Паян, нарӑсӑн 1-мӗшӗнче, Елена Николаева спортсменка 50 ҫулхи юбилейне паллӑ тӑвать. Вӑл — хӑвӑрт утас енӗпе СССР тава тивӗҫлӗ спорт мастерӗ, Олимп вӑййисен кӗмӗл призерӗ.
Елена Николаева 1966 ҫулхи нарӑсӑн 1-мӗшӗнче Сӗнтӗрвӑрри районӗнче ҫуралнӑ. Вӑл 1992 ҫулта Барселонӑра иртнӗ Олимпиадӑра кӗмӗл медаль ҫӗнсе илнӗ. Ун чухне вӑл Китайри Чэнь Юэлина пӗр ҫеккунт выляса янӑ.
Тепӗр тӑватӑ ҫултан иртнӗ Олимп вӑййисенче Елена Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ командипе ылтӑн медаль ҫӗнсе илнӗ. Елена СССР, Раҫҫей чемпионачӗсенче пӗрре мар ҫӗнтернӗ, Европа тата тӗнче кубокӗсен хуҫи пулса тӑнӑ.
Елена Николаева — ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗ пулнӑ. Халӗ социаллӑ политика тата наци ыйтӑвӗсемпе ӗҫлекен комитетӑн председателӗ.
Сӑвӑс, килти тусанра пурӑнаканскер, аллерги пуҫарма пултарассине пирвайхи хут каланӑ чӑваш ӑсчахӗ Леонид Иванов паян 70 ҫул тултарнӑ.
Леонид Николаевич — ЧР тава тивӗҫлӗ ӑсчахӗ. Вӑл И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУн патофизиологи кафедрине ертсе пырать. Хӑй вӑхӑтӗнче Леонид Иванов пӗртен-пӗр аллерголог-иммунолог пулнӑ.
Профессор тусанра сӑвӑс пуррине пӗрремӗш палӑртнӑ. Вӑлах аллерги пуҫарнине каланӑ. Кун валли вӑл чылай тӗпчев ирттернӗ.
Республикӑра аллерголог-иммунологра ӗҫлекенсенчен пурте тенӗ пекех Леонид Иванов патӗнче вӗреннӗ. Хӗрӗ те ашшӗн ҫулӗпе кайнӑ. Вӗсем ашшӗпе кӗнеке кӑларнӑ. Тӗпчевӗсенчен пӗри — трепел минерал. Вӑл Улатӑр районӗнче нумай. Леонид Иванов тӗпчевӗсем палӑртнӑ тӑрӑх, чирлӗ чылай ҫынна минералпа сиплеме пулать.
Чӑваш республикин пӗрремӗш конституцине йышӑннӑранпа паян 90 ҫул ҫитрӗ. Чӑваш АССРӗн пӗрремӗш тӗп саккунне 1926 ҫулхи кӑрлачӑн 31-мӗшӗнче йышӑннӑ.
«Ирӗке тухас тесе чӑваш халӑхӗ нумай ҫул кӗрешнӗ. Темиҫе ӗмӗр хушши чӑваш ӗҫчен халӑхӗ патша пусмӑрӗ айӗнче пурӑннӑ. Хӑйӗн экономикӑри тата наци ирӗклӗхне, культурине, йӑли-йӗркине тата чӗлхине упраса хӑварас тесе чӑваш халӑхӗ пусмӑрҫӑсемпе паттӑрла кӗрешнӗ», — тесе палӑртнӑ пулнӑ ҫав саккунра. 1926 ҫулхи конституци пурӗ 13 сыпӑка кӗрекен 87 статьяран тӑнӑ. Хальхи вӑхӑтпа пӑхсан тӗп саккунра демократиллӗ шухӑшсем сахал мар пулнӑ. Ӗҫленине яваплӑх шутне кӗртнӗ, вӗренӳ тӳллевсӗр пулмалла пулнӑ. Конституци тӑрӑх чӑваш тата вырӑс чӗлхисем официаллисен шутне кӗнӗ, пур учрежденисемпе организацисенче те чӑваш чӗлхипе анлӑ усӑ курма пуҫлама тӗллев ларнӑ пулнӑ.
РСФСР аслӑ органӗсем ку конституцие ҫирӗплетме килӗшмен. 1926-мӗш ҫулхи тӗп саккун 1937 ҫулччен ӗҫленӗ.
Раҫҫейре Кино ҫулталӑкӗ пулнӑ май тӗрлӗ мероприяти ирттереҫҫӗ. Кӑҫал Чӑваш Енре ӳкернӗ пирвайхи фильм юбилей паллӑ тӑвать тата. Вӑл «Волжские бунтари». Чӑваш халӑхӗ хӑйӗн правишӗн кӗрешнине ҫутатакан фиьма 90 ҫул каялла ӳкернӗ.
ЧР Наци вулавӑшӗнче Кино ҫулталӑкне халалласа курав уҫнӑ. Ӑна чӑвашсен пӗрремӗш актрисине Тани Юна халалланӑ. Вӑл асӑннӑ фильмра тӗп роле вылянӑ. Чӑвашкинон ытти фильмӗнче те вӑл сӑнарсене калӑпланӑ. Режиссерӗ — унӑн упӑшки Иоаким Максимов-Кошкинский пулнӑ.
Специалистсем ҫирӗплетнӗ тӑрӑх, 20-мӗш ӗмӗр пуҫламӑшӗнчи чӑваш фильмӗсем тӗнче стандарчӗсемпе пӗр килнӗ. Шел те, халӗ республикӑри кинематограф ура ҫине тӑрать ҫеҫ.
Тани Юна халалланӑ курав Чӑваш Енри чылай кӗтесре пулнӑ. Халӗ актрисӑн пурнӑҫӗпе шупашкарсем паллашма пултараҫҫӗ.
Кӑрлач уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Красноармейски районӗнче пурӑнакансем культура ҫуртне пуҫтарӑнчӗҫ. Ку мероприяти Ҫӗр ӗҫченӗн ҫулталӑкне, Кино ҫулталӑкне халалланӑ уяв пулчӗ. Уява чылай ҫын пуҫтарӑнчӗ. Уява Шупашкартан вӗрентӳ министрӗн ҫумӗ Сергей Кудряшов, культура министрӗн тивӗҫне пурнӑҫлакан Константин Яковлев, чӑваш халӑх поэчӗ Юрий Сементер, «Трак ен» ентешлӗх ертӳҫи Алексей Львов килсе ҫитрӗҫ.
Уявӑн 1-мӗш пайӗ Кӗҫӗн Шетмӗре пулчӗ. Унта пуҫтарӑннисем чӑваш халӑх художникне, К.В. Иванов ячӗллӗ патшалӑх премийен лауреатне Элли Михайлович Юрьева халалланӑ музейра пулса курчӗҫ. Вӑл Кӗҫӗн Шетмӗ ялӗнче ҫуралнӑ.
Уявӑн тӗп пайне «Ниме» йӑла-йӗркине кӑтартнипе пуҫларӗҫ. Ун хыҫҫӑн Красноармейски район пуҫлӑхне Олег Васильевич Дмитриева сӑмах пачӗҫ. Вӑл кунта пухӑннисене уяв ячӗпе саламларӗ. Красноармейски район администрацин пуҫлӑхӗ Сергей Молотков сӑмах илчӗ. Вӑл пухӑннисене 2016 ҫула Раҫҫейре Кино ҫулталӑкӗ тесе йышӑннине пӗлтерчӗ, Раҫҫей Президенчӗн указӗпе паллаштарчӗ.
РФ Ҫыравҫӑсен пӗрлӗхӗн пайташӗ, чӑвашсен паллӑ сӑвӑҫи Раиса Сарпи 65 ҫул тултарнӑ. Раиса Васильевна юбилейне Константин Иванов ячӗллӗ Литература музейӗнче паллӑ тунӑ.
Раиса Сарпи 40 ытла кӗнеке кӑларнӑ. Унӑн сӑввисемпе 300 ытла юрӑ ҫырнӑ. Унӑн пьесисем Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче, Пуканесен театрӗнче пур.
Раиса Сарпин ашшӗ кӑҫал 101 ҫул тултарать. Поэтесса та ҫавӑн чухлӗ пурӑнма сӑмах панӑ. Вӑл тепӗр 40 ытла кӗнеке кӑларма ӗмӗтленет.
Юбиляра саламламашкӑн кӳршӗ регионти тусӗсем те килнӗ. Мари Эл Ҫыравҫӑсен пӗрлӗхӗн пайташӗ Ипполит Лобанов Раиса Сарпипе пӗлтӗр паллашнӑ. Вӑл унӑн сӑввисене куҫарнӑ та хӑйсем патӗнчи хаҫатра пичетленӗ.
Иртнӗ ҫул вӗҫӗнче, раштав уйӑхӗн 29-мӗшӗнче красноармейскисем хӑйсен паллӑ ентешӗн, фольклорисчӗн, Яманак ялӗнче ҫитӗннӗ Иван Патмарӑн 100 ҫулхине паллӑ тунӑ.
Ентешӗ пирки ырӑпа аса илнӗ май вӑл тӑрӑхри В. Васильева вӗрентекен И. Патмар пирки «нумай калаҫмасӑрах пысӑк ӗҫ туса пынӑ» тесе хаклать.
«Халӑх сӑмахлӑхӗн пӗр пӗрчине те ҫухатас мар тесе ӗҫленӗ Иван Анисимович. Чӑваш халӑх сӑмахлӑхне ялтан яла ҫитсе пӗрчӗн-пӗрчӗн пуҫтарнӑ», — тенӗ май Яманак ен юррисенех тӑватӑ кӗнеке хальлӗн пухса хатӗрленине аса илет.
Чӑн та, Иван Патмар пухнӑ халӑх сӑмахӗ жанр тӗлӗшӗнчен пуяннипе килӗшмелле.
И. Патмар халӑх сӑмахлӑхне мӗн ҫӗре кӗричченех пухнӑ. Фольклорӑн пӗр пӗрчине те манӑҫа кӑларас килменнипех ӗнтӗ вӑл май пур таран ӑна пухма тӑрӑшнӑ. 53 ҫул хушшинче ҫӗршер тетрадь вӑл тӑрӑшнипе халӑх сӑмахлӑхӗпе пуянланнӑ. Ҫур ӗмӗр хушшинче И. Патмар ӑҫта-ӑҫта ҫитсе курман-ши, кампа кӑна калаҫман-ши? Иван Анисимович пушӑ вӑхӑт тупӑнсанах Чӑваш Енти районсем тӑрӑх тухса ҫỹренӗ, халӑх сӑмахлӑхне пухнӑ. Е тата республика тулашӗнчи ялсене ҫитме васканӑ. Тӗл пулакан кашни ҫынпа калаҫма тӑрӑшнӑ.
Чӑвашсен тӗп хаҫачӗн — «Хыпарӑн» — паян 110 ҫулхи юбилейӗ. Чӑваш журналистикин никӗсне хывнӑ хаҫат тухма тытӑннӑранпа шӑп та лӑп 110 ҫул ҫитнӗ.
Пӗрремӗш номер 1906 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 21-мӗшӗнче тухнӑ. Ӑна Николай Никольский профессор Хусанта йӗркеленӗ. «Хаҫат тӑрӑх ырра вӗренесчӗ», — ҫакнашкал тӗллев лартнӑ вӑл ун чухне. (эпир илнӗ ҫӑлкуҫра ҫак сӑмахсене Иван Яковлевӑн тесе йӑнӑшнӑ).
Хаҫат чылай йывӑрлӑха чӑтса ирттернӗ. 1918 ҫулта ӑна хупнӑ. Каярахпа вӑл тӗрлӗ ятпа тухма пуҫланӑ: «Канаш», «Чӑваш коммуни», «Коммунизм ялавӗ». Тӗп редакторта тӑрӑшакансем те улшӑнса пынӑ. Халӗ ку тивӗҫе Михаил Арланов пурнӑҫлать. Иртнӗ ӗмӗрӗн 90-мӗш ҫулӗсенче пирвайхи ятне тавӑрнӑ. Паян та ҫак ятпах тухса тӑрать вӑл.
Кӑсалхи нарӑсӑн 12-мӗшӗнче Чӑваш наци музейӗ 95 ҫул тултарать. Уявне те музейҫӑсем ҫав кунах палӑртма шухӑшласа хунӑ.
Юбилейччен «Музее парне» акци ирттерессине пӗлтереҫҫӗ. Вӑл ырантан пуҫланса нарӑс уйӑхӗн 5-мӗшӗччен тӑсӑлӗ.
Музейҫӑсем ҫынсенчен культура тата истори пӗлтерӗшлӗ япаласемпе коллекцисене кӗтеҫҫӗ. Кунта сайра тӗлпулакан кӗнекесемпе документсем, ҫын аса илӗвӗсемпе сӑнӳкерчӗкӗсем, открыткӑсемпе значоксем, ҫипуҫ тата пушмак, аксессуарсемпе эрешсем, музыка инструменчӗсем, йӑлари япаласем, тимӗр тата хут укҫасем тата ыттине кӗртме пулать.
Парне евӗр панӑ япаласенчен музейҫӑсем юбилей кунӗ валли курав йӗркелӗҫ.
Парнене ӗҫ кунӗнче 10 сехетрен пуҫласа 17 сехетчен Шупашкарти Хӗрлӗ лапамри 5/2 ҫуртри 109-мӗш пӳлӗмре йышӑнаҫҫӗ. Ыйтса пӗлмелли телефон номерӗ 62-41-24.
Чӑваш Енре тепӗр ҫын 100 ҫулхи юбилейне паллӑ тунӑ. Татьяна Иванова Шупашкар районӗнчи Мишер ялӗнче пурӑнать. Ӑна район администрацийӗн пуҫлӑхӗ хӑй саламланӑ, хаклӑ парнесемпе, чечек ҫыххипе савӑнтарнӑ.
Татьяна Ивановна ывӑлӗпе тата кинӗпе пурӑнать. Вӑл халӗ те куҫлӑхсӑр вулать, килтисене канашпа пулӑшать.
Татьяна Иванова хресчен ҫемйинче ҫуралнӑ. Ӗмӗр тӑршшӗпех ял хуҫалӑхӗнче ӗҫленӗ, пӑру пӑхнӑ, утӑ ҫулнӑ. Хӗр пӗвне кӗрсен Валентин Понаморева качча тухнӑ. Вӗсен ывӑл ҫуралнӑ. Вӑрҫӑ пуҫлансан Татьяна Ивановна ӑна пӗчченех ӳстернӗ, упӑшкине фронта илнӗ. Таврӑнман вӑл, 1941 ҫулхи авӑн уйӑхӗнче ҫӗре кӗнӗ.
Татьяна Иванова каярахпа татах качча тухнӑ. Вӗсен тепӗр икӗ ача ҫуралнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (28.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 758 - 760 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Васильев Степан Васильевич, вӗрентӳ ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Мишутин Николай Степанович, ҫыравҫӑ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |