Ҫӗнӗ Шупашкарти Чӑваш патшалӑх сӑнав драма театрӗ Алекс Бьерклундӑн «Четыре солдата в поисках мира» драми тӑрӑх лартнӑ спектакле куракан умне кӑларма хатӗрленет. Ку спектакле театр труппи «Пӗчӗк хулари театрсем» федераци проектне хутшӑнса ҫӗнсе илнӗ грант укҫипе лартать.
Сӑнав театрӗн илемлӗх ертӳҫи Валерий Проворов палӑртнӑ тӑрӑх, театра федераци хыснинчен 5 миллион та 506 пин тенкӗ панӑ, республика та укҫа уйӑрнӑ: 611800 тенкӗ. Ҫак нухратпа театр хальхи йышши ҫутӑ тата сасӑ хатӗрӗсем, сцена эффекчӗсем валли ытти оборудовани, декораци тата тум туяннӑ.
Асӑнса хӑварар, ҫак спектакле театр артисчӗсем Шупашкарта, Канашра, Ҫӗмӗрлере, Етӗрнере, Сӗнтӗрвӑрринче, Ҫӗрпӳре, Чикмере, Чулхулара тата Чӗмпӗрте кӑтартасшӑн. Унсӑр пуҫне вӗсем ҫитес ҫул Раҫҫейри пӗчӗк хуласен театрӗсен фестивальне хутшӑнасшӑн.
Паян иртнӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн 15-мӗш сессийӗ хыснана ҫитес ҫул тата 2019-2020-мӗш ҫулсем валли йышӑнассипе ҫыхӑннӑччӗ. Укҫа-тенкӗ яланах тавлаштарать, вӑрҫтарать. Паянхи сессире депутатсем бюджет проектне хӗрсех сӳтсе яврӗҫ. Пӗрисем хыснана ырларӗҫ пулсан, теприсем хурларӗҫ. Унтан та ытларах: пӗрне-пӗри ӳпкелени те сисӗнчӗ.
Елена Бадаева депутат хӑш-пӗр парламентарие ятран асӑнса тухрӗ. Кунта вӑл Игорь Молякова, Сергей Семенова, Григорий Данилова хытах ӳпкелерӗ. «Пирӗн предприяти 137 миллион тенкӗ налук тӳлерӗ», – тенӗ май вӑл маларах хӑй асӑннӑ депутатсене пӗчӗк цех та пулин уҫма сӗнчӗ. Александр Андреев ячӗ те пулчӗ унта, анчах вӑл ӳлӗмрен ферма уҫасси пирки иккӗленменнине палӑртрӗ.
Паян чӑваш парламенчӗн депутачӗсем 15-мӗш сессие пуҫтарӑнчӗҫ. Унта пӑхса тухнӑ тӗп ыйту килес ҫулхи хыснапа ҫыхӑннӑ. Ӑна сӳтсе явма хутшӑннисенчен пӗри, Григорий Данилов, каллех чӑвашла калаҫрӗ. Аса илтерер, вунвиҫҫӗмӗш сессире те вӑл тӑван чӗлхепе калаҫнӑччӗ.
«Паян пӑхса тухакан 2018 ҫулхи бюджет 2017 ҫулхинчен пысӑрах. Бюджета, пӗтӗмӗшле илсен, лайӑх хатӗрленӗ», — терӗ вӑл. Уншӑн республикӑн финанс министрне Светлана Енилинӑна тав турӗ. Коммунист-депутат ҫапах та хыснана «халӑх шухӑшне шута илмесӗр тума пуҫланӑ» тесе хакларӗ. Сӑмахне ҫирӗплетме вӑл хӑйӗн тӑван Муркаш районӗнчи Кашмаш ялӗнчи шкула хупнине илсе кӑтартнӑ май унта вӗренӳ учрежденийӗ кирлех тесе каларӗ. Унта 8 ытла ача шкул ҫулӗнчи пурӑнать. Шкулсем хупӑнсан ачасем ытларах ҫураласси пирки те вӑл иккӗленчӗ. Ачасене автобуспа шкула турттарнине те вӑл ырламарӗ. Ун шучӗпе ҫул ансӑр, ҫак ачасен «пурнӑҫӗпе сывлӑхне хӑрушлӑх кӳрет».
Ҫӗнӗ культура учрежденийӗсем туни тата юсани ҫеҫ ҫителӗксӗр, ҫак отрасльте ӗҫлекенсен шалӑвне те вӑл ӳстермелле тесе шухӑшлать.
«Халӑх итлевӗ хыҫҫӑн халӑх сӗнӗвне шута илмесӗр хатӗрленӗ бюджетшӑн пирӗн фракци сасӑлама пултараймасть», — терӗ депутат.
ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗсем 2018 ҫул валли хысна пайланӑ. Ҫитес ҫул «Шупашкар» ҫар карапне, ӗҫрен кӑларнӑскере, Шупашкара ҫитермешкӗн укҫа-тенкӗ уйӑрма палӑртнӑ.
Карапа тӗп хулана илсе килесси пирки 2014 ҫултах калаҫма тытӑннӑ. Ун чухне Шупашкар мэрӗ Леонид Черкесов ӑна юханшыв портне лартса унта музей йӗркелеме шухӑш пуррине пӗлтернӗ.
Кӑҫалхи ҫӗртме уйӑхӗн 12-мӗшӗнче вара РФ премьер-министрӗ Дмитрий Медведев ФСБ карапа муниципалитет харпӑрлӑхне пани пирки хушу алӑ пуснӑ. Анчах ӑна республикӑн хӑй шучӗпе илсе ҫитермелле.
Карапӑн Питӗре хӑйӗн ҫитмелле, унтан ӑна буксира илӗҫ. Пӗр сехетре вӑл 3 тонна горючи расхутлать. Пӗтӗмпе 80 пин литр горючи кирлӗ. Карапа Шупашкара илсе килсе музей йӗркелесшӗн.
Муркаш районӗнчи Кашмашра ҫӗнӗ шкул тутарас ыйтӑва пӗр вӑхӑтра уйрӑмах ҫине тӑрса ҫӗкленӗ хыҫҫӑн ку ыйту лӑпланнӑн та туйӑннӑччӗ. Анчах ҫук иккен. Ӗнер республикӑн килес ҫулхин хыснине сӳтсе явма Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашне пухӑнсан Кашмаш шкулӗ пирки черетлӗ хутчен аса илнӗ.
Асӑннӑ ялти вӗренӳ учрежденийӗ пирки сӑмаха хальхинче чӑваш парламенчӗн депутачӗ Григорий Данилов хускатнӑ. Чӑваш Енӗн финанс министрӗ Светлана Енилина Кашмашра шкул тумассине унта ача ҫураласлӑх чакнипе сӑлтавланӑ.
Youtube видеохостингра Муркаш районӗнчи Кашмашра пурӑнакансем «Беспредел в Чувашии» (чӑв. Чӑваш Енри йӗркесӗрлӗх) ятпа маларах видеочӗнӳ пичетленине пӗлтернӗччӗ. 1931 ҫулта хӑпартнӑ шкул кивелни паллӑ ӗнтӗ. Ҫав вӑхӑтрах Кашмаш ачисене ҫывӑхри хӑтлӑ шкула автобуспа турттарнине палӑртмаллах.
Ҫӗмӗрле хулине хӑтлӑлатас ӗҫ хӗрсех пырать. Ӗҫ мӗнле пынине тӳре-шара сӑнаса тӑрать.
Халӗ Ҫӗмӗрле хулинче ҫемье канӑвӗн статусне тивӗҫнӗ парк та пур. Ӑна вӑл «Хулана хӑтлӑх кӗртесси» проекта хутшӑнса тивӗҫнӗ. Паянхи кун хула унпа тивӗҫлипе мӑнаҫланать.
Ҫӳлерех асӑннӑ проекта хутшӑннӑ май Ҫӗмӗрле хулине общество вырӑнӗсене хӑтлӑлатмашкӑн федераци тата республика хыснисенчен укҫа-тенкӗ уйӑрнӑ. Паркри аллейӑра плиткӑсем хума 3,5 миллион тенкӗ кайнӑ. Паркра саксем, ҫӳп-ҫап витрисем вырнаҫтарнӑ.
780 пин тенкипе вара аттракционсене йӗркене кӗртнӗ, ача-пӑча вылямалли комплекс вырнаҫтарнӑ, ҫынсем утмалли ҫулсене асфальт сарнӑ.
Паян Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн черетлӗ 14-мӗш ларӑвӗ иртрӗ. Депутатсем унта республика хыснине улшӑнусем кӗртрӗҫ. Кӑҫал ҫак документа виҫҫӗмӗш хут тӳрлетӳсем кӗртнӗ.
Республикӑн кӑҫалхи бюджечӗ вӑтамран 499,6 млн ӳсесси паллӑ. Сывлӑх сыхлавне илсен, Шупашкарти Ленин проспектӗнче нумай функциллӗ поликлиникӑра строительство пырать. Хулари 2-мӗш номерлӗ ача-пӑча пульницине реконструкцилеме те укҫа-тенкӗ палӑртса хунӑ.
Республикӑра вӗрентӳ пайне аталантарма хушма пулӑшу пулӗ, кӑтарту 356,5 млн танлашать. Вӗсенчен 156,5 млн регионти муниципалитетсене куҫать, унта ӗҫлекенсен шалу укҫине ӳстерме тӑкакланӗ. Ҫӗрпӳре Кӑнтӑр микрорайонтӑ ҫӗнӗ шкул тума та хыснара пӑхса хӑварнӑ. Ытти отрасле те самай укҫа уйӑрӗҫ.
Ҫӗнӗ Шупашкар хулин экс-мэрӗ тӗлӗшпе чӳк уйӑхӗн 13-мӗшӗнче суд пулӗ. Ун чухне малтанхи итлев иртӗ.
Экс-мэр дожноҫӗпе ытлашшипех усӑ курнӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Следстви версийӗ тӑрӑх, Олег Бирюков мэр пулнӑ чухне администрацин ҫӗрпе пурлӑх хутшӑнӑвӗсен управленийӗн экс-пуҫлӑхӗ Елена Егорова кӳнӗ тӑкака шыраса илес тесе нимӗн те туман. Ҫӗнӗ Шупашкар хулин сучӗ пӗлтӗрхи нарӑс уйӑхӗнче палӑртнӑ тӑрӑх, Елена Егорова Ҫӗнӗ Шупашкар хулин хыснине 3,1 миллион тенкӗ тӑкак кӳнӗ. Хӗрарӑма айӑплӑ тесе йышӑннӑ, условлӑ майпа 2 ҫуллӑха айӑпланӑ, анчах Аслӑ Ҫӗнтерӳ 70 ҫул тултарнӑ ятпа ирттернӗ амнистие лекнӗ.
Хула администрацийӗ вара кӳнӗ тӑкак шыраса илмен. ФСБн Чӑваш Енри управленийӗ ҫакӑншӑн ун чухне сити-менеджер пулнӑ Олег Бирюков айӑплӑ тесе шутлать.
Шупашкарта Халӑхсен туслӑхӗн ҫурчӗ уҫӑлни пирки пӗлтернӗччӗ. Унта наци спорчӗн ӑмӑртӑвӗсене, тӗрлӗ тупӑшу ирттерме те палӑртнӑ.
Аса илтерер: Халӑхсен туслӑхӗн ҫурчӗ Раҫҫей патшалӑх социаллӑ университечӗн ҫуртӗнче вырнаҫнӑ. Ӑна хута яма республика хыснинчен 10 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. Ҫитес ҫул та ӑна хӑтлӑлатӗҫ. Кун валли тепӗр 16,5 миллион тенкӗ уйӑрма палӑртнӑ.
Уйӑрнӑ укҫан пӗр пайӗпе нумай фанкциллӗ спорт залне хатӗр-хӗтӗрпе тивӗҫтерӗҫ. Шӑпах ҫавӑнта наци спорчӗн тӗсӗсемпе ӑмӑртусем ирттерӗҫ. Ҫавӑн пекех нацисем хушшинче турнирсем йӗркелӗҫ.
Сӑмах май, Чӑваш Енре 128 наци ҫынни пурӑнать, 36 наципе культура пӗрлешӗвӗ ӗҫлет.
Шупашкарти «Волжский-3» микрорайонта шкул хӑпартма палӑртнӑ. Хула администрацийӗ ку тӗлӗшпе аукцион ирттерессине пӗлтернӗ. Ӑна чӳк уйӑхӗн 17-мӗшӗнче ирттерӗҫ. Килӗшӗвӗн малтанхи хакӗ – 711 миллион та 46 пин тенкӗ.
Планпа килӗшӳллӗн, раштав уйӑхӗнче шкула тума пуҫлӗҫ. Ӑна 2019 ҫулхи ҫӗртмен 1-мӗшӗ тӗлне хута яма палӑртнӑ.
Ҫӗнӗ шкула 1 пин ача валли хӑпартӗҫ. Вӗренӳ корпусӗнче 2-4 хут пулӗ. Вӑй-хал культурипе сывлӑха ҫирӗплетмелли блока икӗ хутлӑ тӑвӗҫ.
Палӑртмалла: микрорайонта ҫӗнӗ шкула хӑпартмашкӑн федераци, республика тата хула хыснисенчен укҫа-тенкӗ уйӑрӗҫ. Сӑмах май, Шупашкарти «Ҫӗнӗ хула» микрорайонта та шкул хӑпартма палӑртнӑ. Ӑна ҫитес ҫул хута яма тытӑнӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (11.03.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 3 - 5 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Логинов Алексей Романович, Совет Союзӗн Паттӑрӗ ҫуралнӑ. | ||
| Брусова Галина Фёдоровна, педагогика ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, доцент ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |