Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Шупашкар хулинче «Илемпи» мода тата илеме конкурсӗ иртӗ. Унпа килӗшӳллӗн тумтир дизайнерӗсен конкурсне йӗркелӗҫ.
Йӗркелӳҫӗсем тумтир ӑстисене хӑйсене тата коллекцие кӑтартма чӗнеҫҫӗ. Вӑхӑт нумай юлман – конкурс ҫурла уйӑхӗн 15-мӗшӗнче Шупашкар хулинчи «Каскад» суту-илӳ центрӗнче пулӗ. Кӑҫалхи тема – «Коммерци моди». Коллекцин хальхи трендсене уҫса памалла, пысӑк пахалӑхпа уйрӑлса тӑмалла. Кунсӑр пуҫне рынока исе тухса вӗсене сутмашкӑн шухӑшсем сӗнмелле,
«Кашни кӑтарту – хӑвӑра кӑтартмалли май. Подиума тухни – пултарулӑх шухӑшне коммерци проектне ҫавӑрма май паракан шанчӑк», — ҫапла палӑртаҫҫӗ йӗркелӳҫӗсем.
