Юпа уйӑхӗн 19-мӗшӗнче Чӗмпӗр хулинчи культура ҫуртӗнче Чӗмпӗр облаҫӗнчи тата Чӑваш Республикинчи ӑстасем хатӗрленӗ япаласене, халӑх стилӗпе хатӗрленӗскерсене, кӑтартӗҫ. Унта чӑваш наци костюмне халалланӑ «Нарспи» фестивалӗ иртӗ. Ӑна К.Иванов ҫуралнӑранпа 125 ҫул ҫитнине халаллӗҫ.
Фестиваль пӗрремӗш хут иртӗ. Ӑна наци тумне аталантарас, ӑстасене тупса палӑртас тӗллевпе ирттереҫҫӗ. Унта ӳнерҫӗсен, ӑстасен чи лайӑх коллекцийӗсене кӑтартӗҫ. Вӗсен йышӗнче Зинаида Вороновӑн ӗҫӗсем те пулӗҫ.
Ҫавӑн пекех фестивальте «Паха тӗрӗ» фабрика ӗҫӗсем те пулӗҫ. фестивале Чӑваш Енри «Асамат» эстрада ушкӑнӗ те хутшӑнӗ.
Чӑваш наци музейне хӑнасем час-часах килеҫҫӗ. Тӗрлӗ ҫӗршыв ҫыннисем кӗрсе тухаҫҫӗ унта.
Нумаях пулмасть Наци музейӗнче интереслӗ хӑна пулса курнӑ. Румынири таврапӗлӳҫӗ Левенте Борбей музейпа паллашнӑ.
Археологи тата авалхи истори секторӗн заведующийӗ Александр Волков аякран килнӗ хӑнана Чӑваш Ен историйӗпе, халӑх мӗнле пулса кайнипе паллаштарнӑ. Хӑнана Атӑлҫи Пӑлхар территорийӗсен картти уйрӑмах кӑсӑклантарнӑ. Левенте Борбей «История чувашского народа и Чувашского края с IX в. до начала ХХ в.» экспозицири карттӑн цифра копине пама ыйтнӑ. Вӑл ыйтнине тивӗҫтернӗ.
Левенте Борьей музей ӗҫченӗсене чӗререн тав тунӑ. Вӗсем тӑван халӑх историне хисепленӗрен кӑмӑллӑ юлнӑ вӑл.
Чӑваш тавраплӳҫисен союзӗн председателӗ Сергей Сорокин вӑй хунипе Станъял ялӗнче 2015 ҫулхи юпан 10-мӗшӗнче кӗрхи сӑра уявӗ пулса иртрӗ. Шурӑ юр ҫинчи ку Кӗрсӑри йӑлтах ҫӗнӗлле кӗрлерӗ. Кун пекки халиччен тата ӑҫта пулнине эпӗ курман та, илтмен те. Пӗтӗм ял хутлӑхӗн халӑхӗ харӑслатса пухӑнчӗ. Чӑнах та, Н.И. Ашмарин ҫырнӑлла «ҫакӑ пирӗн халӑхсем пӗр сӑмахпа кӗр тӑвать» тени пулчӗ-тӑр вӑл.
Малтанах Мускав Мӑнҫулӗ хӗрринчи тӑватӑ башньӑллӑ Чемен карти текен хулаш йӗри-тавра ялҫ-ялӑн йывӑҫсем лартрӗҫ, стан пӳрчӗсене капӑрлатрӗҫ, кӑвайтсем чӗртсе, 16 хуран ҫакса яшка та шӳрпе пӗҫерчӗҫ. Унтан хулаш варринчи ҫавра шилӗк ҫине хӑпарса Ҫӑкӑр касрӗҫ, Пичке пуҫларӗҫ, ҫичӗ метр ҫӳллӗш Асӑну юпи лартрӗҫ, вара халӑх юрларӗ-ташларӗ, кашни стан кӗреки умне пухӑнса кӗр-кӗрлесе сӑйланчӗ.
Кунти халӑх хирти ӗҫсене пӗтерсен авалтанпах юпа е чӳк уйӑхӗнче Кӗрсӑри ирттернӗ. Кӗр мӑнтӑрӗпе сӑра туса, икерчӗ пӗҫерсе, автан е чӑхӑ пусса, тӑвансене пӗрле пухса канашланнӑ, хӑналаннӑ. Эпӗ ӳснӗ вӑхӑтра кӗрсӑрине «колхоз ӗҫки» тетчӗҫ.
Мускаври Н.А. Некрасов ячӗллӗ хула вулавӑшӗнче ҫитес шӑматкун, юпан 17-мӗшӗнче, 13 сехетре литература каҫӗ иртӗ. «Чӑваш писателӗсем — фронтовиксем» ят панӑскере Чӑваш Енӗн РФ Президенчӗ ҫумӗнчи тулли праваллӑ элчӗлӗхӗ тата Мускаври чӑваш культурин обществи йӗркеленӗ. Ӑна Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе кӑҫал 70 ҫул ҫитнине халалланӑ.
Уяв каҫӗнче Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинчи ҫӗнтерӳшӗн пуҫне хунисене аса илсе тата фронтран таврӑнса пурнӑҫа литературӑна халалланисене хисеплесе аса илме палӑртаҫҫӗ. Вӑрҫӑ вут-хӗмне кӗнӗ ҫыравҫӑсенчен «А» саспаллипе пуҫланаканнисем кӑна темиҫе тесе палӑртнӑ май Леонид Агакова, Александр Алкана, Василий Алентее, Александр Артемьева, Степан Аслана асӑнса хӑварнӑ маларах асӑннӑ элчелӗх хйӑӗн сайтӗнче. Ытти паллӑ ҫыравҫӑ та пур: Петӗр Хусанкай, Ухсай Яккӑвӗ, Илпек Микулайӗ, Мӗтри Кипек, Валентин Урташ.
Чӑваш Республикин Министрсен Кабинетне отставкӑна янӑ хыҫҫӑн республикӑри политика пурнӑҫӗ самай хускалчӗ, вырӑнсене кам йышӑнасси пирки нумай шавларӗҫ. Малтанхи юлать, е ун вырӑнне теприне лартаҫҫӗ? Ҫак ыйту политикӑпа кӑсӑкланакансене чылай хумхатрӗ темелле. Чи кӑсӑк ыйту вара Культура министрне кама лартасси пирки пулчӗ. Чӑваш халӑх сайтӗнче те ҫак тема тавра сахал ма хыпарларӑмӑр.
Чӑн та Костя Яковлева лартни хӑш-пӗр ҫынсен умӗнче самай ыйту ҫуратрӗ. «Республикӑра культура министрне лартма тивӗҫлӗ ҫын тупайман-ши вара?» — текеннисем те пулчӗҫ. Теприсем: «Ак, Тутарстан ҫынни килӗ те пире чӑвашсене ӗҫлеме вӗрентӗ», — терӗҫ. Виҫҫӗмӗшсем вара чӑвашсене тутарлатма пуҫласси пирки те пӑшӑрханма пуҫларӗҫ. Ыйтусен шайӗ, паллах, ҫынсен культура шайӗ (Костӑн халь ӑна ӳстермелле пулӗ) мӗнлерех пулнинчен килет.
Константин Яковлева хальлӗхе культура министрне вӑхӑтлӑх кӑна лартнӑ. Ман шутпа ҫак йышӑнӑва тунипе Михаил Игнатьев команди ҫӗнӗ ҫынна тӗрӗслесе пӑхасшӑн. Пурнӑҫлайӗ е ҫук.
Вӑрнарти тӗп вулавӑшра тата историпе таврапӗлӳ музейӗнче «Халӑх ҫӳпҫинчен» ятпа фольклор уявӗ иртнӗ.
Тӑван халӑхӑмӑрӑн ламран лама куҫса пыракан пуянлӑхне кӑтартма ҫамрӑксене пуҫтарнӑ. «Халӑх ҫӳпҫинчен» фольклор уявне йӗркелекенӗ вара вырӑнти культура ӗҫченӗсем пуҫарса янӑ «Эткерлӗх» клуб.
Вӑрнар рйаонӗнчи тӗп вулавӑшӑн пулӑшу кӳрекен пайӗн пуҫлӑхӗ Л.Г. Кадыкова ҫамрӑксене чӑвашсен ал ӑсталӑхӗпе, ытти пултарулӑхӗпе паллаштаракан кӗнекесене кӑтартнӑ. Кӗнекесенче тӗрӗ ӑсталӑхӗ, йывӑҫран касса тӗрлӗ япала тӑвас вӑрттӑнлӑх, ҫӗвӗ тата пир тӗртес пултарулӑх пирки каласа кӑтартнӑ. Таврапӗлӳ музейӗн пуҫлӑхӗ Е.И. Шарипова вара Чӑваш Енре ӳнер хуҫалӑхӗсем епле аталанса пыни ҫинчен каласа кӑтартнӑ.
Сӑнсем (5)
«Ирӗклӗх» пӗрлӗх Чӑваш Республикин элтеперӗн администрацине тепӗр ҫыру шӑрҫаланӑ — хальхинче вӗсем республикӑна таврӑнма шухӑшлакан чӑвашсене пулӑшма ыйтнӑ.
«Ирӗклӗх» палӑртнӑ тӑрӑх Раҫҫейре ятарлӑ программа пур иккен, ун тӑрӑх инҫетре пурӑнакан Раҫҫей халӑхӗ хӑйӗн тӑван ҫӗршывне куҫнӑ чухне тӗрлӗ пулӑшу илейрет. Пӗрлӗх шухӑшӗпе ҫав программа евӗр чӑвашсем валли те ятарлине хатӗрлеме пулать.
Республикӑна таврӑнма шутлакансен йышне «Ирӗклӗх» ҫак ушкӑнсене кӗртме сӗннӗ: хуть те ӑҫта ҫуралнӑ чӑвашсем, хуть те ӑҫта ҫуралнӑ ашшӗ е амӑшӗ чӑваш пулнӑскерсем, чӑваш чӗлхине пӗлекен хуть те мӗнле халӑх ҫынни, Чӑваш Республикинче ҫуралнӑ хуть те хӑш халӑх ҫынни. «Ирӗклӗх» хастарӗсем сӗннӗ тӑрӑх, пулӑшма тивӗҫ таврӑнакан ҫыннӑн чӑвашла пӗлмелле.
Таврӑнакан чӑвашсене республикӑра тӗпленме укҫа уйӑрса пама тата республика шучӗпе пурӑнмалли ҫуртпа тивӗҫтерме сӗнеҫҫӗ. «Ирӗклӗх» шучӗпе унашкал программа республикӑра ҫӗнӗ ӗҫ вырӑнӗсем йӗркелеме, экономикӑна аталантарма пулӑшӗ. Ҫавӑн пекех демографи енчен те улшӑнусем лайӑх енне пулӗҫ-мӗн.
Ҫак ытларикун авӑнӑн 29-мӗшӗнче Парижра Чӑваш культурин кунӗ иртнӗ. Паллӑ искусствовед Геннадий Иванов-Орков хӑйӗн Facebook страницинче пӗлтернӗ тӑрӑх ӑна Ульпи (Ольга) Николаева йӗркеленӗ.
Куракансемшӗн «Чӑваш Ен» телекомпани хатӗрленӗ фильм кӑсӑклӑ пулнӑ. Ӑна хатӗрлес ӗҫе Марина Карягина, Сергей Мышев тата Ульпи Николаева хутшӑннӑ. Фонограмма валли чӑвашла тата вырӑсла текстсене ҫырма Геннадий Орков та пулӑшнӑ.
Фильма ӳкернӗ чухне Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗн ӗҫченӗсем хастар хутшӑннӑ — фонд управҫисем, ҫав шутра тӗп управҫӑ Г.Г. Исаев та. Пулӑшакансен йышӗнче фотографа тата Чӑваш патшалӑх ял хуҫалӑх академийӗн ӗҫтешӗсемпе 4 струдентне асӑнма пулать.
Фильмра анат енчи чӑвашсен хӗр тата хӗрарӑм тумӗсене кӑтартнӑ. Унта ӳкернӗ кашни ҫипуҫ пайӗ музей фондӗнче упранакан чӑн-чӑн япаласем пулни пирки ҫирӗплетет Геннадий Орков. Фильма музейӗн тӗп залӗнче ӳкернӗ.
Авӑнӑн 24-мӗшӗнче ЧР Наци вулавӑшӗнче ватӑсен тӗп канашӗн ларӑвӗ иртнӗ. Ӑна Виталий Станьял ирттернӗ.
Унта ҫамрӑк чӑваш ӑсчахсен прависене хӳтӗлесси пирки калаҫнӑ. «Хыпар» хаҫатри А.Бойковӑн Наци лицейӗн шӑпи пирки ҫырнӑ статйине сӳтсе явнӑ. Унтах «Кӗр сӑрине» ирттересси пирки, район энциклопедийӗсем ҫинчен калаҫнӑ. Ытти ыйтӑва та пӑхса тухнӑ унта.
Станьял палӑртнӑ тӑрӑх, гуманитари ӑсчахӗсене ӗҫе вырнаҫтарнӑ, анчах ҫивӗч ыйту сирӗлмен-ха. «Лицей никама та кирлӗ мар-и?» статьяра лицей шӑпишӗн пӑшӑрханнине палӑртнӑ. Администраци ӑна 4-мӗш лицее пама йышӑннӑ. Анчах ку районсенчи пултаруллӑ ачасене хатӗрлеме май памасть. Ку ыйту уҫӑ-ха…
Национальноҫ ӗҫӗсене туса пыракан федераци агентствине янӑ ҫырӑва пӑхса тухнӑ. Унта наци политикин ыйтӑвӗсене ҫӗкленӗ. Унта чӑваш чӗлхине пусмӑрланине палӑртнӑ. Чӑваш чӗлхине тарӑннӑн вӗрентекен классене, шкулсене, Наци лицейне хупнине пӗлтернӗ. Чӑваш орфографине пырса тивекен ыйтӑва та хускатнӑ ҫырура. Чӑваш сӑмахне юратакан журналистсене, ҫыравҫӑсене, вӗрентекенсене «сыхлаҫҫӗ». Вӗсене «экстремистсем» теҫҫӗ.
ЧР Наци вулавӑшӗнче ҫуллахи каникул хыҫҫӑн «Асамлӑ тӗрӗ» кружок каллех ӗҫлеме тытӑнать. Ӑна паллӑ ӑста, чӑваш орнаменталистикин виртуозӗ Евгения Жачева ертсе пырать.
Унӑн аллинчи йӗп асамлӑха ҫаврӑнать. Вӑл шурӑ пире илеме ҫавӑрать. Символсем, чӗрчунсем, кайӑксем тата ыттисем шурӑ пир ҫине тӗрленеҫҫӗ.
Евгения Жачева палӑртнӑ тӑрӑх, унччен пур хӗрарӑм та тӗрленӗ. Пирӗн асаннесемпе кукамайсем юрӑ юрланӑ пекех тӗрленӗ, вӗсем пир ҫине хӑйсен кӑмӑлне кӑларнӑ.
Кружокра тӗрлемелли композицие вӗренме кашниех пултарӗ. Пӗрремӗш хут килекенсем пусмасемпе, ҫипсемпе паллашӗҫ, чӑваш орнаментне тишкерӗҫ.
Кружокӑн пӗрремӗш занятийӗ юпа уйӑхӗн 3-мӗшӗнче 10 сехетре пуҫланать. Пурне те «Чӑваш кӗнеки» центра йыхравлаҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |