Ҫак кунсенче Ҫӗмӗрлере «Нам этот мир завещано сберечь» (чӑв. Пире ҫак тӗнчене перекетлеме халалланӑ) ятпа регионсем хушшинчи IV экологи фестивалӗ иртнӗ. Ӑна «ЭКА» симӗссисен общество организацийӗн йӗркеленӗ.
Экологи фестивальне маларах асӑннӑ хулари 3-мӗш вӑтам шкула пуҫтарӑннӑ. Ку шкула ытахальтен суйламан. Вӑл — экологи культурине йӗркелес тӗлӗшпе республикӑн Ҫут ҫанталӑк ресурсӗсен тата экологи министерствин грантне ҫӗнсе илнӗскер.
Экофестивале 2012 ҫултанпа ирттереҫҫӗ. Хутшӑнакансем ҫулсерен йышлансах пынине ӗнентереҫҫӗ йӗркелӳҫӗсем. Хальхинче 10 районти педагогсем пухӑннӑ. Улатӑр районӗнчисем те ҫитнӗ.
«Естествӑлла циклти чи лайӑх урок» номинацире I степеньлӗ диплома Кувакинӑри Н.А. Чугунова географи учителӗ тивӗҫнӗ. «Пуҫламӑш шкулти чи лайӑх экологи урокӗ тата класс тулашӗнчи мероприяти» номинацире II степеньлӗ дипломпа Алтышевӑри Т.А. Ефимова географа палӑртнӑ. «Экологи интеграцийӗ енчен чи лайӑх урокшӑн» II степеньлӗ дипломпа Стемасри информатика учителӗ Н.М. Сидорова тата пуҫламӑш классен вӗрентекенӗ Е.В. Волкова таврӑннӑ.
Елчӗк районӗнчи Кивӗ Эйпеҫ тӗп шкулӗнче чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекен Елена Федорова И.Я. Яковлев ҫуралнӑранпа 168 ҫул ҫитнине халалласа патриархӑмӑр пурнӑҫӗпе пултарулӑхӗ ҫинчен доклад тунӑ.
И.Я. Яковлев 1848-мӗш ҫулхи ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Тутар Республикин Теччӗ районӗнчи Кӑнна Кушки ялӗнче ҫуралнӑ. Пӗчӗклех тӑлӑха тӑрса юлнӑ. Пахомовсен усрав ачи пулса ӳснӗ. Сакӑр ҫула ҫитнӗ-ҫитменех лашапа ака-суха тунӑ, ҫурлапа тырӑ вырнӑ, ҫӑпата та хуҫнӑ. Хресчен ӗҫӗ мӗн тери йывӑр, ҫав вӑхӑтрах пархатарлӑ пулнине чӗрипе туйса ҫитӗннӗ. Вӗреннӗ ҫын кӑна пурнӑҫа ҫӑмӑллатасса лайӑх ӑнланнӑ вӑл. Чӗмпӗрти гимназире, Хусанти университетра ӑс пухать. Ырми-канми вӑй хунипе 1868 ҫулта Чӑваш шкулӗ уҫӑлать. Ҫак шкултан ӗнтӗ чӑвашсен пулас вӗрентекенӗсем, ҫыравҫисем, культурӑпа искусство ҫыннисем ӳссе ҫитӗнеҫҫӗ.
Ҫакна тата ыттипе паллаштарнӑ ӳркенмен учитель хӑйӗн докладӗнче.
Кашни ҫулах, ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче, Чӑваш чӗлхи кунне уявлатпӑр. Ҫак уяв вӑл чӑвашсене ҫутта кӑларнӑ Иван Яковлевич Яковлев ҫуралнӑ кунӗпе ҫыхӑннине пурте пӗлеҫҫӗ пулӗ.
Патӑрьелӗнчи пӗтӗмӗшле вӑтам пӗлӳ паракан шкулта та чӑваш чӗлхине сума суса ирттерекен ӗҫ-хӗл пуҫланнӑ. Чи малтанах 8-мӗш классем хӑйсен пӗлӗвне, тавракурӑмне «Мӗн? Ӑҫта? Хӑҫан?» брейн-рингра (ют чӗлхерен куҫарсан вӑл ӑс-тӑн вӑййине пӗлтерет) тӗрӗсленӗ.
«Вӑйӑра ачасен ҫирӗп ӑс-тӑнӗ палӑрчӗ. Анчах та ӑслинчен ӑслӑраххи пур тени тӳрре тухрӗ», — тесе пӗлтереҫҫӗ Патӑрьел ял тӑрӑхӗнче. Пӗрремӗш вырӑна Игорь Богданов, Елена Фролова тухнӑ. Иккӗмӗшпе виҫҫӗмӗш вырӑнсене Николай Ивановпа Даниил Попов пайланӑ.
Ҫиччӗмӗш классем вара И. Я. Яковлев ачалӑхӗпе паллашнӑ. Кунта ҫамрӑк Иван Пӑрӑнтӑк шкулӗнче вӗреннӗ самантсене аса илнӗ. Вӗренекенсене И.Я. Яковлев вӗреннӗ ҫын пулма ӗмӗтленни, унӑн ырӑ кӑмӑлӗ, сӑпайлӑхӗ, шухӑшӗ кӑсӑклантарнӑ.
Г.С.Лебедев ячӗллӗ Чӑваш наци интернат лицейӗ пирки калаҫма чарӑнмаҫҫӗ-ха. Наци лицейӗ тек уҫӑлмассине пурте пӗлеҫҫӗ ӗнтӗ.
Ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗнче унта кӗҫӗн классем вӗренме тытӑнассине пӗлтереҫҫӗ. Шупашкарти 4-мӗш лицейра 4 1-мӗш класс пулмалла. Вӗсене Лебедев лицейӗнче вӗрентесшӗн.
Апла авӑн уйӑхӗн 1-мешӗнче лицей алӑкне татах уҫӗ. Шел те, наци лицейӗ пек мар… Авариллӗ ҫурта юсаса ҫӗнетӗҫ.
Кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ районӗнчи 61-мӗш тата 50-мӗш шкулсем икӗ сменӑпа вӗренеҫҫӗ. Ачасен йышӗ кашни ҫул ӳсет унта. Ытти ҫуртсене хута ярса ачасене пӗр сменӑпа вӗрентме тытӑнасшӑн.
Наци лицейӗн ҫуртӗнче 6 класс вӗренӗ. Унта пӗтӗмпе 400 вырӑн хатӗрлеме май пур. 3 ҫулта пур вырӑнпа та усӑ курма тытӑнасшӑн.
Лицей ҫуртне юсамашкӑн 50 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. Хальлӗхе юсав ӗҫӗсене 5 миллион тенкӗлӗх тунӑ. Объекта ҫурлан 15-мӗшӗччен туса пӗтермелле.
Шупашкарти тӗрлӗ шкулта вӗренекен сакӑр ача Михаил Ломоносов ҫулӗпе кайнӑ. Професси енчен мар-ха. Ятарлӑ конкурсра ҫӗнтерсе «Ломоносовский обоз. Дорога в будущее» (чӑв. Ломоносов тиевӗ. Малашлӑх ҫулӗ) проекта кӗнӗ.
Унта лекиччен вӗсем Ломоносов конкурсӑн куҫӑнсӑр тапхӑрӗнче тупӑшнӑ. Шупашкар ачисене илсен, 17 шкулти 9–10-мӗш классенче вӗренекен 70 ача хутшӑннӑ. Вӗсенчен саккӑрӑшне проекта суйласа илӗ. Вӗсем хулари 10-мӗш, 20-мӗш, 40-мӗш, 59-мӗш, 61-мӗш шкулсенчен тата 4-мӗшпе 44-мӗш лицейсенчен. Ҫӗнтерӳҫӗсем ҫамрӑк Михаил Лермонтов Холмогортан Мускава Славян-грек-латин академине вӗренме кӗме 1730-мӗш ҫулта кайнӑ ҫулпа курса ҫӳренӗ. Архангельскран хускалнӑскерсем Емецк, Вельск, Верховажье, Вологда, Ярославль, Аслӑ Ростов, Переславль-Залесский тата ытти хулана курнӑ.
Чӑваш Енри шкулсене тума кӑҫал пирӗн республикӑна 583,6 миллион тенкӗ ытла укҫа килӗ. Кун пирки ҫӗршыв шайӗнчи хушӑва Раҫҫей Правительствин пуҫлӑхӗ ака уйӑхӗн 18-мӗшӗнче алӑ пусса ҫирӗплетнӗ.
Мускавран килекен «кӗмӗле» вӗрентӳ учрежденийӗсенче ачасем валли хушма вырӑнсем тума ӑсатӗҫ.
Кӑҫал, акӑ, сӑмах май каласан, Шупашкарти Гладков урамӗнче 1100 вырӑнлӑх шкул туса лартмалла. Унта пуҫламӑш класра вӗренекенсен, вӑтам тата аслӑ классен уйрӑм блоксем пуласса шантараҫҫӗ. Спорт залне иккех тӑвасшӑн, бассейн та пулӗ. Кӑҫалах Г.С. Лебедев ячӗллӗ лицей-интернат ҫурчӗ пулнӑ шкула тӗпрен юсамалла. Шупашкарти Граждан урамӗнчи 54-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑскер 500 ача вӗренмелӗх ҫитмелле.
2016 ҫулхи ака уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Чӑваш Республикин вӗренӳ институтӗнче регионсен «Туслӑх хӗлхемӗ» наци культури фестивалӗн вӗҫлекен тапхӑрӗ иртрӗ. Фестиваль программинче чӑваш тата вырӑс шкулӗнче вӗренекенсем валли чӑваш чӗлхипе тата культурипе ирттерекен «Ҫӑлтӑрчӑк» вӑйӑ конкурс тата ӳнер ӑсталӑхӗн «Шевле-2016» конкурсӗ пулчӗ.
Наци фестивалне хутшӑнакансен йышӗ ҫулсерен ӳссех пырать: район тапхӑрӗнче ҫӗнтернӗ 57 ача икӗ номинацире хӑйсен пултарулӑхне кӑтартрӗҫ.
«Ҫӑлтӑрчӑк» вӑйӑ конкурса хутшӑнакансем пилӗк станци витӗр тухрӗҫ. Фестиваль вӗҫӗнче ачасем пултарулӑхӗпе тупӑшрӗҫ: юрӑ юрларӗҫ, ташӑ ташларӗҫ, харпӑр хӑй сӑввисене вуларӗҫ. Жюри фестивалӗн ҫӗнтерӳҫисене палӑртрӗ.
Чӑваш шкулӗн программипе ӗҫлекен шкулсенчен 1-мӗш вырӑна Етӗрне районӗн Тури Ачак вӑтам шкулӗн вӗренекенӗ Яковлева Наталья тухрӗ. Елӗк районӗн Вутлан тӗп шкулӗн вӗренекенӗ Афанасьева Александра, Хӗрлӗ Чутай районӗн Питӗркасси вӑтам шкулӗн вӗренекенӗ Огонькова Анжелика, Канаш районӗн Шелттем тӗп шкулӗн вӗренекенӗ Матвеева Марина, Куславкка районӗн Елчӗк вӑтам шкулӗн вӗренекенӗ Мартьянова Надежда, Комсомольски районӗн Шурут вӑтам шкулӗн вӗренекенӗ Голубева Алиса призер ятне тивӗҫлӗ пулчӗҫ.
Шупашкарти 3-мӗш лицей тата 5-мӗш гимнази «Раҫҫейри чи лайӑх 200 шкул» танлаштарӑма кӗнӗ. Ӑна RAEX (Эксперт РА) агентство хатӗрленӗ.
Танлаштарӑм ҫӗршыври чи лайӑх шкулсене палӑртма, хӑшӗсем аслӑ шкул валли студент ытларах хатӗрленине тишкерме пулӑшать. Ӑна студентсем аслӑ шкула вӗренме кӗнине шута илсе хатӗрленӗ те ӗнтӗ.
Талаштарӑма тунӑ чухне вӑл е ку шкулти ҫамрӑксем Раҫҫейри 17 аслӑ шкула ӑс пухма кӗнине шута илнӗ. Шупашкарти 3-мӗш лицей 55-мӗш вырӑна тивӗҫнӗ. 5-мӗш гимнази вара танлаштарӑмӑн 121-мӗш йӗркине йышӑннӑ. Палӑртмалла: асӑнна пӗлӳ учрежденийӗсем пӗлтӗр те чи лайӑх 200 шкулсен йышне кӗме пултарнӑ. Ун чухне 3-мӗш лицей – 51-мӗш, 5-мӗш гимнази 145-мӗш пулнӑ.
Вӗренӳ управленийӗ ҫулталӑк пуҫланнӑранпа халӑхран сӗнӳсем йышӑннӑ. Халӗ 10 ятран пӗрне суйлаҫҫӗ, ун ятне ҫитес вӑхӑтра шкула парӗҫ.
Пирӗн республикӑра паллӑ ҫын нумай. Вӗсене ҫамрӑксен, ӳсекен ӑрун пӗлмелле. Шкула камӑн ятне памаллине ҫынсене суйлаттараҫҫӗ. Сасӑлав пырать халӗ.
Василий Чапаев, Алексей Крылов, Михаил Афанасьев тата ыттисем – Шупашкарти шкулсем ҫаксен ячӗсене тивӗҫме пултараҫҫӗ.
Унччен хулари 38-мӗш шкул Леонид Константинов летчикӑн ятне тивӗҫнӗ. Вӑл Чечня вӑрҫинче пуҫ хунӑ. К.Иванов урамӗнчи кадет шкулӗ Александр Кочетов ячӗпе хисепленет. 10-мӗш шкула вара Андриян Григорьев ятне панӑ.
Ҫуркуннехи каникул вӑхӑтӗнче Элӗк районӗнче Бокс енӗпе республикӑри XIX уҫӑ турнир иртнӗ. Унта хутшӑннисем район администрацийӗн пуҫлӑхӗн парнисемшӗн пӗрне-пӗри чышкӑланӑ.
Турнира Чӑваш Енри тата Чулхула облаҫӗнчи 110 ҫамрӑк боксер пырса ҫитнӗ. Ҫӗрпӳ районӗсем вара хӑйсен ачисем маттур пулнине хӑпартланса пӗлтереҫҫӗ. Унти «Асамат» ача-пӑчан спорт шкулне (тренерӗ — Н.В.Ремеслов) ҫӳрекенсем Элӗк рингӗнче хӑйсене тивӗҫлипе кӑтартнӑ.
Хӑйсен виҫе категорийӗсенче Ҫӗрпӳри 1-мӗш вӑтам шкулта вӗренекен Александр Иванов, Сергей Чернов, Артём Федоров, Валерий Рыжов тата хулари 2-мӗш вӑтам шкулти Алишер Александров ҫӗнтернӗ. Кӗмӗл призерсем — 2-мӗш вӑтам шкулти Максим Петров, Кирилл Казаков и Максим Максимов, унти Максим Борисов бронзӑна тивӗҫнӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, -3 - -5 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Нестерева Зоя Алексеевна, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи. ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |