Шупашкарти «Университет» микрорайонта 1500 ача вӗренмелӗх шкул хута ярӗҫ. Ӑна 2024 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 31-мӗшӗччен туса пӗтермелле.
Вӗренӳ учрежденине «Тус» строительство компанийӗ хӑпартӗ. Шкула тума хыснаран 1 миллиард та 408 миллион тенкӗ уйӑрӗҫ.
Асӑннӑ суммӑран 569,9 миллионне килес ҫул уйӑрӗҫ, 2024 ҫулта – 838,1 миллион тенкӗ.
Шкул Лукин урамӗнчи 5-мӗш ҫурт тӗлӗнче пулӗ.
Чӑваш патшалӑх культурӑпа искусствӑсен институчӗ ҫумӗнче креативлӑ индустри шкулне уҫма палӑртнӑ. Кун пирки ЧР Культура министерстви пӗлтерет.
Унта 12-17 ҫулсенчи ачасем культура тата цифра технологийӗсем енӗпе вӗренме пултарӗҫ. Шкулта дизайн, фото- тата видеопроизводство, анимаци, графика, интерактивлӑ цифра технологийӗсен студийӗсене уҫма палӑртнӑ.
Хальлӗхе палӑртнӑ тӑрӑх, креативлӑ индустри шкулне ҫитес ҫул уҫмалла.
Юпа уйӑхӗн 8-мӗшӗнче Чӑваш Енри шкулсенче аграри занятийӗсем ӗҫлеме пуҫланӑ. ЧР Ял хуҫалӑх министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫал унта 453 ҫын вӗренет, вӗсенчен 214-шӗ - пӗрремӗш ҫул.
Занятисене Чӑваш патшалӑх аграри университечӗн преподавателӗсем дистанци мелӗпе вӗрентеҫҫӗ. Ку лайӑх пӗлӳ пама пӗрре те чӑрмантармасть. Вӗренӳ ҫулӗ тӑршшӗпех ачасем университет ҫумӗнчи лабораторире иртекен практика занятийӗсене хутшӑнӗҫ, АПК предприятийӗсене экскурсие кайӗҫ.
Чӑваш Енре учительсен окладне ӳстерӗҫ. 1,5 хутран кая мар. Кун пирки Олег Николаев Элтепер иртнӗ эрнере Вӗрентекенсен кунне халалласа ирттернӗ савӑнӑҫлӑ мероприятире каланӑ.
Регион ертӳҫи пӗлтернӗ тӑрӑх, ялти шкулсенче ӗҫлекен ҫамрӑк специалистсене ҫитес ҫултан пӗр хутчен паракан тӳлевпе хавхалантарма тытӑнӗҫ.
Вӗрентекенсен республикӑри конкурсне йӗркеленӗ чухне методистсене, тьюторсене, сывлӑх енчен хавшак ачасене вӗрентекен педагогсене, ҫамрӑк педагогсене, учитель-дефектологсене тата чӑваш чӗлхипе литература учителӗсене уйрӑммӑн шута илӗҫ.
«Тата тепӗр хавхалантару — патшалӑхӑн пӗрлехи экзаменне 2 ачаран кая мар 100 баллӑх тытакан шкулсене 500-шер пин тенкӗ грант парӑпӑр, ҫавӑн пек суммӑллӑх тата тепӗр 3 грант чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентессипе уйрӑмах тухӑҫлӑ меслетсемпе усӑ куракан шкулсем валли пӑхса хӑварнӑ», — тенӗ Олег Николаев.
Район историне тӗпченӗ май, пирӗн тӑрӑхри халӑха вулама-ҫырма вӗрентнӗ тӗн ҫыннисене те манса хӑварас килмест. Вӗсенчен пӗри пӗри — Алексей Иванович Баратынский (1824-1895).
Алексей Иванович малтан Пӑрӑнтӑкри удельнӑй училищин заведующийӗ пулнӑ, Хусанти тӗн семинарине пӗтернӗ. 1848 ҫулта ӑна Анат Чаткас чиркӗвне священник пулма ҫирӗплетеҫҫӗ. Чаткасра вӑл 1862 ҫулчченех тӑрӑшнӑ. Сӑмах май, Баратынскийсен кӗҫӗн ывӑлӗ Петр Алексеевич каярахпа Хусан университетӗнчен вӗренсе тухать. Паллӑ врач хирург, медицина наукисен докторӗ пулса тӑрать.
Алексей Иванович Чӗмпӗрти чӑваш шкулӗн директорне И.Я.Яковлева ҫывӑх пӗлнӗ. Пӑрӑнтӑкри удельнӑй училищӗре ӗҫленӗ чухне вӑл ҫамрӑк Яковлева турӑ саккунне вӗрентнӗ. Ҫак туслӑх малалла ҫирӗпленсех пынӑ.
И.Я.Яковлев 1895 ҫулта Синодӑн обер-прокурорӗ К.П.Победоносцев патне чи ырӑ сӑмахсемпе аса илнӗ: «1856 ҫултанпа эпӗ Алексей Ивановичпа чи ҫывӑх хутшӑнусенче пулнӑ, вӑл манӑн пурнӑҫра ҫав тери пысӑк вырӑн йышӑнчӗ...»
Малалла Иван Яковлевич хӑй тӑлӑх пулнине, ырӑ ҫынсем ӑна 1856 ҫулта А.
Шкулти апатланӑва шкул ачисем хӑйсемех тӗрӗслеме пултарӗҫ. Авӑн уйӑхӗн 21-мӗшӗнчен пуҫласа юпа уйӑхен 31-мӗшӗччен Чӑваш Енри пӗлӳ ҫурчӗсенчи апатланмӑшсенче «Шкулти ревизорро» ятлӑ акци иртет.
Унта 7-11-мӗш классенче вӗренекенсем хутшӑнма пултараҫҫӗ. Мӗн тумалла-ха? Шкулти апатланмӑш мӗнле ӗҫлени пирки видеоролик ӳкермелле. Кайран ӑна «Контактра» халӑх тетелне вырнаҫтармалла, #ШкольнаястоловаяЧувашия хэштег лартмалла. Кун хыҫҫӑн йышӑну тумалла: ревизорро ҫак апатланмӑша кайма сӗнет е ҫук?
Видеороликсене ҫак электронлӑ почтӑна йышӑнаҫҫӗ: chrio33@rchuv.ru. Конкурса чӳк уйӑхӗн 9-мӗшӗнче пӗтӗмлетӗҫ.
Ижевскри шкулсенчен пӗринче пулса иртнӗ пӑтӑрмах хыҫҫӑн (унта пӗри пӑшалпа пырса кӗрсе темиҫе ачапа вӗрентекене персе пӑрахнӑччӗ тата амантнӑччӗ) пирӗн республикӑри шкулсенче те хурал ӗҫне вӑйлатма сӗннӗ.
Шупашкарти шкулсенче ӗнертен, юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен, уйрӑм ҫыннӑн хурал организацийӗсен хуралҫисем ӗҫлеме тытӑннӑ. Вӗсем ятарлӑ пӗлӳ илнӗ, инкеклӗ лару-тӑрура хӑйсене епле тытмаллине пӗлеҫҫӗ.
Сӑмах май каласан, Шупашкарти шкулсенче видеосӑнав камерисем тата йӗрке хуралҫисене васкавлӑн чӗнсе илмелли кнопкӑсем вырнаҫтарнӑ.
Шупашкарти «Садовый» микрорайонти хута каякан шкула туса пӗтермешкӗн тепӗр 188 миллион тенкӗ кирлӗ. Чӑваш Енри тӳре-шара РФ ҫутӗҫ министрӗн ҫумӗпе тӗл пулнӑ. Ун чухне РФ Правительствин резерв фондӗнчен хушма укҫа уйӑрма йышӑннӑ. Ку юлашки вӑхӑтра строительство материалӗсем хакланнипе ҫыхӑннӑ. Проектра палӑртнӑ тӑрӑх, малтан шкул тума 1,2 миллиард тенкӗ ытла уйӑрнӑ.
Ку шкула патшалӑх программипе килӗшӳллӗн хута яраҫҫӗ.
Микрорайонти шкула 2022 ҫул вӗҫленнӗ тӗле туса пӗтерме палӑртнӑ.
Паян, авӑн уйӑхӗн 28-мӗшӗнче, Чӑваш Енӗн культурӑпа наукин паллӑ ӗҫченӗ Михал Тинехпи ҫуралнӑранпа 145 ҫул ҫитнӗ.
Вӑл 1877 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 27-мӗшӗнче Етӗрне уесӗнчи (халӗ Вӑрнар районӗ) Мӑн Элмен ялӗнче ҫуралнӑ. Чӗмпӗрти чӑваш учителӗсен шкулӗнчен вӗренсе тухсан Чӗмпӗрти тӗн семинарийӗнче тата Хусанти тӗн академийӗнче ӗҫленӗ. Унтан вӑл тӗрлӗ ҫӗрти шкулта ачасене вӗрентнӗ, ҫав шутра — Чӗмпӗрти чӑваш шкулӗнче те.
1921 ҫулта Шупашкарта Тӑлмачсен комиссийӗнче тӑрӑшма тытӑннӑ, педагогика техникумӗнче, рабфакра, издательствӑра, Тӗп чӑваш музейӗнче, Республикӑри ӑслӑлӑх библиотекинче тимленӗ.
Чӑваш этногенезӗпе чӑваш халӑхӗн этнос историне тӗпчессипе ӗҫленӗ.
1937 ҫулта ӑна репрессиленӗ, 1956 ҫулта таса ятне тавӑрнӑ.
Ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗнче Раҫҫейре пӗтӗм шкул «Чи пӗлтерӗшли ҫинчен калаҫатпӑр» анлӑ проектпа ӗҫлеме пуҫларӗ. Чӑваш Енӗн Вӗренӳ институтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, вӗренӳ эрни класс сехечӗпе пуҫланать, унта вара ачасене кӑсӑклантаракан ыйтусене сӳтсе яваҫҫӗ. Тӗп темӑсем шутӗнче — патриотизм, гражданлӑх, истори тӗрӗслӗхӗ, кӑмӑл-сипет, экологи тата ыт.те.
Ҫак мероприятисене чӑвашла ирттерме Чӑваш Республикин Вӗренӳ институчӗ заняти сценарийӗсене куҫарса хатӗрлессине хыпарланӑ.
1-2 классенче ирттермелли «Вӗҫме ӗмӗтленетӗп» класс сехечӗн сценарийӗ хатӗр те ӗнтӗ. Ҫав сценарире вӗренекенсене К.Э. Циолковский ӑславҫӑн тата ученӑйӑн пурнӑҫӗпе, ӗҫӗ-хӗлӗпе, Совет тата Раҫҫей ученӑйӗсемпе ӑсчахӗсен тата космонавчӗсен паллаштарас тӗллев лартнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (03.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 746 - 748 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Воронцова Галина Михайловна, медицина ӑслӑхӗсен докторӗ ҫуралнӑ. | ||
| Раман Иринкки, ҫамрӑк чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |