Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -0.7 °C
Мулкачӑн хӑлхи вӑрӑм та хӳри кӗске.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: энергетиксем

Республикӑра
Чӑвашоргӑн вырӑсла версийӗнчен илнӗ сӑнӳкерчӗк
Чӑвашоргӑн вырӑсла версийӗнчен илнӗ сӑнӳкерчӗк

«Ҫыхӑнура» портал Чӑваш энергосбыт компанийӗ хыпарлани тӑрӑх пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫитес ҫул пирӗн республикӑра инвестици программипе 3 пин счетчик ылмаштарӗҫ. Электросчетчиксене ылмаштарнишӗн ҫынсен укҫа тӳлемелле мар.

Компанин пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, ку тӗллевпе 45 миллион тенкӗ уйӑрӗҫ. Программӑна пурнӑҫласа электроэнерги тӑкакне шута илекен ӑслӑ приборсем вырнаҫтарӗҫ. Вӗсене вырнаҫтарсан ҫынсен счетчик мӗн кӑтартнине энергетиксене пӗлтерме тивмӗ.

 

Экономика
transphoto.org сӑнӳкерчӗкӗ
transphoto.org сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енӗн Арбитраж судне Шупашкарти троллейбус управленийӗпе ҫыхӑннӑ тавӑҫ ҫитсе выртнӑ. Чӑвашэнергосбыт компанийӗ троллейбус управленийӗнчен 13,272 миллион тенкӗ парӑма шыраса илесшӗн.

Тавӑҫа ӗнер, авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗнче, регистрациленӗ. Чӑвашэнергосбыт Ҫӗнӗ Шупашкарти троллейбус управленийӗпе те судлашас кӑмӑллӑ. Асӑннӑ хулари управлени парӑмӗ — 3,569 миллион тенкӗ иккен.

Шупашкарти троллейбус управленийӗ Чӑвашэнергосбыт умӗнче унччен те парӑма кӗрсе кайнӑ. Ун чухне сӑмах 60 миллион ытла тенкӗ парӑм пирки пынӑ. Енсем тавлашӑва ҫураҫтарма пултарнӑ. Асӑннӑ парӑма транспорт предприятийӗн 2022 ҫулхи ҫӗртме уйӑхччен тӳлесе татмалла.

 

Республикӑра

Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев професси уявӗ ячӗпе саламланӑ. «Энергетика экономикӑн чи кирлӗ те пӗлтерӗшлӗ отраслӗсенчен пӗ­ри шутланать. Регионӑн ҫирӗп аталанӑвӗ тата унта пурӑнакан ҫынсен ырлӑхӗ ытларах чухне унӑн тухӑҫлӑхӗпе шанчӑклӑхӗнчен килет», — тенӗ унта.

Кӑҫал Чӑваш энергетика управленийӗ 60 ҫул тултарнине те аса илнӗ. Республика ертӳҫи шучӗпе «паян Чӑваш Ен энергетика комплексӗнче пысӑк ӑсталӑхлӑ, произ­водствӑри темле кӑткӑс тӗллевсене те татса пама пултаракан специалистсем ӗҫлеҫҫӗ». Вӗсем «ӑшӑпа электроэнергие потребительсене пӗр кӑл­тӑксӑр ҫитерсе» парнине, «стратегиллӗ тата социаллӑ пӗлтерӗшлӗ объект­сен энергетика хӑрушсӑрлӑхне» тивӗҫтернине те палӑртнӑ, ӗҫшӗн тав тунӑ.

Савӑнӑҫлӑ уяв Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче иртнӗ.

 

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ҫӗнтерес тесен вӑйпа тӗрӗс усӑ курмалла: ку сире йӑнӑшасран сыхлӗ. Укҫапа ҫыхӑннӑ ыйтусене тӗплӗ шухӑшласа татса памалла. Харпӑр пурнӑҫра ҫӑлтӑрсем сирӗн енче — хӑвӑрӑн романтика кӑмӑлне уҫса пама ан вӑтанӑр.

Чӳк, 02

1902
124
Данилов Дмитрий Данилович, литература критикӗ, вӗрентекен ҫуралнӑ.
1918
108
Макаров Дмитрий Макарович, педагогика ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫуралнӑ.
1961
65
Никольский Николай Васильевич, «Хыпар» хаҫатӑн никӗслевҫи, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи вилнӗ.
2000
26
Асламас Анисим Васильевич, чӑваш кӗвӗҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа хӑй
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуть те кам тухсан та
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа тарҫи
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа арӑмӗ
кил-йышри арҫын