Ӗпхӳри чӑваш шкулӗ черетлӗ вӗренӳ ҫулне вӗҫленӗ.
«Иртсе каякан кашни ҫулах мӗнпе е пулин кӑсӑклӑ, асра юлать. Кӑҫалхи пирӗншӗн Павел Миронов вӗрентекен ҫуралнӑранпа 160 ҫул ҫитнипе паллӑ пулчӗ, — пӗлтернӗ асӑннӑ вырсарни шкулӗн директорӗ Иван Тарасов. — Вӑл Ӗпхӳре ӗҫлесе пурӑннӑ, революци умӗнхи саманара математика кӗнекисем хатӗрленӗ. Пирӗн шкул ун ячӗпе хисепленсе тӑрать».
Ачасемпе педагогсем ҫав куна тӗплӗн хатӗрленнӗ, концерт та лартса панӑ. Шкулта «Ҫамрӑк полиглот» предмета иккӗмӗш ҫул вӗрентекен Елена Едрёнкина ӑсталӑх сехечӗ ирттернӗ.
Шупашкарти шкулта пушар пулнӑ. Чӑваш Енӗн Чрезвычайлӑ лару-тӑру енӗпе ӗҫлекен патшалӑх комитетӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, вут-ҫулӑм коррекци шкулӗнче сиксе тухнӑ.
Хусанкай урамӗнчи 31-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑ сывлӑх енчен хавшак ачасен 1-мӗш шкулӗнче пулнӑ. «Хӗрлӗ автан» ӗнер, ҫу уйӑхӗн 31-мӗшӗнче, кӑнтӑрла алхасма тытӑннӑ. Электрооборудованипе усӑ курас енӗпе йӗркене пӑснине пула кулер ҫунма тытӑннӑ. Пушар сӗтел-пукана сиенленӗ, стенасене хӑрӑмлатса пӗтернӗ. Тӑкак виҫине специалистсем палӑртӗҫ.
Елчӗк районӗнчи Аслӑ Таяпари пӗтӗмӗшле пӗлу паракан тӗп шкулти 9-мӗш класран кӑҫал пилӗк ача: виҫӗ яш тата икӗ хӗупраҫ — вӗренсе тухнӑ.
Ачасем уяв тӗлне 5-9 классенче вӗреннӗ вӑхӑтри фотосенчен пысӑк фото-хаҫат хатӗрленӗ. Тӑххӑрмӗшсене саламлама ашшӗ-амӑшӗ, районти тӳре-шара пырса ҫитнӗ. Районта, республикӑра иртнӗ олимпиадӑсенче, викторинӑсенче, спорт ӑмӑртӑвӗсенче ҫӗнтернӗ ачасене грамотӑсем панӑ. 9-мӗш класра вӗренекен Светлана Окружнова «Чи лайӑх спортсмен» ята тивӗҫнӗ.
Ҫанталӑк сивӗ тӑнӑ май Шупашкарти ача пахчисене ӑшӑ пама йышӑннӑ. Ара, шӑпӑрлансем шӑнаҫҫӗ вӗт. Шкулсенче вара сивӗ-ха.
Ҫӗнӗ Шупашкарти ача пахчисемпе шкулсенче те ӑшӑ панӑ. Кун пирки хула администрацийӗ хыпарлать. Ку ҫу уйӑхӗн 30-мӗшӗччен пулӗ.
«Чӑваш Енри ҫанталӑк» проект авторӗсем пӗлтернӗ тӑрӑх, республикӑра 5 кун ӗнтӗ сывлӑш температури вӑтамран 8 градусран сахалрах пулнӑ. Синоптиксем хӑҫан ӑшӑтма пуҫлассине каланӑ: ҫу уйӑхӗн 25-мӗшӗнчен.
Ҫӗнӗ Шупашкарти 8-мӗш вӑтам шкулӑн стадионне нумаях пулмасть тӗпрен юсаса ҫӗнетнӗ. Халӗ унта ют ҫынсене кӗртме пӑрахнӑ.
«Стадион алӑкне мӗншӗн питӗрсе илнӗ? Нумаях пулмасть ҫеҫ уҫнӑ марччӗ-и, халӗ унта кӗртмеҫҫӗ», — ыйтнӑ хулари «Грани» хаҫатран пӗри. Кӑларӑм ыйту хуравне шыранӑ.
Стадиона юсаса ҫӗнетмелли конкурсра пӗлтӗрхи пуш уйӑхӗнче «Прайд» общество ҫӗнтернӗ. Реконструкци хакӗ — 29 миллион тенкӗ ытларах. Подрядчик ӗҫе вӑхӑтра пурнӑҫласа ӗлкӗрейменрен стадиона кӑҫал ҫеҫ уҫнӑ.
Спорт сооруженийӗпе шкул ачисем тата 2-мӗш спорт шкулӗн воспитанникӗсем усӑ кураҫҫӗ. Уроксем хыҫҫӑн тата канмалли кунсенче стадиона питӗрсе илеҫҫӗ. Ҫавӑн официаллӑ сӑлтавӗ — вандализм. Хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Дмитрий Пулатов шухӑшланӑ тӑрӑх, ватма юратакан ҫынсем нумай мар, пӗр 20-30 ҫын.
«Эпир ку стадиона юсаса ҫӗнетессе тем пекех кӗтрӗмӗр, ачасемпе вӗсен ашшӗ-амӑшӗ савӑнса пӗтереймеҫҫӗ. Хулигансенчен сыхланса ҫитерейместпӗр — хӑть камера вырнаҫтарса тух. Шупашкарти «Олимпийский» стадионти пек мӗнпе те пулин сӗрсе тухмалла мар-ши тесе те аптӑранӑ енне пуҫ вататпӑр. Питех те варалакан, ҫумӑрпа хӗвеле парӑнман, анчах сиенсӗр тата усал шӑршӑсӑр солидол е литол пирки шухӑшлатпӑр», — тенӗ физкультура учителӗ Михаил Ананьев.
Чӑваш Енре культурӑри тата ӳнерти ҫӗнӗ йышши технологисене пурнӑҫа кӗртме республика Элтеперӗн грантне уйӑрса парӗҫ.
Укҫана Патӑрьелӗнчи клуб тытӑмне «Анатри чӑвашсен тӗпелӗ» проекта пурнӑҫа кӗртме 100 пин тенкӗ парӗҫ; Республикӑри халӑх пултарулӑхӗн центрне «Нумай енлӗ Чӑваш Ен» мода ART-фестивальне ирттерме — 200 пин тенкӗ; Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшне «Чӑваш Енӗн литература маршручӗсем» проект валли — 200 пин тенкӗ, Вӑрмарти ача-пӑчан ӳнер шкулне «РемеслоKreatiff» арт-мастерской валли — 100 пин тенкӗ; «Акация» культура керменне «Пуҫарусен курупки. Ача-пӑча фольклорӗ. Килӗштерсе усӑллӑ ӗҫлекен территори» пӗчӗк халӑхсен фольклор фестивалӗ валли — 100 пин тенкӗ; Сӗнтӗрвӑрринчи тӗп вулавӑш тытӑмне «Шӗнерпуҫпе паллаш» проекта пурнӑҫлама — 100 пин тенкӗ; Етӗрне районӗнчи тӗп вулавӑш тытӑмне «Ҫӗнӗ ҫӗр хывакан: Аркадий Павлович Айдак» проект валли — 100 пин тенкӗ; Пӑрачкав районӗнчи тӗп клуб тытӑмне «Пӑрачкав парӑсӗсем» ача-пӑчапа ҫамрӑксен регионсем хушшинчи М. Бочкарев ячӗллӗ фестиваль-конкурсне ирттерме —100 пин тенкӗ.
Малтан шкулсенче юлашки шӑнкӑрав ҫу уйӑхӗн 20-мӗшӗнче иртет тесе пӗлтернӗччӗ. Анчах нумаях пулмасть хула администрацийӗн вӗренӳ управленийӗ РФ ҫутӗҫ министрӗ Сергей Кравцов сӗннипе уява куҫарма йышӑннӑ: вӑл ҫу уйӑхӗн 25-мӗшӗнче иртӗ.
Ку хыпар чылай ашшӗ-амӑшне савӑнтарман. Мӗншӗн тесен вӗсем уява паллӑ тумалли кафе-ресторана суйласа хунӑ-ҫке-ха. Ҫавна май Раҫҫӗйри ведомство Чӑваш Енре уява ашшӗ-амӑшӗн шухӑшне шута илсе йӗркелеме ыйтнӑ. Министр хӑш шкулта уява ирттерессипе йывӑрлӑхсем сиксе тухнине кура вӗсене пулӑшма каланӑ.
Ака уйӑхӗн 30-мӗшӗнче Шупашкар районӗнчи Ишлейри шкул 150 ҫулхине уявланӑ.
Савӑнӑҫлӑ мероприятие район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Николай Хорасёв, Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн Патшалӑх строительствин тата вырӑнти хӑйтытӑмлӑх комитечӗн председателӗн ҫумӗ, Шупашкар районӗн тӗп пульницин тӗп тухтӑрӗ Владимир Викторов, Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Николай Степанов пырса ҫитнӗ.
Тата, паллах, уява шкул ачисем, вӗренӳ учрежденийӗнчен тӗрлӗ ҫулта тухса кайнисем, ветеран-учительсем пухӑннӑ.
Раҫҫейри шкулсенче истори предметне 1-мӗш класранпа вӗрентме пуҫлӗҫ. Ҫапла пӗлтерет Ҫутӗм министерстви.
"Истори астӑвӑмӗ юлтӑр тесе тӑрӑшатпӑр. Шкулсенче истори предметне 1-мӗш класранпа вӗрентмелли пирки йышӑну турӑм", - тенӗ Сергей Кравцов министр.
Сӑмах май, халӗ ку предмета пӗлӳ ҫурчӗсенче 5-мӗш класран вӗрентеҫҫӗ.
Пирӗн регионта 600-е яхӑн ҫӗвӗҫ кирлӗ. Специалистсем ҫитменнипе республикӑра ҫӗвӗҫсен пӗрремӗш класӗ уҫӑлнӑ. Кун пирки Вӗренӳ министерстви пӗлтерет.
Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Ҫӗнӗ Атикасси шкулӗнчи 7-8-мӗш класри хӗрачасем ҫӗвӗҫ ӑсталӑхне вӗренме тытӑннӑ. Кунсӑр пуҫне аслӑ ӳсӗмри ҫынсен ушкӑнӗсене те йӗркелеме палӑртнӑ. Унта ӗҫсӗррисем, ӗҫрен кӑларса ярас хӑрушлӑх пур ҫынсем кӗрӗҫ. Вӗсем те ҫӗвӗҫе вӗренӗҫ.
Вӗренӳ министрӗ Дмитрий Захаров каланӑ тӑрӑх, ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗ пуҫланиччен республикӑра 400 профиль класӗ уҫма палӑртнӑ. Вӗсен йышӗнче – «Педагогика», «Медицина», «Ял хуҫалӑхӗ», «Машиностроени», «Электроэнергетика» тата ытти.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (17.09.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 756 - 758 мм, 11 - 13 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Львов Пётр Константинович, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Хлебников Геннадий Яковлевич, литература тӗпчевҫи,вӗрентӳҫӗ ҫуралнӑ. | ||
| Праски Витти, чӑваш ӳнерҫи ҫуралнӑ | ||
| Андреева Евдокия Александровна, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Кариков Порфирий Герасимович, Мухтав орденӗн тулли кавалерӗ вилнӗ. | ||
| Кариков Порфирий Герасимович, полковник, Мухтав орденӗн кавалерӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |