Вӑрнар район администрацийӗн ертӳҫин ҫумӗ тата строительство тата ЖКХ пай пуҫлӑхӗн ҫумӗ ӗҫ вырӑнӗпе ытлашши усӑ курнӑ тесе шутлаҫҫӗ. Вӗсем нумай ачаллӑ ҫемье валли хваттер туяннӑ чухне йӗркене пӑснӑ иккен.
Следстви версийӗ тӑрӑх, 2015 ҫулхи раштав уйӑхӗнче администраци нумай ачаллӑ ҫемье валли хваттер туянмашкӑн конкурс ирттерссине пӗлтернӗ. Унта пӗр заявка кӑна килнӗ. Вырӑнти усламҫӑ туса пӗтермен хваттер туянма сӗннӗ. Кирлӗ документсем вырӑнне вӑл техника планне ҫеҫ кӑтартнӑ.
Тӳре-шара вара хутсене алӑ пуснӑ. Ҫапла майпа фирма счечӗ ҫине 2 миллион та 900 пин тенкӗ куҫнӑ. Анчах хваттере халӗ те туса пӗтермен. Ҫавна май республика хыснине тӑкак кӳнӗ.
Пуҫиле ӗҫе Вӑрнар районӗн судне янӑ. Айӑпланакан ҫынсен пурлӑхне арестленӗ.
Раҫҫейре курортра каннӑшӑн налук пуҫтарассине сӑнав шайӗнче кӗртеҫҫӗ. Кун пирки «Раҫҫей хаҫачӗн» порталӗнче пӗлтереҫҫӗ.
РФ Патшалӑх Думин йышӑнӑвӗпе килӗшӳллӗн, 2018–2022 ҫулсенче туристсенчен курортри инфратытӑмпа усӑ курнӑшӑн укҫа илесшӗн. Ку тӑватӑ региона пырса тивет: Крыма, Алтай, Краснодар, Ставрополь крайӗсене.
Налука 18 ҫул тултарнӑ ҫынсен тӳлеме тивӗ. Укҫана регионта 24 сехетрен ытларах пулсан илеҫҫӗ. Сахал тупӑшлӑ ҫемьесен, 1-мӗш тата 2-мӗш ушкӑнри сусӑрсен, вӑрҫӑ ветеранӗсен ҫӑмӑллӑхсем пулӗҫ. Вӗсене регионсем хӑйсем палӑртӗҫ.
Укҫа-тенкӗ регионти хыснана кӗрӗ. 2018 ҫулта пӗр талӑкра 50 тенкӗрен ытлашши илмӗҫ. Каярахпа ку кӑтарту 100 тенкӗпе танлашӗ.
Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗ умӗнчи лапама юсасшӑн. Ун валли республика хыснинчен 9 мллион тенке яхӑн уйӑрнӑ. Лапамра чӑваш орнаменчӗ пулмалла. Юсав ӗҫне кӗркунне вӗҫлеме палӑртнӑ.
Аукциона выляса илекен подрядчикӑн пӗр уйӑхра юсав ӗҫӗсене вӗҫлемелле. Театр алӑкӗ патне илсе пыракан хӗрлӗ ҫул ҫаплипех юлӗ. Унта чӑваш орнаменчӗн паллисем пулӗҫ. Пӗтӗмпе — 9 штук.
Театр умӗнчи лапам халӗ чаплах мар, унта юсав ӗҫӗсем ирттермелле. Плитасем арканса пӗтнӗ. Малтанлӑха аукцион хакне 8 миллион те 700 пин тенкӗлӗх палӑртнӑ.
Чӑваш Енре шалу виҫи 2011-мӗш ҫулхинчен 1,9 хут ӳснӗ. Ку факта ӗнер Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев пӗлтернӗ.
Ҫу уйӑхӗн 22-мӗшӗнче Правительство ҫурчӗн Пысӑк залӗнче республикӑн Сывлӑх сыхлав, Вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин, Спорт министерствисен пӗрлехи канашлӑвӗ иртнӗ. Унта ҫӗршыв Президенчӗн Владимир Путинӑн ҫу уйӑхӗнчи указӗсене пурнӑҫа кӗртессипе республикӑра епле ӗҫленине тишкернӗ.
«Ача сачӗсене пачах та черет ҫук. Шкул ҫулне ҫитмен шӑпӑрлансене 78 процента ҫити ача пахчисене вырнаҫтарнӑ. Бюджет пайӗнче ӗҫлекенсен шалу укҫин виҫине хӑпартса пынӑ. Пӗлтӗрхи кӑтартӑва 2015 ҫулхипе танлаштарас пулсан шалу виҫи вӑтамран 3,6 процент хӑпарнӑ, 2011-мӗш ҫулхипе илсен 1,9 хут ӳсни никамшӑн та вӑрттӑнлӑх мар», — тенӗ республика ертӳҫи.
Шупашкар хула пуҫлӑхӗ Ирина Клементьева тӗлӗшпе икӗ пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Кун пирки РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗн пресс-служби пӗлтерет.
Ку хыпара ҫу уйӑхӗн 18-мӗшӗнче пӗлтернӗ. Следстви шухӑшӗпе, 2013 ҫулхи чӳк уйӑхӗнче Ирина Клементьева, ун чухне вӑл «Чувашия-Мед» страхлав компанийӗн» тӗп директорӗ пулнӑ, саккуна пӑсса икӗ сделка тунӑ, кун пирки директорсене пӗлтермен, компани пурлӑхӗпе хӑй пӗлнӗ пек хуҫаланнӑ.
Вӑл 370 ытла тӑваткал метрлӑ лаптӑка пӗр фирмӑна, унӑн директорӗ — упӑшки, 10 ҫуллӑха тара панӑ. Унтан хакне пӗчӗклетнӗ. Чӑннипе вӑл уйӑхне 132 пин тенкӗ пулмалла, фирма вара 80 пин тенкӗ тӳленӗ.
Кунсӑр пуҫне вӑл страхлав компнийӗ ятӗнчен тӗп бухгалтерӑн амӑшне 1,7 пин тӑваткал метрлӑ ҫӗр лаптӑкӗ сутнӑ. Ӑна та 4,4 миллион тенкӗпе мар, 1,5 миллионпа панӑ. Ҫапла майпа страхлав компанийӗн хыснине тӑкак кӳнӗ.
Шупашкарта ҫулсене хак паракан общество комиссийӗ йӗркелӗҫ. ЧР влаҫӗсен официаллӑ порталӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, тӗп хулара «Хӑрушлӑхсӑр тата пахалӑхлӑ ҫулсем» программа пурнӑҫа кӗрет. Ун валли федераци, республика тата вырӑнти хыснасенчен 664,572 миллион тенкӗ уйӑрнӑ.
Ку укҫапа хулари 27 ҫула юсӗҫ, ҫул хӗресленекен 5 вырӑна анлӑлатӗҫ тата ытти ӗҫе пурнӑҫлӗҫ.
Шупашкарта ҫул пахалӑхӗсене тӗрӗслекен общество комиссийӗ йӗркеленӗ. Унта кирек кам та кӗме пултарать. Ҫапах ҫул-йӗр ҫинче ӗҫлесе опыт пухнисен унта кӗрес шанчӑк пысӑкрах.
Заявкӑсене ҫу уйӑхӗн 20-мӗшӗччен йышӑнаҫҫӗ: Шупашкар хули, Ехрем купса бульварӗ, 16-мӗш ҫурт. Е электронлӑ почтӑпа ярса памалла: gkhb@gcheb.cap.ru.
Ҫу уйӑхӗн 12-мӗшӗнче республикӑна федераци хыснинчен укҫа-тенкӗ килнӗ. Ку укҫа ӑҫта каясси паллӑ. Унпа патшалӑх пособийӗсене, ытти социаллӑ тата компенсаци тӳлевӗсене парӗҫ. Пӗтӗмпе хыснана 734,7 миллион тенкӗ кӗнӗ.
Сӑмах май, ҫулталӑк пуҫланнӑранпа пирӗн республикӑна федераци хыснинчен 3 673,5 миллион тенкӗ килнӗ. Ку кӑҫал уйӑрма палӑртнӑ укҫа-тенкӗн 41,7 проценчӗ кӑна-ха.
ЧР Финанс министерствин пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, пӗтӗмпе кӑҫал республикӑна 8816,3 миллион тенкӗ килмелле.
Патшалӑх закупкисен сайтӗнче ЧР Элтеперӗн администрацийӗ ҫӗнӗ машинӑсем туянма аукцион ирттерессине, парк валли икӗ автомашина туянасшӑннине Чӑваш халӑх сайчӗ маларах пӗлтернӗччӗ.
Сӑмах май, «Правда ПФО» хаҫат хыпарланӑ тӑрӑх, республика пуҫлӑхӗн Администрацийӗн гаражӗ ҫывӑх вӑхӑтра люкс шутланакан ҫичӗ автомобиль туянма палӑртнӑ. Анчах Пӗтӗм Раҫҫейри халӑх фрончӗн регионти штабӗн хастарӗсем тӳре-шара валли апла машинӑсем илнине хирӗҫ иккен. 2,8 миллион тенкӗ парса икӗ автомобиль туянас шухӑш килӗшменнине палӑртакан тата йӳнӗрех машина туянма сӗнекен хыпара Пӗтӗм Раҫҫейри халӑх фрончӗн сайтӗнче пичетленӗ.
Аса илтерер, машина туянмалли аукцион ҫу уйӑхӗн 15-мӗшӗнче иртмелле.
Иртнӗ ҫул вӗҫӗнче Чӑваш Ен Росавтодортан Пӑрачкав кӗперне юсама укҫа ыйтнӑ. Унтан хурав килнӗ: чи малтан укҫа-тенкӗ пуҫӑннӑ объектсене вӗҫлеме кайӗ.
Анчах ку республикӑна укҫа килмессине пӗлтермест. Пӑрачкав районӗнчи Сӑр урлӑ хывнӑ кӗпере федераци укҫи-тенкипе юсас шанчӑк пур-ха. Федераци хыснинчен уйӑрса памасан та Чӑваш Енӗн укҫа тупма тивет, кӗпере ҫитес икӗ ҫулта юсамаллах. Кун пирки ЧР транспорт министрӗ Владимир Иванов пӗлтернӗ.
Кӗпере юсамалли проекта 2015 ҫултах хатӗрленӗ. Кун валли пӗтӗмпе 565,144 миллион тенкӗ кирлӗ. Минтранс ку лару-тӑрӑва сӑнаса тӑрать. Хальлӗхе вара кӗпер питӗ япӑх лару-тӑрура.
Унччен ҫак кӗпере «Платон» тытӑмӗ пухнӑ укҫапа юсассине пӗлтернӗ. Анчах ҫав укҫа, 68 миллион тенкӗ, Етӗрне районӗнчи Сӑр урлӑ кӗпере юсама кайӗ.
Кӑҫал Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи вӗҫленнӗренпе 72 ҫул ҫитет. Ҫӗнтерӳ кунне пирӗн республикӑра та анлӑ паллӑ тума хатӗрленеҫҫӗ. Уяв умӗн вӑрҫӑ ветеранӗсене 500-шер тенкӗ парӗҫ.
Паянхи кун тӗлне Шупашкарта 5078 ветеран тата ветеран ятне илнӗ ҫын пурӑнать. Вӗсене пурне те 500 тенкӗ парӗҫ. Ку тӗллевпе хула хыснинчен пӗтӗмпе 1,9 миллион тенкӗ ытла тӑкаклама палӑртнӑ.
Сӑмах май, кунашкал тӳлеве 2006 ҫултанпа параҫҫӗ. Пӗлтӗр Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеренӗсене 500 тенкӗ тӳлесе пӗтӗмпе 2,5 миллион тенкӗ ытла тӑкакланӑ. Ун чухне ку тӳлеве 4669 ҫын (ҫӑлкуҫри цифрӑсем ҫакнашкал) тивӗҫнӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |