
Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Утаркасинче пурӑнакан Евдокия Мерзлайкина 100 ҫул тултарнӑ.
Пӗр ӗмӗрхи юбилейпа кинемее
хӗрлӗ чутайсен «Чавал» ентешлӗхӗн ертӳҫи Владимир Савинкин, унӑн ҫумӗ Анатолий Воробьев, Хӗрлӗ Чутай муниципалитет округӗн Пантьӑк территорийӗнчи пуҫлӑхӗ Алексей Порфирьев саламланӑ.
Пӗр ӗмӗрхи кинемее ҫӗршыв Президенчӗ Владимир Путин та открытка ярса парса саламланӑ.
Вӑйпитти ҫулӗсенче хӗрарӑм ял совет секретарӗнче те, ЗАГСра та, колхозра та тӑрӑшнӑ. Упӑшкипе виҫӗ ача ҫуратса ӳстернӗ. Хальхи вӑхӑтра кинемей Ҫӗнӗ Шупашкарта хӗрӗ патӗнче пурӑнать.

Красноармейски районӗнчи Упи шкулӗнче ӗнер Владимир Харитонов ҫыравҫӑна халалланӑ пултарулӑх каҫӗ иртнӗ. Красноармейски муниципаллӑ округӗн официаллӑ сайчӗ хыпарланӑ тӑрӑх мероприятие шкул ачисемпе вӗрентекенсем кӑна мар, Красноармейски муниципаллӑ округӗн ветерансен Канашӗн председателӗ Георгий Ефимов-Тусли, район администрацийӗн культура, социаллӑ аталану тата архив ӗҫ пайӗн начальникӗ Рена Осипова та хутшӑннӑ.
Ҫыравҫӑн кун-ҫулӗпе чӑваш чӗлхипе литературин вӗрентекенӗ Светлана Валерьевна Петрова паллаштарнӑ. Георгий Тусли ҫыравҫӑн пултарулӑхӗ ҫинче чарӑнса тӑнӑ. Шкул ачисем Владимир Егоровичӑн сӑввисене вуланӑ.
Владимир Харитонов 1933 ҫулхи пушӑн 25-мӗшӗнче Пайсупинта ҫуралнӑ. Вӑл В.Павлов ячӗллӗ музыка училищинче, Хусанти консерваторире пӗлӳ илнӗ. Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗнче хорист, телекуравпа радиохыпарлавӑн чӑваш комитечӗн литературӑпа музыка передачисен редакторӗ пулса ӗҫленӗ. Владимир Харитонов сӑввисемпе 50 ытла юрӑ хывнӑ.
Поэтӑн паллӑ кӗнекисем: «Атӑлъенсем – телейлӗ ҁынсем», «Тав», «Тумлам», «Туслӑх», «Уҫланкӑра», «Чун хавалӗ», «Ӗмӗтӗмӗр ҫитсе пынӑран», «Константин Иванов тата музыка», «Тулли кӑмӑлпа» тата ыттисем.

Шупашкар районӗнчи Ҫатракасси ялӗнче ҫураса ӳснӗ, унтах пӗве кӗнӗ, халӗ Шупашкарта пурӑнакан Мария Чернова паян 95 ҫул тултарнӑ.
Мария Максимовна 7 класс вӗренсе пӗтернӗ хыҫҫӑн тухтӑр пулма ӗмӗтленнӗ, ҫав тӗллевпе медицина училищине кайса кӗнӗ. Анчах шурӑ халат тӑхӑнса курма пӳрмен ӑна. Хӗрӗн ӗмӗтне Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫи пуҫланни татнӑ. Мария Максимовна тӑван колхозра ӗҫлеме тытӑннӑ. Кайран сӗтел-пукан фабрикинче, Чапаев ячӗллӗ заводра тӑрӑшнӑ.
Паян кинемее Шупашкар хулинчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен центрӑн социаллӑ ӗҫченӗ Валентина Павлова пӑхса тӑрать. Асӑннӑ учреждени ӗҫченӗсем хӗрарӑма юбилейпе саламланӑ.

Ираида Петрова ҫыравҫӑ, драматург ҫуралнӑранпа 110 ҫул ҫитрӗ
Тӗлӗнсе каймалла, шӑп 50 ҫул каялла 1973-мӗш ҫулхи пуш (март) уйӑхӗнче эпӗ чӑваш ҫыравҫи Ираида Алексеевна Петровапа ҫыру ҫӳретме пуҫланӑ. Ку ҫапла пулса иртрӗ. Эпир шкулта вӗреннӗ чух пире, шкулта лайӑх вӗренекенсене, ҫӗнӗ ҫулта кӗнекесем парнелетчӗҫ. Ман алла ҫапла майпа Ираида Алексеевнӑн «Тятюк» ятлӑ кӗнеки лекрӗ. Кӗнеки шутсӑр килӗшнӗччӗ. Чӑвашла ҫырнӑ кӗнекесене вулама юратаканскер, 12 ҫулти хӗрача кӗнекене сывламасӑр тенӗ пек вуласа тухнӑччӗ. Кӗнеке хуплашки ҫинчен художник илемлетнӗ 5-6 ҫулхи куҫҫуль витӗр пӑхса ларакан хӗрача та чуна пырса тивнӗччӗ. Ҫав кӗнеке вӗҫӗнче автор ачасем патне уйрӑм ҫырнӑ ӑшӑ сӑмахсем вара мана ку кӗнекене хам вуласа тухни ҫинчен ун авторне пӗлтерсе кӗнеке издательствине ҫырса яма хистерӗҫ пулмалла. Кӗнеке вӗҫӗнче автор ачасем патне ҫапла ҫырнӑччӗ.
Хаклӑ ачасем! Ҫак кӗнекене эпӗ сире Тӑван ҫӗршыва юратма, унӑн илемне курма вӗрентес кӑмӑлпа ҫыртӑм. Тӑван ҫӗршыв тени вара вӑл кирек камӑн та ҫуралнӑ кӗтесрен, ун таврашӗнчи улӑх-вӑрмансенчен, анлӑ хирсемпе чечеклӗ васансенчен пуҫланать.

Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Туканаш ялӗнче пурӑнакан Мария Никитична Никифорова РФ Президенчӗн Владимир Путинӑн саламне йышӑннӑ. Владимир Владимирович ӑна 100 ҫулхи юбилейпе саламласа открытка янӑ.
Мария Никитична вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче Сӑр юханшывӗ хӗрринче окоп чавнӑ. Вӑл ун чухне 18 ҫулта кӑна пулнӑ.
Кайран вӑл пурнӑҫ тӑршшӗпех колхозра ӗҫленӗ. Халӗ вӑл 100 ҫулта пулсан та хӑйне чиперех туять.

Пуш уйӑхӗн 15-мӗшӗнче республикӑра паллӑ журналистсенчен пӗри Алексей Кряжинов 75 ҫул тултарнӑ. Медиасферӑра вӑл 46 ҫул ӗнтӗ ӗҫлет.
Алексей Кряжинов Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Туканаш ялӗнче ҫуралнӑ. Чӑваш патшалӑх унивреситетӗнчен вӗренсе тухнӑскер пӗр вӑхӑт ВЛКСМ тытӑмӗнче ӗҫленӗ.
Журналистикӑри ӗҫне вӑл 1977 ҫулта «Цивильский вестник» хаҫатри корресподентран пуҫланӑ. Пултаруллӑ калем ӑсти тепӗр 7 ҫултан «Советская Чувашия» хаҫата куҫнӑ. 1990–2011 ҫулсенче Алексей Кряжинов «Московский комсомолец» хаҫатӑн Шупашкарти редакцине ертсе пынӑ. Унтан «Четра» корпоратив журналӗн редакторӗнче 5 ҫул тӑрӑшнӑ. 2016 ҫулта пултаруллӑ журналист «Сурский рубеж» хаҫат учрежителӗпе тӗп редакторӗ пулса тӑнӑ.
Алексей Кряжинов статйисене федераци прессинче те пичетленӗ. Вӑл калавсемпе повеҫсем те ҫырать.

Чӑваш Ен тата Иван Яковлева сума сӑвакан ытти хӑш-пӗр регион та паллӑ вӗрентекен ҫуралнӑранпа кӑҫалхи ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче 175 ҫул ҫитнине уявлама хатӗрленет.
Пирӗн республикӑра ҫавна май логотиппа брендбук хатӗрлеме йышӑннӑ. Чи лайӑх ӗҫе суйласа илме ятарлӑ конкурс ирттереҫҫӗ.
Конкурс ҫӗнтерӳҫине логотипа хатӗрлеме 90 пин тенкӗ парӗҫ, унсӑр пуҫне автора тепӗр 10 пин тенкӗ тӳлӗҫ.
Конкурса ирттерессишӗн Чӑваш Енӗн Вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министерстви яваплӑ.

Трубина Мархви ҫуралнӑранпа 135 ҫул ҫитнӗ май «Асӑнмалӑх, савӑнмалӑх» викторина иртӗ.
Чӗмпӗрти чӑваш шкулӗнче вӗреннӗ, РСФСР шайӗнче Ленин орденне тивӗҫнӗ учителӗн тата чӑвашла ҫыракан малтанхи хӗрарӑм писательницӑсенчен пӗрин «Мучар», «Асӑнмалӑх, савӑнмалӑх», «Ача чухнехи» ятлӑ хайлавӗсем уйрӑмах паллӑ. Ҫыравҫӑ 1888 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 2-мӗшӗнче Куславкка районӗнчи Куснар ялӗнче ҫуралнӑ. Вырӑнти 7 класлӑ шкулта ачасене вырӑс чӗлхипе литературине 30 ҫула яхӑн вӗрентнӗ.
Пуштуйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа ака уйӑхӗн 30-мӗшӗччен вӑл «Асӑнмалӑх, савӑнмалӑх» регионсем хушшинчи викторина иртӗ.
Ӑна Трубина Мархви ячӗллӗ ҫемье вулавӗн центрӗпе Чӑваш чӗлхипе литературин учителӗсен ассоциацийӗ, И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗ тата
«Тантӑш» хаҫат ирттереҫҫӗ.

Паян, пуш уйӑхӗн 5-мӗшӗнче, Митта Ваҫлейӗ ҫуралнӑранпа 115 ҫул ҫитнӗ.
Чӑваш поэчӗ, куҫаруҫи Василий Митта 1908 ҫулхи пуш уйӑхӗн 5-мӗшӗнче Патӑрьел районӗнчи Аслӑ Арапуҫӗнче хресчен ҫемйинче ҫуралнӑ. Чӗмпӗрти педагогика техникумӗнчен вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн чӑваш чӗлхи учителӗнче, Патӑрьел районӗнчи райхаҫатра яваплӑ секретарьте ӗҫленӗ. Каярах Чӑваш Республикин радиокомитетӗнче тата Чӑваш кӗнеке издательствинче тӑрӑшнӑ.
Поэта 1937 ҫулта айӑпсӑр айӑпланӑ, 1954 ҫулта таса ятне тавӑрнӑ.

Шупашкарта пурӑнакан Галина Николаева нарӑс уйӑхӗн 23-мӗшӗнче 80 ҫул тултарнӑ.
Галина Григорьевна Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Туканаш ялӗнче, фельдшер ҫемйинче, ҫуралнӑ. Шкултан вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн вӑл Мускаври энергетика институчӗн Шупашкарти филиалне вӗренме кӗнӗ. ВНИИР предприятире хӗрарӑм 50 ҫул тӑрӑшнӑ.
Паян вӑл Шупашкар хулинчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен центра ҫӳрет, унти тӗрлӗ клубра спорт занятийӗсене ҫӳрет, ал ӗҫӗпе аппаланать, театр-музея ҫӳреме кӑмӑллать.
«Унпа тем ҫинчен те калаҫма пулать: ядерлӑ медицинӑран пуҫласа квант физики таранах», — теҫҫӗ хастар хӗрарӑмӑн тусӗсем.
