Шупашкарти Мичман Павлов урамӗнче вырнаҫнӑ Ирина Солдатова ячӗллӗ ача-пӑчапа ҫамрӑксен спорт шкулӗн раштавӑн 22-мӗшӗнче уҫӑлнӑ физкультурӑпа сывлӑх комплексӗнче теннисла выляссипе республикӑри ӑмӑрту иртнӗ.
«Сӗтелҫи тенниса юратакансем пурте чӑн-чӑн парнеллӗ пулчӗҫ. Профессионал-спортсменсене те, спорт ветеранӗсене те спортпа туслӑ пулма тата сывӑ пурнӑҫ йӑли-йӗркине тытса пыма тепӗр май уҫӑлчӗ. Ҫӗнӗ комплексран ҫӗнӗ чемпионсемпе спорт мастерӗсем тухасса шанас килет. Чӑваш Енри сӗтелҫи теннисӑн иккӗмӗш пурнӑҫӗ пуҫланчӗ!», — хавасланнӑ ЧР Сӗтелҫи теннис федерацийӗн президенчӗ Максим Малов.
Ҫӗнӗ ФСКн лапамӗ – 1500 тӑваткал метр. Унта харӑсах 64 спортсмен валли вырӑн ҫитет, кун каҫипе — 680-а яхӑн.
Ҫӗрпӳре ҫитес ҫул шкул тума тытӑнӗҫ. Ӑна хута ямашкӑн 500 миллион тенкӗ ытла кирлӗ.
Шкул хулари «Кӑнтӑр» микрорайонта пулӗ. Район администрацийӗ тендер вырнаҫтарнӑ ӗнтӗ. Килӗшӗвӗ малтанлӑха 534 миллион та 428 пин те 800 тенкӗ тесе палӑртнӑ.
Шкула ҫитес ҫулхи раштавӑн 25-мӗшӗччен туса пӗтермелле. Вӑл виҫӗ хутлӑ пулӗ. Унта 1000 ача вӗренӗ. Ҫавӑн пекех шкул ҫумӗнче икӗ автобус лартмалӑх гараж, котельнӑй пулӗ.
Пӗрремӗш блокра аслӑ классем вӗренӗҫ. Иккӗмӗш блокра акт залӗ, спортзал, апатланмӑш тата ытти пӳлӗм пулӗҫ. Виҫҫӗмӗш блокра кӗҫӗн классем ӑс пухӗҫ. Шкулта 76 вӗрентекен пулмалла.
Генеральнӑй подрядчике электрон аукцион ирттерсе палӑртӗҫ. Вӑл ҫитес ҫулхи кӑрлачӑн 16-мӗшӗнче иртӗ.
Сӗнтӗрвӑрри районӗн прокуратурине ача амӑшӗ ҫитнӗ. Вӑл пӗлтернӗ тӑрӑх, унӑн шкулта ӑс пухакан ачине вӗрентекен киревсӗр сӑмахпа кӳрентернӗ.
Шӑпӑрлан кӗҫӗн класра вӗренет. Пӗчӗкскер каласа кӑтартнӑ тӑрӑх, вӗрентекен урокра ытти ача умӗнче ӑна япӑх сӑмахпа хӑртнӑ.
Прокуратура тӗрӗслев ирттернӗ, ыйтса тӗпченӗ, аудиозаписе итленӗ. Кайран ведомство вӗрентекен ачана кӳрентернине ҫирӗплетнӗ. Халӗ ӑна административлӑ йӗркене пӑснӑшӑн явап тыттараҫҫӗ. Ӗҫӗ суда ярса панӑ.
Унччен Г.С.Лебедев ячӗллӗ Чӑваш наци лицейӗ пулнӑ ҫурт ачасене ҫитес ҫул йышӑнма тытӑнӗ. Халӗ унта 4-мӗш лицей корпусӗ пулӗ.
Ҫӗнӗ ҫурт хальхи требованисемпе килӗшсе тӑрать. Анчах ашшӗ-амӑшӗн чӗри пур-пӗрех вырӑнта мар. Вӗсене хӑш-пӗр япала пӑшӑрхантарать.
Тӗслӗхрен, аслисене лицей патне утнӑ чухне ҫутӑ ҫукки сисчӗвлентерет. Тата Яноушек урамӗ тӑршшӗпех ҫул урла каҫмалли ятарлӑ вырӑн ҫук. Машинӑсем вара нумай ҫӳреҫҫӗ.
Ашшӗ-амӑше ку ыйтусемпе ҪҪХПИе ҫитнӗ. Хула администрацийӗ те айккинче юлман. Ҫитес вӑхӑтра унта ҫул урлӑ каҫмалли вырӑн тӑвӗҫ, ятарлӑ паллӑсем вырнаҫтарӗҫ.
Сӑмах май, Шупашкар хыснинчен ҫул ҫинчи хӑрушсӑрлӑха тимлеме 15 миллион тенкӗ уйӑрнӑ.
И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн чӑваш чӗлхипе литератури кафедри Чӑваш Республикинчи Ӗҫ ҫыннин ҫулталӑкне халалланӑ «Чӑваш чӗлхипе литератури. Уҫӑ урок тата класс тулашӗнчи чи лайӑх ӗҫ» республика шайӗнчи конкурсӑн виҫҫӗмӗш тапхӑрне пӗтӗмлетнӗ. Унта республикӑра тата республика тулашӗнче чӑваш чӗлхипе литературине, тӑван ен культурине шкулта вӗрентекенсем хастар хутшӑннӑ.
Ҫӗнтерӳҫӗсен йышӗнче И.Н. Никифоров ячӗллӗ Вӑрнарти петӗмӗшле пӗлӳ паракан пӗрремӗш вӑтам шкул ӗҫченӗсем те пур. «5—7 классенчи чӑваш чӗлхипе литератури урокӗ, класс тулашӗнчи мероприяти (вырӑс шкулӗ)» номинацире чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекен Инна Егорова пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑ. «8—9 классенчи чӑваш чӗлхипе литератури урокӗ, класс тулашӗнчи мероприяти (вырӑс шкулӗ)» номинацире чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекен Надежда Кириллова — виҫҫӗмӗш.
Шупашкарти Тӗп культура тытӑмӗн «Ровесник» культура ҫуртӗнче «Песочная сказка» (чӑв. Хӑйӑр юмахӗ) художество мастерскойӗн ертӳҫи Айгуль Смирнова ачасене хӑйӑртан ӳкерме вӗрентнӗ. Маҫтӑр-класа вӑл республикӑмӑрӑн тӗп хулинчи 60-мӗш шкулта вӗренекенсем валли ирттернӗ.
Ӗҫе кӳлӗниччен ӑста хӑйӑр ҫинчен каласа кӑтартнӑ. Унпа усӑ курнӑ чухне мӗне тӗпе хумаллине, епле усӑ курмаллин техникине ӑнлантарнӑ. Мероприятие юмах евӗр йӗркеленӗ. Ачасен «Подарки на день рождения» (чӑв. Ҫуралнӑ кун валли парнесем) темӑпа тӗрлӗ ӳкерчӗк хатӗрлеме тивнӗ. Ансат хусканӑва пӗлсе тусан хӑйӑр ӳнер хайлавне ҫаврӑннӑ. Ташлаттарсан упа та ташлама хӑнӑхать тесе ахальтен каламан пулӗ ҫав — маҫтӑр-класран ачасем тулли кӑмӑлпа саланнӑ.
Паян ирхи 9 сехетре Шупашкарти Ахазов урамӗнче вырнаҫнӑ шкулта путавалти вӗри шыв пӑрӑхӗ ҫурӑлса кайнӑ. Ҫавна май унта вӗренекен 1 пин яхӑн ачана киле янӑ.
Пӑрӑх ҫурӑлса кайнӑран хӑш-пӗр класра пӑс тӑнӑ. Вӑл унта вентиляци тытӑмӗпе хӑпарнӑ. Виҫҫӗмӗш урок хыҫҫӑн ачасене киле янӑ.
Пӑрӑх ҫурӑлнӑран ӑшша чарма тивнӗ, ҫавна май класри температура аннӑ. Сивӗре вара заняти ирттерме юрамасть.
Шкула коммуналлӑ технологисен специалисчӗсем тӳрех ҫитнӗ. Ҫитес вӑхӑтра пӑрӑха юсӗҫ.
Ӗнер Муркашри вӑтам шкулта Ача-пӑчапа ҫамрӑксен «ЮНАРМИЯ» пӗтӗм Раҫҫейри ҫарпа-патриот юхӑмӗн вырӑнти уйрӑмне йӗркелессипе пуху иртнӗ.
Уйрӑмӑн штабне «ДОСААФ» организацин вырӑнти ертӳҫи Владимир Львов, Раҫҫейӗн Пенсионерсен пӗрлешӗвӗн районти уйрӑмӗн ертӳҫи Алексей Скворцов, республикӑн ҫар ӗҫ комиссариачӗн Муркаш тата Элӗк районӗнчи ҫар ӗҫ комиссарӗ Владимир Казаков, райадминистрацин специалисчӗ Анюта Архипова, Москакассинчи шкулӗнчи преподаватель-йӗркелӳҫӗ Юрий Иванов кӗнӗ.
Ҫамрӑк армеецсен юхӑмне РФ Хӳтӗлев министерстви пуҫарнипе тата РФ Президенчӗ ырланипе йӗркеленӗ. Пӗрлешӳ ачасене историпе тата географипе, тӑван халӑх тата унӑн паттӑрӗсемпе кӑсӑклантарма пулӑшас тӗллевӗллӗ. Мемориалсемпе палӑксене тирпейлесе тӑрассине те ҫамрӑк армеецсем хӑйсем ҫине илмелле.
Раштав уйӑхӗн 13-мӗшӗнче Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Сӗнтӗрпуҫӗнчи пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан тӗп шкулта Альбина Юрату сӑвӑҫа, публициста, 20 ытла кӗнеке авторне халалланӑ поэзи уявӗ иртнӗ.
Хӑнасене кӗтсе илме классенче чӑвашла «Класс кун-ҫулӗ», «Асӑрханса пурӑнар» стендсем туса хатӗрленӗ. Шкулта ӗҫлекенсем шкула тата ытларах хӑтлӑх кӗртме тӑрӑшнӑ. Ҫак тӑрӑхра ҫуралса ӳснӗ П.Е. Барабанов художникӑн куравне те йӗркелерӗҫ. Ал-ӗҫ ӑсталӑх кружокне ҫӳрекенсем чӑваш тӗрри тӗрленӗ. Аслӑрах класра вӗренекенсем сӑвӑҫ пултарулӑхӗ пирки хӑтлав хатӗрленӗ. Уява ирттерме ялти усалмҫӑсем — Андрей Клементьевпа Петр Белов тата Сӗнтӗрвӑрри районӗн «Сӗнтӗр Ен» ентешлӗхӗ — пулӑшнӑ.
Малти вырӑнсене илемлӗ вуласа Е. Анкудинов, Р. Петров, А. Перлова тухнӑ. Кӗҫӗн классем хушшинче 4-мӗш класра вӗренекен Д. Димитриев тата А. Демьянова, 3-мӗш класри М. Белова йышӑннӑ. Вӑтам классенчен 9-мӗш класри Д. Федотов, 7-мӗшӗнчи А. Колесникова, 8-мӗшӗнчи А. Андреева ҫӗнтернӗ. Аслӑ ӑрурисем хушшинче Г.В. Соловьева, Е.В. Матюшова, М.Н. Николаева ҫӗнтернӗ.
Комсмольски районӗнчи Ҫӗнӗ Мӑрат шкулӗнче Раҫҫей паттӑрӗсене, вӑрҫӑра пуҫ хунисене чысласа волейбол турнирӗ иртнӗ. Шкул директорӗ Альберт Борисов спортсменсене ӑнӑҫу суннӑ май тӑван ҫӗшыва хӳтӗлесе хӑйсен пурнӑҫне шеллемен паттӑрсене аса илнӗ. Шкул каччисем — ҫамрӑк гвардеецсемпе активистсем — ялти палӑк умне асӑнса гирлянда хучӗҫ.
Турнирта 4 ушкӑн вӑй виҫнӗ: хӗрсен тата каччӑсен, вӗрентекенсен тата ачасен ашшӗ-амӑшӗсен. Тупӑшура чи вӑйлисем каччӑсем пулнӑ. Иккӗмӗш вырӑна хӗрсен ушкӑнӗ ҫӗнсе илнӗ. Вӗрентекенсем те ачасенчен кая юлман, 3-мӗш вырӑна тивӗҫнӗ.
Турнир вӗҫленсен шкул директорӗ хастарлӑхшӑн пурне те тав тунӑ, парнесемпе тата грамотӑсемпе чысланӑ, малашне те автилӑ пулма чӗнсе каланӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 756 - 758 мм, -4 - -6 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |