«Хӗнпе хӗрсе туптаннӑ сассӑм». Куславкка районӗнчи Тӗмер ял вулавӑшӗнче ҫак ятпа курав ӗҫлет. Ӑна Митта Ваҫлейӗ поэт ҫуралнӑранпа 110 ҫул ҫитнине халалласа уҫнӑ.
Митта Ваҫлейӗ 1908 ҫулхи пуш уйӑхӗн 5-мӗшӗнче Патӑрьел районӗнчи Аслӑ Арапуҫ ялӗнче ҫуралнӑ. Ялти шкула пӗтерсе Чӗмпӗрти чӑваш шкулне вӗренме кӗнӗ, унта вӗреннӗ чухне литературӑпа хавхаланнӑ. Хутарти колхоз ҫамрӑкӗсен шкулӗн директорӗ, Патӑрьел район хаҫачӗн яваплӑ секретарӗ пулнӑ. Каярахпа Шупашкарта хаҫат-журналта, радиора, кӗнеке издательствинче ӗҫленӗ. 1937 ҫулта айӑпсӑр айӑпланӑ. 1954 ҫулта таса ятне тавӑрнӑ.
Шупашкарти Карл Маркс урамӗнчи 26-мӗш ҫурт ҫинче Митта Ваҫлейне асӑнса уҫнӑ хӑма умне пӗлтӗрхи раштав уйӑхӗн 18-мӗшӗнче чӑваш ҫыравҫисен пӗр ушкӑнӗ чӗрӗ чечексемпе пуҫ тайнине Аҫтахар Плотников пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер, 80 ҫул каялла ҫав кун аслӑ сӑвӑҫӑмӑра «буржуалла национализмшӑн» сӑлтавсӑр айӑпласа тытса хупнӑ.