлӗ пулнӑ.
Маларах эпир асӑннӑ ҫӑлкуҫ шухӑшланӑ тӑрӑх, экскаватор пӗчӗк пусӑмлӑ газ пӑрӑхне лектерме пултарнӑ.
Ҫынсем вилмен, анчах темиҫе рабочи кӑштах пиҫсе кайнӑ-мӗн.
Пӑтӑрмах сӑлтавне прокуратура тӗрӗслет.
Кӑҫал пирӗн республикӑри шыв башнисене юсаса ҫӗнетӗҫ. Пӗтӗмпе 128 заявка йышӑннӑ. «Хыпар» издательство ҫурчӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, «малтанхи тапхӑрта вӗсенчен 99-ӑшне суйласа илнӗ. Халь ҫак список» пысӑкланӗ.
Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев ытти заявка тӗлӗшпе те йышӑну пуласси ҫинчен каланӑ.
Хӑш-пӗр чухне пур укҫа-тенкӗпе те вӑхӑтра усӑ курайман тӗслӗхсем те пулкалаҫҫӗ. Ҫавна май республика ертӳҫи хыснаран уйӑрнӑ укҫана вырӑнсенчи администрацисене вӑраха ямасӑр ҫитерес енӗпе ҫине тӑма хушнӑ. Юсав ӗҫне кӗркуннехи-хӗллехи тапхӑра кӗрсе кайиччен вӗҫлемелле-ҫке, кая юлсан май килмӗ.
Ҫак кунсенче пирӗнтен чылайӑшӗ хӑйӗн леш тӗнчере канлӗх тупнӑ тӑван-пӗтенне асра тытнине палӑртса ҫӑва ҫине кайса килме васкать. Шупашкар хулинче пурӑнакансенчен самайӑшӗ Шупашкар районӗнчи Явӑш патӗнчи масар ҫине каять. Машинӑллӑ ҫынсем кӑна мар, ҫуран ҫӳрекенсем те Чапаев ячӗллӗ савут патӗнчи тӳрӗ ҫула суйлама тӑрӑшаҫҫӗ. Анчах вӑл япӑхса пӗтнӗ.
Хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков Фейсбукра пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл ҫула ҫынсем юсама ыйтаҫҫӗ-ха, анчах предприятин санитари зони шутланакан ҫӗр ҫинче ҫул тума май ҫук. Апла пулин те ҫав ҫула вак чул сарса, грейдерпа якатма йышӑннӑ. Ӗҫе «Дорэкс» организаци пурнӑҫлать.
Шупашкарти В.М. Краснов ячӗллӗ олимп резервӗн училищине юсама шухӑшлаҫҫӗ. Республикӑн тариф служби проект документацине хатӗрлекене палӑртма аукцион ирттернӗ.
Реконструкци валли укҫа-тенке республика хыснинчен уйӑрӗҫ. Аукциона хутшӑнас кӑмӑллисем пилӗккӗн тупӑннӑ. 29,6 миллиона яхӑн тенкӗ тӑракан контракта Дон ҫинчи Ростоври «КС-Девелопмент» общество выляса илнӗ.
Компанин кӑҫалхи раштавӑн 10-мӗшӗччен инженер ӗҫӗсене пурнӑҫламалла, проект тата ӗҫ документацине хатӗрлемелле.
Шупашкарти В.М. Краснов ячӗллӗ олимп резервӗн училищи Шкул проездӗнчи 3-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑ. Унӑн 3 хутлӑ вӗренӳ корпусӗ тата 4 хутлӑ общежити пур.
Шупашкарти социаллӑ учрежденисене юсама кӑҫал хыснаран хулана 900 миллиона яхӑн тенкӗ уйӑрнӑ. Хулан сити-менеджерӗ Алексей Ладыков Фейсбукра палӑртнӑ тӑрӑх, ку вӑл рекордла сумма.
Хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ укҫана Олег Николаев Элтепер пулӑшнипе уйӑрнине палӑртнӑ, «Эпир ӗҫленӗ вӑхӑтра кун чухлӗ укҫа уйӑрни пулман!» — тесе ҫырнӑ Алексей Ладыков.
Ҫулталӑк вӗҫлениччен хулари 28 вӗренӳ, культура тата спорт учрежденине юсама палӑртнӑ.
Юсамалли учрежденисен списокӗнче — 12, 27, 28, 30, 63, 24 тата 31-мӗш шкулсем, 19, 25, 41, 46, 49, 61, 74, 75, 85, 88, 48-мӗш ача пахчисем, «Березка» тата «Бригантина» уйлӑхсем, «Энергия» стадион, хушма пӗлӳ паракан 7 шкулпа культура учрежденийӗ.
«Вӑхӑтра тата пахалӑхлӑ юсаса ҫӗнетессипе пирӗн ҫине пысӑк яваплӑх тиенӗ. Соцблок ертӳҫисен доклачӗсене эрнере икӗ хутран кая мар итлӗп. Ӗҫе строительство тӗрӗслевӗ тата общественниксем хакланӑ хыҫҫӑн йышӑнӑпӑр», — тесе ҫырнӑ Алексей Ладыков.
Кӑал Шупашкар районӗнчи ҫула 11 лаптӑк ҫинче, пурӗ 33 километр тӑршшӗ юсӗҫ. Ӗҫ валли 254 миллион тенкӗ пӑхса хӑварнӑ.
Юсама палӑртнӑ ҫулсем ҫаксем: «Кӳкеҫ — Иккасси— Платка»; «Атӑл Шорчекасси – Тутаркасси»; «Шупашкар – Сурски — «Кӑшавӑш — Студентсен хули»; «Лапсар — Мокшин»; «Куснар-Тренккасси»; «Атӑл — Апаш»; «Мӑштавӑш – Шӑнкас – Туҫикасси»; «Турикасси — Мӑн Мамӑш — Чаканар»; «Турикасси – Мӑн Мамӑш – Чаканар» – Тимой-Мамӑш; «Пархикасси —Синьял-Покровски»; «Шупашкар — Сурски — Йӑршу».
Аукциона мӗнпур 11 объектпа ирттернӗ. Юсав ӗҫне «Стройком» предприяти пурнӑҫлӗ.
Шупашкарти А.Г. Николаев ячӗллӗ аэропорта юсассипе ҫыхӑннӑ проекта патшалӑх экспертизи витӗр кӑларнине эпир ӗнер пӗлтернӗччӗ. Паян вара юсав ӗҫне хӑҫан тытӑнассине пӗлтӗмӗр. Калӑпӑшлӑ ҫав ӗҫ ҫурла уйӑхӗнче пуҫланӗ. Ку хыпара республикӑн Транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министерстви Фейсбукра пӗлтернӗ.
«Вӑрӑм хатӗрленӳ тапхӑрӗ ӑнӑҫлӑ иртсе кайрӗ. Шупашкар аэропортне юсамалли проект (ку ӗҫ уйрӑмах хӑрушӑ тата техника енчен кӑткӑс шутланать) Раҫҫейӗн тӗп экспертизи витӗр тухнӑ. Хальхи вӑхӑтра Шупашкарти аэропорт Федерацин сывлӑш транспорчӗн агентствине юсав ӗҫне тытӑнма ирӗк илме хутпа тухма хатӗрленет», — пӗлтерет министерство.
Аэровокзала юсаса ҫӗнетнӗ хысҫӑн унӑн лаптӑкӗ 5,5 пин тӑваткал метрпа танлашӗ. 10 хута яхӑн усӑ курман иккӗмӗш хутпа усӑ курма тытӑнӗҫ. Самолет патне иккӗмӗш хутран тухмалла тӑвӗҫ, аялта пассажирсене тӗрӗслемелли, регистрацилемелли тата багаж парса илмелли вырӑн пулӗ.
Шупашкарти аэропорта тинех юсаса ҫӗнетме тытӑнӗҫ. Аса илтерер: хальхи вӑхӑтра унта авиапассажирсене ларса-тӑма та хӗсӗкрех. Юсав проектне Мускаври патшалӑх эксперчӗсем тӗрӗслессине, вӗсем ӑна ырласан юсав ӗҫне пӗлтӗрхи раштав уйӑхӗнче е кӑшт каярах пуҫлассине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ-ха.
Юсав ӗҫне экспертсем тинех ырланӑ. Апла пулсан аэропорта ҫывӑх вӑхӑтра юсама тытӑнӗҫ. Кун пирки Шупашкарти аэропорт Инстаграмри хӑйӗн страницинче, сторисра, пӗлтернӗ.
Юсав ӗҫне 2022 ҫул вӗҫлениччен пурнӑҫласа пӗтересшӗн. Реконструкци вӑхӑтӗнче те аэропорт унчченхиллех ӗҫлӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |