Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -0.7 °C
Тимӗре хӗрнӗ чух туптаҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: «Ял пурнӑҫӗ» 75 ҫулта

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 18.03.2010 23:57 | 1758 хут пӑхнӑ
Хальхи «Ял пурнӑҫӗ»
Хальхи «Ял пурнӑҫӗ»

Красноармейски районӗнче тухса тӑракан «Ял пурнӑҫӗ» хаҫатӑн пӗрремӗш кӑларӑмӗ тухнӑранпа 75 ҫул ҫитрӗ.

Вӑл чи малтанах «Колхозник» ятпа ҫапӑнса ҫынсем патне саланнӑ. 1939—1962 ҫулсенче район хаҫачӗ «Коммунизм ҫулӗпе» ятпа пичетленнӗ. «Ял пурнӑҫӗ» вара 1966 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен тухса тӑрать.

Редакци йышӗнче, хаҫат тематикипе содержанийӗнче нумай улшӑнусем пулнӑ. И. Хатаевский, А. Маркова, Л. Семенов, Л. Николаев редакторсем уйрӑмах нумай ҫул ӗҫленӗ. Халӗ И. А. Прокопьев тӗп редактор пулса вӑй хурать. Ҫак ӗҫе вӑл 20 ҫул йӗркелесе пырать.

Юлашки ҫулсенче хаҫат сӑн-сӑпачӗ чылай улшӑнчӗ. Вулакансен йышӗ ӳсни те ҫак ӗҫре тимлекенсене савӑнтарать. 2010 ҫулӑн пӗрремӗш ҫур ҫулӗнче хаҫат 1790 экземплярпа ҫапӑнать.

Райхаҫат 75 ҫул тултарнине халалласа пушӑн 5-мӗшӗнче савӑнӑҫлӑ уяв иртрӗ. Мероприятине райхаҫат гимнӗпе уҫрӗҫ, ӑна редакцинче вӑй хуракансем юрларӗҫ. Ун хыҫҫӑн Иван Афанасьевич пуҫтарӑннисене хаҫат историйӗпе паллаштарчӗ, малта пыракансене Хисеп грамотипе наградӑларӗ.

Уявра ЧР культура, национальноҫсен ӗҫӗсен, информации политикин тата архив ӗҫӗсен министрӗн ҫумӗ А. Б. Усов Р. М. Лизакова министр алӑ пуснӑ ҫырупа паллаштарчӗ, ӑна тӗп редактора пачӗ, район администрацийӗн пуҫлӑхӗн социаллӑ ыйтусемпе ӗҫлекен, пӗрремӗш ҫумӗ Н. И. Антонов район администрацийӗн Хисеп грамотине пачӗ. Г. Е. Дубровпа Н. Г. Ершов обществӑлла корреспондентсем хаҫата халалланӑ сӑввисене вуласа саламларӗҫ. Красноармейскинчи Нестер Янкас ячӗллӗ культурӑпа искусство тата литература пӗрлӗхӗн ертӳҫин ҫумӗ Н. Г. Ершов Г. Е. Дуброва, И. А. Прокопьева, Г. Л. Ефимова, Ю. З. Борисова, Н. Янкас ячӗллӗ преми лауреачӗсене, медальпе чысларӗ. Ку медале Н. Г. Ершов та И. А. Прокопьев аллинчен илчӗ. Епле-ха уяв юрӑ-ташӑсӑр? Редакцинчи агитушкӑн пухӑннисене саламласа пӗчӗк концерт лартса пачӗ.

#Красноармейски районӗ, #хаҫатсем, #юбилейсем

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем