Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.7 °C
Ӗнен сӗчӗ чӗлхе вӗҫӗнче.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: хысна

Хулара
Григорий Артемьев тунӑ сӑн
Григорий Артемьев тунӑ сӑн

Шупашкара автономлӑ майпа ҫӳрекен пӗрремӗш троллейбус ҫитнӗ. Ӑна паян, кӑрлач уйӑхӗн 21-мӗшӗнче, трейлерпа илсе ҫитернӗ.

Ҫӗнӗ троллейбуса ҫӗнӗ маршрутпа ярӗҫ. 10-мӗш маршрут «Садовый» микрорайонпа хулан тӗп урамӗсене ҫыхӑнтарӗ. Шупашкарта пӗтӗмпе кунашкал пилӗк троллейбус ямалла. Хула троллейбуссене икӗ ҫуллӑх лизингпа 57 миллион тенкӗлӗх туяннӑ. Пӗр троллейбус валли хыснаран 11,7 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. Кунашкал транспорт электричествӑсӑр ҫӳрет, ӑна подзарядка ҫеҫ тумалла.

Хальлӗхе ҫӗнӗ транспорта 1-мӗш троллейбус депоне лартнӑ. Ку хыпара «Про Город» хаҫата Григорий Артемьев халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/54855
 

Ҫул-йӗр

Пӗлтӗр Чӑваш Енри ҫул-йӗр ӗҫченӗсем строительство тата юсав валли уйӑрнӑ укҫа-тенке хута яма ӗлкӗреймен. ЧР Транспорт министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, хальлӗхе ҫул-йӗр фончӗ уйӑрнӑ 5 млрд тенкӗрен 4,6 млрд тенкине ҫеҫ тӑкакланӑ. Ку 92,2 процентпа танлашать. Пӗтӗмпе 394 миллион тенкӗ юлнӑ.

Ведомство палӑртнӑ тӑрӑх, укҫан пӗр пайне тӑкаклама ӗлкӗрме май та пулман, мӗншӗн тесен вӑл республикӑна ҫулталӑк вӗҫӗнче кӑна килнӗ. Сӑмах 96,9 миллион тенкӗ пирки пырать.

Тепӗр 51,3 миллион тенке аукционра перекетлеме май килнӗ. 245,9 миллион тенки вара ҫул ҫинчи хӑш-пӗр ӗҫе пурнӑҫламаннипе тӑрса юлнӑ, вӗсене кӑҫал ирттерме палӑртнӑ.

 

Республикӑра
Сар.ru сӑнӗ
Сар.ru сӑнӗ

Чӑваш Енӗн физкультурӑпа спорт министерствинче кӑҫал пурнӑҫа кӗртмелли пысӑк проектсене пӑхса тухса тишкернӗ. Кун пирки «ПроГород Чебоксары» кӑларӑм хыпарлать.

Пӗр проектне пурнӑҫа кӗртнӗ май республикӑри Олимп резервӗсен спорт шкулӗсене федераци хыснинчен 40 миллион тенкӗ ытла уйӑрса парӗҫ. Ҫавна май халӗ шкулсем спорт оборудованийӗпе хатӗрӗсене туянма заявкӑсем хатӗрлеҫҫӗ.

Кӑҫалах пурнӑҫа кӗртмелли тепӗр проект вара — Шупашкарта регион шайӗнчи хоккей центрне тӑвасси. Ӑна Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи Чӑваш кадет корпусӗ ҫумне ҫирӗплетӗҫ. Хакӗ — 277 миллион тенкӗ. Центра хӑпартма федераци, республика тата хула хыснисенчен укҫа уйӑрӗҫ.

Палӑртса хӑвармалла, Хоккей центрне 2020 ҫул пуҫламӑшӗ тӗлне уҫмалла.

 

Ҫул-йӗр

Пӑрачкаври Сӑр юханшывӗ урлӑ хывнӑ кӗпер япӑх лару-тӑрура. Ӑна кӑҫӑл юсама палӑртнӑ. Ӗҫе «Хӑрушсӑр тата пахалӑхлӑ автомобиль ҫулӗсем» наци проекчӗпе килӗшӳллӗн темиҫе ҫул юсӗҫ, мӗншӗн тесен республика хыснинчи укҫапа кӑна вӑй ҫитерме йывӑртарах. Проектпа смета докуменчӗсене хатӗрленӗ ӗнтӗ. Подрядчике иккӗмӗш кварталта палӑртӗҫ.

Хальлӗхе автомобильсене кӗпер урлӑ пӗр ҫулпа кӑна ҫӳреттереҫҫӗ, йывӑр тиевлӗ машинӑсене кӗртмеҫҫӗ. Кӗпере юлашки хутчен 2016 ҫулта юсанӑ. Ун чухне бетонӑн пӗр пайӗ йӑтӑнса аннӑ.

Палӑртмалла: кӗпере 1970 ҫулта хута янӑ.

 

Вӗренӳ

Шупашкар районӗн центрӗнче – Кӳкеҫре поселокӗнче – икӗ пӗлӳ ҫурчӗ: Кӳкеҫ лицейӗ тата 1-мӗш шкул. Анчах ачасем валли вырӑн ҫитмест, ҫавна май унта тепӗр шкул хута ярасшӑн.

Шупашкар районӗн хаҫачӗ «Тӑван Ен» пӗлтернӗ тӑрӑх, район депутачӗсен пухӑвӗн ларӑвӗнче ҫитес ҫул Кӳкеҫре шкул тумашкӑн хыснара укҫа пӑхса хӑварнине пӗлтернӗ. Проектпа килӗшӳллӗн, пӗлӳ ҫуртне 600 ача ҫӳремелле.

Проект ӗҫӗсене вӗҫлесен укҫа-тенкӗ уйӑмашкӑн заявка парӗҫ.

 

Политика

Элтепер администрацийӗн автобазине ҫӗнӗ машинӑсемпе пуянлатма палӑртнӑ. Хальхинче 5 ҫӑмал автомашина туянасшӑн. Сӑмах май, унччен виҫӗ машина илнӗ. Хальхи транспортпа танлаштарсан, унчченхи «тимӗр утсен» хакӗ пӗчӗкрех пулнӑ: виҫҫӗшне 4,5 миллион тенкӗпе туяннӑ.

Хальхинче администраци пилӗк машинӑна 8 миллион та 300 пин тенкӗпе туянасшӑн. Укҫа-тенке республика хыснинчен уйӑрӗҫ.

Аукцион раштав уйӑхӗн 13-мӗшӗнче иртӗ. Палӑртмалла: 2012 ҫулта Чӑваш Ен влаҫӗ 8,3 миллион тенкӗпе икӗ иномарка туяннӑ. Ун чухне ку халӑха самай калаҫтарнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/53972
 

Политика
Чебоксары.ру сайтран илнӗ сӑн
Чебоксары.ру сайтран илнӗ сӑн

2017 ҫула пӗтӗмлетнӗ тӑрӑх, Чӑваш Енри тӳре-шара тухӑҫлӑ ӗҫленӗ. Республика Раҫҫейри тухӑҫлӑ ӗҫлекен 40 регионсен йышне кӗнӗ. Вӗсене хавхалантармашкӑн федераци хыснинчен 20 миллиард тенкӗ уйӑрма палӑртнӑ.

Михаил Игнатьев каланӑ тӑрӑх, хальлӗхе региона мӗн чухлӗ укҫа уйӑрасси татӑклӑн паллӑ мар, ҫапах Чӑваш Ене 200 миллион тенкӗ патнелле килмелли пирки систернӗ. Ку укҫана социаллӑ ыйтусене татса панӑ ҫӗре яма палӑртнӑ.

Палӑртмалла: пӗлтӗр Чӑваш Ен тухӑҫлӑ ӗҫлекен регионсен йышне лекмен.

 

Республикӑра
Сар.ru сӑнӗ
Сар.ru сӑнӗ

Чӑваш Республикинче ҫитес вӑхӑтрах патшалӑхӑн тепӗр наградине вӑя кӗртесшӗн. Унӑн ячӗ: «Анне» мухтав палли (ун ҫине чӑвашла «Анне» тесе ҫырӗҫ). Ӑна пиллӗк е унран ытларах ача ҫуратса ӳстернӗ е ҫитӗнтерекен хӗрарӑмсене пама палӑртнӑ. Кун пирки REGNUM информаци агентстви хыпарлать.

Унсӑр пуҫне саккун проектӗнче тепӗр асӑрхаттару та пур: ҫемьен Чӑваш Енре 10 ҫулран кая мар пурӑнмалла. Ҫитес ҫул мухтав паллипе 80 хӗрарӑма наградӑласшӑн. 2020 ҫултан тытӑнса — ҫулсерен 28-шар амӑшне.

Палӑртса хӑвармалла, ҫак наградӑпа чысламашкӑн влаҫрисен хысна укҫине пӑхса хума тивӗ. 2019 ҫулта кун валли 724 пин тенкӗ кирлӗ пулӗ, ун хыҫҫӑнхи ҫулсенче — ҫуллен 253 пин те 400-шер тенкӗ. Мӗншӗн тесен пӗр палла хатӗрлеме 9 пин тенкӗ расхутланать, удостоверени хатӗрлеме 50 тенкӗ кирлӗ.

 

Вӗренӳ

2019 ҫулта Чӑваш Енре ялсенче вырнаҫнӑ 30 шкулта спортзала юсӗҫ. Ку тӗллевпе федераци хыснинчен - 28,2 миллион тенкӗ, республика хыснинчен 902 пин тенкӗ уйӑрнӑ. Ку ӗҫе муниципалитетсем те тӳпе хывӗҫ.

Улатӑр, Патӑрьел, Элӗк, Ҫӗрпӳ, Муркаш, Шӑмӑршӑ, Шупашкар, Тӑвай районӗнсенче икшер шкула юсаса ҫӗнетӗҫ. Вӑрнар, Йӗпреҫ, Красноармейски, Комсомольски, Сӗнтӗрвӑрри, Пӑрачкав, Елчӗк тата Вӑрмар районӗсенче пӗрер шкул валли укҫа уйӑрнӑ. Канаш тата Етӗрне районӗсем чи телейлисем – вӗсенче виҫшер спортзал ҫӗнелӗ.

Палӑртмалла: Чӑваш Енре юлашки 5 ҫулта 150 шкулта юсав ӗҫӗсем ирттернӗ. Хальлӗхе вӗренӳ учрежденийӗсен 7 проценчӗ вуҫех те спортзалсӑр.

 

Чӑваш чӗлхи

Чӑваш Енре наци чӗлхине упрассипе ҫыхӑннӑ фильм ӳкересшӗн. Ҫавна май аукцион ирттересси пирки те пӗлтернӗ. Саккас параканӗ – Чӑвашфильм. Фильмӑн малтанхи ячӗ - "Наследие" (чӑв. "Еткерлӗх").

Фильма ӳкерме федераци тата республика хыснисенчен укҫа-тенкӗ уйӑрӗҫ. Килӗшӗвӗн малтанхи хакӗ – 2 183 344 тенкӗ. Электронлӑ аукцион чӳк уйӑхӗн 6-мӗшӗнче иртӗ.

Аукционра ҫӗнтерекенӗн фильма раштавӑн 10-мӗшӗччен ӳкерсе пӗтермелле. Унӑн хронометражӗ 30 минутран сахал мар, анчах 40 минутран ытларах мар пулмалла.

 

Страницӑсем: 1, 2, 3, 4, 5, 6, 7, 8, 9, [10], 11, 12, 13, 14, 15, 16, 17, 18, 19, 20, ... 23
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Вӑй тапса тӑрать, йӗркелӳҫӗ пултарулӑхӗ, илӗртӳлӗх хушӑнсах пыраҫҫӗ. Ку эрнере плансемпе палӑртса хунисене пурнӑҫлама ӑнӑҫлӑ вӑхӑт. Сывлӑха тимлӗр, ҫывӑх ҫынсен сывлӑхӗ пирки те ан манӑрн. Тахҫан шута хуман чир йӑл илме пултарать.

Раштав, 22

1780
244
Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ.
1840
184
Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ.
1930
94
Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуть те кам тухсан та
хуҫа тарҫи
хуҫа арӑмӗ
кил-йышри арҫын
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа хӑй
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ