Шупашкар хула пуҫлӑхӗ Ирина Клементьева тӗлӗшпе икӗ пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Кун пирки РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗн пресс-служби пӗлтерет.
Ку хыпара ҫу уйӑхӗн 18-мӗшӗнче пӗлтернӗ. Следстви шухӑшӗпе, 2013 ҫулхи чӳк уйӑхӗнче Ирина Клементьева, ун чухне вӑл «Чувашия-Мед» страхлав компанийӗн» тӗп директорӗ пулнӑ, саккуна пӑсса икӗ сделка тунӑ, кун пирки директорсене пӗлтермен, компани пурлӑхӗпе хӑй пӗлнӗ пек хуҫаланнӑ.
Вӑл 370 ытла тӑваткал метрлӑ лаптӑка пӗр фирмӑна, унӑн директорӗ — упӑшки, 10 ҫуллӑха тара панӑ. Унтан хакне пӗчӗклетнӗ. Чӑннипе вӑл уйӑхне 132 пин тенкӗ пулмалла, фирма вара 80 пин тенкӗ тӳленӗ.
Кунсӑр пуҫне вӑл страхлав компнийӗ ятӗнчен тӗп бухгалтерӑн амӑшне 1,7 пин тӑваткал метрлӑ ҫӗр лаптӑкӗ сутнӑ. Ӑна та 4,4 миллион тенкӗпе мар, 1,5 миллионпа панӑ. Ҫапла майпа страхлав компанийӗн хыснине тӑкак кӳнӗ.