Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +4.3 °C
Пиҫнӗ-пиҫмен иккӗ тӑрантарать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Персона: Любовь Федорова артистка 70 ҫул тултарать

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 09.01.2021 08:42 | 1497 хут пӑхнӑ
Персона
Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн сӑнӳкерчӗкӗсемпе усӑ курса Т. Ташней хатӗрленӗ коллаж
Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн сӑнӳкерчӗкӗсемпе усӑ курса Т. Ташней хатӗрленӗ коллаж

Чӑваш Республикин халӑх артисчӗ, Раҫҫей Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ артистки Любовь Федорова кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗн 12-мӗшӗнче 70 ҫул тултарать.

Любовь Владимировна Шупашкар районӗнчи Лапсар ялӗнче ҫуралнӑ. 1972 ҫулта Ленинградри А.Н. Островский ячӗллӗ театр, музыка тата кинематографи институтӗнчен вӗренсе тухнӑ. Ҫав ҫулах К.В. Иванов ячӗллӗ патшалӑх академи драма театрӗнче ӗҫлеме пуҫланӑ. Артистка унта 49 ҫула яхӑн тӑрӑшать.

Чӑваш культурипе ӳнер аталанӑвне пысӑк тӳпе хывнӑшӑн 1988 ҫулта ӑна «Чӑваш АССР тава тивӗҫлӗ артисчӗ», 1996 ҫулта «Чӑваш Республикин халӑх артисчӗ», 2005 ҫулта «Раҫҫей Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ артисчӗ» хисеплӗ ятсем панӑ.

Любовь Федорован юбилей каҫӗ кӑрлач уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче иртӗ. Мероприяти 18 сехетре пуҫланӗ.

#Шупашкар районӗ, #артистсем, #театрсем, #юбилейсем, #культура, #Лапсар

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

КУКША // 1154.00.7821
2021.01.11 17:48
САЛАМЛАТПӐР ЯЛЁПЕХ ТЕ РАЙОНЁПЕХ! мАЛАЛЛА!
Agabazar // 8497.8.3369
2021.01.14 23:30
Agabazar
Аçтахар, ара, сирĕн ял вĕт ку.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем