Симферопольте чӑваш наци культурин пӗрлешӗвӗ уҫӑласси пирки Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Кун пирки Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев Чӑваш наци конгресӗн президенчӗпе Николай Угасловпа тӗл пулнӑ чух асӑнса хӑварнӑ. Нумаях пулмасть Крым Республикинче чӑвашсен тӑватӑ наци автономине йӗркеленӗ те.
Чӑваш наци конгресӗн пресс-службин ертӳҫи Зоя Яковлева каланӑ тӑрӑх, ҫак ӗҫе туса ҫитерме Чӑваш наци конгресӗ те, Крымри чӑваш хастарӗсем те хатӗрленнӗ. Авӑн уйӑхӗн 16-мӗшӗнчен пуҫласа 21-мӗшӗччен ЧНК ертӳҫин пӗрремӗш ҫумӗ Валерий Клементьев ертсе пыракан пысӑках мар ушкӑн Крымра пулнӑ
Малтанах вӗсем Керчь хулине ҫитсе унти чӑвашсемпе тӗл пулнӑ. Часах Керчь хулинче те чӑваш наципе культура автономине уҫма палӑртнӑ.
Авӑн уйӑхӗн 19-мӗшӗнче Симферополь хулине Крым ҫур утравӗнче пурӑнакан чылай чӑваш пуҫтарӑннӑ, унта автономи туса хунӑ.
Унӑн ертӳҫи пулма Николай Пропынина шаннӑ. Хыҫҫӑнах пӗтӗм Крым Республикин чӑвашӗсен пӗрлӗхне туса хурасси пирки йышӑннӑ.
Пушкӑртстанри чӑваш общество юхӑмӗ «кӑҫал малалла пысӑк утӑм турӗ» тесе хаклать ку пулӑма асӑннӑ регионти чӑваш наципе культура автономийӗн ертӳҫин ҫумӗ Юрий Михайлов.
Вырӑнсенче автономисем уҫӑлнӑ хыҫҫӑн унти чӑвашсем чӑваш наципе культурин автономине йӗркеленӗ. Маларах асӑннӑ Юрий Михайлов общество юхӑмӗн тӗллевӗ ӗҫе лайӑхлатасси тесе палӑртать. «Халӑхӑн тата патшалӑх органӗсемпе муниципаллӑ влаҫӑн шанӑҫӗпе хисепне автономи ӗҫӗн паха кӑтартӑвӗпе ҫеҫ ҫӗнсе илеетӗн», — тесе шухӑшлать регионти автономин ертӳҫин ҫумӗ.
Малашлӑх плансем пирки шухӑшланӑ май Юрий Михайлов автономин кӗҫӗн звеносен пӗлтерӗшне ӳстерессине, Пушкӑртстан Республикинчи чӑвашсен пӗрлешӗвӗ комиссисем урлӑ ӗҫлессине палӑртать.
Авӑнӑн 19–20-мӗшӗсенче республикӑри халӑх пултарулӑхӗпе культура ҫурчӗ Элӗк районне ҫитсе вирьял чӑвашӗсен фольклорне пухнӑ.
Пултарулӑх ҫурчӗ ҫакнашкал экспедицисене час-часах ирттерет, чӑвашсен йӑла-йӗрке юррисене пухать. Ҫулҫӳревре пухнӑ юрӑсене хатӗрлесе кӗнеке кӑлараҫҫӗ. Акӑ 2002 ҫулта этнографи ушкӑнӗнчи чӑвашсен ача-пӑча, туй, хӑна тата салтак юррисене пухса 5 кӗнеке кӑларнӑ.
Хальлӗхе тури чӑвашсен юррисен пуххи ҫук-ха. Иртнӗ ӗмӗрӗн 90-мӗш ҫулӗсенче Муркаш, Етӗрне, Хӗрлӗ Чутай районӗсенче экспедисем ирттернӗ. Анчах ку материалсене, шел те, хальлӗхе кун ҫути кӑтартман. Ҫапла тури чӑвашсен юррисене упраса хӑварас тӗллевпе Элӗк районне ҫул тытнӑ.
Экспедици маршручӗ 8 ял урлӑ выртнӑ. Ватӑ ҫынсем пулӑшнипе 70 ытла юра ҫырса илнӗ. Вӗсен йышӗнче туй юррисем, Ҫӑварни юррисем, салтак юррисем, утӑ ҫулма кайнӑ чухнехи тата ача-пӑча юррисем пулнӑ. Пухнӑ материала хатӗрлесе тури чӑвашсен юра пуххине кӗртӗҫ.
Нумаях пулмасть Чӑваш Республикин РФ Президенчӗн ҫумӗнчи тулли праваллӑ элчи Леонид Волков патӗнче паллӑ актер Станислав Садальский пулнӑ. Вӑл — Патӑрьел районӗнче ҫуралса ӳснӗскер.
Станислав Садальский Мускаври чӑвашсен ентешлӗхӗпе тачӑ ҫыхӑну тытать. Вӑл Леонид Волков ирттерекен культура мероприятийӗсене май килнӗ таран хутшӑнать.
Леонид Волков тӗлпулура Станислав Садальские иртсе кайнӑ ҫуралнӑ кунӗпе саламланӑ. Вӑл унӑн пултарулӑхне килӗштернине, артистӑн Чӗрӗ Журналне яланах вуланине палӑртнӑ. Леонид Волков пирӗн ентеше малашне те ӑнӑҫусем тума, палӑртнисене пурнӑҫа кӗртме ҫирӗп сывлӑ суннӑ.
Унтан Станислав Садальский чӑвашсен культура центрне кайса курнӑ.
Кун пирки Чӑваш Ен Элтеперне суйланнӑ Михаил Игнатьевпа Чӑваш наци конгресӗн президенчӗ Николай Угаслов тӗлпулнӑ чух каланӑ.
Николай Угаслов ӗнентернӗ тӑрӑх, регионсен наципе культура пӗрлешӗвӗсем юлашки ҫулсенче Чӑваш Енпе тачӑ ҫыхӑну ӗҫленине уйрӑммӑн палӑртаҫҫӗ. Вӗсене аталанса пыма, ҫыхӑнӑва ҫирӗплетме сахал мар ӗҫ пурнӑҫланӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ иккен хайхисем.
Юлашки ҫулсенче ЧНК пайташӗсем тӗрлӗ региона тухса ҫӳреҫҫӗ, унти чӑвашсемпе ҫыхӑну тытаҫҫӗ. Авӑн уйӑхӗн 19-мӗшӗнче Чӑваш наци культурин Симферопольте пӗрлешӗвӗ уҫӑлӗ, ҫитес вӑхӑтра та Белгородра наци культурин автономийӗ йӗркеленмелле.
Ҫӗршыври регионсенче те ҫавӑн йышши пӗрлешӳсем йӗркеленнӗ. Юлашки пилӗк ҫул хушшинче вӗсен шучӗ 81-рен 93 ҫитнӗ-мӗн.
Элӗк районӗнчи Питӗшкассинчи вӑтам шкул администрацийӗ чӑваш чӗлхипе литературине сехетсене кӗскетмесӗр вӗрентеҫҫӗ. Кун пирки Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ вӗрентекенӗ, «Чӑваш Республикин учителӗсен ассоциацийӗ» общество организацийӗн чӑваш чӗлхипе литератури вӗрентекенсен секцийӗн ертӳҫи Геронтий Никифоров авӑнӑн 14-мӗшӗнче унта ҫитсе курни тӑрӑх Чӑваш наци конгресӗн сайтӗнче хыпарлать. Шкулта ҫавӑн пекех Р.И. Казакова-Сэйт юрӑҫ пулнӑ.
Питӗшкассисем чӑваш чӗлхипе литературине кӗскетмесӗр вӗрентнипе пӗрлех 5, 6. 7-мӗш классенче «Тӑван ен культури» предмета ӑша хывтарма уйрӑм сехет уйӑрса панӑ.
Шкулта пулнӑ хӑнасем пуплев тасалӑхӗпе чӑвашлӑха аталантарс, илемлӗ вулава йӗркелес тата юрӑ-кӗвӗ пуянлӑхӗпе шкулта усӑ курас ыйтусене хускатнӑ.
Йӑлӑмра вырнаҫнӑ «Чувашия» санатори ҫывӑхӗнче ӗнер финн киноактерӗ Вилли Хаапасало ертсе пыракан пултарулӑх ушкӑнӗ чӳклеме туни ҫинчен документлӑ фильм сыпӑкӗсене ӳкернӗ. Ку ӗҫ-nyҫa йӗркелекенни ЧНК Ваттисен Канашӗн пуҫлӑхӗн ҫyмӗ Федор Мадуров скульптор пулни пирки ЧНКн пресс-службин ертӳҫи Зоя Яковлева пӗлтерет.
Авалхи йӑла-йӗркене Федор Мадуров чылай ҫул ертсе пырать. Хальхинче те кунта унӑн ывӑлӗ — Дмитрий Мадуров ӳнер тӗпчевҫи, Анатолий Кипеч ҫыравҫӑ, Николай Фомиряков таврапӗлӳҫӗ, Юрий Спиридонов кинопродюсер тата ыттисем те хутшӑннӑ. Чӳклеме ирттернӗ ҫӗре ЧНК ертӳҫин пӗрремӗш ҫумӗ Валерий Клементьев тата ЧНК пресс-службин ертӳҫи Зоя Яковлева хутшӑннӑ.
Вилли Хаапасало ертсе пыракан киноушкӑн малалла Йӗпреҫ тӑрӑхне чӑваш сӑрине епле вӗретнине ӳкерме ҫул тытнӑ.
Нумаях пулмасть Чӑваш наци конгресӗн хастарӗсем президиумӑн черетлӗ ларӑвне пухӑннӑ. Унта вӗсем ытти ыйтупа пӗрлех Геннадий Волкова асӑнса лартма палӑртнӑ палӑка Беларуҫ ҫӗршывӗнчен илсе килсе вырнаҫтарса лартассине те сӳтсе явнӑ.
Президиум членӗсем палӑка туса ҫитерме тата 200 пин тенкӗ пухма калаҫса татӑлнӑ. ЧНК президенчӗ Николай Угаслов 100 пин тенкӗ пама килӗшнӗ, ыттисем те укҫа енчен пулӑшма шантарнӑ.
Геннадий Никандрович Волкова пӗлмен ҫын сахал пулӗ. Вӑл хӑйӗн этнопедагогикине сарнипе паллӑ тес терӗм те, апла мар-ха. Хӑйӗн этнопедагогикине мар. Халӑхӑнне. Тӑван халӑхӑмӑрӑнне. Асатте-асаннесем шахвӑртса каланине пирӗнтен чылайӑшӗ астӑвать пулӗ. «Волкварӗнчен (ҫавӑн пек ҫырма пур пирӗн патра. — Т.Т.) хӑпарнӑ чух пӗр ҫуна тӳнсе кайнӑ», — тесе калатчӗ, сӑмахран, пире кукамай эпир кутӑнлашнине курсан. Ҫапла, ытарлӑ сӑмахсемпе, ятламасӑр-кӑшкӑрмасӑр намӑслантарма та, ӑса кӗртме те пултарнӑ чӑваш. Этнопедагогика ӑслӑлӑхӗпе вара вилӗмсӗр Геннадий Волков ҫанӑ тавӑрса ӗҫленӗ май ӑна тӗрлӗ халӑх хушшинче те сарнӑ.
Иртнӗ уйӑх вӗҫӗнче Хусанти Кремль патӗнчи Ҫыранҫум урамра Тутар Республикин Халӑхсен ассамблейи тата Халӑхсен туслӑх ҫурчӗ «Культурӑсен мозаики» фестиваль ирттернӗ. Ӑна Тутартстанӑн Президенчӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑха пурнӑҫлакан Рустам Минниханов килсе курни пирки унти «Сувар» хаҫат пӗлтерет. Унпа пӗрле Хусан тата Тутарстан митрополичӗ Феофан, ТР муфтийӗ Камиль Хазрат пулнӑ.
Кӑҫал пуҫласа ирттернӗ фестивальти тӑватӑ павильонра ҫирӗм наципе культура пӗрлешӗвӗ вырнаҫнӑ. Унта курма килекенсен наци апат-ҫимӗҫӗпе, ал ӗҫ хатӗрӗсемпе паллашма май пулнӑ. Чӑваш наципе культура автономийӗн сӗтелне Аксу районӗ кӑтартнӑ. Ӳсел, Ҫӗнӗ Аксу, Сӗнчел ялӗн юрӑҫисем хӑнасене юрӑсемпе кӗтсе илнӗ, хуплупа сӑйланӑ. «Ҫӑлкуҫ» фольклор ансамблӗ юрласа ташланӑ. Лидия Квакова ертсе пыракан ушкӑн ҫуркунне «Никрут юрри» фестивалӗн гран-прине ҫӗнсе илнӗ. ӑста юрӑҫсен тупӑнать вӗсем ҫинчен те шӑрантармалли.
Авӑнӑн 5-мӗшӗнче Мускав 868-мӗш ҫуралнӑ кунне паллӑ тӑвӗ. Тӳре-шара анлӑ программа хатӗрленӗ. Унта 10 миллион ытла хӑна пухма палӑртнӑ.
Тӗп уяв Пушкин лапамӗнче иртӗ. Ку – мускавсен юратнӑ вырӑнӗ. Унта Мускав прессин фестивалӗ иртӗ, эстрада артисчӗсем юрлӗҫ, ытти мероприятие йӗркелӗҫ.
Уяв йӗркелӳҫисем мускавсене саламламашкӑн Чӑваш Республикин РФ Президенчӗ ҫумӗнчи тулли праваллӑ элчине Леонид Волкова чӗннӗ. Вӑл тухса калаҫнӑ хыҫҫӑн сцена ҫине «Атӑл» халӑх хорӗ тухӗ. Пушкин лапамӗнче, Кремль ҫывӑхӗнче, чӑваш юрри пӗрремӗш хут янӑрӗ. Хор икӗ юрӑ шӑрантарӗ. Вӗсем сцена ҫине авӑнӑн 5-мӗшӗнче 14 сехетре тухӗҫ. Мероприятие Мускав телеканалӗсемпе тӳрӗ эфирта кӑтартӗҫ.
Мускав уявӗнче 500 ытла мероприяти ирттерме палӑртнӑ. Ҫынсем уяв мероприятийӗсене хӑйсем онлайн мелӗпе сасӑласа суйланӑ. Унта 200 пин ытла ҫын хутшӑннӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |