Фербенкс хулинчи Америкӑпа Совет салтакӗсен туслӑхне халалланӑ палӑк умӗнче чӑваш юрри янӑранӑ, чӑваш ташшине ташланӑ. Унтан та ытларах — чӑваш ялавне ҫӗкленӗ.
«Чӑваш Ен» патшалӑх телерадиокомпанийӗн журналисчӗ Алексей Енейкин пӗлтернӗ тӑрӑх, Америкӑри чӑвашсен ассоциацийӗн ертӳҫи Надежда Сандркина тата пӗрлӗшӳ хастарӗ Людмила Петрова асӑннӑ материкӑн ҫурҫӗр енне пӗр эрнелӗх ҫулҫӳревпе кайнӑ, хӑйсемпе пӗрле чӑваш ялавне те илнӗ.
Ентешӗмӗрсене Аляскӑри хӑш-пӗр ял-хулара пурӑнакансем халӗ те вырӑсла калаҫни тӗлӗнтернӗ. Чӑвашсем унта эскимоссемпе те тӗл пулнӑ.
Чӗмпӗрте пӗрремӗш чӑваш букварьне кун ҫути кӑтартнӑранпа 150 ҫул ҫитнӗ ятпа уяв иртнӗ. Асӑннӑ пулӑма Раҫҫейре кӑҫал иртекен Халӑхсен культура эткерлӗхӗн ҫулталӑкне халалланӑ.
Мероприяти «Чӗмпӗрти чӑваш шкулӗ. И.Я. Яковлев хваттерӗ» музейра иртнӗ. Ӑна тӑван халӑхӑмӑра ҫутта кӑларнӑ педагога тата хальхи вӑхӑтри чӑваш алфавитне йӗркеленӗ Иван Яковлев пурнӑҫӗпе ӗҫ-хӗлне, унӑн пултарулӑхне халалланӑ.
Чӗмпӗрте 1885 ҫулта кун ҫути кӑтартнӑ чӑваш букварӗ упранать. Уява хутшӑннисене ун ҫинчен тата чӑваш алфавитне тата букварьне Иван Яковлев епле хатӗрлени пирки каласа кӑтартнӑ.
Валентина Тарават ертсе пыракан ансамбль «Обломовкӑри туйра» ҫӗнтернӗ. Ку хыпара Тутарстанри «Сувар» хаҫат Телаграм-каналта пӗлтернӗ.
Чӗмпӗрте нумаях пулмасть туй йӑли-йӗркисен пӗтӗм ҫӗршыври «Обломовкӑри туй» III конкурс-фестивалӗ вӗҫленнӗ иккен. Раҫҫей халӑхӗсен культура еткерлӗхӗн ҫулталӑкӗн шайӗнче иртнӗ конкурс-фестивалӗн финалне хутшӑнма конкурсантсем ҫӗршывӑн 8 регионӗнчен пуҫтарӑннӑ. «Чӑнлӑри «Шанӑҫ» халӑх ансамблӗ чӑваш туйӗн пӗр сыпӑкне – хӗр вӑрланине – кӑтартса «Халӑх юррин ансамблӗсем» номинацире I степеньлӗ Диплома тивӗҫсе лауреат пулса тӑнӑ», — пӗлтернӗ «Сувар».
Ӗнер, чӳк уйӑхӗн 12-мӗшӗнче, Питӗр хулинчи чӑвашсем Улаха пуҫтарӑннӑ. Мероприяти Калинин районӗнчи 7-мӗш вулавӑшра иртнӗ.
Питӗрти чӑваш хастарӗсем наци культурин фестивальне 13-мӗш хут ӗнтӗ пухӑнаҫҫӗ.
Ӗнер вӗсем Алиса Шарпаева ӑста хатӗрленӗ чӑваш эрешӗсемпе тумӗсене кӑтартнӑ. Иван Миронов ертсе пынипе хатӗрленӗ «Улах» музыкӑпа театр постановки те куракансене килӗшнӗ. «Парне» фольклор ансамблӗ, «Иван тата Алиса» пултарулӑх дуэчӗ, юрӑсен авторӗ тата композитор Надежда Кириллова та Улаха хӑйсен пултарулӑхӗпе илемлетнӗ-пуянлатнӑ.
Чӳк уйӑхӗн 11-мӗшӗнче Трак енри шкулсенче вӗренекенсем (пурӗ 39 ача) чӑваш чӗлхипе тата литературипе регион олимпиадине хутшӑннӑ. Ку хыпара Зинаида Михайлова «Контактра» пӗлтернӗ.
«Паллах, ыйтусене тӗрӗс хуравлама тӑван чӗлхепе литературӑна лайӑх пӗлни, юлашки ыйтура палӑртнӑ темӑна уҫса пама кашниех хӑйӗн шухӑш ҫӑмхине сӳтсе пырса сочинени ҫырса пама пултарни питӗ кирлӗ. Чӑваш чӗлхине юратса вӗренекен ачасем олимпиада ӗҫӗсене тӑрӑшса пурнӑҫлани, ытларах балл пухса ҫӗнтерӳҫӗ ята илни савӑнтарать», — хыпарланӑ Зинаида Михайлова.
Шупашкарта ачасене чӑваш чӗлхи вӗрентмелли курс уҫӑлӗ. Ку хыпара хулари шкулсенчен пӗринче чӑваш чӗлхи вӗрентекен Александр Степанов «Контактра» тӗнче тетелӗнче пӗлтернӗ.
Курса 1-мӗшпе 2-мӗш классенче тата 3-мӗшпе 4-мӗш классенче вӗренекен ачасем валли йӗркелеме палӑртнӑ. Уроксене чӗлхене пӗлменнисене чӗнеҫҫӗ. Чӑваш чӗлхине калаҫу мелӗпе йӗркелессине хыпарланӑ.
Заняти пӗчӗк ушкӑнсенче иртнӗ. Кашнинче — 5 ачаран ытла мар. Уроксене професси ӑсталӑхӗн тӗрлӗ конкурсӗнче темиҫе хутчен те ҫӗнтернӗ Ираида Матьянова (Телейпи) ирттерӗ.
Курса ҫырӑнас текенсене Александр Степанов е хӑйӗнпе, е Ираида Матьяновӑпа ҫыхӑнма сӗннӗ.
«Хыпар» издательство ҫурчӗ кӑларса тӑракан «Чӑваш хӗрарӑмӗ» хаҫат хупӑнмӗ. Кун пирки хаҫатҫӑсем «Пӗр класрисем» тӗнче тетелӗнче хавхаланса пӗлтернӗ.
«Хаклӑ та савӑнӑҫлӑ хыпар — «Чӑваш хӗрарӑмӗ» хаҫата сыхласа хӑварма пултартӑмӑр, паянтан пуҫласа ӑна 2023 ҫулӑн I ҫурри валли кирек хӑш почта уйрӑмӗнче ҫырӑнтарма пуҫлаҫҫӗ! Индексӗ П2262, хакӗ 430,38 тенкӗ. Ноябрь уйӑхӗнче почтальонпа тӗл пулма васкӑр. Ӗнтӗ хаҫат шӑпи сирӗн алӑра — йӑлтах тиражран килет малашлӑх», — хыпарланӑ юпа уйӑхӗн 25-мӗшӗнче вырнаҫтарнӑ постра.
Чӳк уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Стерлитамак хулинче Чӑваш тӗррин уявне пуҫласа пухӑнӗҫ.
Пушкӑртстанри ҫав хулара йӗркелекен уявра чӑваш тӗррин пуянлӑхӗпе паллашма май килӗ. Ҫав тӗллевпе курав йӗркелӗҫ. Чӑваш Енри ремесленниксен гильдийӗн пайташӗ Любовь Вазюкова чӑваш тӗррин вӑрттӑнлӑхӗпе ҫыхӑннӑ ӑсталӑх сехечӗ ирттерӗ.
Мила Данилова «Контактра» тӗнче тетелӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш тӗррин уявне йӗркелекенни — Пушкӑртстанри чӑвашсен «Канаш» общество организацийӗ. Мероприяти хулари Культура керменӗнче 14 сехетре пуҫланӗ.
Кӑҫалхи чӳк уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Чӑваш наци ӑслӑлӑхпа ӳнер академийӗн Аслӑ Пухӑвӗ пулӗ.
Елизавета Долгова «Контактра» тӗнче тетелӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, пӗтӗмлетӳллӗ мероприяти Чӑваш наци вулавӑшӗн конференц-залӗнче 10:00 сехетре пуҫланӗ.
Регистраци ҫав кун 9:00 сехетре уҫӑлӗ.
Чӑваш наци ӑслӑлӑхпа ӳнер академийӗн пайташӗсене пурне те Аслӑ Пухӑва ҫитме чӗнеҫҫӗ.
Чӑваш Енре ача-пӑча валли ҫыракансенсен алҫырӑвӗсен конкурсне пӗтӗмлетнӗ. Ҫӗнтерӳҫӗсене хавхалантарма тата вӗсен ӗҫӗсене килес ҫул кун ҫути кӑтартма хыснаран 200 пин тенкӗ уйӑрма пӑхса хӑварнӑ. Ҫав укҫа виҫӗ ҫӗнтерӳҫе тивӗҫет.
«Шкул ҫулне ҫитменнисем тата кӗҫӗн ҫулсенчи шкул ачисем валли ҫырнӑ хайлав» номинацире Николай Ларионовӑн (Йӗлмелӗн) «Микки мыскарисем» ӗҫӗ ҫӗнтернӗ. Автор 50 пин тенке тивӗҫӗ.
Юрий Исаевӑн «Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем» алҫырӑвӗ «Вӑтам шкул ҫулӗнчи ачасем валли ҫырнӑ хайлав» номинацире палӑрнӑ. Аслӑ ҫулсенчи шкул ачисем валли ҫырнӑ ӗҫсенчен Сергей Павловӑн «Шӑпчӑк ҫӗрӗпех юрлать» ӗҫӗ ҫӗнтернӗ. Юлашкинчен асӑннӑ икӗ автора 75-шер пин тенкӗ парӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (16.04.2025 15:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 760 - 762 мм, 16 - 18 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ржанов Василий Тимофеевич, чӑваш драматургӗ ҫуралнӑ. | ||
| Шупашкарта Чӑваш тӗп музейӗ уҫӑлнӑ. | ||
| Одюков Иван Ильин, чӑваш фольклорне пухаканӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |