Ҫурт-йӗр йӳнелсе пымасть. «Мир квартир» (чӑв. Хваттерсен тӗнчи) портал эксперчӗсем юлашки ултӑ ҫулта ҫурт-йӗр рынокӗнче пулса иртнӗ улшӑнусене тишкернӗ. Вӗсем пӗтӗмлетнӗ тӑрӑх, Раҫҫейӗн чылай хулинче кивӗ (сӑмах иккӗмӗш рынок текенни пирки пырать) ҫуртсенчи хваттерсем палӑрмаллах хакланнӑ.
Пуринчен ытла Сочи хулинче хваттер хакланнӑ. Хура тинӗсӗн ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енче вырнаҫнӑ ҫав хулара хак 120 процент ӳснӗ. Ҫакӑнта хула аталанӑвне Олимпиада умӗн укҫа чылай хывни витӗм кӳнӗ.
Мусквара юлашки 6 ҫулта хаксен ӳсӗмӗ — 54%, Питӗрте — 49%, Хусанта — 45%, Краснодарта — 36%, Калининградра — 24%, Мускав облаҫӗнче — 28%, Тула тата Ставрополь хулисенче — 24%, Пермьпе Томскра, Сартупа Курскра — 22%.
Шупашкарта ҫулсем пӑрлакланнӑ май таксистсем ытларах ӗҫлесе илме тытӑннӑ. Ҫынсем каланӑ тӑрӑх, ӗнер кӑна 100 тенкӗпе кайма май пулнӑ тӑк паян куншӑн 300 тенкӗ ыйтаҫҫӗ.
Шуҫлак пулнӑран ҫынсем ӗҫе, вӗренӗве кая юлса ҫитеҫҫӗ. Ҫутҫанталӑк «парни» пирки хула администрацийӗнче иртнӗ планеркӑра та сӳтсе явнӑ. Ҫулсем ҫине тӑварпа хӑйӑр хутӑшӗ сапнӑ, кун тӗлӗшпе 25 бригада ӗҫленӗ. Пӗтӗмпе 150 тонна ытла тӑварпа хӑйӑр хутӑшӗ сапнӑ. Анчах ку ытлах пулӑшайман – тӑвар ҫумӑр ҫунӑ май ирӗлсе пынӑ.
Кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен эрех каллех хакланать. РФ Финанс министерстви алкоголӗн чи пӗчӗк хакне кӑтартни пирки калакан хушӑва пичетленӗ.
Ҫитес ҫултан ҫур литр эрехшӗн сахалтан та 230 тенкӗ кӑларса хума тивӗ (халь чи йӳнни – 215 тенкӗ). Чи йӳнӗ коньяк 433 тенкӗ пулӗ (халӗ 388 тенкӗ).
Бренди тата ытти продукцин чи йӳнӗ хакӗ 2020 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен 315 тенкӗпе танлашӗ. Халӗ ку хак – 307 тенкӗ.
Ҫӗнӗ ҫултан Чӑваш Енре электричество хакӗ ӳсӗ. Килте газ плити пулсан малашне 12 пус ытларах тӳлеме тивӗ, электроплита тӑк – 9 пус ытларах. Ҫакна Конкурентлӑ политика тата тариф патшалӑх службин коллегисен ларӑвӗнче йышӑннӑ.
Халӗ вара Чӑваш Енре пурӑнакансем пӗр киловаттшӑн 3,36 тенкӗ (газ плити пулсан) тӳлеҫҫӗ. Ҫитес ҫулхи утӑ уйӑхӗнче 3,48 пус пулӗ. Электричество плитипе усӑ куракансем пӗр киловаттшӑн халӗ 2,35 тенкӗ тӳлеҫҫӗ, ҫитес ҫул утӑ уйӑхӗнчен 2,44 тенкӗ пулӗ.
Ҫӗнӗ Шупашкар хулинче троллейбуспа ҫӳреме ҫул укҫи хакланӗ. Ҫапла йышӑнӑва асӑннӑ хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ раштав уйӑхӗн 4-мӗшӗнче алӑ пуснӑ, документа Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче ӗнер, раштав уйӑхӗн 11-мӗшӗнче, вырнаҫтарнӑ.
Ҫул укҫине ятарлӑ карттӑпа тӳлесен йӳнӗрех ларӗ. Ҫапла майпа усӑ куракансен 18 тенкӗ тӑкакланӗ. Аллӑн укҫа тӳлесен 20 тенкӗ кӑларса хума тивӗ.
Пӗр уйӑх ҫӳремелли билет та хакланнӑ. Малашне ку билета уйрӑм ҫынсемпе организацисем 850 тенкӗпе туянма пултарӗҫ, шкул ачисемпе студентсене 600 тенкӗпе сутӗҫ.
Троллейбусри ҫӗнӗ хаксем раштав уйӑхӗн 14-мӗшӗнче, шӑматкун, вӑя кӗрӗҫ.
Сӑмах май каласан, маршруткӑсене кӑмӑллакансем 23 тенкӗ тӳлеҫҫӗ, аллӑн укҫа тыттармасан, карттӑпа усӑ курсан — 19 тенкӗ.
Чӑваш Енре йӑлари хытӑ каяша турттарнӑшӑн илекен хака йӳнетӗҫ. Ҫапла пӗлтернӗ ӗнер республика Правительствинче Михаил Игнатьев Элтепер тӳре-шарапа ирттернӗ тунтикунхи канашлура. Хак йӳнелессине Тариф службин ертӳҫи Марина Кадилова ӗнентернӗ.
Хаксем 2020 ҫулхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗнчен чакӗҫ. Ҫакӑ йӑлари хытӑ каяшӑн ҫын пуҫне тивекен нормативне чакарнипе ҫыхӑннӑ.
Ялта пурӑнакансенсен ҫитес ҫулӑн пӗрремӗш ҫурринче кашни ҫын пуҫне 49 тенкӗ те 72 пус тӳлемелле пулӗ. Утӑ уйӑхӗнчен вара ҫак виҫе хакланӗ. Ун чухне вӑл 60 тенкӗ те 60 пуспа танлашӗ.
Хулара пурӑнакансен нормативне те пӗчӗклетнӗ. Вӗсене ҫитес ҫулхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗнчен тытӑнса 60 тенкӗ те 80 пус тӳлеттерӗҫ, 2020 ҫулхи утӑ уйӑхӗнчен вара — 73 тенкӗ ытларах.
Чӑваш Енре сысна какайне тата сыра йӳнӗпе туянма пулать. Ку енӗпе республика Атӑлҫи федераци округӗнче пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑ. Кун пирки Росстат пӗлтерет.
Чӑваш Енре сысна какайӗн пӗр килограмне 219,68 тенкӗпе сутаҫҫӗ (шӑмӑсӑр аш кунта кӗмест). Хытӑ сырӑн пӗр килограмне вӑтамран 440,08 тенкӗпе тянма май пур.
Ҫавӑн пекех пирӗн республикӑра кӑлпасси, тип ҫу, тулӑ ҫӑнӑхӗ, ыраш ҫӑнӑхӗ, вермишель, макарон йӳнӗ пулнине палӑртнӑ.
Специалистсем Раҫҫейри санаторисене тӗпченӗ. Вӗсе Крымри, Кавказри тата Ставропольти Хура тинӗс хӗрринчи санаторисене ҫеҫ хаклав йышне кӗртмен. ТурСтат тата Санатории-России.рф путевкӑсене бронь тумалли сервис специалисчӗсем чӳк уйӑхӗнчи канӑва тишкерсе танлаштарӑм хатӗрленӗ.
Раҫҫейри регионсенче кӗркуннехи санатори канӑвне чӳк уйӑхӗн 1-30-мӗшӗсенче путевкӑсем туяннине шута илсе хакланӑ. Танлаштарӑмра Чӑваш Енри санаторисем 20-мӗш вырӑн йышӑннӑ, путевкӑсен йӳнӗ хакӗпе вара – 2-мӗш вырӑнта.
Пирӗн регионта санаторире канас пулсан пӗр талӑкра вӑтамран 2 пин тенкӗ кирлӗ. Кунта пурӑннӑ, апатланни, сипленни кӗреҫҫӗ.
Чӳк уйӑхӗн 22-мӗшӗнчен водительсен медтӗрӗслевӗ ҫичӗ хутчен ӳсессине пӗлтернӗччӗ. Унччен 581 тенкӗ пулнӑ тӑк малашне 4281 тенкӗ пулмаллаччӗ. Кун пирки ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерстви пӗлтернӗ.
Аса илтерер: медтӗрӗслев хакне икӗ анализ хушнипе хӑпартмаллаччӗ: юнра наркотик тата алкоголь пуррипе ҫуккине палӑртмашкӑн. Хака хӑпартма палӑртнӑ кун умӗн Шупашкарти тата Ҫӗнӗ Шупашкарти наркологисенче черет самай пухӑннӑ.
Водительсем хаш! сывлама пултараҫҫӗ. Ку улшӑнусем халех пулмаҫҫӗ, вӗсене утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен вӑя кӗртесшӗн. Кун пирки документа чӳк уйӑхӗн 20-мӗшӗнче алӑ пуснӑ.
Юлашки тӑхӑр уйӑхра Чӑваш Енре пурнӑҫшӑн питӗ пӗлтерӗшлӗ тӑватӑ эмел хакӗ ӳснӗ. Кун пирки ЧР сывлӑх сыхлавӗн министрӗ Владимир Викторов правительство ҫуртӗнче иртнӗ канашлура каланӑ.
Чӑваш Енре аптека ӗҫӗпе 190 юридици сӑпачӗ ӗҫлет. Мониторинг ирттернӗ хыҫҫӑн ҫакӑ палӑрнӑ: ытларах Цитрамон, Анальгин, валериана настойки, Бор йӳҫекӗн хакӗ ӳснӗ. Пентафлуцин, Кардиомагнил, Резолют Про йӳнелнӗ.
Элтепер тупӑш тӑвас тӗллевпе хамрӑннисен вырӑнне ют ҫӗршыври эмелсене сутакан аптекӑсене хупма, лицензине туртса илме сӗннӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (03.08.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, 21 - 23 градус ӑшӑ пулӗ.
| Крылов Алексей Николаевич, асаилӳсем ҫырса палӑрнӑ ҫыравҫӑ ҫуралнӑ. | ||
| Ырсем Ольга Ивановна, чӑваш халӑх артисчӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |