Елчӗк районӗнчи Ҫирӗклӗ Шӑхальти информаципе культура центрӗнче районти шкул ачисемпе вӗрентекенсем хушшинче «Поэзи ҫӑлтӑрӗсем — 2014» фестиваль иртнӗ. Ӑна поэзие юратакан, ӑнланакан, чунпа туякан пултаруллӑ ҫамрӑксене, вӗрентекенсене тупса палӑртас тата хавхалантарас тӗллевпе йӗркеленӗ. Фестивале райадминистрацин вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин пайӗ, Ҫирӗклӗ Шӑхалӗнчи вӑтам шкул, вырӑнти информаципе культура центрӗ тата «Елчӗк ен» хаҫатӑн «Шӑнкӑрав» кӑларӑм. пӗрле ирттерме шут тытнӑ.
Илемлӗ вулакансен фестивальне 70-е яхӑн ачапа вӗрентекен хутшӑннӑ. Хутшӑнакансене ҫулне тӑватӑ ушкӑна пайланӑ. Номинацисенчен вара ҫаксем пулнӑ: «Чӑваш поэчӗсем чӑвашлӑх темипе ҫырнӑ сӑвӑсене илемлӗ вуласси», «Чӑвашла ҫырнӑ автор хайлавӗ», «Чӑваш юрри».
Конкурса Чӑваш Тӑрӑмӗнчи пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан тӗп шкултан пурӗ улттӑн хутшӑннине пӗлтерет вырӑнти ял тӑрӑхӗ. Алина Краснова, Алина Галкина тата Светлана Фомкина иккӗмӗш вырӑн йышӑннӑ.
Сӑнсем (18)
Красноармейски районӗнче ачасемпе ҫамрӑксен общество организацийӗсен «Яковлев хунавӗсем» XIII район фестивалӗ иртнӗ.
Мероприятие районти 11 шкулти организаци хутшӑннӑ. Пурте Мухтав монуменчӗ патне колоннӑпа утнӑ, чечексем хунӑ. Унтан Красноармейски ялӗн тӗп урамӗпе Ҫӗнтерӳ паркне утнӑ. Мероприятие Красноармейски районӗн хисеплӗ ҫынни, Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗ Михаил Прохорович Прохоров та хутшӑннӑ.
Уявра ташланӑ-юрланӑ, вӑл ташӑ марафонӗпе вӗҫленнӗ. Тӑватӑ номинацире Трак вӑтам шкулӗ, Упи вӑтам шкулӗ, Еншик Чуллӑ шкулӗ ҫӗнтернӗ.
Фестивале хутшӑннӑ ачасен мӗнпур организацисене «Яковлев хунавӗсем» программӑна аталантарнӑшӑн грамотӑсемпе, тав ҫырӑвӗсемпе чысланӑ. Район фестивальне хастар хутшӑннӑшӑн Трак вӑтам шкулӗн вожатӑйне Д.Ф.Ефимовӑна Димплом панӑ.
Ҫу уйӑхӗн 4-11 мӗшӗсенче Грецире ачасен «Пӗчӗк кӑвакалсен ташши» Пӗтӗм тӗнче фестивалӗ иртессине, унта Йӗпреҫри ача-пӑча ӳнер шкулӗн вӗренекенӗ, Кӗлӗмкассинче пӗлӳ пухакан Татьяна Новикова каяссине пӗлтернӗччӗ.
Ҫу уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Татьяна тӑван тӑрӑха таврӑннӑ. Пушӑ алӑпа мар — наградӑсемпе. Татьяна Новикова Пӗтӗм тӗнче фестивалӗнче I степень Диплома, «Ылтӑн микрофон» кубока, «Пӗчӗк кӑвакалсен ташши» фестиавлӗн лауреат дипломне тивӗҫнӗ. Таня ача-пӑча пултарулӑхне сарнӑшӑн «Музендис Трэвел» компанин президенчӗн Б.Музендис аллинчен диплом илме тивӗҫ пулнӑ.
— Татьяна чылай конкурсра ҫӗнтернӗ. Вӑл «Тӗнчери халӑхсен ташшипе юрри» концерт программине хутшӑнчӗ, тӗлпулусенче, ӑсталӑх класӗсенче пулчӗ. Унпа пӗрле конкурса Тӑвай районӗнчи тепӗр ача кайнӑ, — тенӗ Йӗпреҫри ача-пӑча ӳнер шкулӗн директорӗн ҫумӗ Наталья Рекунова.
Пӗтӗм тӗнчери «Наци пуянлӑхӗ — 2014» теле-интернет проект Шупашкарта ҫу уйӑхӗн 1–4-мӗшӗсенче иртнӗ.
Фестивале хутшӑннисен йышӗнче — Ҫӗрпӳ районӗнчи «Заря», «Лазурит», «Девчата» ташӑ ушкӑнӗсем. Ертӳҫисем — Михаилпа Елена Тереховсем. Палӑртмалла: вӗсем ертсе пыракан асӑннӑ ташӑ ушкӑнӗсем фестивале пӗрремӗш хут хутшӑннӑ. Вӗсен опыт нумаях мар пулин те хӑйсене чи лайӑх енчен ҫеҫ кӑтартма пултарнӑ, дипломсемпе тав хучӗсем ҫӗнсе илнӗ.
«Заря» ташӑ ушкӑнӗ 8 ҫул тултарманнисен йышӗнче «Хореографи» номинацире «На палубе», «Весенние цветочки» ташӑсемпе III степень Диплома тата «Созвездие» кубока тивӗҫнӗ.
«Лазурит» та 16–25 ҫулсенчи ушкӑнра «Халӑх ташши» номинацире «Канарейка», «Трудовая» ташӑсемпе III степень Диплома тата «Созвездие» кубока ҫӗнсе илнӗ.
Фестивале Карели, Тутар, Мари, Мордва республикисенчен, Норильск, Владивосток, Челепи, Екатеринбург, Чӗмпӗр, Иваново, Киров хулисенчен ытларах хутшӑннӑ.
Куславккари культурӑпа кану центрӗнче «Туслӑх юрӑ карти — 2014» IV уҫӑ фестиваль-конкурс иртнӗ. Кӑҫал конкурса республикӑри 10 районти 21 ушкӑн хутшӑннӑ. Вӗсен йышӗнче — Вӑрмар районӗнчи ташӑ ушкӑнӗсем те: «Степ» (Апапуҫ), «Капельки» тата «Непоседы» (Вӑрмар поселокӗ).
Конкурс ҫӳллӗ шайра иртнӗ. Мӗн пур ушкӑн парнене тивӗҫнӗ. «Хальхи ташӑ» номинацире Вӑрмар поселокӗнчи «Непоседы» ташӑ ушкӑнӗ III Диплома тивӗҫнӗ. 10–13 ҫулсенчи ушкӑнра «Дуэт» номинацире Вӑрмарти «Капельки» ташӑ ушкӑнӗ малти вырӑна тухнӑ. Ҫак номинацирех Арапуҫри «Степ» ташӑ ушкӑнӗ II степень Диплома тивӗҫнӗ.
Фестивале килнисем пурте унта хутшӑннине ӗнентерекен сертификата тата пӗчӗк парнене тивӗҫнӗ. Чи ҫамрӑк конкурсҫӑна Кира Ивановӑна (Вӑрмар поселокӗнчи «Непоседа» ташӑ ушкӑнӗ) та парнепе чысланӑ.
Юрий Энтинӑн пултарулӑх центрӗ, РФ Вӗренӳ министерстви, РФ Культура министерстви, Грецин Тӗп Македонин переферийӗн администрацийӗ пулӑшнипе ҫу уйӑхӗн 4–11-мӗшӗнче «Пӗчӗк кӑвакалсен ташши» Пӗтӗм тӗнче фестивалӗ иртӗ.
Фестивале Раҫҫейри, Грецири тата 20 ытла ҫӗршыври ачасем хутшӑнӗҫ. Палӑртма кӑмӑллӑ: Пӗтӗм тӗнче шайӗнче иртекен мероприятие Йӗпреҫри ача-пӑча ӳнер шкулӗнче вӗренекен, Кӗлӗмкасси шкулӗнче ӑс пухакан Татьяна Новикова хутшӑнӗ. Ертӳҫи — Наталья Рекунова.
Таня концерт программине (тӗнчери халӑхсен юррисемпе ташшисен концерчӗ), Раҫҫейри тата Европӑри культура тата ӳнер ӗҫченӗсемпе иртекен тӗлпулусене, ӑсталӑх класӗсене хутшӑнӗ. Фестивале ҫитнисене Греци историпе, культурипе паллаштарӗҫ, вӗсемпе пултарулӑх вӑййисем, конкурссем, спорт ӑмӑртӑвӗсем (вӗсем спорт лапамӗсенче, тинӗс хӗрринче иртӗҫ) ирттерӗҫ.
Ҫавӑн пекех Татьяна Новикова Грецире экскурсире пулӗ, Македоние, Солоникӑна, Халкидикӑна ҫитсе курӗ.
Норильскри Культура центрӗнче Наци культурисен «Ен — пирӗн пӗрлехи кил» ятпа X фестивалӗ иртнӗ. Унта хулари вунӑ ытла обществӑпа культура организацийӗ пухӑннӑ. Унта чӑвашсем те хутшӑннӑ. Сӑмахран, Таймыр тӗп хулинчи дисапорӑсем те пырса ҫитнӗ.
Хулари чӑвашсен диаспорин пайташӗ Тамара Яковлева, ав, Норильскра 30 ҫул пурӑнать. Ҫак вӑхӑтра вӑл яланах диаспорӗ пайташӗ пулнӑ. Вӑл халӑх туслӑхне халалланӑ мӗнпур мероприятие хутшӑннине пӗлтерет. Нумаях пулмасть индустри институтӗнче пулнӑ, каярах — пуянлатакан хапрӑкра. Фестивальсене яланах кӑмӑлтан хатӗрленеҫҫӗ-мӗн.
Кирек епле уяври пекех наци апат-ҫимӗҫӗн куравӗ иртнӗ, концерт та пулнӑ.
Элӗк районӗнче Чӑваш чӗлхи кунӗ умӗн наци культурин «Туслӑх ҫулӑмӗ» фестивальне ҫулсерен йӗркелеҫҫӗ. Кӑҫал вӑл пушӑн 24-мӗшӗнчен пуҫласа акан 12-мӗшӗччен пынӑ. Фестивале 12 шкулти 22 ача хутшӑннӑ.
Фестиваль программипе килӗшӳллӗн чӑваш чӗлхипе, литературипе вӑйӑ-конкурс иртнӗ. Кашниех 5 номинацие парӑнтарнӑ: «Чӗлхе — халӑх мулӗ», «Чӑваш Республикин паллӑ вырӑнӗсемпе паллӑ ҫыннисем», «Чӑваш халӑх сӑмахлӑхӗ», «Илемлӗх тӗнчи», «Пирӗн пуянлӑх».
«Ҫӑлтӑрчӑк».
1-мӗш вырӑна Чӑваш Сурӑм шкулӗнчи 7-мӗш класра вӗренекен Ольга Егорова тухнӑ, 2-мӗшӗнче — Мӑн Вылӑ шкулӗнчи 8-мӗш класра ӑс пухакан София Иванова тата Тавӑтри шкул вӗренекенӗ Елена Ярхуткина, 3-мӗшӗнче — Юнтапари шкулта вӗренекен Анастасия Максимова тата Ураскилт шкулӗнчи Анна Петрова.
«Шевле» ӳнер конкурсӗнче ҫаксем мала тухнӑ: Элӗк шкулӗнчи Ирина Свисткова (1-мӗш вырӑн), Юнтапа шкулӗнчи Анжела Ильина тата Элӗк шкулӗнчи Наталья Волкова (2-меш вырӑн), Юнтапа шкулӗнчи Екатерина Степанова (3-мӗш вырӑн).
Кӗҫнерникун, акан 17-мӗшӗнче, Чӑвашкино ҫуртӗнче Чӑваш Республикинчи кино ӳкерекенсен пӗрлешӗвӗн черетлӗ пухӑвӗ иртнӗ. Унта ятарласа пӗр ыйту кӑна сӳтсе явнӑ — ҫу уйӑхӗн 19–24-мӗшӗсенче Шупашкарта иртекен кино фестивальӗнче чӑвашла киноматографине кӗртессине.
Пӗтӗм тӗнчери кино фестивальне 7 чӑваш киновне тӑратма йышӑннӑ. Хальлӗхе, вӑхӑт иртсе кайнине пула, ку ӗҫсем конкурс тулашӗнчисем пулӗҫ. Ҫак картинӑсене кӗртнӗ: «Аксар» студи хатӗрленӗ «Чупкӑн» тата «Франци хӗрӗ тыткӑнларӗ чӗрене» илемлӗ фильмсене, «Салам» студи ӳкернӗ «Юхха» фильма, «Орион» кӑларнӑ «Манӑн та телейлӗ пулас килет» картинӑна, «Спектр» студин «Последняя кража» ӗҫе (ӑна вырӑсла ӳкернӗ). Ку выляв фильмӗсем пулчӗҫ, ҫавӑн пекех 2 документаллӑ ӗҫе хушӗҫ: Пӗрремӗш наци киностудийӗ «Чӑвашфильм» ӑсталанӑ «Генерал Тихонов» тата «Муса Мусалиев: Путь воина» фильмсене. Ку икӗ картина та Юрий Спиридонов режиссёр ӗҫӗсем.
Чӑваш Республикинчи кино ӳкерекенсен пӗлтешӗвне кӑҫал пуш уйӑхӗнче йӗркеленнӗ. Унӑн ертӳҫи пулма Олег Михайлович Цыпленкова суйланӑ. Хӑйӗн ӗҫӗнче ҫак пӗрлӗх Шупашкарта кино тата видео ӳкерекенсене пӗрлештерсе тӑрать.
Паянпа ыран Хусанта начартарах куракан ачасен «Пӳрне вӗҫӗнчи тӗнче» ятлӑ Атӑлҫи фестивалӗ иртӗ. Ӑна кӑҫалхипе иккӗмӗш хут йӗркелеҫҫӗ. Пӗлтӗр унта 6 ҫултан тытӑнса 17 ҫулчченхи 60 ача хутшӑннӑ. Кӑҫалхине Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи 14 регионти шкул-интернатсенчи 140 ача пырса ҫитмелле. Чӑваш Ен те унтан юлмӗ. Пирӗн тӑрӑхрисенчен Хусана Шупашкарти ятарлӑ (коррекциллӗ) пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан шкул ачисем тухса кайнӑ.
Фестивале хутшӑнакансене Хусан Кремльне кӑтартӗҫ, паллӑ ҫынсемпе курнӑҫтарӗҫ. Унсӑр пуҫне мастер-классем иртмелле. Гала-концерт та пулӗ. Хӑйсен пултарулӑхне ачасен ҫичӗ номинаципе кӑтартма тивӗ: «Чи лайӑх инструмент ушкӑнӗ», «Чи лайӑх инструмент соли», «Чи лайӑх вокал ансамблӗ», «Чи илемлӗ вулав», «Чи лайӑх автор» тата «Чи лайӑх ташӑ ушкӑнӗ».
Хусанти мероприятие хутшӑнакансене йӗркелӳҫӗсем ноутбук парнелесшӗн иккен. Унта вырнаҫтарнӑ ятарлӑ программа куҫӗ начартарах куракан ачасене вӗренӳре тата тӗнче туяссипе пулӑшмалла.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.04.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Ленин Владимир Ильич, ХХ ӗмӗрти паллӑ политиксенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Сергеев Илья Тимофеевич, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, доцент вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |