
Ҫурла уйӑхӗ сумлӑ ҫынсен юбилейӗсемпе пуян. Вӗсем хушшинче халӗ пурӑнаканнисем те, пирӗнтен уйрӑлнисем те пур. Кун пирки Чӑваш Енри Профессионал ҫыравҫӑсен правленийӗн ертӳҫи Лидия Филиппова писательсен мессенджерсенчен пӗринчи ушкӑнӗнче аса илтернӗ.
Сӑмахран, Борис Чиндыков ҫыравҫӑ, сӑвӑҫ, драматург тата куҫаруҫӑ ҫурла уйӑхӗн 1-мӗшӗнче, Геннадий Дегтярёв чӗлхеҫӗ ҫурла уйӑхӗн 2-мӗшӗнче 60 ҫул тултарнӑ. Геннадий Атрашкин ҫыравҫӑ ҫурлан 9-мӗшӗнче 60 ҫул, Александр Ильин сӑвӑҫ ҫурлан 16-мӗшӗнче 75 ҫул, Левтина Марье ҫыравҫӑ ҫурлан 22-мӗшӗнче 75 ҫул, Петӗр Яккусен сӑвӑҫ тата чӗлхеҫӗ ҫурла уйӑхӗн 26-мӗшӗнче 70 ҫул тултарӗҫ.
Степан Лашман чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи, драматургӗ ҫуралнӑранпа ыран, ҫурла уйӑхӗн 6-мӗшӗнче, 125 ҫул ҫитӗ. Василий Андреев (01.08.1960-05.05.2002) чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫуралнӑранпа ҫурлан 1-мӗшӗнче 60 ҫул пулнӑ.

Чӑваш Ен Финанс министерствинче ведомствӑн ертӳҫи пулнӑ Николай Смирнова саламланӑ. Ӑна 65 ҫул тултарнӑ ятпа министерство ӗҫченӗсем тата Михаил Ноздряков вице-премьер — финанс министрӗ ырӑ суннӑ. Юбиляра «Чӑваш автономи облаҫне йӗркеленӗренпе 100 ҫул ҫитнӗ ятпа» юбилей медалӗпе чысланӑ.
Николай Васильевич пурнӑҫӗн пысӑк пайне финанс службине тата республикӑн хысна тытӑмне халалланӑ. Финанс министерствинче вӑл 32 ҫул ӗҫленӗ, ҫав шутран 18 ҫулӗнче министр тилхепипе пулнӑ.
Юбиляр пирки Чӑваш Ен Финанс министерствинче ырӑпа калаҫҫӗ, унӑн тӑрӑшӑвӗ сумлӑ пулнине аса илеҫҫӗ. Николай Смирнов юбилейпе самламланӑшӑн тав тунӑ, укҫа-тенкӗпе ҫыхӑннӑ йышӑнӑва виҫсе хакласа тума сунса каланӑ.

Чӑваш автономи облаҫне йӗркеленӗренпе 100 ҫул ҫитнине халалласа Шупашкарта стела уҫӑлмалла. Унӑн эскиз проектне Шупашкарти хула тӑвакан канаш пӑхса тухмалла.
Обелиск 11 метр ҫӳллӗшӗ гранит юпа пулӗ. Ун ҫине Чӑваш Республикин бронза гербне вырнаҫтарӗҫ. Ҫӳле – икӗ метр тӑршшӗ икӗ пуҫлӑ ӑмӑрткайӑка. Стелӑн пӗтӗмӗшле ҫӳллӗшӗ 13,85 метр пулмалла.
Стелӑна Республика лапамӗнче, унчченхи Правительство ҫурчӗ енче вырнаҫтарма шухӑшлаҫҫӗ.
Обелиск чӑваш тата вырӑс халӑхӗн хӑватне, пӗрлӗхне палӑртмалла. Проекта «Минерал» тулли мар яваплӑ общество хатӗрленӗ.
Чӑваш автономи облаҫӗн 100 ҫулхине халалланӑ анлӑ мероприятисем ҫурла уйӑхӗнче иртмелле. Юбилея ҫӗртме уйӑхӗн 24-мӗшӗнче сумлӑн уявлама кӑшӑлвирус кансӗрлерӗ.

Чӑваш автономи облаҫне йӗркеленӗренпе 100 ҫул ҫитнине халалласа Чӑваш кӗнеке издательстви «Вместе. Пӗрле» открыткӑсен пуххи кӑларнӑ.
24 открыткӑран тӑракан комплект тӑван республикӑмӑрӑн хулисемпе районӗсен илемӗпе паллаштарӗ. Открыткӑсем ҫинче Шупашкарти паллӑ вырӑнсемпе пӗрлех республикӑрисем те сӑнланнӑ. Сӑмахран, Канаш районӗнчи Мӑкӑр ялӗнчи чукун ҫул кӗперӗ, Пӑрачкаври чиркӳ, Ҫӗрпӳри хӗрарӑмсем мӑнастирӗ. Вӗсем ҫеҫ-и, республикӑра ытарайми хитре вырӑнсем татах нумай.
Открыткӑсене Чӑваш кӗнеке издательствин лавккисенче туянма пулать тесе пӗлтернӗ Чӑваш Ен цифра таланӑвӗ, информаци политикин тата массӑллӑ коммуникацисен министерстви.

Паян, утӑ уйӑхӗн 3-мӗшӗнче, Станислав Ильин 70 ҫулхи юбилейне паллӑ тӑвать. Ӑна поэт-юрӑҫ, публицист, редактор, халӑх пултарулӑхне аталантаракан евӗр пӗлеҫҫӗ. Вӑл — Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ, Н. Талвир ячӗллӗ литература премийӗн лауреачӗ, юрӑ ҫыракансен Аристарх Орлов-Шуҫӑм ячӗллӗ конкурсӗн ҫӗнтерӳҫи.
Станислав Ильин Патӑрьел районӗнчи Сӑкӑт ялӗнче ҫуралнӑ. Унӑн ашшӗ Сӑкӑтри ял хорӗн ертӳҫи Петр Ильин пулнӑ.
Станислав Петрович И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче вӗреннӗ. Ялти клуб пуҫлӑхӗнче, вӗрентекенте, Чӑваш радиора музыка программисен редакторӗнче, Республикӑн халӑх пултарулӑх ҫуртӗнче информаципе аналитика пайӗн заведующийӗнче ӗҫленӗ.

Паян, утӑ уйӑхӗн 2-мӗшӗнче, Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗн тӗп художникӗ Валентин Федоров хӑйӗн 60 ҫулхи юбилейне паллӑ тӑвать.
Валентин Федоров Йӗпреҫ поселокӗнче 1960 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 2-мӗшӗнче ҫуралнӑ. Тӑван поселокри 1-мӗш шкулта вӗреннӗ, 1978 ҫулта Шупашкарти художество училищине пӗтернӗ. 1990 ҫулта вӑл Мускаври МХАТри шкул-студире спектаклӗн тулаш формине йӗркелес, сцена художникӗ-технологӗ пулас ӑсталӑха алла илнӗ. Малтан вӑл К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче художникӗ-постановщикӗ пулса ӗҫлет. 1989 ҫултанпа Оперӑпа балет театрӗнче тӗп художникра тӑрӑшма тытӑннӑ. 2017-2018 ҫулсенче унта директор пулса ӗҫленӗ, халӗ каллех тӗп художникра тӑрӑшать.
Валентин Федоров – Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ художникӗ. Ӑна Тӑван ҫӗршыв умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн II степеньлӗ орден медалӗпе чысланӑ.

Чаваш Республикин халӑх артистки Полина Чамжаева паян 60 ҫул тултарнӑ. Вӑл 1960 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 28-мӗшӗнче Канаш районӗнчи Пӗчӗк Малти Тукай ялӗнче ҫуралнӑ.
Сасси ҫемҫе, сӑнӗ ҫепӗҫ, кӗлетки хӳхӗм ҫак артистка ултӑ теҫетке ҫула ҫитнине ӗненме те йывӑр. 1979 ҫулта Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче ӗҫлеме пуҫланӑ вӑл. Пӗр вӑхӑтра теартан кайнӑччӗ. Анчах кайран каллех тӑван театрӑн сцени ҫине таврӑнчӗ. Ҫак ҫулсенче Полина Чамжаева вуншар сӑнар калӑпланӑ. Вӑл рольсем Чӑваш Енӗн театр ӳнерӗн ылтӑн фондне кӗрсе юлнӑ.
Нумаях пулмасть «Полина Чамжаева: «Сцена ҫинче тӗнче ҫаврӑнать» кӗнеке пичетленнӗччӗ. Ӑна кӑрлач уйӑхӗн 22-мӗшӗнче Чӑваш Ен Наци вулавӑшӗнче хӑтланӑччӗ.

Паян Чӑваш автономи облаҫне йӗркеленӗренпе 100 ҫул ҫитнине халалланӑ маркӑна ҫӳретме пуҫланӑ. Маркӑна ятарлӑ штемпельпе паллӑ тунӑ. Ҫав ӗҫе республика Элтеперӗн тивӗҫӗҫене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев тата Раҫҫей Почтин Чӑваш Енри управленийӗн пуҫлӑхӗ Владимир Тимофеев пурнӑҫланӑ. Юбилей маркиллӗ конвертсене вӗсем Республика кунне уявланин датине кӑтартакан штемпельпе паллӑ тунӑ.
Почта маркине 27 пин экземплярпа кӑларнӑ. Ун ҫине республика гербне, тӗррине, паллӑ вырӑнӗсене, элемӗсене ӳкерсе хунӑ.
Почта марки ҫинче Чӑваш Ен пиллӗкмӗш хут ӗнтӗ сӑнарланать. Пирӗн тӑван республикӑмӑра халалланӑ маркӑсене унччен 1933, 1960, 1970 тата 2000 ҫулсенче пичетленӗ.

Паян, Республика кунӗнче, Чӑваш Ен ялавӗ Америкӑри Пӗрлешӳллӗ Штатсене ҫитнӗ. Кун пирки республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗ Инстаграмра хыпарланӑ. Республика ертӳҫисене АПШри Пенсильвани штатӗнче пурӑнакан Тэтчер Монтгомери пӗлтернӗ.
Ҫав ҫамрӑк маларах Чӑваш Ен ертӳҫинчен Олег николевран Чӑваш Ен ялавне ыйтнӑ иккен. Америка каччи вырӑс историйӗпе культурине вӗреннине пӗлтернӗ. Халӗ вӑл Раҫҫей субъекчӗсен элемӗсемпе шкул проекчӗ хатӗрлет иккен.
Ют ҫӗршыври ҫамрӑка Олег Николаев пулӑшас тенӗ. Ялава вӑл посылкӑпа ӑсатнӑ. Паян парне Питтсбург хулине ҫитнӗ. Чӑваш Республикин элемне илсен каччӑ хытах савӑннӑ. Унӑн тусӗсем тата ҫемйи те Чӑваш Енпе кӑсӑкланма пуҫланине ӗнентернӗ.

Паян, тӑван республикӑмӑр Чӑваш автономи облаҫне йӗркеленӗренпе 100 ҫул ҫитнӗ кун, «Славься, Чувашия!» (чӑв. Мӑнаҫлан, Чӑваш Ен!) юрӑ марафонӗ вӗҫленет. Ҫав видеоролик тӑван халӑхӑмӑрӑн авалхи гимнӗпе, «Алран кайми», юрӑпа пуҫланать. Ӑна Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗ артисчӗсем юрлаҫҫӗ.
Марафон ҫу уйӑхӗн 26-мӗшӗнче пуҫланнӑччӗ. Паллӑ кунпа ҫыхӑннӑ акцие республикӑри мӗнпур районпа хула хутшӑнчӗ, вӗсем хӑйсен гимнӗсене шӑрантарчӗҫ, тӑван тӑрӑхӗн ҫитӗнӗвӗпе кӗскен паллаштарчӗҫ. Эстафетӑна вӗсем пӗрин хыҫҫӑн теприне пачӗҫ. Ҫапла вара акцие ҫӗнӗрен те ҫӗнӗ муниципалитет хушӑнса пычӗ.
Пӗтӗмлетӳллӗ видеороликпа паллашас тесен ҫак каҫӑпа иртме сӗнетпӗр.
