Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -4.7 °C
Паттӑрӑн пуҫӗ выртнӑ, тараканӑн йӗрӗ выртнӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: «Тантӑш» хаҫат ӗҫченӗсемпе — тӗлпулу

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
voronovera 10.02.2012 19:03 | 2085 хут пӑхнӑ

«Тантӑш» хаҫат — шкул ачисен юратнӑ хаҫачӗсенчен пӗри. Республикӑри тата ун тулашӗнчи чӑваш ачисен пурнӑҫне, вӗренӗвне, ӗҫне-хӗлне ҫутатаканскере кашниех кӑсӑкланса вулать.

Нарӑсӑн 10-мӗшӗнче Елчӗкри ачасемпе ҫамрӑксен ҫуртӗнче «Тантӑш» хаҫатра ӗҫлекенсем районти шкул ачисемпе тата чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсемпе тӗл пулчӗҫ. «Тантӑш» хаҫатӑн тӗп редакторӗ В.Николаев хаҫат ӗҫӗ-хӗлӗпе паллаштарчӗ, «Тантӑш» хаҫата, «Тетте» тата «Самант» журналсене 2012 ҫулта илсе тӑрас енӗпе ирттерекен конкурс, «Хаҫатри хаҫат» проект пирки каласа пачӗ.

«Хаҫатри хаҫат» проектӑн тӗллевӗ — «Тантӑш» хаҫата интереслӗрех кӑларасси, юнкорсен хастарлӑхне ӳстересси», — терӗ вӑл. Малалла «Тантӑшра» «Хаҫатри хаҫат» тухма пуҫлӗ. Ҫак хаҫатӑн редакторӗ те, пулӑшаканӗсем те пулӗҫ. Ачасем хӑйсем ҫырнӑ заметкисене, статйисене, сӑвви-калавӗсене тата ыттисене те хаҫатра пичетлесе кӑларӗҫ.

Журналистсем ҫамрӑк ҫыравҫӑсене блокнот тата ручка парнелерӗҫ, хаҫатпа туслӑ ҫыхӑну тытма сӗнчӗҫ.

Тӗлпулӑва Курнавӑшри пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкулӑн 8-мӗш класӗнче ӑс пухакан Корнилова Марийӑпа Смирнова Анна тата вӗсен вӗрентекенӗ Круглова Н.Н. та кӑмӑлтан хутшӑнчӗҫ.

#хаҫатсем, #Тантӑш, #Елчӗк районӗ, #тӗлпулусем, #Курнавӑш

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем