РФ Патшалӑх Думин Вӗренӳ енӗпе ӗҫлекен комитечӗн председателӗн ҫумӗ Алена Аршинова Ҫӗнӗ Шупашкарти 5-мӗш шкулта тата 44-мӗш ача пахчинче пулнӑ.
Депутат ашшӗ-амӑшне пӑшӑрхантаракан ыйтусем тавра калаҫнӑ. 5-мӗш шкул директорӗ Валентина Петрова стадионсем пирки манмалла маррине каланӑ. Вӗсем ГТО нормине параҫҫӗ, анчах шкул стадионӗнче 40 ҫул каяллах асфальт сарнӑ.
Ҫак шкулти биологи учительне Ирина Егоровӑна ачасем Мускава вӗренме кайсан общежити ыйтӑвӗ сиксе тухнишӗн пӑшӑрханать. Ара, халӗ унти чылай аслӑ шкула пысӑклатаҫҫӗ-ҫке-ха. Алена Аршинова кашни ачапа хӑй ӗҫлеме хатӗррине палӑртнӑ.
Екатерине Владимирова, «Ҫулталӑкри учитель» республика конкурсӗнче ҫӗнтернӗскер, 5-мӗш классемшӗн кулянать. Ытти регионти тантӑшӗсем икӗ ют чӗлхе вӗренеҫҫӗ, пирӗннисем вара — пӗрре. Ку — расписанире чӑваш чӗлхи урокӗ пурришӗн. Чӑваш чӗлхине пӑрахӑҫламасӑр икӗ ют чӗлхе вӗрентсен, ачасене йывӑр килет — ҫапла шухӑшлать вӑл. Пӗр ют чӗлхе вӗренни, унӑн шухӑшӗпе, аслӑ шкула кӗнӗ чухне ура хурать. Алена Аршинова кунта нимӗнле йывӑрлӑх та курмасть.
Нарӑс уйӑхӗн 29-мӗшӗнче Шупашкарти 2-мӗш гимназире чӑвашла лайӑх пӗлекенсен «Янравлӑ чӑваш чӗлхи» интеллектуаллӑ вӑйӑ-конкурс иртрӗ. Конкурса хула шкулӗсенчи 4, 5, 6-мӗш класри ачасем хутшӑнчӗҫ.
Вӑйӑ 4 станципе иртрӗ: «Омонимсем», «Чӑвашсен паллӑ ҫыннисем», «Ваттисен сӑмахӗсем», «Ӗҫлӗ ҫын — телейлӗ ҫын». Станцисенче ачасем компьютерпа усӑ курса йӗркеленӗ вӑййа интересленсех вылярӗҫ, омонимсене аван пӗлнине кӑтартрӗҫ, чапа тухнӑ ентешӗмӗрсем ҫинчен ыйтусене хуравларӗҫ, ӗҫпе ҫыхӑннӑ ваттисен сӑмахӗсене аса илчӗҫ, чӑвашла сӑвва илемлӗ вуласа пама пултарчӗҫ.
Хула шкулӗсенче вӗренекен ачасен пӗлӳ шайне жюри лайӑх паллӑсемпе хакларӗ, грамотӑсем парса хавхалантарчӗ. Вӑйӑ ачасене те вӗрентекенсене те питӗ килӗшрӗ.
Шупашкар районӗнчи Чӑрӑшкассинчи пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкул районта кӑна мар, республикӑра та хисеплисенчен пӗри тесен те йӑнӑш мар. Ку вӗренӳ заведенине пуҫланса кайнӑранпа виҫӗ пуҫлӑх ертсе пынӑ: Владимир Алангов, Виталий Елизаров. 2003 ҫултанпа директор пулса Ирина Гаврилова ертсе пырать.
Чӑрӑшкасси шкулӗ пӗлтӗрхи раштавран тытӑнса Л.В. Пучков ячӗпе хисепленме тытӑннине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ.
«Тӑван чӗлхе хисепӗ, сумӗ ӳстӗр тесе» район, республика шайӗсенчи тӗрлӗ конкурса, олимпиадӑна хутшӑнсах тӑни пирки пӗлтереҫҫӗ унтисем. 10-мӗш класри Анна Серебрякова, 11-мӗшӗнчи Ксения Родионова И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑван патшалӑх педагогика университечӗ Ӗҫ ҫыннин ҫулталӑкне тата Тӑван чӗлхе кунӗ тӗлне ирттернӗ олимпиадӑра, акӑ, иккӗшӗ те иккӗмӗш вырӑнсене йышӑннӑ.
Хӑш-пӗр ялти шкулсене хупасси пирки сас-хура тухсан ЧР Вӗренӳ министерстви ӑна уҫӑмлатнӑ. Ведомство умӗнче пачах урӑх тӗллев тӑрать-мӗн: ачасене пахалӑхлӑ пӗлӳпе тивӗҫтересси.
Республикӑра 30-50 ача вӗренекен шкулсем пур. Вӗрентекенсем темиҫе предмета ертсе пыраҫҫӗ. Хӑш-пӗр пӳлӗмре икӗ класс ларать. Министерство шухӑшӗпе, ача кун пек лайӑх пӗлӳ илеймест. Мониторинг кӑтартнӑ тӑрӑх, кунашкал шкулсенчи ачасем ППЭ япӑхрах тытаҫҫӗ.
Ҫапах ведомство хӑш-пӗр шкула хупассине пӗлтернӗ. Тӗрлӗ вариант пӑхса тухаҫҫӗ-ха. Ведомство пӗлтернӗ тӑрӑх, ку ӗҫе тӗп тӗллев тесе палӑртмасть.
Шупашкарти пӗр шкулта ачисене мӗн ҫитернине ашшӗ-амӑшӗ тӗрӗсленӗ. 37-мӗш шкула ашшӗ-амӑшӗн, Шупашкар хула администрацийӗн вӗренӳ управленийӗн специалисчӗсен делегацийӗ ҫитнӗ.
Аслисем ачасем валли хатӗрленӗ апата тутанса пӑхнӑ. Тутлӑ пулнине палӑртнӑ вӗсем. Сӑмах май, унта 938 ача ӑс пухать.
Шкулти апатланӑшра Роспотребнадзор ҫирӗплетнӗ менюна пӑхӑнса пӗҫереҫҫӗ. Ирхи тата кӑнтӑрлахи апата икӗ вариантпа сӗнеҫҫӗ. Ачасен 67 проценчӗ ирӗклӗ менюна суйлать-мӗн.
Аса илтерер: кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен ирхи тата каҫхи комплекслӑ апатӑн хакӗ 15 процент хӑпарнӑ.
Чӑваш Енри ялсем валли федераци хыснинчен кӑҫал 110,25 миллион тенкӗ килӗ. Ял территорисене ҫирӗппӗн аталантарма текен ятарлӑ программӑпа пӗтӗмпе ҫӗршыв хыснинчен 7,2 миллиард тенкӗ уйӑрмалла. Асӑннӑ хисепрен пӗр пайӗ пирӗн тӑрӑха та лекессине палӑртрӑмӑр ӗнтӗ.
Мускавран регионсене каякан «кӗмӗле» ӑҫта мӗн чухлӗ ӑсатассине те палӑртса хунӑ. 3,7 миллиарчӗ ялта пурӑнакансен, ҫав шутра ҫамрӑк специалистсемпе ҫамрӑк ҫемьесене, ҫурт-йӗр условине лайӑхлатма кайӗ. Чӑваш Енре ҫак тӗллевпе 76,07 миллион уйӑрӗҫ.
Федераци хыснинчен килекен тупра Каҫал тӑрӑхӗнчи Чӑваш Элпуҫ ялӗнче тума пуҫланӑ вӑтам шкула хӑпартма та чухах пулӗ — ун валли 12,04 миллион тенкӗ лекӗ.
Фельдшерпа акушер пункчӗсене малашне те тумалла. Кӑҫал ун валли 3,04 миллион тенкӗ тивӗҫӗ. Патӑрьел районӗнчи Шӑнкӑртамра «Халӑхсен туслӑхӗ» парка тума валли 0,68 миллион тенкӗ ӑсатмалла.
Тӑвай районӗнчи йӗрке хуралҫисем Сиринчи тата ытти ҫӗршыври саккунлӑ мар ушкӑнсене хутшӑнма пултаракансене палӑртассипе тимлеҫҫӗ. Кун пирки унти полици ӗҫченӗсем терроризма тата экстремизма хирӗҫ тимлекен ӗҫ ушкӑнӗн ларӑвӗнче пӗлтернӗ.
Канашлӑва Тӑвай район прокурорӗ Оксана Ястребова ирттернӗ. Унта йӗрке хуралӗпе ҫыхӑннӑ ытти службӑсен яваплӑ специалисчӗсем те хутшӑннӑ, хӑйсен хӑш енӗпе ҫине тӑни пирки каласа кӑтартнӑ.
Нарӑс уйӑхӗнче кам епле тимленине тишкернӗ май медучрежденисенче терроризмран сыхланассипе ӗҫлесе ҫитерейменнине палӑртнӑ. Прокуратура вара шкулсенчен пӗрине ирӗклӗнех кирек кам та кӗрсе тухаяссине асӑрханӑ. «АвтоВАС» общество та терроризмран асӑрханассипе Тӑвай районӗнче ҫителӗклӗ вӑй хумаҫҫӗ иккен. Мӗнпур кӑлтӑк пирки яваплисем асӑрхаттару хучӗсем шӑрҫаласа ҫитменлӗхе пӗтерме хушнӑ.
Паян Чӑваш Ене Дмитрий Медведев премьер-министр тата тӗрлӗ тӳре-шара ҫитнӗ. Правительство ҫуртӗнче Дмитрий Анатольевичпа Михаил Игнатьев ӗҫлӗ тӗлпулу ирттернӗ.
Тӗлпулура республикӑра тӗрлӗ программа мӗнле пурнӑҫланни пирки калаҫнӑ. Дмитрий Медведев чи пӗлтерӗшлӗ виҫӗ программа пулнине палӑртнӑ. Чӑваш Республикинче кивӗ, авариллӗ ҫуртсенчен ҫӗннине куҫарас ӗҫ мӗнле пырать? Шкул умӗнхи учрежденисене пырса тивекен программа мӗнле пурнӑҫланать? Ҫаксем канӑҫсӑрлантарнӑ премьер-министра.
Михаил Игнатьев ыйтӑва хуравланӑ май пӗлтӗр авариллӗ, кивӗ ҫуртран куҫарасси, нумай ачаллӑ ҫемьесене, тӑлӑхсене ҫурт-йӗр парасси пурнӑҫланса пынине палӑртнӑ. Авариллӗ ҫуртра пурӑнакансен 50 процентне ҫӗннипе тивӗҫтернӗ.
Ҫавӑн пекех Михаил Игнатьев 5 е ытларах ачаллӑ ҫемьесене ҫурт-йӗре лайӑхлатмашкӑн субсиди панине каланӑ. Ача пахчисем тӑвас енӗпе плана тултарнӑ. Халӗ шкулсем ҫине куҫмалла. Ҫитес вӑхӑтра 30 ытла шкула ҫӗнетме, 11 ҫӗнӗ шкул хута яма палӑртнине каланӑ вӑл.
Нумаях пулмасть Етӗрне районӗнчи Кӑкшӑм ял тӑрӑхӗнчи Пӑчанар ялӗнче ҫуралса ӳснӗ Чечен Республикинче службӑра тӑнӑ чухне пуҫне хунӑ Анатолий Геннадьевич Иванова (1976–1996) асӑнса йӗлтӗрпе чупассипе ӑмӑртусем иртрӗҫ.
Малтанах Кӑкшӑмри шкул ачисемпе тӗлпулу иртрӗ. Ачасем умӗнче районти салтак амӑшӗсен комитечӗн председателӗ Л. Егорова, салтакӑн амӑшӗ Калиса Иванова тата унӑн пиччӗшӗ Зиновий Иванов интернационалист ҫинчен каласа пачӗҫ.
Кӑҫалхи ӑмӑрту Анатолий ячӗпе 11-мӗш хут иртрӗ. Ӑмӑртӑва район шайӗнче ирттернӗ, унта районти тата кӳршӗри Хӗрлӗ Чутай тата Элӗк районӗсенчи 100 ытла спортсмен хутшӑннӑ.
VIP-ӑмӑртура малти вырӑнсене пурне те Хӗрлӗ Чутай районӗнчи «Нива» СХПК-ра тӑрӑшакансем ҫӗнсе илнӗ (ертӳҫи Владимир Мурайкин). Вӗсем Кӑшӑмри шкул директорне Андрей Иванова тата салтакӑн тӑванӗсене ӑмӑртӑва интереслӗ йӗркеленӗшӗн тав тунӑ.
Ӑмӑрту ҫӗнтерӳҫисене ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Валерий Павлов, райадминистраци пуҫлӑхӗ Владимир Кузьмин, Етӗрне районӗнчи ЧРООООИВА (чӑв.
Кино ҫулталӑкӗнче ЧР Электрон тата кинодокументаци патшалӑх архивӗ чылай проект пурнӑҫа кӗртме палӑртнӑ. Архив районти ӗҫтешӗсемпе ҫыхӑнса ӗҫлет.
Архив ЧР Вӗренӳ министерствипе пӗрле «Киномобиль шкула каять» проект пурнӑҫлать. Мобильлӗ центр шкулсене килсе тӗрлӗ фильм кӑтартать. Ку эрнере вӑл Шупашкарти 2-мӗш лицейра тата 10-мӗш шкулта пулнӑ. Сеанса 350 ытла шкул ачи хутшӑннӑ.
Нарӑсӑн 26-мӗшӗнче архива Елчӗкри шкулта 7-мӗш класра ӑс пухакансем килнӗ. Артур Галкин вӗсемпе экскурси ирттернӗ. Унтан чӑваш киновӗ пирки видеородик тата «Королева бензоколонки» фильм кӑтартнӑ.
Мобильлӗ центр республикӑри кирек мӗнле района та ҫитме хатӗр. Заявкӑсене 51-05-21, 52-15-36 номерсемпе йышӑнаҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, -3 - -5 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Нестерева Зоя Алексеевна, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи. ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |