Чӑваш Енри тӗрӗ ӑстисем республика карттине тӗрлӗҫ. Кашни районти ӑста хӑйӗн районне тӗрлӗ, хӑйсен тӑрӑхӗнчи эрешсемпе усӑ курӗ.
Республика карттине паян тӗрлеме пуҫланӑ. Ӑстасем 2,5 уйӑх ӗҫлӗҫ. Унтан «Паха тӗрӗ» фирма районсенчи ӑстасен пайӗсене сыпӑнтарӗ. Чӳк уйӑхӗн 26-мӗшӗнче, Чӑваш тӗррин кунӗнче, ҫак тӗрӗ Шупашкарти тӗрӗ музейӗнче вырӑн тупӗ.
Сӑмах май, 1937 ҫулта Пӗтӗм Союзри ял хуҫалӑх куравӗ валли Чӑваш АССРӗн карттине пӗрремӗш хут тӗрленӗ, вӑл 2,7*2,5 метр калӑпӑшлӑ пулнӑ. Карттӑна «Паха тӗрӗри» 11 ӑста 1 ҫул тӗрленӗ.
Чӑваш Енре Чӑваш чӗлхи музейӗ пулӗ. Кун пирки паян сӑмах хускатнӑ.
Паян Атӑлҫи федераци округӗн шайӗнче культура эткерлӗхӗн специалисчӗсен семинар-канашлӑвӗ иртнӗ. Унта 12 регионти специалистсене йыхравланӑ. Чӑваш Енре унта республика Элтеперӗ Олег Николаев, культура, национальноҫсен тата архив ӗҫӗн министрӗ Светлана Каликова хутшӑннӑ.
Музей Етӗрне хулинче пулма пултарать. Унта чӑваш чӗлхин паллӑ тӗпчевҫи Николай Ашмарин ҫуралнӑ. Ҫав ҫурта юсаса ҫӗнетмедокументсем хатӗрлеме республика хыснинчен укҫа-тенкӗ уйӑрнӑ.
Чӑваш Ен Элтеперӗ Улатӑрта тата Етӗрнере сумлӑ объектсем пуррине пӗлтернӗ. Вӑл Николай Ашмарин тӳпине уйрӑмах пысӑка хурса хакланӑ. Вӑл 17 томлӑ чӑваш словарӗн авторӗ пулнине пӗлетпӗр ӗнтӗ.
Сӑмах май, Чӑваш Енре культура эткерлӗхӗн 683 объекчӗ шутланса тӑрать, ҫав шутран 221-шӗ – федераци тӗллевӗллӗ.
Паян, ҫӗртме уйӑхӗн 30-мӗшӗнче, ирхи 02 сехет те 27 минут та 20 ҫеккунтра «Байконур» космодромран чӑваш элемӗллӗ ракета тӗнче уҫлӑхне ҫӗкленнӗ. «Союз-2» ракета-носитель тиев турттаракан «Прогресс МС-17» транспорт космос карапӗпе тӗнче уҫлӑхне хӑпарнӑ. Ракета ҫине Чӑваш Ен элемне тата Совет Союзӗн икӗ хут Геройне Андриян Николаева ӳкерсе хунӑ.
Аса илтерер: ракетӑна ҫавӑн пек илемлетесси пирки маларах Чӑваш Ен «Роскосмос» патшалӑх корпорацийӗн гендиректорӗпе Дмитрий Рогозинпа алӑ пуснӑччӗ.
Чӑваш халӑхӗн пуянлӑхӗнчен пӗри — тӗрӗ. Унра илем ҫеҫ мар, хӑйне евӗр чӗлхе пытарӑннӑ. Чӑваш тӗррин вӑрттӑнлӑхне паянхи кун аталантарса пыракансем пурри ҫак пуянлӑха халӑхра сарма пулӑшать. Мария Симакова ӑста — ҫавӑн пеккисенчен пӗриччӗ.
Ҫапла, ун пирки халӗ эпир иртнӗ вӑхӑтра ҫеҫ калама пултаратпӑр. Шупашкар районӗнчи Апашра ҫуралнӑ, «Паха тӗрӗ» хапрӑкра художникра чылай ҫул ӗҫленӗ ҫак маттур кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗн 23-мӗшӗнче пурнӑҫран уйрӑлса кайрӗ. Вӑл — «РСФСР халӑх ӑсти» (1991), «Чӑваш Республикин культура тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» (1995); «Раҫҫей Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ художникӗ»(2008).
Ҫак кунсенче Чӑваш кӗнеке издательствинче Г.Н. Иванов-Орковӑн «Золотая игла Марии Симаковой» кӗнекине «Традиции, вышивка, художник» ярӑмпа пичетлесе кӑларнӑ. Унта тӗрӗ ӑстин пурнӑҫӗпе тата пултарулӑхри ҫитӗнӗвӗпе паллаштарнӑ. Сӑмах май каласан, кӗнеке авторӗ — ятлӑ-сумлӑ ӳнерҫӗ, Г.Н. Иванов-Орков хӑй те Шупашкар районӗнче ҫуралса ӳснӗ.
Чӑваш Ен Наци вулавӑшӗ учреждение тата чӑваш ҫырулӑхне йӗркеленӗренпе 150 ҫул ҫитнине халалласа Самар, Чӗмпӗр облаҫӗсенче тата Тутарстанри чӑвашсем ҫӳрекен 13 вулавӑша 718 кӗнеке парнелеме йышӑннӑ.
Парне комплекчӗ чӑвашла 50 кӗнекерен тӑрать. Ҫав шутра — ачасемпе аслисем валли литература. Кунта А.И. Павловскаян «Вӗрене шывӗ те пылак», «Саланнӑ кӗлте»; С.Л. Павловӑн «Тӗтре», «Сулӑнчӑк» кӗнекисене асӑнма пулать.
Истори тата краеведени кӑларӑмӗсенчен Н.Е. Наумовӑн «Халӑх ҫӳпҫинчен» ӗҫне палӑртмалла.
Кӗҫӗн ҫулсенчи шкул ачисем валли кӑларнӑ кӗнекесенчен П. Ҫӑлкуҫӑн «Кукамайӑм, кукамай», Д. Суслинӑн «Юрапи = Юрӑпи», А. Миллинӑн «Мухтанчӑк» («Хвастливый кот»), чӑваш халӑх юмахӗсене пухса чӑвашла, вырӑсла тата акӑлчанла «Тилӗ вӗҫме вӗренни» = «Как лиса летать училась» кӑларӑмсене кӗртнӗ.
Шупашкар хула администрацийӗ хӑйӗн ҫӗнӗ пуҫарӑвне «Открытый город» (чӑв. Уҫӑ хула) @og21gcheb порталта халӑхпа сӳтсе явассине тахҫанах йӑлана кӗртрӗ. Халӗ вӑл тепӗр пуҫару пирки ҫынсен шухӑшӗпе кӑсӑкланать.
Транспорт чарӑнӑва хӑҫан ҫитессине пӗлме ҫӗнӗ проект пурнӑҫа кӗртесшӗн. Чарӑнури ятарлӑ хыпарлавҫӑ пулӑшнипе пӗр-пӗр вокзалтан е хулари паллӑ вырӑнтан тепӗр ҫӗре епле каймаллине те пӗлме май килӗ.
Сасӑ хыпарлавҫи вырӑсла тата акӑлачанла (шел, вӑл чӑвашла пуплемест) калаҫать.
Тӗрӗслев мелӗпе ҫӗнӗлӗхе «Республика тӳремӗ» чарӑнура ӗҫлеттерсе янӑ.
Шупашкар районӗнчи Чӑрӑшкассинчи вӑтам шкулта (директорӗ — Ирина Гаврилова) Виктор Чугаров режиссёрӑн «Чӑваш чӗлхи» фильмне кӑтартнӑ.
Аса илтерер: Виктор Чугаровӑн ӗҫне кӑҫалхи ака уйӑхӗн 24-мӗшӗнче Чӑваш Ен Наци вулавӑшӗнче хӑтланӑччӗ.
Режиссёр Фейсбукра пӗлтернӗ тӑрӑх, фильма ӳкерме Чӑрӑшкассинчи шкулта пуҫланӑ. Унта ачасене чӑваш чӗлхипе литературӑна юратма Алина Николаева чунтан тӑрӑшса чылай ҫул вӗрентет.
Ачасем фильмпа кӑсӑкланса паллашнӑ, Виктор Чугаров ыйтӑвӗсене тупӑшса тенӗ пек хуравланӑ.
Режиссёра шкул дирекцийӗ Тав хучӗпе хавхалантарнӑ.
Кӑҫал Ҫӗрпӳ ярмӑркки утӑ уйӑхӗн 8-11-мӗшӗсенче иртӗ. Ӑна хӑҫан тата епле уявлассине нумаях пулмасть ятарлӑ ларура сӳтсе явнӑ. Ку хыпара Ҫӗрпӳ районӗн администрацийӗ Фейсбукра пӗлтернӗ.
Вырӑнтисем хыпарланӑ тӑрӑх, суту-илӗве йӗркелессине ҫеҫ мар (хальхи вӑхӑтра тавара таҫта та тупса илме пулать. Укҫа пултӑр ҫеҫ), культурӑпа спорт мероприятийӗсене те сӳтсе явнӑ.
Суту-илӳ палаткисемпе пӗрлех ача-пӑча хули пулӗ, фольклор коллективӗсем пуҫтарӑнӗҫ. Ярмӑрккӑ вӑхӑтӗнче Акатуй та иртӗ. Маттур ҫемьесене Пӗтӗм тӗнчери ҫемье кунӗпе чыслӗҫ.
Иртнӗ канмалли кунсенче республикӑри самай районта Акатуй иртрӗ. Республика шайӗнчи ҫав уяв ҫӗртме уйӑхӗн 24-мӗшӗнче Шупашкарти «Амазония» паркра иртӗ. Савӑнӑҫлӑ мероприяти 12 сехетре пуҫланса 21 сехетченех пырӗ.
Уяв вӑхӑтӗнче йӗркелеме палӑртнӑ пултарулӑх лапамӗсенче чӑваш халӑхӗн историйӗпе тата хӑйне евӗрлӗхӗпе паллаштарӗҫ. Уявра ярмӑрккӑ-куравсем ӗҫлӗҫ, фольклор ансамблӗсен тата эстрада ушкӑнӗсен, культура ҫурчӗсенчи пултарулӑх ушкӑнӗсен концерчӗсем тата ытти те пулӗ. Кире пуканӗ йӑтакансемпе, кӗрешекенсемпе пӗрлех ытти спорт ӑмӑртӑвӗ те иртӗ.
Акатуя Раҫҫейӗн тӑхӑр регионӗнчи пултарулӑх ушкӑнӗсем килсе ҫитӗҫ: Мускавран — «Атӑл» чӑваш хорӗ, Питӗртен — «Юрату» - чӑваш фольклор ансамблӗ, Тӗмен облаҫӗнчи Анат Тавда районӗнчен — «Йӑмра» чӑваш юррин халӑх ансамблӗ, Самар облаҫӗнчен —
«Шуҫӑм» фольклор ансамблӗ, Чулхуларан — «Чулхула чӑвашӗсем» ансамблӗ, Тутарстанран — «Туслӑх» ансамбль, Ӗрӗнпур облаҫӗнчен — «Нарспи» фольклор ушкӑнӗ, Чӗмпӗр облаҫӗнчен — «Шанӑҫ» чӑваш юррин ансамблӗ, Сарту облаҫӗнчен — «Эмине» ансамбль.
Шупашкар хулинче учреждени-организаци ячӗсене чӑвашла ҫырма тӑрӑшни савӑнтарать. Ҫав вӑхӑтрах тепӗр чухне йӑнӑшсем каяҫҫӗ. Ҫавӑн пеккисенчен пӗрне Чӑваш Енри Профессионал писательсен союзӗн правленийӗн председателӗ Лидия Филиппова асӑрханӑ. Кӑлтӑка курнӑскер сӑн ӳкерсе илсе Фейсбукри хӑйӗн страницинче вырнаҫтарнӑ.
«Ырӑ пуҫарӑва вӗҫне ҫитерме темшӗн-ҫке пирӗн тепӗр чухне вӑхӑт ҫитмест... Ҫак вывескӑсене чӑвашла куҫарнӑ чух ятарласа йӑнӑш туман-ха. Ҫапах та чӗлхене упрассипе аталантарасси пирки калаҫатпӑр пулсан ҫавӑн пек кӑлтӑксенчен пӑрӑнма май ҫуках-ши? Чарӑну тата шкул ячӗсенчи йӑнӑшсене ҫывӑх вӑхӑтра тӳрлетессе шанас килет...», — палӑртнӑ хӑйӗн шухӑшне Лидия Филиппова (вырӑсларан Таисия Ташней куҫарнӑ).
Редакцирен: Лидия Филиппова «Ҫӗҫпӗл ячӗллӗ ҫамрӑксен театрӗ» чарӑнӑвӑн ятӗнче те йӑнӑш тупнӑ. Куҫару авторӗ Геннайдий Дегтярев ӑнлантарса панӑ тӑрӑх, вырӑсла «Театр юного зрителя им. М. Сеспеля» ята чӑвашла куҫарнӑ чухне вулама ҫӑмӑл варианта суйланӑ: «Ҫеҫпӗл М. ячӗллӗ ҫамрӑксен театрӗ» илемлӗ мар, «Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ ҫамрӑксен театрӗ» тени вара ытла вӑрӑм.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |