Паян, ҫӗртме уйӑхӗн 28-мӗшӗнче, «Тӑван Атӑл» журнал редакторӗн, чӑваш ҫыравҫин, драматургӗн, журналисчӗн Арсений Тарасовӑн 65 ҫулхи юбилейӗ.
Арсений Тарасов 1956 ҫулхи ҫӗртмен 28-мӗшӗнче Патӑрьел районӗнчи Пӑлакассинче ҫуралнӑ. Вӑл И. Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн филологи факультетӗнче вӗренсе тухсан Чӑваш телерадио комитетӗнче, унтан пӗр хушӑ Чӑваш кӗнеке издательствинче ӗҫленӗ, кайран каллех Чӑваш патшалӑх телерадиокомпанине куҫнӑ. Чылай хушӑ тележурналист пулса ӗҫленӗ — «Тавсси» автор передачине йӗркелесе ертсе пынӑ. Хальхи вӑхӑтра «Тӑван Атӑл» журналта вӑй хурать.
Республикӑн патшалӑх истори архивӗн сайтӗнче Чӑваш Республикин культура тава тивӗҫлӗ ӗҫченне Эрнст Мокеева халалласа страница хатӗрленӗ.
Мускавра пурӑнакан, Канашра 1936 ҫулта ҫуралнӑ пултаруллӑ кинорежиссёр, литератор тата художник-график ҫӗртме уйӑхн 12-мӗшӗнче 85 ҫул тултарнӑ. Хӑй вӑхӑтӗнче вӑл чылай ҫул Чӑваш телекуравӗнче ӗҫленӗ. Мускава куҫса кайсан та Чӑваш Енпе ҫыхӑнӑва татман. Истори архивӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, тӑван тӑрӑха кашни килмессерен художество музейӗнче курав йӗркелет е пӗр-пӗр культура форумне хутшӑнать. Патшалӑх архивӗпе Эрнст Мокеев 2010 ҫултанпа туслӑ ҫыхӑну тытать.
Ҫӗртме уйӑхӗн 11-мӗшӗнче Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артистки, литературӑпа ӳнер енӗпе Раҫҫей Федерацийӗн патшалӑх премийӗн лауреачӗ Светлана Андреева 50 ҫул тултарнӑ.
Лауреат тата тава тивӗҫлӗ ятсене сцена ӑсти ҫамрӑклах тивӗҫнӗ: преми лауреатне – 2004 ҫулта, хисеплӗ ята – 2005 ҫулта.
Светлана Владимировна Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Акшик ялӗнче ҫуралнӑ. 1993 ҫулта Мускаври М.С. Щепкин ячӗллӗ театр училищинчен вӗренсе тухнӑ.
Артистка сӑнарсене ӗнентерӳллӗ калӑпланипе пӗрлех хитре сӑнӗпе, уҫӑ та янӑравлӑ сассипе куракансене килӗшет. Унӑн тӗп хӑйнеевӗрлӗхӗ – артистланнине кӑтартманни. «Хӗр ҫураҫма кайсан» спектакльти Фиса-и вӑл е «Шӑпчӑк юрланӑ каҫри» Инга-и, «Йывӑҫсем вилӗме пуҫ таймаҫҫӗ» спектакльти Марта-Изабелла-и е «Тухса каяс умӗн» спектакльти Иринка-и, «Тӑлӑх арӑмсен йӑпатмӑшӗнчи» Грациелла-и е «Пуса каччинчи» Света-и т.ыт.те – Светлана Андреева калӑплакан кашни сӑнар куракана тыткӑнлать.
Йӗпреҫ районӗнчи Энтриел ялӗнче пурӑнакан Серафима Федорова ҫак кунсенче 100 ҫулхи юбилейне паллӑ тунӑ. Ӗҫ вӗтеранӗ халӗ те аптӑрмасть: юрлать, сӑвӑ пӑхмасӑр калать.
Серафима Тимофеевна шкулта кӗҫӗн классене тата вырӑс чӗлхи предметне вӗрентнӗ. Кинемей ӑс-тӑнне ҫирӗплетсех тӑрать, ҫакна тума ӑна хаҫат-журнал вулани пулӑшать.
Серфима Тимофеевна хӑйӗн кашни вӗрентекенне астӑвать. Вӑл, паллах, вӑрҫӑ ҫулӗсене те манман – чылай йывӑрлӑх кӳнӗ-ҫке-ха вӑл. «Шкулта ачасемпе вутӑ ҫурнӑ, ҫулла ҫӗрлесерен кӗлте йӑтаттӑмӑр», - аса илнӗ кинемей.
«Ҫавал» фольклорпа эстрада ансамблӗн (ертӳҫи — Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ Лилия Прокопьева) артисчӗсем нумаях пулмасть Белоруҫ Республикин тӗп хулинчен, Минскран, таврӑннӑ. Унта Минскри трактор савучӗн 75 ҫулхине халалланӑ юбилей мероприятийӗсем иртнӗ. Чӑваш артисчӗсем шӑпах ҫавӑнта хутшӑннӑ та.
Чӑваш патшалӑх филармонийӗн тӗп музыка коллективӗсенчен пӗринпе пӗрлех Минскра «Фантом» ташӑ студийӗ, «Паша Ангелина ячӗллӗ бригадӑри» тракторист-хӗрсем, Шупашкарти Трактор историйӗн ӑслӑлӑхпа техника музейӗн ӗҫченӗсем «Эволюция тяговой силы» экспозиципе хутшӑннӑ.
Паян, ҫӗртме уйӑхӗн 2-мӗшӗнче, Чӑваш Республикин культура тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, халӑх художество промыслисен ӑсти, Чӑваш патшалӑх культура тата ӳнер институчӗн халӑх художество пултарулӑхӗн кафедрин доценчӗ Зинаида Воронова 70 ҫул тултарнӑ.
Вӑл Елчӗкре 1951 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 2-мӗшӗнче ҫуралнӑ.
Зинаида Воронова — наци тумне хатӗрлессипе Чӑваш Енра тата Раҫҫейре паллӑ ӑста. Чӑваш культурине упраса хӑварассипе 30 ҫул ытла тӑрӑшать.
Чӑваш патшалӑх культура тата ӳнер институтӗнче Зинаида Воронова 2013 ҫултанпа ӗҫлет. Вӑл унта тӗрлӗ курса ертсе пырать, тӑван халӑхӑмӑрӑн тӗрлӗ енлӗ культурипе паллаштарать.
Ҫак кунсенче Питӗрте Петр Егоров вырӑс архитекторӗ ҫуралнӑранпа 290 ҫул ҫитнине халалланӑ курав уҫӑлнӑ.
Ҫак ҫынна пирӗн патра юратаҫҫӗ тата сума сӑваҫҫӗ. Ҫакӑн пек палӑртнӑ Маргарита Красотина журналист Фейсбукра. Петр Егорова халалласа Федор Мадуров хатӗрленӗ бюста Шупашкарти Проект институчӗн умне вырнаҫтарнӑ.
Чӑваш ялӗнче ҫуралнӑ арҫын ача малтан Дадиани кнеҫ ҫуртӗнче (Чулхула кӗпӗрнинче унӑн темиҫе ял пулнӑ) вӗреннӗ, кайран вӑл сӗннипе Питӗре вӗренме тухса кайнӑ. Каярах ентешӗмӗр ҫӗршыври чи лайӑх архитекторсенчен пӗри пулса тӑнӑ. Петр Егоров Ҫурт-йӗрӗн император кантурӗ ҫумӗнчи шкулне (унта хӑй вӑхӑтӗнче Леблон тата Растрелли ӗҫленӗ) те ертсе пынӑ.
Паян, ҫу уйӑхӗн 25-мӗшӗнче, Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артистки Светлана Дмитриева ҫуралнӑранпа 50 ҫул ҫитнине халалласа юбилей каҫӗ иртӗ.
Светлана Владимировна 1971 ҫулхи ҫул уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Канаш районӗнчи Кошнаруй ялӗнче ҫуралнӑ. 1993 ҫулта Мускаври М.С. Щепкин ячӗллӗ Аслӑ Театр училищинчен вӗренсе тухнӑ. Ҫав ҫулах ҫамрӑк артистка Шупашкарти Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче ӗҫлеме пуҫланӑ. 30-а яхӑн театр сезонӗнче тӗрлӗ енлӗ нумай сӑнара калӑпланӑ. 2013 ҫулта ӑна «Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артистки» ят панӑ.
Паян артисткӑн театрти юбилей каҫӗ «Ҫӗн мӑшӑрӑн ҫӗр кӗске» камитпе вӗҫленӗ.
Раҫҫей Федерацийӗн халӑх пултарулӑхӗн тава тивӗҫлӗ ансамблӗ, халӑх фольклор ансамблӗ – «Уяв» – кӑҫал 35 ҫул тултарать. «Ҫавра» датӑна пултарулӑх ушкӑнӗ ҫул уйӑхӗн 25-мӗшӗнче паллӑ тӑвӗ. Концерта вӑл Шупашкарти Я. Ухсай ячӗллӗ культура керменне йыхравлать.
«Уяв» ансамбль халӑх чӑннипех те юратакан пултарулӑх ушкӑнӗ ята тахҫанах тивӗҫнӗ. Ӑна тӑван тӑрӑхӑмӑрта ҫеҫ мар, республика тулашӗнче те аван пӗлеҫҫӗ. Пӗр-пӗр концерт-мероприятире ҫак йыша куракансем ялан хапӑл туса кӗтсе илеҫҫӗ, пултарулӑх ушкӑнӗн кашни номерне тӑвӑллӑн алӑ ҫупса йышӑнаҫҫӗ.
Ака уйӑхӗн 27-мӗшӗнче К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче СССР халӑх артисчӗ Борис Алексеев ҫуралнӑранпа 110 ҫул ҫитнине халалласа астӑвӑм каҫӗ иртнӗ.
Мероприятие СССР халӑх артисчӗ, театрӑн илемлӗх ертӳҫи Валерий Яковлев уҫнӑ май кашни халӑхӑнах мӑнаҫлӑ ҫыннисем пуррине, вӗсене пирӗн асра тытмаллине палӑртнӑ.
Борис Алексеев СССР халӑх артисчӗ ята чӑваш артисчӗсенчен пуҫласа тивӗҫнӗ. РСФСР халӑх артистки Нина Яковлева та ҫав ӑстана лайӑх астӑвать. Унпа пӗрле выляма тӳр килнишӗн вӑл хӑйне телейлӗ тесе шухӑшлать. Борис Алексеев ҫемҫе те ырӑ кӑмӑллӑ пулнине, сцена ҫинче ун пек артист пулманнине палӑртса хӑварнӑ Нина Яковлева.
Театр фойинче артист пултарулӑхӗпе паллаштаракан курав йӗркеленӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (10.04.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Воскресенский Виталий Григорьевич, артиллерин генерал-лейтенанчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Юхма Мишши, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи, драматургӗ ҫуралнӑ. | ||
| Нухрат Антонина Ивановна, чӑваш журналисчӗ, общество ӗҫченӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |