Чӑваш Ен Элтепеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев ӗҫе кӳлӗнни нумаях та мар. Апла пулин те вӑл ҫӗршывӑн тӗп хулинче пысӑк пуҫлӑхсемпе тӗрлӗ курнӑҫусем йӗркелеме те ӗлкӗрчӗ.
Ӗнер, нарӑс уйӑхӗн 12-мӗшӗнче, Олег Николаев Раҫҫей Федерацийӗн Федераци Канашӗн пӗрремӗш вице-спикерӗпе Николай Федоровпа тата Раҫҫей Патшалӑх Думин Финанс рынокӗ енӗпе ӗҫлекен комитечӗн ертӳҫипе Анатолий Аксаковпа тӗл пулнине эпир пӗлтернӗччӗ.
Ӗнерех Олег Николаев Раҫҫей промышленность министрӗпе Денис Мантуровпа курса калаҫнӑ. Тӗлпулӑва маларах асӑннӑ Анатоий Аксаков тата Чӑваш Республикин Раҫсей Президенчӗ ҫумӗнчи тулли пайталлӑ элчи Петр Чекмарев та хутшӑннӑ. Енсем Чӑваш Енӗн социаллӑ пурнӑҫӗпе экономика аталанӑвне сӳтсе явнӑ. Шупашкар валли троллейбуссем туянас ыйтӑва та хускатнӑ.
Пирӗн республикӑра Аслӑ экономика канашӗ йӗркелесшӗн. Ҫавӑн пирки Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев «Аталану» президент программипе вӗренсе тухакансен ассоциацийӗн пирӗн республикинчи ертӳҫипе Анатолий Яруткинпа тӗл пулсан каланӑ.
Ҫав канаш влаҫ представителӗсене, бизнеса тата общество организацийӗсене пӗрлештерӗ. Ҫакӑ регионӑн экономикине аталантарма пулӑшасса шанаҫҫӗ.
«Пирӗн тӗллев — предприниматель пуҫарулӑхне хастарлатасси. Экономика аталанӑвӗн министерстви умне вак тата вӑтам предпринимательлӗхе, пулӑшу институчӗсен ӗҫне-хӗлне тӗплӗн инвентаризацилеме тата ҫӗнӗ проектсене шырама тӗллев лартӑпӑр. Конкурентлӑ продукци туса кӑларассине кӗске вӑхӑтра пурнӑҫлакан тата конкурентлӑ продукцие туса кӑлармалли ҫӗнӗ малашлӑхлӑ проектсене шырама, пысӑк тухӑҫлӑ, лайӑх тӳлекен ӗҫ вырӑнӗсем йӗркелеме сӗнӗпӗр», — тенӗ Олег Николаев.
Элтепер тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев «Элара» АУна Чӑваш Республикин хисеп грамотипе чысласси пирки хушу алӑ пуснӑ. Предприяти ӑна промышленноҫ аталанӑвне пысӑк тӳпе хывнӑшӑн тивӗҫнӗ.
Ҫавӑн пекех нумай ҫул тӑрӑшнӑшӑн, промышленноҫ тытӑмӗнче ҫитӗнӳсем тунӑшӑн предприятире тӑрӑшакан Александр Углов тата «Чӑваш Республикин промышленноҫӗн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» ята илнӗ.
Кӑҫал савут 50 ҫул тултарать. Ӑна 1970 ҫулхи нарӑс уйӑхӗн 9-мӗшӗнче йӗркелесе янӑ. Ҫавна май нарӑс уйӑхӗн 11-мӗшӗнче «Шупашкар-Арена» пӑр керменӗнче предприяти ӗҫченӗсем валли Филипп Киркоров концерт лартӗ.
Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев ЧР Элтеперӗ ҫумӗнче йӗркеленӗ консультаципе канашлу органӗсен тухӑҫлӑхне ӳстересшӗн. Ҫак шухӑша вӑл РФ Патшалӑх Думин Финанс рынокӗ енӗпе ӗҫлекен комитечӗн ертӳҫипе Анатолий Аксаковпа (аса илтерер: Олег Николаев та, Анатолий Аксаков та — «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» парти пайташӗсем) тӗл пулсан каланӑ. Экономика ыйтӑвӗсене сӳтсе явнӑ чух экспертсемпе канашлани пӗлтерӗшлӗ тесе шухӑшлать республикӑн ҫӗнӗ ертӳҫи.
Республика Правительствин, вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсен, патшалӑх корпорацийӗсен пайташӗсен, усламҫӑсен, экспертсен хӑватне пӗр ҫӗре пӗрлештермелли пирки те калаҫнӑ ӗнерхи тӗлпулура республикӑн Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлаканӗпе РФ Патшалӑх Думин депутачӗ.
Ҫурт-йӗр йӳнелсе пымасть. «Мир квартир» (чӑв. Хваттерсен тӗнчи) портал эксперчӗсем юлашки ултӑ ҫулта ҫурт-йӗр рынокӗнче пулса иртнӗ улшӑнусене тишкернӗ. Вӗсем пӗтӗмлетнӗ тӑрӑх, Раҫҫейӗн чылай хулинче кивӗ (сӑмах иккӗмӗш рынок текенни пирки пырать) ҫуртсенчи хваттерсем палӑрмаллах хакланнӑ.
Пуринчен ытла Сочи хулинче хваттер хакланнӑ. Хура тинӗсӗн ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енче вырнаҫнӑ ҫав хулара хак 120 процент ӳснӗ. Ҫакӑнта хула аталанӑвне Олимпиада умӗн укҫа чылай хывни витӗм кӳнӗ.
Мусквара юлашки 6 ҫулта хаксен ӳсӗмӗ — 54%, Питӗрте — 49%, Хусанта — 45%, Краснодарта — 36%, Калининградра — 24%, Мускав облаҫӗнче — 28%, Тула тата Ставрополь хулисенче — 24%, Пермьпе Томскра, Сартупа Курскра — 22%.
Китай пуянӗсем Пӑрачкав районӗнче сӗт-ҫу ферми тумӗҫ. Сӗт-ҫу савучӗ валли кунсӑр пуҫне вӗсем Муркаш районӗнчи Эхветкасси ялӗ ҫывӑхӗнче те, Ҫӗрпу районӗнче те ҫӗр шырарӗҫ. Халӗ Китай инвесторӗсенчен Шупашкар район ҫыннисем шикленсе ӳкнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер, вырӑнтисем Илпеш ҫывӑхӗнче логистика центрӗ тӑвассине хирӗҫ. Унта Китай пуянӗсем пырса кӗресрен шикленеҫҫӗ.
«Сычуань-Чувашия» компани хӑй те шухӑшне улӑштарнӑ иккен. Халӗ вӑл Пӑрачкав районӗнче ферма тӑвас темест. Унти уй-хирте апат-ҫимӗҫ культурисене ҫеҫ туса илӗ. Сӗт-ҫу фермине Ҫӗмӗрле районӗнче хӑпартса лартасшӑн. Унта маларах пӗрисем выльӑх апачӗ валли хушма апат хатӗрленӗ, халӗ ҫав производство пушӑ ларать иккен.
Раҫҫей банкӗ процент ставкине черетлӗ хутчен чакарнӑ. «Российская газета» хаҫат хыпарланӑ тӑрӑх, хальхинче те банк ставкӑна 0,25 процент пункчӗ чухлӗ пӗчӗклетнӗ. Кӑҫал ставкӑна тек тӗкӗнмӗҫ. Укҫа-тенкӗпе тата кредитпа ҫыхӑннӑ черетлӗ ларӑва банк 2020 ҫулхи нарӑс уйӑхӗн 7-мӗшӗнче тепре пухӑнӗ. Ун чухне епле йышӑнассине тӗрлӗ фактор витӗм кӳрӗ. Сӑмахран, ҫӗршыври инфляци шайӗ, экономика аталанӑвӗ, финанс рынокӗнчи тулаш тата шалти условисем.
Раҫҫей банкӗ халӗ ҫирӗплетнӗ ставка — 6,25 процент. Кӑҫалхи ҫӗртме уйӑхӗнченпе процент ставкине пӗтӗмпе 1,5 процент таран чакарнӑ. Анчах кашнинчех пӗчӗкшерӗн. Чи нумай чакарни юпа уйӑхӗнче пулса иртнӗ. Ун чухне банк процент ставкине тӳрех 0,5 процент пӗчӗклетнӗ.
Етӗрнери спирт савучӗ «100 лет Чебоксарская водка» ятпа шурӑ эрех кӑларнӑ. Ҫакӑ конкуренцие хӳтӗлесси ҫинчен калакан федераци саккунне пӑснине Шупашкарти ликерпа водка савучӗ асӑрханӑ. Ҫавӑн хыҫҫӑн вӑл Федерацин монополипе кӗрешекен службин Чӑваш Енри управленине евитленӗ.
«100 лет Чебоксарская водка» ятпа Етӗрнери спирт савучӗн усӑ курма, чӑн та, ирӗк пулман. Ҫапларах пӗтӗмлетнӗ монополипе кӗрешекенсем. Унсӑр пуҫне Етӗрнери савут этикетка ҫине Шупашкарти ликерпа водка савучӗн ҫурчӗн сӑнӳкерчӗкне вырнаҫтарнӑ.
Асӑннӑ ятпа эрех кӑларма Етӗрнери предприяти кӑҫалхи авӑн уйӑхӗнче чарӑннӑ.
«Rusprofile» контрагентсене тӗрӗслемелли сервиса ӗненсен, Етӗрнери савутӑн тӗп пуҫлӑхӗ — Алексей Селиванов. Ҫав ҫӑлкуҫра пӗлтернӗ тӑрӑх, предприятин учредителӗсем иккӗн: Андрей Егоров тата Максим Морозов. Вӗсен пурлӑхӗ — 50-шар процент.
Чӑваш Енре туса кӑларакан мороженӑй Казахстана ӑсанать. Ҫакӑн пирки Чӑваш Енӗн Ял хуҫалӑх министерстви Федерацин таможня тытӑмӗ хыпарлани тӑрӑх ӗнер пӗлтернӗ.
Раҫҫейрен ют ҫӗршывсене ӑсанакан мороженай калӑпӑшӗ 2019 ҫулта 7,2 процент нумайланнӑ. Ҫакӑнта Шупашкарти «Волга АЙС» предприяти тӳпи те пур. Кӑҫалхи ҫӗртме уйӑхӗнченпе Шупашкарти предприяти Казахстана хӑйӗн продукцине 7,3 пин долларлӑх ӑсатнӑ.
Тӑватӑ ҫул каялла пирӗн ҫӗршывран мороженӑя 24 ҫӗршыва ӑсатнӑ, кӑҫал ҫак хисеп 37 ҫӗршывпа танлашнӑ. Пысӑк импортерсенчен пӗри — Казахстан, иккӗмӗш вырӑнта – Монголи, виҫҫӗмӗшӗнче — Украина. Раҫҫей мороженӑйӗ Канадӑпа АПШна та, Китайпа Сенегала та ӑсанать. Мороженӑй туса илекенсем Европӑри ҫӗршывсемпе те туслӑ ҫыхану тытаҫҫӗ.
Чӑваш Енре туса кӑларакан мечӗке республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев чысланӑ. Продукци «100 лучших товаров России» (чӑв. Раҫҫейри чи лайӑх 100 тавар) йышне кӗнӗ.
Шупашкарти В.И. Чапаев ячӗллӗ производство пӗрлешӗвӗ ача-пӑча валли резина мечӗк кӑларать. Ҫӗнтерӳҫӗ предприятие (унӑн ертӳҫи пулса Михаил Резников тимлет) республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев Шупашкарта ӗнерпе паян иртекен регионсен хушшинчи XV «Ӑнӑҫлӑ бизнесӑн стратегийӗ тата практики» форум вӑхӑтӗнче чысланӑ. Мероприятие тӗрлӗ предприяти-организаци ертӳҫисем, усламҫӑсем, тӳре-шара хутшӑнать.
Шупашкар хулин Мускав район администрацийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, ун пек мечӗке Раҫҫейре тек никам та туса кӑлармасть. В.И. Чапаев ячӗллӗ производство пӗрлешӗвӗ ҫак енӗпе 1960 ҫултанпа тӑрӑшать.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |