2023 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен хӑш-пӗр таварӑн акцизӗ хӑпарӗ. Эппин, вӗсен хакӗ те ӳсӗ.
Ку 1,5 процент ытларах спиртлӑ шӗвексене пырса тивет. Ҫав йыша эрех-сӑра кӑна мар, парфюмери те кӗрет. Ҫавӑн пекех ҫитес ҫултан пирус, ҫӑмӑл машина, мотоцикл, бензин, дизель топливи хакланӗ. Топливо хакланнипе вара тиев тата пасажирсене илсе ҫӳрекенсем хаксене хӑпартӗҫ.
Аса илтерер: раштав уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх тӑкакӗсемшӗн те ытларах тӳлеме тивӗ.
2023 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пирӗн ҫӗршывра пуйӑспа ҫӳрекенсен ҫул укҫишӗн ытларах кӑларса хума тивӗ. Сӑмах аякка илсе ҫӳрекен плацкарт тата пӗтӗмӗшле вакунсем пирки пырать. Федерацин монополипе кӗрешекен служби хака 8,1 процент ӳстерме ирӗк панӑ.
2022 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен плацкартри хаксем 4,3 процент ӳснӗ, кӑҫалхи юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен — 6,25 процент.
«Купе», «СВ» тата «люкс» вакунсенче хак ҫутҫанталӑкӑн тӗрлӗ тапхӑрӗнчен, эрнерни хӑш кун пулнинчен, халӑх билетсене епле туяннинчен килет.
Тӳре-шара юпа уйӑхӗн 18-25-мӗшӗсенче Шупашкарта апат-ҫимӗҫ хакӗ мӗнле улшӑннине тишкернӗ. 11 лавккари хаксене шута илнӗ.
Юлашки эрнере ҫак ҫимӗҫсем йӳнелнине палӑртнӑ: сгущенка, консерв, макарон, ҫӑмарта, купӑста, панулми, кишӗр, рис, шӑнтнӑ пулӑ, услам ҫу, шурӑ ҫӑкӑр, сысна ашӗ, тӑвар, пулӑ консервӗ, 5 литрлӑ таса шыв.
Сгущенка 42 тенкӗ таранах йӳнелнӗ, какай консервӗ - 37 тенкӗ, услам ҫу - 34 тенкӗ.
Юлашки вӑхӑтра Мускавра хваттер хакӗ кӑштах чакнӑ. Ҫакна ҫынсен пӗр пайӗ чикӗ леш енне тухса кайнипе е кайма пуҫтарӑннипе ҫыхӑннӑ. Ун пеккисем хӑйсен пурлӑхне васкавлӑн сутса яма тӑрӑшаҫҫӗ.
Авӑн уйӑхӗн Мускавра хваттерӗн 1 тӑваткал метрӗн хакӗ вӑтамран 266 пин те 498 тенкӗпе танлашнӑ. Пӗр пӳлӗмлӗ хваттерсемшӗн хак ҫурла уйӑхӗнчинчен 2,1 процент чакнӑ, икӗ пӳлӗмлисемшӗн — 1,96 процент, виҫӗ пӳлӗмлисемшӗн — 0,9 процент. Пӗтӗмӗшле илсен, кивӗ (тӗрӗсрех каласан, унччен пурӑннӑ) хваттерсене сутакан хак 1,96 процент йӳнелнӗ.
Правительство паян газшӑн, ҫутӑшӑн, шывшӑн тата ӑшӑшӑн тӳлемелли тарифсене маларах хӑпартма йышӑннӑ. Хаксене кӑҫал та ӳстернӗччӗ. Тепӗр хутчен вӗсене 2023 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗнче хӑпартмалла пулнӑ та, РФ Правительстви ку утӑма ҫичӗ уйӑх маларах тума йышӑннӑ.
Хаксен ӳсӗмӗн чи пысӑк виҫи 9% ытла пулмӗ, — тесе шантарнӑ Минэкономаталану пресс-службинче.
Кун хыҫҫӑн хаксене 2024 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗнче кӑна ӳстересси пирки шантараҫҫӗ. Апла пулин те халӑхӑн 7 уйӑх хушши ҫутӑшӑн, шывшӑн тата ытти коммуналлӑ тӑкакшӑн малтан планланинчен ытларах укҫа кӑларса хума тивӗ. Ҫак утӑма тума, имӗш, коммуналлӑ хуҫалӑх кӑлтӑксӑр ӗҫлемешкӗн, пахалӑха упраса хӑвармашкӑн тума тивет.
Ведомство лӑплантарнӑ тӑрӑх социаллӑ тӳлевсене те хӑпартӗҫ, вӗсен виҫине ҫӗнӗрен шутласа кӑларнӑ чухне коммуналлӑ тӳлев ӳснине шута илӗҫ.
Ҫӗнӗ хаксене кашни субъект хӑй палӑртӗ.
Кӑмал ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗнченпе республикӑра ӗнесен шучӗ 0,1 процент ӳснӗ. Ҫавна май сӗт суса илесси 2,8 процент нумайланнӑ.
Анчах лавккасенче сӗт хакӗ чакнӑ-и? Кӑҫалхи 6 уйӑхра пӗр ӗнерен 8 процент нумайрах сӗт суса илме пуҫлан.
Чӑвашстат пӗлтернӗ тӑрӑх, сӗт туса илесси ӳснӗрен унӑн хакӗ чакнӑ. Халӗ республикӑра вӑл 68,74 тенкӗрен пуҫласа 83,62 тенкӗ таран тӑрать.
Нумай хваттерлӗ ҫуртсене тӗплӗн юсама хваттер хуҫисенчен пухакан хак килес ҫул хӑпарӗ.
Ҫавна республикӑра паян алӑ пуснӑ йышӑнура пӑхса хӑварнӑ.
Лифтсӑр хваттерсенче пурӑнакансен 2023 ҫулта пӗр тӑваткал метршӑн 7 тенкӗ те 38 пус тенкӗ тӳлеме тивӗ, лифтлӑ ҫуртсенче пурӑнакансен – 8 тенкӗ.
Лифтсӑр ҫуртсенче пурӑнакансем кӑҫал пӗр тӑваткал метршӑн 6 тенкӗ те 92 пус тӳлеҫҫӗ, лифтлисенче пурӑнакансем – 7 тенкӗ те 51 пус.
Ҫӗнӗ Шупашкарта 17-мӗш тата 21-мӗш маршрутсемпе ҫӳрекен автобуссенче билет хакӗ ӳсӗ. Хула администрацийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ку ҫӗнӗлӗх юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗнче вӑя кӗрӗ.
Ҫав кунран пуҫласа ку автобуссенче билетшӑн 28 тенкӗ тӳлемелле. Банк карттипе тӳлесен те 28 тенкех кӑларса хума тивӗ.
Сӑмах май, кӑҫал кӑрлач уйӑхӗнче спутник хулара билет хакне ӳстерсе 24 тенке ҫитернӗччӗ. Ку — банк карттипе тӳлесен. Укҫан парсан вара — 26 тенкӗ.
Чӑваш Енре электроэнерги хакне чакарасси пирки шутлаҫҫӗ. Мӗнле майпа? Уйӑрса паракан генерацисем тӑвасшӑн. Тӗслӗхрен, пилӗк энергоцентр хута ярсан электроэнерги тарифӗ 4,8 тенкӗрен чакма пултарать. Хальхи вӑхӑтра республикӑра пӗр киловатт энергишӗн 5 тенкӗ ытларах тӳлемелле. Ку Атӑлҫи федераци округӗнче списокра хыҫалтан иккӗмӗш.
Пӗрремӗш энергоцентра Ҫӗнӗ Шупашкарта 2023 ҫулта тума палӑртнӑ. Тепӗр тӑваттӑшне 2024-2025 ҫулсенче хута ярӗҫ.
Юлашки вӑхӑтра Шупашкарти лавккара мӗнле ҫимӗҫсем, япаласем йӳнелнӗ? Тӳре-шара хаксене кашни эрнерех тишкерсе тӑрать.
Утӑ уйӑхӗн 19-26-мӗшӗсенче лавккасенче хӑш-пӗр ҫимӗҫсем самай йӳнелнӗ. Тӗслӗхрен, аш-какай консервӗн хакӗ - 150 тенкӗ, ҫӑратнӑ сӗт - 50 тенкӗ, услам ҫу - 25 тенкӗ, шурӑ ҫӑнӑх 12 тенкӗ чакнӑ. Ҫавӑн пекех купӑста, пулӑ консервӗ, сахӑр, кишӗр, сухан кӑштах йӳнелнӗ.
Хальхи вӑхӑтра сахӑра 64-89 тенкӗпе сутаҫҫӗ. Ҫӗрулмипе 27-75 тенкӗпе сутаҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (04.10.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 766 - 768 мм, 5 - 7 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ашмарин Николай Иванович, паллӑ тюрколог, чӑваш чӗлхи пӗлӗвӗн никӗсне хываканӗ ҫуралнӑ. | ||
| Кривоносов Владимир Михайлович, кӗвӗҫ, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Кривоносов Владимир Михайлович, кӗвӗҫ, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ вилнӗ. | ||
| Сергеева Наталья Алексеевна, чӑваш актриси ҫуралнӑ. | ||
| Нар Урини, чӑваш ҫыравҫи, драматургӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |